Инсценировка сказки В. Сутеева "Мешок яблок" (на чувашском языке)
методическая разработка (1, 2, 3, 4 класс)

Одно из самых лучших произведений детской литературы -  "Мешок яблок" В. Сутеева -  привлекает внимание всех специалистов, так или иначе связанных с детством. В ней сокрыт богатый материал, который педагоги могут использовать в своей работе. Сказка позволяет решать познавательные, развивающие и воспитательные задачи. Материал, который мы предлагаем, будет интересен педагогам, работающим с детьми чувашских школ. Текст сказки переведен на чувашский язык в виде пьесы. В пьесе четыре сцены, в которых могут быть задействованы все дети класса. Этот момент нам кажется наиболее ценным. Огромная благодарность за бесценный труд переводчика библиотекарю школы Тимофеевой Г.А. 

Скачать:


Предварительный просмотр:

Инсценировка сказки В.Сутеева «Мешок яблок»

(на чувашском языке)

Владимир  Сутеев «Пĕр михĕ пан улми»

Авторы разработки:

учитель начальных классов

МБОУ «Москакасинская СОШ»

Моргаушского района Чувашской Республики

Миронова Наталия Александровна и

 библиотекарь МБОУ «Москакасинская СОШ»

(сейчас на заслуженном отдыхе)

Тимофеева Галина Аверьяновна

Вылякансем: ертсе пыракан, Мулкач ашшĕ, Мулкач амăшĕ, мулкач çурисем; Ула курак; Упа; Пакша амăшĕ, пакша çурисем; Чĕрĕп; Каюра; Качака, качака путеккисем; Кашкăр.

1-мĕш курăм. Вăрман уçланки. 

Кĕвĕ (В.Сутеевăн  «Пĕр михĕ пан улми»

 юмахĕ тăрăх кăларнă мультфильмран).

Мулкач ашшĕ (вăрманта çÿрет. Хăй юрлать. Çул тăрăх пынă чух вăл шăна кăмписене тата ытти наркăмăшлă кăмпасене  тĕл пулать. )

Траля-ля-ля-ля

Траля-ля-ля-ля

Трам-па-па-па-па…

Ертсе пыракан. Пурăннă тет пĕр мулкач. Унăн çемьи пысăк пулнă: арăмĕ, тăватă ывăлĕ тата пĕчĕкçĕ хĕрĕ. Пĕррехинче Мулкач ашшĕ вăрманта хăйĕн çурисене валли кăмпа, çырла пуçтарас тесе шутланă. Вăл пысăк михĕ те хатĕрленĕ. Анчах унăн тĕлне çиме юрăхлă пĕр кăмпа та, çырла та тĕл пулман…Çÿресен-çÿресен мулкач пысăк улмуççи курах каять.

 Мулкач ашшĕ. Урра! Пан улмисем! (1-мĕш юррине юрлать. Миххине пан улми тултарать.)

Ула курак. Карр! Карр! Ав епле вăл пÿтсĕр, ним йĕрке те çук. Пĕтĕм пан улмисене пуçтарса каясшăн.  Кашни иртен-çÿрен çапла хăтлансан, пĕр пан улми те юлас çук вăрманта.

Мулкач ашшĕ. Ахалех çуйхашатăн, Ула курак! Кунта пан улми пурин валли те çитет. Манăн вара килте ачамсем выçă лараççĕ. (2-мĕш юррине юрлать).

Ула курак. Мĕскер эсĕ кунта хăвăн юрруна юрлама пуçларăн? Мулкачсем! Мулкачсем! Ачамсем! Ачамсем! Санăн кăна ачусем пур! Сана кăна кĕтеççĕ! Халех кунта сунарçăсем килеççĕ те.. пиф! паф! тутараççĕ! санăн ачусем-мулкаччусем çук та!

 Мулкач ашшĕ. Эх, Ула курак, епле усал-çке санăн чуну. Мĕншĕн апла калатăн?

Ула курак. Сунарçăсем килмесен, кашкăр килетех. Ам! тăвать те çук санăн ачусем-мулкаччусем!

Мулкач ашшĕ. Ак сана! Ак сана! Мĕншĕн çапла калатăн?! (Ула курака хăваласа ярать).

Ула курак. Ну, тăхта, санпа тĕл пулăпăр-ха тата!...

(Мулкачпа Ула курак ик еннелле каяççĕ.)

