Методическая разработка «Чăваш тĕррисен ăстисен пӳлĕмĕ»
методическая разработка по аппликации, лепке (старшая группа)

Тема: «Чăваш тĕррисен ăстисен пӳлĕмĕ»

Заняти тĕсĕ: Тематикăллă (интеграциленĕ) заняти

Заняти курăмĕ: Илемлетсе ӳкересси/Аппликаци

Ушкăн: 5-6 ҫулхи ачасем валли

Тĕп тĕллевĕ: чăваш геометри кĕлеткисем урлă ачасен  пуплевне аталантарасси.

1. Вĕрентӳ тĕлевĕсем: чăваш геометри кĕлеткисем урлă тĕс ячĕсене ҫирĕплетни, чăвашла ыйтинине ăнланма вĕрентни.

2. Аталантару тĕллевĕсем: пĕчĕк моторикăна, пултарулăх шухăшлавне аталантарни.

3. Вĕрентсе ӳстерекен тĕллевсем: тăван кĕтесĕн культурипе йăла-йĕркине хисеплеме вĕрентесси.

Словарь ĕҫĕ: хĕрлĕ, сарă, шурă, кăвакă, йывăҫ, хĕвел, ҫăлтăр, чĕрĕ-чунсем, ҫĕр, хĕрес.

Малтанхи ĕҫ: чăваш геометри кĕлеткисем (виҫкĕтеслĕх, тăваткĕтеслĕх, пысăк тата пĕчĕк ромб, кукăр-макăр йĕрсем, тӳрĕ йĕрсем, хĕрес), тĕсĕсемпе (шурă, сарă, хĕрлĕ, кăвакă) тата тĕрĕ  паллисемпе (йывăҫ, хĕвел, ҫăлтăр, чĕрĕ-чунсем, ҫĕр) паллаштарни.

Кирлĕ хатĕрсем: ҫыру, аудиофайл (чăваш юрри-кĕвви), эрешсен укерчĕкĕсем, геометри кĕлеткисен картăчкисем, кашни ача валли шур хутран касса кăларнă кĕпе, тĕрлĕ-тĕслĕ кăранташсемпе фломастерсем, тĕрлĕ-тĕслĕ хутсенчен касса кăларнă геометри кĕлеткисем, клей.

Методсемпе мелсем:

  • кĕтмен-тĕлĕнмелли самант (ҫырупа паллаштарни)
  • калаҫу (эрешсен тĕсĕсем, эрешсен тĕрĕ паллисем)
  • кану вăхăче («Илемлĕ тĕрĕ»)
  • вĕрентӳ вăййи («Мăшăрне туп»)
  • пӳрне вăййи («Пĕрре, иккĕ, виҫҫĕ, тăваттă»)
  • пултарулăх ĕҫĕ («Тĕрĕ тĕлĕнтермĕшĕ)
  • пĕтĕмлетӳ. Рефлекси пайĕ.

                                                        Заняти юхăмĕ: 

  1.  Йĕркелӳ пайĕ. (Кĕтмен - ҫĕртрен самант.)

Воспитатель: Салам, ачасем! Ырă кун сунатăп! Халĕ пурте пĕр-пĕрин аллине тытăр та ăшшăн пăхса сывлăх сунăр!

Ачасем: Сывлăх сунатпăр!

Воспитатель: Ачасем, паян манăн электронлă почтăна ҫыру килчĕ. Вуласа парас-и?

Ачасем: Вуласа парăр.

(Ҫыруна вулани)

Воспитатель: «Ырă кун, ачасем! Пирĕн «Паха тĕрĕ» фабрикăра эрешҫĕ канăва тухса кайрĕ. Уява кĕпесене чăваш орнаменчĕпе капăрлатмалли пысăк заказ килчĕ. Эпир ăна вăхăтра туса ĕлкĕрейместпĕр.  Пире чăваш тĕррисене ăнланакан пулăшуҫăсем кирлĕ.  Тархасшăн, пулăшăр. Фабрика ертӳҫи.»

Воспитатель: Ачасем, эсир эрешҫĕсем пулса фабрика ертӳҫине пулăшма хатĕр-и?

Ачасем: Пулăшма хатĕр.

  1. Тĕп пайĕ.

1. «Чăваш эрешĕсем» калаҫу.

