Родная сторона- Чувашия
методическая разработка (2 класс)
Предварительный просмотр:
«Тăван ен – Чăваш çĕршывĕ»
квест- вăйă
Хатерлекенӗ:
Семенова Н.С.,
Чặваш Республикинчи Канаш районěн
Совет Союзӗн Геройӗ А.П.Петров ячӗллӗ Аччари пěтěмěшле пěлÿ паракан
тěп шкулăн пуçламăш класс вĕрентекенĕ
Тĕллев: Чăваш Республики çинчен ачасен пĕлĕвне пĕтĕмлетсе çирĕплетесси.
Задачăсем:
Вĕренӳ задачисем: Чăваш Республики патшалăх символĕсемпе (ялав, герб гимн) палллаштарасси; картăпа ĕçлеме хăнăхтарасси, тĕрлĕ халăх туслă пурăнни çинчен, тăван ене чапа кăларнă çынсене халалласа лартнă палăксем çинчен каласа хăварасси.
Аталану задачисем: ачасен шухăщлавне, тимлĕхне, пултарулăхне аталантарасси;
Воспитани задачисем: тăван çĕр-шыва юратма; тăван халăх культурине хаклама, ытти халăхсемпе туслă пулма вĕрентесси.
Словарь ĕçĕ: тăван çĕршыв, патшалăх символĕсем (герб, ялав, гимн), палăк
Оборудовани: мольберт, ноутбук, Чăваш Республикин Гимнĕ, «Асамат кĕперĕ» юрă
Кăтарту хатĕрĕсем: çыру, чăваш тумлă пукане, Чăваш Республикин карти, ялавĕ, гербĕ, сăмах сăнчăрĕ, И.Яковлев, А.Николаев, К. Иванов, В.Чапаев палăкĕ (фотосем), Презентаци «Чăваш халăхĕн паллă çыннисем»
Ачасене валеçсе памалли хатĕрсем: клей, хутран касса кăларнă пуканесем, чăваш, вырăс, тутар, удмурт халăх тумтирĕсен ӳкерчĕкĕсем.
Воспитатель заняти умĕн ирттернĕ ĕç:
- Квест – вăйă валли альбом страницисене хатĕрлесси: Чăваш Республикин картине ӳкернĕ хут, Чăваш Республикин ялавĕпе гербне ӳкернĕ хут, халăхсен тумтирлĕ пуканесене çыпăçтармалли таса хут, И. Яковлев, А. Николаев, К. Иванов, В.Чапаев палăкĕсен фотоне çыпăçтарнă хут.
- «Тупмалли юмах», «Сăмах туп», «Сăмах вĕçле» ĕç карточкисем.
- «Тăван çĕршыв кĕтессинче» тĕрлĕ халăх тумтирлĕ пуканесен выставкине йĕркелесси.
- «Тăван çĕршыв кĕтессинче» Раççей Федерацийĕн, Чăваш Республикин картине, символикисене вырнаçтарасси.
- Презентаци «Чăваш халăхĕн паллă çыннисем» хатĕрлесси.
Ачасемпе ирттернĕ умĕнхи ĕç:
- Раççей Федерацийĕн, Чăваш Республикин карти çинче юхан шывсем, хуласем тупасси. «Хулалла» вăйă вылясси.
- «Асамат кĕперĕ» юрă вĕренни.
- Чăваш эрешĕпе пукане кĕпине илемлетни.
- Чăваш тата ытти халăх тумтирĕсене пăхни.
Уйрăм ачсемпе ирттернĕ умĕнхи ĕç: хĕр ачасемпе «Сăпка юрри» вĕренни.
Уйрăм ачсемпе ирттернĕ умĕнхи ĕç: В. Енĕш çырнă «Ку вăл – ман Тăван çĕршыв» сăвва вĕрентни.
Заняти структури
- Занятине ачасене йĕркелесси. Ачасене ĕçлес кăмăлне çĕклесси.
- Мотиваци. Çыру вулани. Вăйă «Кам нумайрах калать?»
- Чăваш тумлă пукане килни. Салампине «Тăван ен – Чăваш çĕршывĕ» ятлă альбом страницине пулăшма ыйтни.
- Тупмалли юмахăн тупсăмне пĕлесси: шывĕ пур, анчах юхмасть; хуласем пур, çурчĕсем курăнмаççĕ. (Карта) Пӳлĕмри «Тăван çĕршыв кĕтессинче» Чăваш Республикин картине тупни.
