Родительское собрание- пуху
методическая разработка
Ашшĕ-амăшне ачасемпе хăйсене тĕрĕс тытма вĕренме, вĕсен хушшинче ырă кăмăллă хутшăну йĕркелеме пулăшасси; ача шăпи ашшĕ-амăшĕ аллинче пулнине ĕнентересси.
Скачать:
| Вложение | Размер |
|---|---|
| 80 КБ |
Предварительный просмотр:
ЧǍВАШ РЕСПУБЛИКИН ВĔРЕНӲ ТАТА ҪАМРǍКСЕН ПОЛИТИКИН МИНИСТЕРСТВИН
ХУШМА ПРОФЕССИ ВĔРЕНĔВĔН «ЧǍВАШ РЕСПУБЛИКИН ВĔРЕНӲ ИНСТИТУЧĔ» БЮДЖЕТ УЧРЕЖДЕНИЙĔ
СЦЕНАРИСЕН «ЧАВАШЛА УЯВ ЯНРАТАР!» РЕСПУБЛИКА КОНКУРСĔ
НОМИНАЦИ: «Ача ашшӗ-амашӗн пухавӗн сценарийӗ» ТЕМА: «Ашшĕ-амăшĕн мĕнле пулмалла?»
Мероприятие ачасен ашшĕ-амăшĕ валли хатĕрленĕ
Ĕç тĕллевĕ: ашшĕ-амăшне ачасемпе хăйсене тĕрĕс тытма вĕренме, вĕсен хушшинче ырă кăмăллă хутшăну йĕркелеме пулăшасси; ача шăпи ашшĕ-амăшĕ аллинче пулнине ĕнентересси.
Сценарин авторĕ:
Семенова Наталия Станиславовна,
Чặваш Республикинчи Канаш районěн Совет Союзӗн Геройӗ А.П.Петров ячӗллӗ Аччари пěтěмěшле пěлÿ паракан тěп шкулăн пуçламăш класс вĕрентекенĕ
«Ашшĕ-амăшĕн мĕнле пулмалла?» ятлă пуху юхăмĕ
I. Хатĕрленÿ тапхăрĕ
- Сывлăх сунатăп, хисеплĕ ашшĕ-амăшĕ. Сире курма питĕ хавас. Паян кашни сĕтеле геометри фигурисемпе паллă турăмăр. Пĕринче – тăваткал, тепринче – çаврака, виççĕмĕшĕнче – виçкĕтеслĕх, тăваттăмĕшĕнче- хум. Халĕ хăвăра килĕшекен геометри фигурисемлĕ сĕтеле суйласа илсе вырнаçăр, тархасшăн.
Кашни фигура сирĕнпе тĕплĕнрех паллашма май парать. Кам мĕнле фигура суйланине кура, çынсене çапла сăнлаççĕ.
Тăваткал. Ку çынсем йĕркене юратаççĕ. Кирек мĕнле йывăр ĕçе те вĕçне çитереççĕ.
Виçкĕтеслĕхсем ĕçе тĕллев лартса, планласа пурнăçлаççĕ. Вĕсене ытларах тĕллев тата пулас результат хавхалантарать.
Ҫаврашка. Ку çынсемшĕн пĕр-пĕрин хушшинчи хутшăну паллă вырăн йышăнать. Вĕсем шанса панă ĕçе ыркăмăллă хутшăну йĕркелесе пурнăçлама тăрăшаççĕ. Хумсем. Ку çынсем çĕнĕлĕхсем юратаççĕ, вĕсем ыттисенчен урăхларах, творчествăллă çынсем.
Ҫапла эпир сирĕнпе çывăхарах паллашрăмăр.
Ҫапла вара эпир паян тăватă пĕчĕк ушкăна пайланса ĕçлĕпĕр. Пĕр ушкăнĕ – хум суйласа илнисем- эксперт пулать. Паянхи пухăва эпир WorldCafé (Мировое Кафе) евĕр - пĕчĕк ушкăнсенче дискусси йĕркелемелли технологи усă курса- ирттерес терĕмĕр.
Кафе этикечĕпе паллашар:
- Чи кирлине курма тăрăшăр!
- Хăвăр шухăшсене сĕнĕр!
