"Край родной -Чувашский край"
методическая разработка по музыке (старшая группа) на тему

Афанасьева Тамара Васильевна

Развлечение в старшей группе ко дню рождения И.Я.Яковлева

Скачать:

ВложениеРазмер
Файл chuvashskie_stsenarii_starshaya_gruppa.docx39.31 КБ
Реклама
Онлайн-тренажёры музыкального слуха
Музыкальная академия

Теория музыки и у Упражнения на развитие музыкального слуха для учащихся музыкальных школ и колледжей

Современно, удобно, эффективно

Посмотреть >


Предварительный просмотр:

МБДОУ  «Хормалинский  детский  сад  «Весна»

Музыкальный  руководитель:  Т.В.Афанасьева

Воспитатели:  Э.Н.Абалымова

Н.И.Егорова

Апрель – 2017г

ЦЕЛЬ: Воспитывать патриотические чувства; любовь к родному краю; вызвать чувство восхищения и гордости.

ЗАДАЧИ:

- Формировать у ребенка мотивационно - ценностного отношения к родному краю.

- Обогащать представления детей о жителях, прославивших наш край

- Продолжать знакомить детей с чувашскими народными играми и песнями.

- Развивать желание и стремление к изучению чувашского языка.

- Воспитывать любовь к родному краю через музыкальные произведения чувашских

композиторов.

Ачасем  зала  алран-алла  тытăнса чăваш  халăх  кĕввипе  утса  кĕреҫҫĕ.

Вед: Пĕлетĕр-и эсир ҫавăн пек ҫĕр-шыва

         Вăл ĕмĕр аслă, вăл ĕмĕр ҫамрăк

         Унта ĕҫлеме те, савăнма та ăста

         Вăл халăхăн: ҫĕр пин сăмах упранать,

         Ҫĕр пин юрă янăрать,

         Ҫĕр пин тĕрĕ тĕрленет.

Дети: Вăл  Чăваш Ен!

Вед: Паянхи  ҫак  хаваслă  кун  эпир  ниепле  те  Иван  Яковлевич Яковлева  аса  илмесĕр  пултараймастпăр. (колокольный звон). Акă  унăн  портречĕ.

И.Я. Яковлев  нумай  ҫул  каялла  чăваш  ҫемйинче  ҫуралнă.  Ҫамрăклах  ашшĕ-амăшĕсĕр  тăлăха  юлнипе,  унăн  пурнăҫĕ  питĕ  йывăр  пулнă:  ҫĕрле  лаша  кĕтĕвĕн  хуралĕнче  ĕҫленĕ;  хулана  хăяр,  улма,  купăста  сутма  ҫӳренĕ;  лаша  ҫинче  ларса  ҫĕр  сухаланă;  тыр-пул  тăвас  ĕҫре  те  вăл  нумай  вăй  хуна.  Питĕ  ăслă  ача  пулнипе  8  ҫула  ҫитсен  Ванюка  шкула  вĕренме  янă.  Унта  вăл  лайăх  паллăсемпе  ҫеҫ  вĕреннĕ. Хусанти университетран та «пиллĕк» паллăсемпе ҫеҫ вĕренсе тухнă. Кунта вĕреннĕ чухне вăл хăй пухса пынă укҫипе чăваш ачисем валли чăваш шкулĕ уҫнă. Пĕр сăмахпа каласан, мĕн ĕмĕр тăршшĕпех чăвашлăхшăн тăрăшса, ҫунса пурăннă. Ахальтен мар эпир ăна чăваш халăхне ҫутта кăларакан тесе хаклатпăр. Вăл ҫуралнă куна вара, ака уйăхĕн 25-мĕшне, эпир чăваш чĕлхи кунĕ тесе хаклатпăр.

     

1 ача: Чăвашла паян юрлатпăр

           Чăвашла сăвă калатпăр

           Чвашла тум тăхăнатпăр

           Чăвашла та ак ташлатпăр.

2 ача: Эп чăваш ачи, саватăп

            Хамăран чăваш ҫĕрне

            Вăл кипке те ман, сăпка та

            Ӑна манмăп ĕмĕрне.

3 ача: Эп чăваш ачи саватăп

            Чĕвĕл-чĕвĕл чĕлхене

            Юратап сăвва, юрра та

            Купăса та кĕслене.

