«Килсе çитрĕ хаваслã хĕл»
классный час (1 класс)

  1. хĕлле çинчен мĕн пĕлнине аса илни; « Юр çãвать» сãвãпа паллашни;
  2.  ачасен вулав хãнãхãвĕпе пуплевне аталантарасси;
  3. Çут çанталãка юратас, сãнас тата упрас туйãма ÿстересси.

Скачать:

ВложениеРазмер
Microsoft Office document icon uca_urok.doc40 КБ

Предварительный просмотр:

Тема: «Килсе çитрĕ хаваслã хĕл»

Тĕллевĕ:

  1. хĕлле çинчен мĕн пĕлнине аса илни; « Юр çãвать» сãвãпа паллашни;
  2. ачасен вулав хãнãхãвĕпе пуплевне аталантарасси;
  3. Çут çанталãка юратас, сãнас тата упрас туйãма ÿстересси.

Урок юхамĕ:

  1. Урока йĕркелени, темипе тĕллевне пĕлтерни.
  1. Ачасем, паянхи урокра эпир сирĕнпе шурã кавир витĕннĕ,

асамлã юмах тĕнчине çул тытãпãр. Çак илĕртÿллĕ, çемçе мамãк евĕр тĕнче çулталãк вãхãчĕ ятлã.

Эпĕ сире тупмалли юмах паратãп. Çак тупмалли юмахãн тупсãмĕ пирĕн паянхи урок теми пулса тãрать.

1 слайд. Хирсенче юр анчах,

Çырмара пãр анчах,

Сивĕтет аванах…

Ку хãçан пулать-ши?

Учитель сãмахĕ: Паллах, хĕлле. Хĕлле, ачасем, шурã, мамãк евĕр юр пĕтĕм тĕнчене шур пĕркенчĕк витет. Тĕнче юмахри пек шурã тум-тир тãхãнать. Темиçе пин тĕрлĕ шурã юр пĕрчи вĕлтĕртетсе вĕçет. Паянхи урокра кам тимлĕрех ĕçлет, çав ытларах юр пĕрчи пуçтарĕ. Эпĕ сирĕн вали ятарласа юр пĕрчисем илсе килтĕм.

2 слайд. Урок теми: « Килсе çитрĕ хаваслã хĕл»

- Ачасем, эпир паян хĕлле çинчен калаçрãмãр

- Мĕншĕн хĕл хаваслã-ши?

3 слайд. Ачасен хуравĕсем.

- Хĕлле юр çãвать.

- Юр купи тума пулать.

- Юрпа персе выляма пулать.

- Йĕлтĕрпе, конькипе, çунашкапа ярãнма пулать.

Учитель сãмахĕ: Терĕс. Ачасем, хаваслã хĕл тени хаваслã ачасем урамра туслã, савãнãçлã вылянине, шурã юршãн савãннине пĕлтерет. Уй-хир те шурã утиял айĕнче ãшã çĕрте канса выртнине пĕлтерет.

4 слайд. Çулталãкãн хĕллехи уйãхĕсен шутне 3 уйãх кĕрет. Вырãс халãх юрринче çак виçĕ уйãха виçĕ шурã лашапа палãртаççĕ: « Три белых коня, эх три белых коня, декабрь, январь и февраль».

Чãваш чĕлхинче те, тутар чĕлхинче те çак хĕллехи уйãх ячĕсене кашни хãйĕн чĕлхипе калаççĕ.

5,6, 7 слайд. Декабрь – раштав

Январь - кãрлач

Февраль – нарãс.

Çак виçĕ уйãх пирĕншĕн пуриншĕн те хаваслã хĕл шутланать.

II. Кĕнекепе ĕçлесси. (8 слайд)

1. Ачасем, халĕ пурте « Чãваш сãмахĕ» кĕнекене 88-мĕш страницãна уçатпãр та « Юр çãвать» сãвва вулатпãр.

2. Учитель кãтартуллã вуласа пани.