- Тимлĕ итлĕр, чунтан калаçăр!
II. Тĕп пайĕ
1. «Тĕрлĕ хут эреш». Пĕрремĕш ĕç çапларах пулать:
Сĕтел çинчи хутсене алла илĕр, куçсене хупăр та эп каланă пек тăвăр.
- Хута çурмалла хуçлатăр.
- Тата çурмалла хуçлатăр.
- Ҫÿлти сылтăм кĕтесе çурса илĕр
- Аяллти сылтăм кĕтесе çурса илĕр
- Куçсене уçăр.
Мĕн куратпăр? Пĕр пек ĕçех пурнăçларăмăр, япалисем тĕрлĕрен пулчĕç. Мĕнле пĕтĕмлетÿ тăватăр?
Пĕтĕмлетÿ: Кашни эреш тĕрлĕрен. Ачасем те тĕрлĕрен пулаççĕ. Кашни ачан, ашшĕ-амăшĕн хăйĕн характерĕ, тавракурăмĕ.
Ачасене пăхса ӳстересси кăткăс ĕç. Аслисемпе ачасем хушшинче пĕр-пĕрне ăнланманни те пулать. Ашшĕ-амăшĕн мĕнле пулмалла-ши? Ачасемпе мĕнле ырă кăмăллă хутшăну йĕркелемелле-ши? Ҫак ыйту тавра калаçу йĕркелĕпĕр паян.
2. Тест «Мĕнлерех атте (анне)-ши эпĕ?
- Ача шăпи – пирĕн алăра. «Мĕнлерех атте (анне)-ши эпир? Хамăра тĕрĕслесе пăхар. Панă ыйтусене хуравласа баллсем лартăр. Яланах хатĕр пулсан - 3 балл, яланах пулмасть -2балл, пултараймастăп - 1 балл. Хуравсене тÿрех, нумай шухăшласа лармасăр çырăр.
1. Кирек хăш вăхăтра та ĕç пăрахса ача патне пыратăп?
2. Ачапа яланах канашлатăп (çулне кура мар)?
3. Хамăн йăнăша яланах йышăнатăп?
4. Тĕрĕс мар пулсан каçару ыйтатăп?
5. Тарăхсан та хама яланах алра тытатăп?
6. Хама ача вырăнне лартса пăхатăп?
7.Ачана кÿрентерекен, амантакан сăмахсене каламастăп?
8. Ача тепĕр ачана кÿрентернине курмăш пулатăп?
Результатсемпе палашăр. Енчен те сирĕн :
16-18 балл: Ача сирĕншĕн пурнăçра чи хакли. Эсир ăна ăнланма, пулăшма тăрăшатăр. Эсир воспитанин тĕрĕс çулне суйланă.
10 – 15 балл: Ача сирĕн пурнăçра паллă вырăн йышăнать. Воспитани сирĕн ик енлĕ: пĕрре эсир çирĕп ыйтатăр, тепрере – ытлашши ачашлатăр. Шухăшламлăх пур.
10 балран сахалрах: Сире педагог, психолог пулăшăвĕ кирлĕ.
3. «Цитатăн тĕп шухăшне уçса парасси» хăнăхтару
1 ушкăн: «Ачасем- пирĕн пулас ватлăх. Вĕсене тĕрĕс пăхса ÿстерсен, эпир ватлăхра ырă куратпăр, япăх ÿстерсен пирĕн кулянмалла, макăрмалла пулĕ, ытти çынсен умĕнче, пĕтĕм çĕршыв умĕнче намăс курма тивĕ,» - тенĕ А.С.Макаренко.
2 ушкăн: «Лайăх тĕслĕх воспитани ĕçĕнче лайăх вăй, япăх тĕслĕх япăх вăй пулса тăрать. «Ӳкĕтлесе ырра вĕрентме йывăр, тĕслĕх кăтартса вĕрентме çăмăл», - тесе çырнă Сенека.