- Кану саманчĕ «Асамат кĕперĕ» юрăпа ачасем ташлаççĕ.
- Тупмалли юмахăн тупсăмне тупасси: Ани шурă, вăрлăхĕ хура. (Кĕнеке) Кĕнеке çӳлĕкĕ патне хут шырама каясси. Сас паллисем хушшинче мĕнле сăмахсем пытаннине пĕлесси: ПРАЯЛАВОСМУГЕРБМАВСОКГИМН.
- Чăваш Республикин гимне итлени.
- Чăваш Республикин ялавĕпе гербне ӳкернĕ хутсене илеççĕ.
Сăвă йĕркисене вĕçлесе малалла теттесем патне каймаллине пĕлесси. Вăйă «Пуканесене тумлантар». Ушкăнпа ĕçлени.
- Хĕр ачасем «Сăпка юрри» юрлаççĕ.
- Чăваш Республикинче пурăнакан халăхсен тумтирлĕ пуканесене хут çине çыпăçтараççĕ.
- Тупмалли юмахăн тупсăмне тупасси: Мĕн çинчен каланă: ун çине çырма, магнитпа картина çыпăçтарма пулать? (мольберт) Мольберт çинче И.Яковлев, А.Николаев, К. Иванов, В.Чапаев палăкне ӳкернĕ картинăсене пăхасси.
- Ачасем пукансем çине лараççĕ. Презентаци «Чăваш халăхĕн паллă çыннисем».
- И.Яковлев, А.Николаев, К. Иванов, В.Чапаев палăкне ӳкернĕ картинăсене илеççĕ. Хутсене пĕрле пуçтараççĕ.
- Рефлекси.
- Уйрăм ачасем В. Енĕш çырнă «Ку вăл – ман Тăван çĕршыв» сăвва вулаççĕ.
Заняти йĕрки
Ачасем пукансем çине çурма ункă майлă вырнаçса лараççĕ.
- Занятине ачасене йĕркелесси.
- Ырă кун пултăр, ачасем! Камăн кăмăлĕ аван – вăл пурне те саламлать (аван кăмăллисем алă сулаççĕ). Кам пирĕнпе ĕçлеме хавас – вăл пурне те саламлать (ĕçлеме хатĕррисем алă сулаççĕ).
2. Мотиваци. Вăйă «Кам нумайрах калать?»
- Манăн сĕтел çинче мĕнле çыру выртать? Вулар-ха. «Ырă кун пултăр, ачасем! Сирĕнпе «Кам нумайрах калать?» вăййа вылясшăн. Кам е мĕн çинчен «тăван» тесе калама пулать?
Ачасем: Тăван анне, тăван атте, тăван кил, тăван ял, тăван çĕршыв.
- Пирĕншĕн чи çывăх,чи хаклă çынна тăван тесе калатпăр. Аслисем те пĕр – пĕрне палламасан та хисеплесе пулăшма ыйтса çапла калаççĕ: «Тăванăм, калăр - ха тархасшăн!». Эпир хамăр пурăнакана вырăна тăван çĕршыв тетпĕр.
- Пирĕн Тăван çĕршыв мĕн ятлă?
- Пирĕн çĕршыв Раççей, Россия, ятлă. Унта тĕрлĕ чĕлхепе калаçакан халăх пурăнать. Хăйсем пурăнакан вырăна « манăн тăван ен» теççĕ.
- Пирĕн тăван ен мĕн ятлă?
Ачасем: Пирĕн тăван ен Чăваш Республики ятлă.
(Алăка шаккани илтĕнет. Чăваш тумлă пукане кĕрет.)
- Ырă кун пултăр, Салампи! Килех, тăванăм!
- Ачасем, Салампи Раççейре пурăнакан хăш халăх тумтирне тăхăннă? Мĕншĕн çапла шутлатăр?
Ачасем: - Салампи чăваш наци тумтирне тăхăннă. Унăн кĕпи шурă. Кĕпе аркине чăваш тĕррипе илемлетнĕ. Пуçĕнчи хăю çинче те чăваш тĕрринче хĕвеле пĕлтерекен эреш.
-Ачасем, Салампи чăваш. Эпир те чăвашсем. Эпир чăвашла та, вырăсла та калаçатпăр.