4 ача: Пирĕн садри ачасем

            Пурте туслă-ҫке вĕсем

            Туслăх пирĕн хушăра

            Питĕ пысăк вырăнта.

Вед:  Раҫҫейри  ватă,  ҫирĕп  юмансем,  тырпулпа  пуян  уй-хирсем,   ялтăр  таса  тӳпесем,  тăп-тăрă  юхан  шывсем   хушшинче  вырнаҫнă  пирĕн  юрă-сăвăпа,  юмах-калавпа,   ырă  чунпа,  ĕҫченлĕхĕпе  пуян  Чăваш  Ен.  

Чăваш  Енĕм,  Чăваш  Енĕм  сана  юрататпăр!

Юрăра  та,  сăвăра  та  санпа  мухтанатпăр!

 

                                             Юрă  «Сершыва  мухтав»

Кĕвви Г.Лисковăн,  сăвви  И.Ивникĕн.

  1.  Шурă,  шурă  ҫĕмĕрт  ҫеҫкере,  юр  пек  янăрать  ҫурхи  тĕнче.

Пирĕн  пурнăҫăмăр  ҫавăн  пек,  эх!  Пурăнатпăр  ырлăх  ҫерĕнче.

  1.  Юр  пек  улмуҫҫиллĕ садсенчен,  ҫĕнĕ  ĕҫ  кĕввиллĕн  хирсенчен,

Хуларан,  ялтан,  пур  кĕтесрен,  эх!  Юрă  ҫĕкленет  сӳнми  хĕмпе.

  1.  Ҫершыва  мухтав,  мухтав  сана,  пирĕншĕн  ҫуралнă  самана.

Чăвашăн  телейлĕ  ҫерĕнче,  эх!  Юрă,  юрă  янрĕ  яланах.

Вед: Ачасем,  эсир  пĕлетĕр-и,  чăваш  Республикин  хăйĕн  герб,  ялав,  гимн  пур.

Вед:    Пирĕн  чăваш  ҫĕрĕнчен  паллă  ҫынсем  нумай  тухнă. Вĕсене  пула  пирĕн  чăваш  халăхне  пĕтем  тĕнче  пĕлет.  Вĕсен  хушшинче:  арттистсем,  поэтсем,  спортсменсем,,  художниксем ,  космонавтсем,  вăрҫа  геройĕсем,  тата  ы.те.  Паянхи  ҫурхи,  илемле  кун  К.Ивановăн  «Нарспи»  поэмине  аса  илсе  хăварас  килет.  Халь  ачасем  ҫав  поэмăри  отрывăка   кĕскен  каласа  параҫҫĕ.

5  ача:  Пуш  уйăхĕн  вĕҫĕнче  хĕвел  пăхрĕ  ăшăтса

             Силпи  чăваш  ялĕнче  юр  ирĕлчĕ  васкаса.

6  ача:  Тусем,  сăртсем  хуп-хура  юрĕ  кайса  пĕтнĕрен

             Тухать  курăк  ҫăп-ҫăра  хĕвел  хытă  хĕртнĕрен.

7  ача:  Сивĕ  хаяр  хĕл  иртер,  каять  йĕрсе,  хурланса;

             Сивĕ  куҫҫульпе  йĕрет  иртнĕ  куншăн  хуйхăрса.

8  ача:  Путăксемпе,  варсемпе  ҫĕмĕрĕлсе  шыв  кĕрлет,

            Анчах  мĕнле  йĕрсен  те,  хĕвел,  хĕртнĕҫем  хĕртет.

9  ача:  Хĕл  куҫҫулĕ  шавласа,  юхса  кайрĕ  ҫырмара.

             Ачи – пăчи  выляса,  чупса  ҫӳрет  урамра.

10  ача:  Славлю край родной любимый,

               Славлю край неповторимый.

               Лип цветущих аромат, шелковых лугов наряд!

               Славлю я поля родные, славлю берега крутые,

               Край Чувашский, край Родной! Расцветай над Волгою рекой!

11  ача:  Чувашия, Чувашия, край ты мой чудесный.

               Трудом ты славишься, плясками и песней!

                           

 ТАНЕЦ –ХОРОВОД  «Ҫĕмĕрт  ҫеҫки  ҫурăлсан»

  1. Ҫĕмĕрт  ҫеҫки  ҫурăлать  те,  ҫемĕрт  ҫеҫки  ҫурăлать,

Вăрман  витĕр  курăнать.