(Воспитатель эрешсем, тĕрĕ паллисене  кăтартать)

Воспитатель: Ачасем, доска ҫинче мĕнле тĕссем куратăр?

Ачасем: Хĕрлĕ, шурă, сарă, кăвакă

Воспитатель: Тĕрĕс.  Ку тĕрĕ паллисем мĕне пĕлтереҫҫĕ?

Ачасем: Хĕвел, йывăҫ, чĕрĕ-чунсем, ҫĕр, ҫăлтăр

Воспитатель: Маттур, ачасем. Тĕрĕс. Хĕвел -  пĕлĕт хуҫине пĕлтерет, усалсенчен сыхлать.  Йывăҫ -  ăрусен ҫыхăнăвне тата тĕнче пĕрлĕхне пĕлтерет. 2. Кану вăхăчĕ.

«Илемлĕ тĕрĕ»

Пĕрре, иккĕ – тĕрлетпĕр,

(Йĕппе ҫĕленĕ пек тăватпăр)

Виҫҫĕ, тăваттă – ларатпăр.

(Алăсене кăкăр патне тытатпăр)

Пирĕн эреш – хĕвел пек,

(Алăсене ҫулелле ҫĕклесе пӳрнесемпе вылятпăр)

Ялкăшатпăр илемлĕ!

(Алă ҫупатпăр)

3. Вĕренӳ вăййи «Мăшăрне туп»

Воспитатель: Ачасем, эсир выляма юрататăр-и?

Ачасем: Выляма юрататпăр.

(Ачасен, хут листи ҫинчи ӳкерчĕке, унăн тĕрĕ паллипе йĕр туртса сыпăнтармалла)

Воспитатель: Маттур, ачасем.  Халĕ ĕҫе тытăнмалла. Малтан алăсене хатĕрлеме пӳрне вайи выляса илепĕр.

4. Пӳрне вăййи.

Пĕр пӳрне, ик пӳрне, (пӳрнесене хуҫлататпăр)

Виҫ пӳрне, тăват пӳрне.

Пиллĕкĕш – пурте пĕрле! (ал тупанне кăтартатпăр)

Ӳкереҫҫĕ пит хитре! (сывлăшра ҫаврашка ӳкеретпĕр)

5. Пултарулăх ĕҫĕ: «Тĕрĕ тĕлĕнтермĕшĕ»   

Воспитатель: Халĕ эпир эрешлеме пуҫлăпăр. Сĕтел ҫинче – хутран касса кăларнă кĕпесем выртаҫҫе. Кĕпесен аркине тата ҫаннисене эрешлемелле пулать. Ӳкернĕ чухне чăваш эрешĕсен  тĕссĕмепе ҫеҫ усă курăр. Ĕҫе хатĕр-и?

Ачасем: Ĕҫе хатĕр!

(Ачасем сĕтел патне пыраҫҫĕ те хут ҫинче чăваш кĕпине  сăрлама е ҫыпăстарма пуҫлаҫҫĕ. Воспитатель ачасем патне пырать, чăвашла тĕссен ячĕсене ыйтать, «ĕҫӳ илемлĕ пулчĕ» тесе хавхалантарать)

Заняти вăхăтĕнче чăваш кĕвви шăппăн янраса тăрать. Ку ачасене чăваш чĕлхин илемне туйма пулăшать.

Воспитатель: Маттур, ачасем. Пурте вăхăтра туса пĕтертĕр.

  1. Пĕтĕмлетӳ.

1. Ĕҫсен выставки.

Воспитатель: Пăхăр-ха, мĕнле илемлĕ кĕпесен коллекцийĕ пулчĕ! Уява кĕпесене чăваш орнаменчĕпе капăрлатмалли пысăк заказа пурнăҫларăр. Эпĕ сирĕн ĕҫсене фабрика ертӳҫине каярахпа кайса паратăп.

2.Рефлекси пайĕ.

Воспитатель: Эпир паян кама пулăшрăмăр? («Паха тĕрĕ» фабрика ертӳҫине)

Мĕнле чăваш сăмахĕсене аса илтĕмĕр? (Хĕрлĕ, шурă, сарă, кăвакă)

Сире эрешҫĕсем пулса ĕҫлеме килĕшрĕ-и? (Питĕ килĕшрĕ)

Воспитатель: Тавах, ачасем! Эсир фабрикăна питĕ лайăх пулăшрăр. Халĕ чăваш уявĕ питĕ хитре пулĕ.