- Салампи «Тăван ен – Чăваш çĕршывĕ» ятлă альбом хатĕрленĕ. Анчах та страницисем пирĕн пӳлĕмĕн тĕрлĕ вырăнĕнче пытаннă. Салампи пулăшма ыйтать.
3. Чăваш Республикин картине тишкересси.
- Çулçӳреве пуçлар. Малтан тупмалли юмахăн тупсăмне пĕлер.
Шывĕ пур, анчах юхмасть.
Хуласем пур, çурчĕсем курăнмаççĕ. (Карта)
- Ăçта карта шырамалла? (Пӳлĕмри «Тăван çĕршыв кĕтессинче»)
Ачасем Чăваш Республикин карти патне пыраççĕ.
Картăна илме ыйтусем çине хуравламалла.
- Чăваш Республикинчи мĕнле пысăк юхан шывсене пĕлетĕр? (Атăл, Сăр, Çавал) Карта çинче кăтартăр.
- Юхан шыв тăрăхĕнче мĕнле хуласем вырнаçнă? (Ачасен хуравĕсем)
- Чăваш Республикин тĕп хули мĕн ятлă? (Чăваш Республикин тĕп хули Шупашкар)
- Пирĕн республикăн кӳршисене калар. Тухăç енче – Тутарстан Республики, анăçра Чул хула облаçĕ. Çур çĕр те Мари Эл Республикипе чикĕллĕ. Ульяновск облаçĕ, Мордва Республики кăнтăр енчи кӳршĕсем.
Ачасем Чăваш Республикин картине ӳкернĕ хута илеççĕ.
4. Кану саманчĕ «Асамат кĕперĕ» юрăпа ачасем ташлаççĕ.
Ĕç: малалла мĕн шырамаллине пĕлес тесен, сас паллисем хушшинче сăмахсем тупмалла: ПРАЯЛАВОСМУГЕРБМАВСОКГИМН. Ăçта шырамаллине пĕлес тесен, тупмалли юмахăн тупсăмне туп: Ани шурă, вăрлăхĕ хура. (Кĕнеке)
Кĕнеке çӳлĕкĕ патне васкар.
5. Чăваш Республикин патшалăх символĕсемпе паллаштарасси.
- Ялав, герб, гимн - патшалăх символĕсем. Чăваш Республикин те хăйĕн ялавĕ, гербĕ, гимнĕ пур.
- Чăваш Республикин ялавĕ çинче мĕнле тĕссем пур? (Сарă тата йăмăх хĕрлĕ тĕссем пур.)
- Йăмăх хĕрлĕ уй çĕре пĕлтерет. Çĕр çинче Пурнăç йывăççи. Тĕп вуллипе тураттисем Чăваш Республикинче пурăнакан чăвашсене пĕлтереççĕ. Аялти туратсем чăвашсем пирĕн çĕршывăн тĕрлĕ вырăнĕсенче пурăннине ăнлантарать. Пурнăç йывăççин тĕп вуллипе çыхăнман туратсем Чăваш Республикинче пурăнакан ытти халăхсене пĕлтереççĕ. Пурнăç йывăççи тăрринчи виçĕ хĕвел «эпир пулнă, пур, пулатпăр» тенине пĕлтерет.
- Чăваш Республикин ялавĕпе гербĕн мĕнле пĕрпеклĕх пур? (Сарă тата йăмăх хĕрлĕ тĕссем усă курнă. Пурнăç йывăççи пур. Ун тăрринче виçĕ хĕвел.)
- Гербăн аялти пайĕнче йăмăх хĕрлĕ тĕс çине ылтăн сас паллисемпе Чăваш Республики — Чувашская Республика тесе çырнă. Хăю çинче ылтăн çулçă тата хăмла. Гимна ура çине тăрса итлеççĕ.
Чăваш Республикин гимнĕ янăрать.
Ачасем Чăваш Республикин ялавĕпе гербне ӳкернĕ хутсене илеççĕ.
Ĕç: Сăвă йĕркисене вĕçле. Вара малалла ăçта каймаллине пĕлĕн.
Атте мана пасартан
Илсе пачĕ…( параппан)
Пук- пук,…(пукане)
Ăçта каян,…(пукане).
- Ăçта каймалла малалла? Мĕншĕн çапла шутлатăр? (Теттесем патне каймалла.)
Ĕç: Чăваш Республикинче ытларах мĕнле халăх çыннисем пурăнаççĕ?
6. Вăйă «Пуканесене тумлантар». Ушкăнпа ĕçлени.