3 ушкăн: «Эсир ачана унпа калаçнă, вĕрентнĕ, ĕç тума хушнă чухне çеç воспитании паратпăр тесе ан шутлăр. Эсир вĕсене кашни самантрах, хăвăр килте çук чухне те воспитании паратăр. Эсир мĕнле тумланни, ыттисем çинчен мĕн калаçни, эсип мĕнлерехсавăнни е кулянни, туссемпе е тăшмансемпе хăвăра мĕнле тыткалани, хăвăр мĕнле кулни – çаксем ачашăн пысăк пĕлтерĕшлĕ»,- тенĕ А.С.Макаренко.
Эксперт (пĕтĕмлетӳ тăвать): Ашшĕ-амăшĕн ачашăн ырă тĕслĕх пулмалла.Таса чунлă, этем ятне çÿлте тытакан çын пăхса ÿстерес тесен, çемьери кашни воспитателĕн чи малтан хăйĕн сăн-сăпатне лайăхлатма тăрăшмалла.
4. «Ыйтусен çĕлĕкĕ». (Кашни ушкăн хăйĕн шухăшне палăртать. Экспертсем чи ăнăçлине суйласа илсе калаççĕ.)
- Мĕншĕн ашшĕ-амăшĕн пурне те асăрхама пĕлмелле?
Экспертсем тунă пĕтĕмлетÿ :
Ачана тĕрĕс пăхса çитĕнтерес тесен, ăна питĕ лайăх пĕлес пулать. Ача тыткаларăшĕнчи пур вак-тĕвеке те асăрхаса тăмалла, унăн пулас характерĕ мĕнле палăрнине, шухăш-кăмăлĕ кăшт та пулин улшăннине те курма пĕлмелле.
Ачасен тыткаларăшне сăнама пĕлмесен, вĕсен хăш-пĕр ĕçĕсен сăлтавне пĕлме, кирлĕ пек пулăшу, канаш пама кансĕр. Ҫавçнпа та пулĕ аслисемпе ачасем хушшинче час-часах хирĕçÿсем сиксе тухаççĕ.
Ачан ялан асăрхаса тăрсан, унра мĕн лайăххи пур, çавна тата та аталантарма, япăххине çийĕнчех пĕтерме çăмăл.
- Ачасен шухăш-кăмăлне мĕншĕн пĕлмелле?
Экспертсем тунă пĕтĕмлетÿ :
«Ачана тĕрĕс ăнланас тесен, ăна ху вырăнна мар,хăвна ун вырăнне лартса, унăн шухăш-кăмăл тĕнчине кĕрсе пăх», - тенĕ Н.И.Пирогов.
Ачасен шухăш-кăмăлне тавçăрса илме пултаракан ашшĕ-амăшĕсем ачисемпе интереслĕ вăйă, калаçу пуçарма пĕлеççĕ. Ун пек çемьере вăйă пысăк вырăн йышăнать. Вăйă аса пурнăçне савăнăç кÿрет, вăйăра вăл ку е тепĕр ĕçе хăнăхать.
Ашшĕ-амăшĕ ача чухне хăй мĕн лерех шухăшланине, тĕнчене мĕнлерех ăнланнине аса илсен, ачасем пек шухăшлама пĕлсен, вĕсем ачисен шухăш-кăмăлне чухланă пулĕччĕç, ун пек кун пек тунин сăлтавне ăнланнă пулĕччĕç, вĕсемшĕн лайăх юлташ пулма пултарĕччĕç.
5. Ǎс-тăнлăх штурмĕ «Килти ĕçе йĕркелеме пĕлесси»
Кашни çемьен пурнăçĕ хăйне майлăрах. Уйрăмлăхĕ укçа-тенкĕре, пурлăхра, кил-йыш хушшинчи хутшăнусенче кăна мар, ашшĕ-амăш килти ĕçе, вĕренĕве, каннăва, хуçалăха йĕркелеме пĕлнинче, урăхла каласан, ачасене тĕрĕс воспитании пама кирлĕ условии тума пĕлнинче палăрать.
Килти ĕçе воспитании тĕлĕшĕнчен мĕнле йĕркелемелле-ха? Палăртнă вăхăтра хăш ушкăн нумайрах нумайрах сĕнӳ парать.
