День пожилых (сценарий праздника на чувашском языке)
материал на тему

Нянина Людмила Петровна

Сценарий праздника Дня пожилых на чувашском языке - разработка для чувашских школ. 

Скачать:

ВложениеРазмер
Microsoft Office document icon vattisen_kune.doc46 КБ

Предварительный просмотр:

                          ВАТТА СУМА САВАКАН ХАЙ ТЕ ЫРА КУРАКАН

(Ваттисен кунне  халалласа ирттернĕ литературăпа музыка композицийĕ)

Пĕлÿ тĕллевĕ: Ватăсене халалласа çырнă сăвă-юрăсемпе, ваттисен сăмахĕсемпе тата каларăшĕсемпе паллаштарасси.

Сапăрлăх тĕллевĕ: Ваттисене хисеплес туйăма аталантарасси, ырă сăмахпа чунĕсене ăшăтма, ырă ĕçсемпе пулăшма хавхалантарасси,.

Эстетика тĕллевĕ:  Чăваш чĕлхин таса та çыхăнуллă пуплевĕпе килентересси, чĕлхене юратас, хисеплес туйăма аталантарасси.

             

     Сценăна ваттисен сăмахĕсем, каларăшсем, сăвăсем çырнă плакатсемпе илемлетнĕ, «Пулăшма ялан хатĕр» ачасем ваттисене пулăшнине кăтартакан сăн ÿкерчĕксен хаçатне çакнă. Плакатсем çинчи тĕслĕхсем:

1.  Ваттисен сăмахĕсем –

     Ăслă, тарăн шухăшсем.

    Вĕрентеççĕ пурăнма,

    Ырă ĕçшĕн кар тăма.

                     Н. Кушманов

2. Ваттисен каланине

    Ачаран хывсан ăша,

   Тăнласан вĕсен пилне

   Пăрăнать санран нуша.

                     Н.Кушманов

3. Ват çын – тăват çын.(Ват.сăм.)

4. Ватти пур та, латти пур.(Ват.сăм.)

5. Ватта ырă ту.(Ват.сăм.)

6. Ватти калани вырăнлă.(Ват.сăм.)

7. Ваттисем калани вырăна килет.(Ват.сăм.)

                           

Ертсе пыракан: - Ырă кун пултăр, кукамайсемпе кукаçисем, асаннесемпе асаттесем, кинемейсемпе мучисем! Сире паянхи уяв ячĕпе чун-чĕререн саламлатпăр, ырлăх-çитлĕх, ватлăх кунĕсенче канлĕх, çамрăксенчен пысăк тимлĕх сунатпăр. «Ĕмĕр ĕмĕрлесси – уй урлă каçасси мар»,- тенĕ ваттисем. Çапла, пурнăçра темĕн те пулать, унăн хăйĕн йĕрки, шăпа пÿрни те тĕрлĕрен.

                                       Çамрăклăх пĕрре килет,

                                       Ватлăх та çапла килет.

                                       Пурнăç çулĕ вăрăм тет.

                                       Ĕмĕрсемĕр тĕрлĕ тет.

 юрă п

                                 ачисем тухаççĕ

1 ача: - Кукамайсем, асаннесем, эсир пурри – аван.

          Ÿсеççĕ вĕтĕр-шакăрсем эсир савса пăхсан.

2 ача: - Кил-йыш типтерĕ те сирте, тирпейлĕ-çке пÿртре.

           Мăнукусем ирех шкулта, ывăлпа кин – ĕçре.

3 ача: - Кун-çул йĕрки куçса пырать çапла куллен хуллен.

          Ваттин мĕн тăвăн – вăй чакать,

          Çавах, çук, систермен.

4 ача: - Ватти маттур, вăй пур тесе,

          Тен, ытларах хăш чух эпир яратпăр тиесе?

          Тавçăраканĕ – çук.

5ача: - Ват çын вăл каламасть, тÿсет,

          Вăл курнă пĕтĕмпех.

6 ача: - Ачи-пăчи е упăшки фронтран таврăнайман.

          Çавах хăруш кунсен пĕкки нихçан пусарайман.

7 ача : -  Кăштăртатаççĕ халь килте, ялан таса кил-çурт.

           Апла, ватти, пул тĕпелте. Йăх-тĕпÿпе ыр кур!

8 ача: - Кукамайсем, асаннесем –

           Йăх-тĕп тыткăчисем.

           Пурăнăçа кĕртсе илем

           Ÿсеççĕ мăнуксем.

9 ача:  - Сире, тен, палăк лартмалла?

            Тăтăр курса кашни!

10 ача: Ма ытлашши калаçмалла

            Тен, пахарах хисеплени?!

11 ача: - Çапла, ватта сума сунни,

              Кахалланмасăр пулăшни,

             Сĕнÿ-канаш унран ыйтни –

              Ак çакă пулĕ чăн пахи.

