Иван Яковлевич Яковлев – чӑваш халӑхне çутта кӑлараканӗ
статья (1, 2, 3, 4 класс)

Григорьева Вера Евгеньевна

Яковлев чăваш çырулăхне, литературине аталанма çул уçаканĕ. Иван Яковлев чăваш алфавитне тунă, букварь хатĕрленĕ, ачасем валли калавсем çырнă, шкулсем уçнă. Чаваш ачисене чăвашла та, вырăсла та çырма, вулама вĕрентнĕ. Эпир ăна асра тытатпăр. Кашни çул И.Я. Яковлев çуралнă кун Чăваш чĕлхи кунне уявлатпăр

Скачать:

ВложениеРазмер
Файл ivan_yakovlevich_yakovlev_-_nihcan_synmi_cuta_hevel.docx21.57 КБ

Предварительный просмотр:

Иван Яковлевич Яковлев – нихӑçан сÿнми çутă хĕвел (3-мӗш класс) 

Григорьева Вера Евгеньевна

Сапӑрлӑх тĕллевĕсем:

1. И.Я. Яковлевӑн ĕçĕ-хĕлĕпе, пултарулӑхĕпе паллашасси, ӑна ӑса хывасси

2.И.Я Яковлевпа мухтанас, ӑна хисеплес туйăма вăйлатасси

3. Вĕренекенсене тăван чĕлхене, тăван халăха юратма хăнăхтарасси

Пĕлÿ тĕллевĕсем:

1. И.Я. Яковлевӑн калавĕсене вуласси, ӑнланасси

2. Ачасен пуплевне тата тавракурăмне аталантарасси

Урок юхӑмĕ

I. Класа йӗркелени

а) Сывлӑх сунни

ӑ) «Урокра» юрӑ

б) Фонозарядка

ă-чă-чăваш

ĕ-чĕ-чĕре

ç-çа-çапрĕ

Ырă чăваш тупăнчĕ,

Ырă ĕçе тытăнчĕ.

II. Урок темипе, тӗллевӗсемпе паллашни

Паянхи урокра эпир чӑннипех те паллӑ çынпа, унӑн ĕçĕсемпе паллашӑпӑр. Кам çинчен калаçнине эсир манӑн ыйту çине тĕрĕс хуравласан пĕлетĕр.

Ачасем, халӗ эпӗ сире мĕн кӑтартатӑп?

- …

- Тĕрĕс, чӑвашсен пĕрремĕш алфавитне куратпӑр.

- Чӑвашсен пĕрремĕш алфавитне йӗркелекенӗ кам?

-

 III. Çӗнӗ материалпа ӗçлени

                 Кăнна Кушки…Ăна туран куратăн:
               Çырмаллă ял: ял вĕçĕнче çаран.
               Тахçан кунта иккен тăлăх-туратăн
               Кĕтÿ кĕтсе вăл ÿснĕ ачаран.

Физкультминутка

IV. Çыхӑнуллӑ пуплеве аталантарни

 а).  Ача –пӑча калавĕсемпе паллашни

ӑ). Ваттисен сӑмахӗсемпе ӗçлени

И.Я. Яковлев хӑйӗн хайлавӗсенче чылай ваттисен сӑмахӗсемпе усӑ курать.  Эпĕ сире ваттисен сӑмахĕсене валеçсе паратӑп, пĕрремĕш ушкӑн ваттисен сӑмахне вулать, иккĕмӗ ушкӑн çак йĕркесем хӑш калавпа çыхӑннине калать

 «Аптранӑ кӑвакал кутӑн чӑмнӑ тет»                                        (Ҫил - тӑвӑл)

«Ҫын аллинчи кукӑль пысӑккӑн курӑнать тесе ахаль каламан ҫав»          

                                                                                                          (Йӑлӑнтарни)

«Ӗҫлесе ҫисен ҫӑкӑр та тутлӑ, тӑрансан пыл та йӱҫӗ»                  (Кулачӑ)

«Шывӑн турачӗ ҫук теҫҫӗ»                                                                (Ҫуркунне)

«Ҫӑкӑр- тӑвар хире- хирӗҫ теҫҫӗ»                                               (Тилӗпе тӑрна)

б). Ачасен ущкӑнĕ И Я Яковлев çырнӑ калав тӑрӑх сценка лартса параççĕ.

- Ачасем, калав ятне тĕрĕс калӑр-ха, тархасшӑн?               («Пулӑ сĕрни»)

V. Грамматика материалӗпе ӗçлени

1) Сăмах уçă сас паллипе вĕçленет:

    Хитре – чи хитри

2) Сăмах хупă сас паллипе вĕçленет:

    Лайăх – чи лайăххи

3) Сăмах ă ĕ сас паллипе вĕçленет, ă ĕ умĕн икĕ хупă сасă:

    Ăслă – чи ăсли

4) Сăмах ă ĕ сас паллипе вĕçленет, ă ĕ умĕн пĕр хупă сасă:

    Ырă – чи ырри

Çыру ӗçӗ: ӗçчен, пултаруллӑ, хисеплӗ сӑмахсене вӑйлӑ степеньре (ушкӑнсенче) çырса пурнӑçласси

VI. Пӗтӗмлетни

Тест

             1.Кăçал И.Я. Яковлев çуралнăранпа миçе çул?

             2. Вăл мӗнле уйăхра çуралнă?

             3. Чи малтан И.Я. Яковлев кам пулнă?

            4. И.Я. Яковлев университетра мěнле хулара вӗреннӗ?

 5. Чӗмпӗр чăваш шкулӗ камсене хатӗрленӗ?

          6. И.Я. Яковлевăн вӗренекенӗ кам пулнă?

          7. Шупашкарти И.Я. Яковлев ячӗпе çыхăннă вырăнсем.

VII. Ачасен ӗçне хаклани, сыв пуллашни


По теме: методические разработки, презентации и конспекты

Ю. Яковлев "Баваклава"

Урок внеклассного чтения в 4 классе.Презентация к уроку....

Урок окружающего мира в 4 классе по теме "Царь Иван Грозный(Иван IV)".

Современное общество живёт в ситуации постоянных изменений ценностей и идеалов, при высокой степени неопределённости условий принятия решений и неоднозначности многих жизненных выборов. В связи ...

Иван Третий. Иван Четвертый

Окружающий мир. 4 класс. "Школа России"...

"Һөнәр утта янмый, суда батмый торган хәзинә!"

Башлангыч сыйныфлар өчен тәрбия сәгате"...

Иван Яковлевич Билибин

Иван Яковлевич Билибин...

Иван Яковлевич Билибин

Иван Яковлевич Билибин...