Хуравсем:
Ырă йăласемпе пĕрлехи ĕçсем килти ĕçсене лайăхрах йĕркелеме пулăшаççĕ. Ҫемьери пурнăç тулли те хаваслă пулать
Ыранхи савăнăçа кĕтсе ачасем хавхаланаççĕ, вĕсем пĕр-пĕриншĕн тăрăшма, пĕр-пĕрне пулăшма хăнăхаççĕ, хăйсен умне çывăх вăхăтра е ÿлĕм пурнăçламалли задачăсем, плансем лартма вĕренеççĕ.
Ашшĕ е амăшĕ килти хуçалăха тытса пыма пĕлни çирĕп йĕрке тунисĕр пуçне пĕтĕм çемьене ĕçлеме тата канма лайăх условисем туса парать, ачасен характерĕнче йĕркелĕх, тĕрĕслĕх, перекетлĕх çирĕпленсе юлать.
Вăйă вăл воспитани ĕçĕнче, уйрăмах çемьере, тĕп вырăнта пулмалла. Кирек мĕнле вăйă та –вăл лăпкă е шавлă иртет-и – ачасен тавçăрулăхне аталантарать, шухăшлама вĕрентет, вĕсен тавракурăмне анлăлатать, тÿрĕ кăмăллă, тимлĕ, çаврăнăçуллă, хăюллă пулма, хисеплеме вĕрентет.
Ачасемпе пĕрле вăйăсем вылянă самантсенче ашшĕ- амăшĕсем хăйсен ачисене ятласа-хытарса каламасăрах йĕркелĕхе вĕрентме пултараççĕ. Унпа пĕрлех вĕсем ывăлĕ е хĕрĕ мĕнлерех тыткаланине, вĕсен характернее, мĕнпе ытларах интересленнине сăнаççĕ.
- «Стакансем» хăнăхтару
Сирĕн умра виçĕ стакан тăрă шыв. Кашни стаканĕ сирĕн тап-таса туйăмлă ача тесе шутлăпăр.
Пĕрремĕш стакана çаплах хăварăпăр. Унта мĕн пулса иртет? Эпир хальлĕхе пĕлместпĕр.
Иккĕмĕшне хура сăрăпа хутăштаратпăр. Мĕн пулчĕ? Шыв тасамарланчĕ.
Виççĕмĕш стакана ылтăн тĕс хушатпăр. Мĕн куратпăр? Стаканри шыв ылтăн пек йăлтăртатать.
Пĕтĕмлетÿ:
1) Ашшĕ- амăшĕсем хăйсен ачисене пĕлменни, вĕсен характерне çирĕплетмелли вăхăта асăрхамасăр иртттерсе яни вĕсем ачасемпе ытла та сахал хутшăннине пĕлтерет.
2-3) Калаçма тата хăвна тытма пĕлни кирлĕ
Ачасемпе хутшăннă чух калаçма тата хăвна тытма пĕлни тата та ытларах кирлĕ, мĕншĕн тесен ачасен туйăмĕсем , А.С. Макаренко калашле, аслисен туйăмĕнчен çивĕчрех, пуянрах, тасарах, хитререх, вĕсен кăмăлĕ çемçерех.
«Кăнттам сăмах кашни çыннах тарăхтарать. Вăл чи малтан нерв системине пырса тивет, ун урлă вара пур органсене те тенĕ пекех сиенлет. Чи малтанах чĕрене, юн тымарĕсене йывăр килет», - тесе çырать Ф.Г. Углов профессор.
Ачана ытти ачасемпе танлаштарни вĕсен кăмăлне хуçать, кÿрентерет, ачасене пĕр-пĕрне курайми тăвать. Ку вăл тата тĕрĕс мар, мĕншĕн тесен пĕр ача пĕр ĕçе лайăхрах, тепри тепĕр ĕçе аванрах тăвать.
Хисеплемесĕр, тÿрккес калаçни ачана нихçан та лайăхланма пулăшмасть.
- «Чару» хăнăхтару
Аслисенчен пĕрне зал варрине пукан çине лартаççĕ. Ыттисем пĕрерĕн пырса мĕн те пулин тума чараççĕ (хăйсен ачине ытларах мĕн тума чарнине калаççĕ). Ҫав хушăрах мĕн тума чараççĕ, кĕлеткен çав пайне хăюпа çыхса хураççĕ. Тĕслĕхрен, «Ан шавла» - тутана çыхса хураççĕ, «Ан чуп» - урана çыхса хураççĕ.