Пурте : Тавтапуç эсир пурришĕн,

             Ăс, канаш ялан панишĕн!

          вĕренекенсем «Асанне» юрă шăрантараççĕ те кĕрсе каяççĕ.

Ертсе пыракан:   Шел пулин те мăнуксем те тĕрлĕрен пулаççĕ çав, хăш-пĕр чух сире вăхăтра тивĕçлипе хаклайманни те пулать. Акă çакăн пек мăнук çинчен сире 6-мĕш класра вĕренекенсем «Юратнă асанне» сценка( авторĕ В.Самойлов)

кăтартĕç.

Ертсе пыракан:  Хисеплĕ кукамайсемпе кукаçисем, асаннесемпе асаттесем, сире сума суса нумай сăвă-юрă хывнă.  Пирĕн çамрăк хунав, савăнăçлă саманара çитĕнекен ачасем, сире  ĕçре пулăшса пыччăр, ăшă сăмахпа  йăпатма пĕлччĕр тесе сунас килет..

      1 ача. Ватăсене пулăшма,

          Тухар,тухар, ачасем!

2 ача. Урай çума, шыв йăтма,

          Тума тĕрлĕрен ĕçсем.

3 ача. Вăхăта усă курма,

          Ĕçе тухăçлă тума,

4 ача. Çамрăк чухнех вĕренер,

          Час-час ĕçе кÿленер.

 5 ача. Кайăк сасси итлеме

           Сад пахчине тухмалла.

6 ача. Ырă ĕçе кÿленме

           Ватă патне каймалла.

7 ача. Сад пахчинчи кайăксем

           Çепĕç çемĕ шăратаççĕ.

8 ача. Ырă ĕçшĕн ватăсем,

          Сиплĕ пехил параççĕ.

Ертсе пыракан:  Халĕ сире  «Путене» фольклор ушкăнĕ хăйĕн   юрри-ташшипе саламлĕ.

                                    ( «Путене» фольклор ушкăнĕн   юрри-ташши)

Ертсе пыракан:   Ватлăх пĕртте савнăç мар.

                                Темĕн те курма тивет:

                                Е чир-чĕр ярать тымар,

                                Е  ытти инкек çитет…

   Мĕн  тăвăн, пирĕн пурнăç çавăн пек. Çынсем пĕрле пулсан кăна телейлĕн пурăнма, йывăрлăхсене çĕнтерме май пур.

        мĕш класс ачисем «Çамрăк ĕмĕр пĕрре çеç килет» юрра юрлаççĕ (сăвви А.Гордеевăн, кĕвви Г.Маркияновăн).

Ертсе пыракан:   Йывăç лартсан сад çитĕнет.

                                Уй-хир пулсан тырпул ÿсет.

                                Ватти пулсан йĕрке пулать,

                                Ваттипеле пурнăç пулать.

    Сирĕн ума 3-мĕш класра вĕренекен хĕрачасем «Асанне» юрăпа тухаççĕ.

Ертсе пыракан:  Хисеплĕ ватăсем, сирĕн пурнăç çулĕ такăр пулман, нумай хура-шур курма тивнĕ, савнăçĕ те пулман мар-тăр. Паянхи кун вара сире мăнукăрсен пултарулăхĕ савăнтартăр..,2кл.) чĕнетпĕр. Вĕсем пире                                    » юрă парнелĕç. («                                                 » юрă»)

Ертсе пыракан:  Павлова Ф., Алексеева К., Никифорова Ю. парни –.                                    юрă)

Ертсе пыракан: Тавтапуçах сире чăтăмлăхшăн, ăста алăллă пулнăшăн, пире ăс панăшăн, пирĕншĕн тĕслĕх пулнăшăн. Сывлăхăра упрăр, ватлăх кунĕсем лăпкă пулччăр! Тавтапуç!                         

                              «Тăванлăх юрри» (2 çавра) -                  кл. вĕренекенсем юрлаççĕ.                                                                                        


По теме: методические разработки, презентации и конспекты

"День матери" сценарий праздника

В конце ноября празднуется День Матери. Я предлагаю вам сценарий праздника о матери. Все, о чем будет идти речь - это мама....

"День учителя" сценарий праздника для 1-4 классов

"День учителя" сценарий праздника для 1-4 классов...

День матери Сценарий праздника

В сценарии праздника активное участие принимают мамы учащихся....

Сценарий праздника по английскому языку для 2 класса "День святого Валентина"

Этот сценарий разработан для проведения праздника во 2 классе...

День космонавтики (сценарий праздника).

Сценарий праздника в начальной школе,посвященный Дню космонавтики....

Сценарий ко дню чувашского языка "Маленькая мисс" на чувашском языке

Сценарий подготовлен для начальной школы ко дню чувашского языка....