3. Ачасем пурте пĕрле вулани.

4. Ачасем пĕрин хыççãн тепри вулани.

6. Сãвва ÿкерчĕк туса сãнарлани.

- Сãвва вуланã хыççãн сирĕн ума мĕнле ÿкерчĕк тухса тãчĕ.

Ачасен хуравĕсем.

  1. Ыйтусемпе ĕçлени. ( 10 слайд)

1. Пилеш йывãççи çинче мĕн çакãнса тãрать?

2. Пилеш çырлисем мĕн тĕслĕ?

3. Хураçка хãй хыççãн мĕн хãварать?

  1. Сãвãри япала ячĕсене тупасси. ( 11 слайд)

Кантãкран

юр

пилешсем

Хураçка

йĕр

пÿлĕмре

  1. Иртнĕ уроксенче вĕреннĕ япала ятне çирĕплетни.

Япала ячĕ – япалана пĕлтерет. Унãн ыйтãвĕ кам? Мĕн? Тетрадь çине япала ячĕсене çырса хуратпãр.

  1. Кану минучĕ Юр купипе ташлани. (12 слайд.)

  1. 6 ушкана пайланса хатĕр материалпа юр кĕлетке ãсталани.

(13 слайд)

VI. « Кайãксем – пирĕн тусскм» (14 слайд )

-Ачасем, эпир хĕл хаваслã терĕмĕр. Анчах та сивĕ,хаяр, çил-тãманлã хĕл пур чĕрĕ чуншãн та хаваслах мар.

- Укерчĕке сãнãр-ха, мĕнсене хĕл хãратать –ши?

- Терес. Кайãксемшĕн хĕл хавасах мар. Мĕншĕн тесен кайãксен апачĕ хĕллехи вãхãтра сахал, е пачах та çÿк. Курãк вãррисем юр айне пулнã, хурт-кãпшанкã тутлã ыйхãра. Кĕркуннехи пилеш, палан çырлисене çисе янã. Кун пек хãрушлãхра кайаксене, çунатлã туссене, пирĕн пулãшмалла.Ãшã енне вĕçсе кайнã кайãксене эпир ãсатнã ĕнтĕ. Хĕл каçма юлнã, е ятарласа пирĕн пата хĕл каçма вĕçсе килекен кайãксем те пур. Ку кайãксемпе, ачасем, эпир сирĕнпе тепĕр урокра тĕплĕнрех калаçãпãр. Апла пулин те манãн хãш-пĕр кайãксем çинчен каласа хãварас килет. Кãсãя, кукãр сãмса, уйãп ятарласа пирĕн пата хĕл каçма килеççĕ.

  1. Пĕтĕмлетÿ ( 15 слайд)

1. Эпир çулталãкãн хãш вãхãчĕ çинчен калаçрãмãр?

2. Хĕлле мĕнле уйãхсенчен тãрать?

3. Мĕншĕн хаваслã хĕл тенĕ?

4. Эпир кайãксене хĕлле мĕнпе пулãшатпãр?

VIII. Киле ĕç пани

; Юр çãвать» сãвва пãхмасãр вĕренмелле

2. Кайãксем валли сырãш туса çакмалла.

IX. Ачасен ĕçне хаклани


По теме: методические разработки, презентации и конспекты

Сәламәт буласың килсә – спортны ярат! 3 нче сыйныф өчен татар теленнән дәрес планы (рус төркемендә укучы балалар өчен)

Бүгенге көн, заман укучыларының сәламәтлеге мактанырлык түгел. Дәресләремдә укучыларыма спорт белән кызыксынырга, спортның сәламәтлекне ныгытуын аңлатырга тырышам .Сыйныфтагы укучыларның спорт буенча ...

"Сәламәт буласың килсә"

МАОУ “СОШ № 40”       “СӘЛАМӘТ  БУЛАСЫҢ  КИЛСӘ”(сценарий)      ХабетдиноваГульшат Явдатовнаучитель нач. классов...