  1.  Шурă  кĕпе  тăхăнсан  та,  шурă  кĕпе  тăхăнсан,  

 Вăйă  витĕр  курăнать.

  1.  Вылямасăр,  кулмасăр  та,  вылямасăр,  кулмасăр,

 Вăйă  иртместь  тетĕр-им?

  1.  Эпир  вăййа  тухсасăн  та,  эпир  вăййа  тухсассăн,

 Юрлани  те  килĕшет.  (лараҫҫĕ)

Вед:  Пирĕн  Чăваш Республикин  теп  хули  мĕн  ятлă-ши,  ачасем?

12  ача: Капăр,  тӳрĕ  урамсем  пит  илемлĕ,

              Ҫӳллĕ,  пысăк  ҫурчĕсем  илĕртӳллĕ.

              Ай,  кунран-кун  ӳсет  Шупашкарăм,

              Ытарми  ҫук,  ай  Шупашкарăм.

                          Юрă  «Тăван  хула»

  1.  Атăл  тăрăх  хăпаратпăр, ак  умра,  инҫех  те  мар

 Курăнса  каять  хуламăр - пирĕн  капăр Шупашкар.

 Шупашкар,  Шупашкар,  пирĕн  капăр  Шупашкар.

  1.  Эс  ялан  кĕтсе  илетĕн  пире  ҫывăх  тăванла,

 Сăнупа  илем  кӳретĕн  ирĕк  аслă  Атăла

 Сăнупа,  сăнупа,  илем  кӳрĕн  Атăла

  1.  Савăнатпăр,  тĕлĕнетпĕр  эсĕ  хăвăрт  ӳснинчен.

 Сăвă -  юрă  кĕвĕлетпĕр  хамăр  хуламăр  ҫинчен.

 Сан  ҫинчен,  сан  ҫичен,  Шупашкарăм  сан  ҫинчен.

  1.  Ӗмĕр  пул  эс  пĕр  тăванлă  аслă  чаплă  Мускавпа

 Пирĕн  ĕҫлĕ,  ҫĕн  вăй-халлă,  хăвăрт  ӳсекен  хула.

 Шупашкар,  Шупашкар,  пирĕн  юратнă  хула.

(Зала  юрă  вĕсĕнче  Илемпи  юрласа  кĕрет)

Илемпи: Ой,  ăҫта  илсе  ҫитерчĕ  мана  ку  илемле  юрă?

Вед:   Суркунне  ача  садне.  Пăх-ха  йĕри-тавра,  мĕн  чухле  ача  пуҫтарăннă  кунта.

Илемпи: Ыра кун, ачасем! Мана  Илемпи  тесе  чĕнеҫҫĕ.

Вед:  Мĕнле  илемле  ят  сирĕн.  Мĕне  пĕлтерет  ши  вăл?

Илем: Питĕ  авалхи  ят  вăл  ман.  Мĕне  пелтернине  вара  чĕннĕ  чухнех  пĕлме  пулать:  Илемпи - илемлĕ,  чипер,  сăпайлăха  пĕлтерет.

Вед: Епле  хитре  илтĕнет  ачасем!  - И-лем-пи!

Илем: Эсир  мĕн  тума  пуҫтарăннă  кунта  паян?

Вед: Паян  эпир  ҫакăнта  И.Я.Яковлевăн  ҫуралнă  кунне  аса  илсе,  ун  ячĕпе  печек  уяв  хатĕрлерĕмĕр. Чаваш  ҫĕрĕпе,  унăн  ĕҫченлĕхĕпе мухтанас  терĕмĕр.

Илем: Мĕнле  маттур  эсир! Эпĕ  те  хамăн  чăваш  ҫĕршывне  питĕ  юрататăп.  Мĕн  чухлĕ  ырă  сăмах  калама  пулать  ун  ҫинчен.

13  ача: Пирĕн  Република  Атăл  шывĕ  хĕрринче  вырнаснă. Ӗлĕкренех  Атăла  вырассем  Волга – матушка  тенĕ, чăвашсем  вара  Атăл-атте  теҫҫĕ.

Вед::  Пирĕн  Чăваш  Республики  пысăках  мар  пулсан та,  ун  ҫинчен  пĕтĕм  тĕнче  пĕлет.  Халĕ  ачасем  ăна  мухтава  кăларакан  ҫынсем  ҫичен  каласа  парĕҫ.

