туслахра- вай
классный час (3 класс)
О дружбе народов, о дружбе чувашского просветителя И.Я.Яковлева и инспектора чувашских школ И.Н.Николаева на примере картины Н.В.Овчинникова.
Скачать:
| Вложение | Размер |
|---|---|
| 17.45 КБ |
Предварительный просмотр:
«Туслӑхра – вӑй»
4-мӗш класс валли хатӗрленӗ класс сехечӗ
Хатерлекенӗ:
Семенова Н.С.,
Чặваш Республикинчи Канаш районěн
Совет Союзӗн Геройӗ А.П.Петров ячӗллӗ Аччари пěтěмěшле пěлÿ паракан
тěп шкулăн пуçламăш класс вĕрентекенĕ
Тӗллевӗ: халӑхсен хушшинчи туслӑх пӗлтерӗшне уҫса парасси;
И.Я Яковлев, И.Н.Ульянов педагогсен тата Н.В.Овчинников ҫинчен каласа парасси;
Задачасем:
Воспитани задачисем: тăван халăх культурине хаклама, ытти халăхсемпе туслă пулма вĕрентесси.
Аталану задачисем: ачасен тавракурӑмне анлӑлатасси; шухăщлавне, тимлĕхне аталантарасси;
Урока кирлӗ хатӗрсем:
И.Я Яковлев, И.Н.Ульянов педагогсен тата Н.В.Овчинников ӳнерҫӗн портречӗсем;
Н.В.Овчинниковӑн «И.Н.Ульянов тата И.Я Яковлев чӑваш шкулӗнче» картини;
ҫӑмха. проектор;
Юхӑмӗ
#1050;ласа хатӗрлени
- Ырӑ кун, ачасем. Сирӗн кӑмӑл мӗнле?
Пӗр-пӗрне йӑл кулса саламлатпӑр.
2. Темӑна палӑртни
- Паянхи калаҫу темине ҫак сӑвӑра палӑртнӑ. Сӑвва тимлӗ вулӑр.
Вӑй вӑл ҫирӗп туслӑхра,
Çавӑнпа ӑна упра.
Пул эс туслӑюлташпа,
Пул эс туслӑ тӑванпа.
- Паян мӗн ҫинчен калаҫӑпӑр? (Туслӑх ҫинчен калаҫӑпӑр)
3. Вӗреннине аса илни
- Туслӑх ҫинчен мӗнле ваттисен сӑмахӗсене пӗлетӗр?
- Кам-ши вӑл тус? (ачасен хуравлаҫҫӗ)
Доска ҫинчен вулаҫҫӗ:
Тус- ҫывӑх хутшӑнура тӑракан питӗшанчӑклӑ ҫын.
4. Çӗнӗ темӑпа паллашни
1) Н.В.Овчинниковӑн «И.Н.Ульянов тата И.Я Яковлев чӑваш шкулӗнче» картинипе ӗҫлени.
- Сирӗн умра Н.В.Овчинниковӑн «И.Н.Ульянов тата И.Я Яковлев чӑваш шкулӗнче» картини.
- Картинӑра художник камсене сӑнланӑ?
- Ялти шкула чӑваш ачисем патне как-кам килнӗ?
- Ачасем вӗсене мӗн каласа параҫҫӗ?
- Эсир И.Н.Ульянов ҫинчен мӗн пӗлетӗр? И.Я.Яковлев ҫинчен?
2) Вӗрентекен каласа пани
Пукан ҫинче лараканӗ- И.Н.Ульянов, вырӑс ҫынни, педагог, шкул инспекторӗ. Вӑл тӑрӑшнипе чӑваш шкулӗсем уҫнӑ.
Унпа юнашар тӑраканӗ- И.Я. Яковлев, чӑвашсене ҫутта кӑлараканӗ, педагог, чӑваш ҫырулӑхне йӗркелекенӗ. Унӑн ячӗ чӑваш халӑхӗшӗн чыслӑ та хисеплӗ. Вӑл 1871 ҫулта Чӗмпӗрте чӑвашсен пӗрремӗш шкулне уҫать.
Вӗсем иккӗшӗ те халӑха ҫутта кӑларассишӗн тӑрӑшнӑ педагогсем.
2023 ҫула Раҫҫей вӗрентекенӗн тата ӑс пухаканӑн ҫулталӑкӗ тесе пӗлтернӗ.
Картина халӑхсен хушшинчи туслӑха палӑртать. Педагогсен ӗҫре ҫуралнӑ туслӑх яланах ҫирӗп, яланах ҫутӑ.
Картина авторӗ - Н.В.Овчинников – Наци искусствине аталантарнӑшӑн Халӑхсен туслӑх орденне тивӗҫнӗ.
5. Вӗреннине ҫирӗплетни
-Туслӑхра вӑй пулнине эсир мӗнле тӗслӗхсемпе ҫирӗплетме пултаратӑр? (ачасем каласа пани)
6. Пӗтӗмлетӳ
Вӑйӑ «Туслӑх ҫӑмхи»
Ачасем ҫавракана тӑраҫҫӗ. Пӗр-пӗрне ҫӑмха параҫҫӗ.
- Эпир туслӑ пурӑнсан Тӑван ҫӗр-шыв тата та вӑйлӑрах пулӗ.
6. Рефлекси.
- Мӗн ҫӗнни пӗлтӗр?
- Мӗн килӗшрӗ?
- Тусусене эсир мӗн суннӑ пулӑттӑр?