(Упа тухать. Кĕвĕ.)

Мулкач ашшĕ. (Упана тĕл пулать, хăранипе каялла чакать.) Ой-ой-ой!

Упа. Ха-ха-ха-ха! Мĕн хăраса ÿкрĕн эсĕ, чалăш куç? Манран ан хăра. Тĕкĕнместĕп сана. Ну, кала, мĕн тултартăн миххÿне? Ăçталла çул тытатăн?

Мулкач ашшĕ. (3-мĕш юррине юрлать. Хăра-хăра калаçать.) Па-пан улмисем. Тархасшăн, çийĕр…

Упа. Темĕскер йÿçĕрех пек туйăнаççĕ. Пар-ха тепĕр пан улмине.

Мулкач ашшĕ. Çийĕр-çийĕр. Кунта такам валли те çитет.

Упа. (Çиет.) Так-так. Питĕ аван! Уçăлтарсах ячĕ. Ну, тавах, тавах пан улмишĕн! Сывă пул! Эпĕ малалла кайрăм!

(Упа юрласа тухса каять.)

Мулкач ашшĕ.  Сире те сывлăх пултăр, Мишша пичче!

(Йывăç çинче пакшасем лараççĕ.)

Пакшасем. Мулкач пиччем, пирĕн те пан улми çиес килет. Памастăн-ши?

Мулкач ашшĕ. Тархасшăн, çийĕр, çийĕр. Манăн кунта нумай. Пурне те çитет. (Пакшасене пан улмисем тыттарать.) 

Пакшасем. Тавах, тавах сана, Мулкач пичче, ырă кăмăлушăн!

(Мулкач малалла утать. Чĕрĕпе курать.)

Мулкач ашшĕ. Чĕрĕп тус, эсĕ ăçталла çул тытатăн?

Чĕрĕп. Кăмпа пуçтарма тухрăм та, нимĕнле кăмпа та курмастăп. Акă пушă карçинккапа çуретĕп. (Карçиннкине мулкача кăтартать.)

Мулкач ашшĕ. Тăхта-ха, манăн кунта пан улми питĕ нумай. Астивсе пăхăр, Чĕрĕп тус! Пар-ха карçинккуна, пар, пар! Ан вăтанса тăр. Пан улми такама та çитет. (Мулкач Чĕрĕпе пан  улми тултарса парать.)

Чĕрĕп. Тавах сана, Мулкач тус! Эсĕ мана пулăшрăн!

Мулкач ашшĕ. Чипер кай, Чĕрĕп тус! (Иккĕшĕ те ик еннелле каяççĕ.)

Ертсе пыракан. Уçланкăра Мулкач Качака амăшĕпе путеккисене  тĕл пулать. Вĕсене те пан улмисемпе сăйлать.

Мулкач ашшĕ. Ме, Качака, сире те сăйлас пан улмипе. Çийĕр. Сывлăха пултăр!

Качака. Тавах, Мулкач тус!

(Часах Мулкач ывăнса çитет, канма ларать.)

Каюра. Ой-ой-ой! Кам кунта? А-а, Мулкач вĕт-ха ку! Шăршипе пĕлтĕм. Нумай пулать сана курманни! Чим-ха! Тата мĕн шăрши кĕрет санран? (Шăршласа пăхать.) А-а, пан улми шăрши иккен.

Мулкач ашшĕ. Тĕрĕс пĕлтĕн. Акă, тутанса пăх-ха.

Каюра. Тавах, тусăм! Тĕл пулăпăр-ха тата…

Мулкач ашшĕ. Чипер юл, Каюра! (Мулкач каять.)

Ертсе пыракан. Çав вăхăтра Ула курак вĕçсе килет.

Ула курак. Тăхта-ха, тăхта!

Каюра. Кам кăшкăрать тата унта?

Ула курак.  Эпĕ-ха ку, Ула курак. Пĕлетĕн-и, тĕлĕнмелле япала. Ак çак Мулкачăн çурисем килте выçă лараççĕ. Вăл вара пуçтарнă пан улмисене те вăрман тăрăх пурне те валеçсе çÿрет. Тĕлĕнмелле вĕт!

Каюра. Эй, санпа! (Кĕрсе каять.)

Ула курак. (Качак патне пырса каласа парать.) Илтетĕн-и, кÿршĕ, тĕлĕнсех каймалла вĕт. Ара, мулкач пурне те пан улми çитерсе çÿрет, килĕнче вара хăйĕн нимĕн те çимелли çук. (Кулать.) Ачисем выçă лараççĕ. Ха-ха-ха!