- Салампи патне юлташĕсем килнĕ. Вĕсем уява кайма васкаççĕ. Кашни халăх пуканине тумлантар:
1 - мĕш ушкăн чăваш ачине
2 – мĕш ушкăн вырăс ачине
3 - мĕш ушкăн удмурт ачине.
4- мĕш ушкăн тутар ачине
5 - мĕш ушкăн мари ачине.
7. Хĕр ачасем «Сăпка юрри» итлеççĕ. Сăмахĕсене чăваш поэчĕ П. Хусанкай çырнă.
Ачасем Чăваш Республикинче пурăнакан халăхсен тумтирлĕ пуканесене хут çине çыпăçтараççĕ.
Ĕç: Мĕн çинчен каланă: ун çине çырма, магнитпа картина çыпăçтарма пулать? (мольберт)
Мольберт çинче И.Яковлев, А.Николаев, К. Иванов, В.Чапаев палăкне ӳкернĕ картинăсем.
7. Чăваш халăхĕн паллă çыннисене халалласа лартнă палăксем.
- Çак картинăсенче мĕнле пĕрпеклĕх асăрхарăр? (Чăваш халăхĕн паллă çыннисене халалласа лартнă палăксем).
- Вĕсем çинчен эсир мĕн пĕлетĕр? (Ачасен хуравĕсем) Салампи сире слайдсем пăхма сĕнет.
8. Презентаци «Чăваш халăхĕн паллă çыннисем»
1 - мĕш слайд: И.Я. Яковлев – чăваш халăхне çутта кăлараканĕ. Шупашкарта унăн палăкĕ, проспекчĕ пур.
2 - мĕш слайд: Чăваш патшалăх педагогика университечĕ И.Я. Яковлев ячĕпе хисепленсе тăрать. Унта И.Я. Яковлев музейĕ пур.
3 - мĕш слайд: Вăл чăвашсене вырăс халăхĕпе туслă пурăнма халалланă.
4 – мĕш слайд: К. Иванов – чăвашсен паллă поэчĕ. И.Я. Яковлев уçнă шкулта вĕреннĕ.
5 - мĕш слайд: К. Иванов çырнă «Нарспи»поэмăна чăваш халăхĕ юратса вулать.
6 - мĕш слайд: В.И.Чапаев – граждан вăрçи геройĕ
7 - мĕш слайд: А.Николаев - Чăвашран тухнă пĕрремĕш космонавт. Шупашкарта Николаев урамĕ пур.
Ачасем И.Яковлев, А.Николаев, К. Иванов, В.Чапаев палăкне ӳкернĕ картинăсене илеççĕ.
Хутсене пĕрле пуçтараççĕ.
9. Рефлекси.
- Салампи мĕн ятлă альбом хатĕрленĕ? («Тăван ен – Чăваш çĕршывĕ» ятлă альбом хатĕрленĕ)
- «Тăван ен – Чăваш çĕршывĕ» альбома пăхар.
Ачасем Салампипе сыв пуллашаççĕ.
10. Ачасем В. Енĕш çырнă «Ку вăл – ман Тăван çĕршыв» сăвва вулаççĕ.
11. Занятине вĕçлени.
По теме: методические разработки, презентации и конспекты

Разрабртка урока литературного чтения в 3 классе по теме: Рассказ о родной стороне.
Как построить урок, чтобы он был глубоким, воспитывающим, оставляющим след в детском сердце? Как воспитать любовь к Родине, природе, бережному отношению к ней? Представляю разработ...

тест "Родная сторона"
Тест по окружающему миру по теме "Родная сторона", по программе А.А.Плешаков, 2 класс...

КВН по истории родного края «Село моё родное – родная сторона»
КВН по истории родного края«Село моё родное – родная сторона»Цели и задачи:- приобщение учащихся к предметному миру прошлого, расширение границ школьного курса;- формирование интерес...

квест-игра "Моя родная сторона, Смоленщина моя"
Актуальность темы квест-игры связана с краеведением, как одним из важнейших источников расширения знаний о родном крае, воспитания любви к нему и формирования гражданственности. Появл...

Что в имени твоём, родная сторона...
Важно научиться любить свою малую родину, проявлять интерес и желание больше узнать о ней, о своей малой родине, какая она была в прошлом, какая сейчас, узнать...
Чувашия - мой край родной (внеклассное мероприятие)
Презентация знакомит детей с известными людьми Чувашии...