Лараканнине ура çине тăма хушаççĕ. Лешĕ тăраймасть, ăна пĕтĕмпех çыхса лартнă.
Чаракансен урăхла калама вĕренмелле. Тĕслĕхрен, «Ан шавла-шăппăн калаç»
Рефлекси.
Ача рольне выляканăн кăмăл-туйăмĕ:
– Тăвăрлатса –чарса лартсан хăвăра мĕнле туйрăр?
– Ура çине тăма сĕнсен хăвăра туйрăр?
– Мĕне чи малтан салтас килчĕ?
Чаракансен шухăш-кăмăлĕ:
– Хусканайми ларакан ачана курсан мĕн туйрăр?
– Сирĕн мĕн тăвас килчĕ?
- Практикум «Лайăх ашшĕ-амăш модельне туни»
Кашни ушкăн хăйĕн модельне кăтартать. Экспертсем чи ăнăçлине суйласа илсе пĕтĕмлетеççĕ.
- Ачана лайăх пĕлекен
- Ачана тĕрĕс ăнланакан
- Ырă тĕслĕх кăтартакан
- Килти ырă йăласем йĕркелекен
- Хăйне тытма пĕлекен
- Рефлекси «Тĕлĕнтермĕш хутаç»
Пирĕн пуху вĕçленсе пырать. Сирĕн умра «тĕлĕнтермĕш хутаç». Паянхи пухуран унта эсир мĕн илсе чикнĕ пулăттăр. (Кашни хăй шухăшне калать)
III. Пĕтĕмлетӳ
Хăвна ху воспитани памасăр ыттисене воспитани пама çук
К. Марксăн çакăн пек калани пур: «Чи малтанах çын, куçкĕски çине пхнă пек, тепĕр çын çине пăхать. Павăла хăй пекех çын тесе хисеплеме пуçласан тин Петĕр хăйне çын тесе шутлама пултарать.
Ашшĕ-амăшĕсем те хăйсен ачисемшĕн çав пĕрремĕш куçкĕски пекех, апла пулсан, çав куçкĕскинче çыннăн чи лайăх енĕсем кăна курăнмалла.
Ҫакна кашни амăш тата кашни ашшĕ мĕн чухлĕ хăвăртрах ăнланса илет, воспитании ĕçĕнчи ăнăçусем те çавăн чухлĕ ытларах пулаççĕ.
Усă курнă литература:
- Пинт А.О. Ача шăпи – пирĕн алăра.// Чăваш кĕнеке издательстви.
- Филипчук Г. Пĕлетĕн-и эсĕ ачуна?// Чăваш кĕнеке издательстви.
По теме: методические разработки, презентации и конспекты
Повторение. Решение задач. В гостях у Вини-Пуха».
Урок математики 1 класс....
Кроссворд "Кроссворд от Винни-Пуха"
Кроссворд по произведению А.Милна "Винни - Пух и все, все, все"...
Игра-тренажёр "Весёлое путешествие Винни Пуха "
Данный тренажёр можно использовать для закрепления навыков счёта в пределах 20.Ребёнок совершит увлекательное путешествие с Винни Пухом....
тренажер для словарного диктанта "В гостях у Винни-Пуха"
Тренажер предназначен для закрепления знания написания словарных слов пол программе 2 класса. "Школа России"....

Презентация "Веселая математика с Винни-Пухом"
Урок-игра. Школа 2100.Тема урока"Сложение и вычитание чисел "(урок повторения и закрепления)Основные цели:1.Продолжитьучиться делать вычисления, используя устные и письменные приемы.2.Продолжить работ...

Друзья Винни - Пуха.
Творческий проект "Друзья Винни -Пуха" создан учащимися 3 класса. Это аппликация - мозаика в технике "торцевания"....

Творческий проект "Друзья Винни - Пуха".
Творческий проектДрузья Винни - Пухаколлективная работаобъёмная аппликация – мозаика(в технике ТОРЦЕВАНИЯ)учеников 3 классаМКОУ «Басинская ООШ»Классный руководитель Мурзинова Т.В....