 


Предварительный просмотр:

Тема: «Чăваш тĕррисен ăстисен пӳлĕмĕ»
Заняти: Интеграциленĕ (илемлетсе ӳкересси/аппликаци), 5-6 ҫулхи ачасем валли.
Тĕллев: Чăваш геометри кĕлеткисем урлă пуплевне аталантарасси, тăван йăла-йĕркене хисеплеме вĕрентесси.
Словарь: хĕрлĕ, сарă, шурă, кăвакă, йывăҫ, хĕвел, ҫăлтăр, чĕрĕ-чунсем, ҫĕр, хĕрес.
Хатĕрсем: ҫыру, аудиофайл, эрешсен ӳкерчĕкĕсем, геометри кĕлеткисем, кĕпе макечĕсем, клей, кăранташсем.

Заняти юхăмĕ:

I. Йĕркелӳ пайĕ.
Воспитатель ачасене «Паха тĕрĕ» фабрикинчен килнĕ ҫырупа паллаштарать: фабрикăра заказ нумай, ачасене эрешҫĕ пулса пулăшма ыйтаççĕ.

II. Тĕп пайĕ.

  1. Калаҫу: Тĕссемпе (хĕрлĕ, шурă, сарă, кăвакă) тата тĕрĕ паллисемпе (хĕвел, йывăҫ, ҫăлтăр) паллашни.
  2. Кану вăхăчĕ: «Илемлĕ тĕрĕ» физкультминутка.
  3. Вĕренӳ вăййи: «Мăшăрне туп» (геометри кĕлеткисене тĕрĕ паллисемпе ҫыхăнтарасси).
  4. Пӳрне вăййи: «Пĕрре, иккĕ, виҫҫĕ, тăваттă».
  5. Пултарулăх ĕҫĕ: «Тĕрĕ тĕлĕнтермĕшĕ». Ачасем кĕпе макечĕсене чăваш эрешĕсемпе капăрлатаççĕ.

III. Пĕтĕмлетӳ.

  1. Выставка: Ачасен ĕҫĕсене пăхса тухни.
  2. Рефлекси: Кама пулăшнине, мĕнле тĕссемпе эрешсене аса илнине сӳтсе явни. Воспитатель ачасене хавхалантарни

По теме: методические разработки, презентации и конспекты

Методическая разработка. Стенд – приветствие «Капельки» своими руками. Пояснительная записка Методическая разработка. Стенд – приветствие «Капельки» своими руками. Пояснительная записка

Методическая разработка.Стенд – приветствие «Капельки» своими руками.Пояснительная запискаСтенд оформлен как приветствие группы (визитная карточка группы) под названием «Капельки». Изображение с...

Методическая разработка Дидактическая игра « Накорми колобка» Методическая разработка Дидактическая игра « Накорми колобка» Методическая разработка Дидактическая игра « Накорми колобка»

Разработала:Саламатина Ирина Борисовна воспитатель ГБДОУ № 48 Кировского района горохом или фасолью). Санкт ПетербургаОписание игры:Цель: развитие мелкой моторики , тактильной чувствительнос...

Методическая разработка ( для старшего дошкольного возраста) по теме: Методическая разработка диагностики вокальных способностей.

В данной разработке представлен материал, помогающий прослеживать развитиевокальных способностей: таблица-диагностика + критерии....

Методическая разработка. НОД по нетрадиционному рисованию в подготовительной группе «Летние превращения»Методическая разработка. НОД по нетрадиционному рисованию в подготовительной группе «Летние превращения»

Дети с самого раннего возраста пытаются отразить свои впечатления об окружающем мире в своём изобразительном творчестве. Моя работа заключается в использовании нетрадиционных техник в рисовании. Рисов...

Номинация: «Методические разработки по модулю, разделу преподаваемого предмета (дисциплины, модуля), по тематике воспитательного мероприятия». Методические разработки по теме недели: «Зимующие птицы».

Данные методические разработки созданы на основе основной образовательной программы дошкольного отделения Одоевской средней школы, федеральных государственных стандартов дошкольного образования, приме...