2-мĕш курăм. Мулкач пÿрчĕ.

Мулкач амăшĕ. Ачамсем, сире юмах каласа парам. Эсир вара тимлĕ итлесе ларăр.

1-мĕш мулкач çури.  Атте хăçан таврăнать?

Мулкач амăшĕ. Часах килет, ачам, часах. Юмах юптарас. Вăрман варринче пысăк уçланкăра илемлĕ кермен ларнă…

2-мĕш мулкач çури.  Анне, манăн çиес килет!

Мулкач амăшĕ. Тăхта, ачам, халех аçу таврăнать. Çимелли илсе килет.

(Тултан алăка шаккаççĕ.

Пакшасем кĕреççĕ.)

Пакшасем. Салам, кÿршĕсем! Сире валли  анне кучченеç парса ячĕ.

Мулкач амăшĕ. Мĕнле кучченеç?

Пакшасем. Акă, пĕр карçинкка мăйăр. Эпир кайрăмăр. Сывă пулăр!

Мулкач амăшĕ. Тĕлĕнмелле!

(Çав вăхăтра Чĕрĕп кĕрет.)

Чĕрĕп. Хуçи килте-и?

Мулкач амăшĕ. Çук çав. Паян ирпе тухса кайрĕ те, халь те килмерĕ-ха. (Макăрать.)

Чĕрĕп. Тăхта-ха макăрма. Эпĕ ăна паян вăрманта тĕл пултăм. Пĕр михĕ пан улми тултарса лартнăччĕ. Михĕ йывăр пирки час килеймест ĕнтĕ вăл. Таврăнĕ-ха. Эпĕ кайрăм.

Мулкач амăшĕ. Тăхта-ха, тăхта, Чĕрĕп тус. Карçинккуна манса ан хăвар.

Чĕрĕп. Эй, ку кăмпасене сире валли ятарласа пуçтартăм. Çийĕр-çийĕр! Хуçине килсен – манран тайма пуç.

Мулкач амăшĕ. Тавах сана, Чĕрĕп тус, ырă кăмăлушăн.

(Чĕрĕп тухса каять.

Качака килсе кĕрет.)

 Качака. Салам, кÿршĕ! Кăçал купăста аван пулчĕ. Сире валли кучченеç илсе килтĕм. Акă тата ачасене валли сĕт.  Ну, эпĕ кайрăм!

Мулкач амăшĕ. Тăхта-ха. Мĕнле-ха апла, аван мар-çке.

Качака. Пурте йĕркеллех! Ме-е-ек! Сывă пулăр!

(Çав вăхăтра Каюра кĕрет.)

Каюра. Ку мулкач çурчĕ-и?

Мулкач амăшĕ. Çапла, эпир кунта пурăнатпăр.

Каюра. Апла пулсан эпĕ çула тĕрĕсех хывнă.

Мулкач амăшĕ. Анчах та мулкачă килте çук. (Макăрать.)

Каюра. Ан пăшăрханăр. Часах килет акă. Эпĕ сире валли кучченеç илсе килтĕм: петрушка, кишĕр, çĕр улми. Мулкача вара манран тав сăмахĕ калăр. Эпĕ кайрăм.

                3-мĕш курăм. Вăрман уçланки.

(Кĕвĕ. Мулкач киле васкать.)

Ертсе пыракан. Мулкач киле васкать. Анчах та ула курак унăн миххине шăтарса ярать те, пан улмисем çĕр çине ÿксе юлаççĕ. 

Ула курак. Кар! Кар! Кар! Пурне те пан улми валеçсе çÿретĕн, еплерех ырă кăмăллăскер. Ман çинчен пач манса кайрăн вĕт.

Мулкач ашшĕ. Тархасшăн, сана валли те пур. Акă ме, эсĕ те çи. (Миххе пăхать). Сан валли  чи пысăк, чи хитре пĕр пан улми юлнă. (Тĕлĕнсе, ним ăнланмасăр.) Пĕр пан улми те çук.

Ула курак.  Шутсăрах кирлĕ мана сан пан улми! Çăвара та хыпмастăп эпĕ ăна. Тьфу! Кар! Кар! Тĕлĕнмелле япала! Килти ачасем выçă лараççĕ, вĕсене валли нимĕн те çук. Пушă михĕпе киле таврăнатăн! Намăс!  

Мулкач ашшĕ. А эпĕ халех, халех тата тепре кайса килетĕп.

Ула курак. Эх, ухмахскер! Ăçта каятăн эсĕ? Пăх-ха епле хура пĕлĕтсем курăна пуçларĕç.

Мулкач ашшĕ. Эпĕ часах кайса килетĕп!

(Аслати кĕмсĕртетет.Мулкач 3-мĕш юррине юрлать,  каялла чупать, улмуççине силлет.

Улмуççи айĕнче çывăрнă  кашкăр çине пан улмисем ÿкеççĕ. )

Кашкăр. Ой-ой-ой! Епле шултра пăр çăвать! Кам унта?

Мулкач ашшĕ (хăраса) Эпĕ-ха ку, мулкач.

Кашкăр. Вăт путсĕр. Мĕн тăватăн кунта?

Мулкач ашшĕ. Пан улми пуçтаратăп.

Кашкăр. Ха-ха-ха! Пан улми çиесшĕн –и-ха эс?

Мулкач ашшĕ. Эпĕ хам валли мар. Ачасене валли пуçтаратăп.

(Кĕвĕ. Мулкач 4-мĕш юррине юрлать)

Кашкăр. Апла эсир, мулкачсем пан улми юрататăр.

Мулкач ашшĕ. Ю-ю-юрататпăр…

Кашкăр. Эпĕ вара мулкачсене юрататăп.

Ертсе пыракан. Кашкăр мулкача хăвалама пуçлать те çав вăхăтра мулкач хăйĕн пушă миххине кашкăр пуçĕ çине тăхăнтарать. Кашкăр пĕр еннелле, мулкач тепĕр еннелле чупса каяççĕ.

4-мĕш курăм. Мулкач пÿрчĕ.

Ертсе пыракан. Мулкач килĕнче пепкисем тăраниччен апат çинĕ хыççăн тахçанах тутлă тĕлĕк кураççĕ. Амăшĕ кăна çывăрман. Вăл хăйĕн мăшăрне йĕре-йĕре кĕтсе ларнă.

(Кĕвĕ. Мулкач ашшĕ килсе кĕрет.)

Мулкач ашшĕ. Хăвăртрах алăка хупса хур!

Мулкач амăшĕ. Эх, манăн мĕскĕн мулкачăм!

Мулкач ашшĕ. Эпĕ сире валли нимĕн те илсе килеймерĕм. Каçарăр мана!

(Алăка хыттăн шаккаççĕ.)

Мулкач ашшĕ. Алăка хупăр! Пытанăр! Кашкăр çитрĕ пулас!

(Часах чÿречерен Упа курăнса каять.)

Упа. Эпĕ ку, Мишша пичче! Акă пыл илсе килтĕм сире валли. Сывлăха çирĕплетет. Сывă пулăр! Эпĕ кайрăм.

(Кĕвĕ. Мулкач юрлать.)

Курак. Мана валли никам та çавăн пек юрă юрласа памасть.

Мулкач амăшĕ. Акă ĕнтĕ ир пулчĕ.

Туссене эп хăнана чĕнтĕм.

Килĕр! Хăвăртрах!

Пурте пĕрле савăнар.

Мулкач амăшĕ (курак). Ан кулян, Ула курак, юл пирĕнпе. Эсĕ пирĕн хăна пулăн.


По теме: методические разработки, презентации и конспекты

Внеклассное мероприятие "Масленица" Инсценировка сказки. "Сказка о том, как мы женили Ивана".

Конспект внеклассного мероприятия "Масленица" Инсценировка сказки. "Сказка о том, как мы женили Ивана"....

Инсценировка сказки "Муха-Цокотуха" на английском языке

Инсценировка сказки "Муха-Цокотуха" на английском языке для учащихся 3-4 классов начальной школы...

Инсценировка сказки "Репка" на английском языке

Инсценировка сказки "Репка" на английском языке...

Инсценировка сказки "Три медведя" на английском языке

Инсценировка сказки "Три медведя" на английском языке...

Инсценировка сказки "Три поросёнка" на английском языке

Инсценировка сказки "Три поросёнка" на английском языке...

Сценарий ко дню чувашского языка "Маленькая мисс" на чувашском языке

Сценарий подготовлен для начальной школы ко дню чувашского языка....