Илем: Итлем  ха  апла  сире.

14  ача:  Граждан  вăрҫин  геройĕ  -  В.И.Чапаев.

               Герой  2  мировой  войны  летчик  Маресьев

             

15  ача: Ӳнерҫĕсем  (художниксем) : Федоров Ревель Федорович

Осипов Федор Пркопьевич

Праски Витти

16 ача: Спортсмены: Ольга Егорова – хытă  чупакан,  Татьяна  Акимова – йелтĕрҫĕ.

Анатолий Васильев

Ирина Калентьева

17  ача:  Летчик – космонавт Андреан Григорьевич  Николаев.

Илем:  Ачасем,  камăн  космоса  вĕҫес  килет?

Ачасем: (пурте) Ман!!!

Илем:  Космонавт  пулас  тесен  сирĕн  паттăр,  хастар,  ăслă,  тавҫăруллă  ачасем  пулмалла.  Тĕрĕслесе  пăхар-ха  апла  сире.

                                             

                                             ИГРА «ЗАЙМИ РАКЕТУ»

ВЕД: Илемпи, пирĕн  Республикăра  паллă  артистсем,  музыкантсем, композиторсем  пур.

Илем: Камсем-ха  вĕсем?

18 ача: Чăваш  Республикин  тава  тивĕҫлĕ  искусство  деятĕлĕ  Юрий  Васильев.

19 ача: Чăваш  Республикин  тава  тивĕҫлĕ  артистки  Светлана  Бубнова.

20 ача:Надежда Павлова  балеринăна  пĕтĕм  тĕнче  пĕлет.

21 ача: Мĕнле  хитрее  кĕвĕсем  ҫыраҫҫĕ  пирĕн  : Воробьев, Хирбю , Асламас, Лукин, Лебедев  композиторсем..

Илем: Ҫапла,  ҫапла.  Тĕрлĕрен  музыка  ҫырнă:  хаваслă  кĕвĕрен  пуҫласа  ҫепĕҫ  лирика  таранах.  Ташă  кĕввисене  илтсен  вара,  урасем  хăйсеме  ташша  яраҫҫĕ.

22  ача:  Ташă пуҫлар, ташă пуҫлар, тантăшсем,  юрлар савăк, юрлар савăк юрăсем.

                Пирĕн пурнăҫ – ҫуркунне,  юхтăр юрă инҫене.

                Эпир ҫамрăк, эпир ҫамрак паттăрсем,  ҫĕнĕ пурнăҫ , ҫĕнĕ пурнăҫ калчисем.

                Ҫутă ĕмĕт, ҫутă ĕмĕт чĕрере,   ҫиҫтĕр ĕмĕр, ҫиҫтĕр ĕмĕр-ĕмĕре.

 

ЧăВАШ  ТАШШИ

Муз. Г.Лебедева

Вед:   Чăваш  поэчĕсем: Юхма М.Н., Иванов К.В., Сеспель М, Трубина М.Д. хăйсен  произведенийесенче  чăваш  ҫĕршывне  мухтанă.  Итлесе  пăхар-ха  Илле  Тукташăн  «Тăван  Ҫĕршыв»  сăввине.

23 ача: Ҫурхи хĕвел  ҫуттăн курăнать, сӳнми хĕлхем сапса ăшăтать.

              Ҫурхи хĕвелтен те хĕрӳллĕрех тăван ҫĕршыв пире ăшăтать.

              Шур акăшсем аслă Атăлта, мĕншĕн Шурă тесе калас мар?

              Хам ҫуралнă Тăван Ҫĕршывăма,  мĕншĕн анне тесе калас мар?

Вед:  Ҫуркунне,  ҫурхи  ĕҫсем  пĕтсен,  ҫамрăксем  вăййа  тухнă. Вĕсем  вăййисене  хăйсем  шутласа  кăларнă.  Ҫавăнпа  вĕсене  чăваш  халăх  вăййи  теҫҫĕ.

Илемпи:  Манăн  та  выляса  килет  сирĕнпе.

Вăйă  «Ят  пĕлмелле».

Вед:  Пирĕн  Республикăра  чăвашсем  ҫеҫ  мар,  вырассем,  тутарсем  тата  ытти  халăхсем   пĕр-пĕринпе  килĕштерсе  туслă  пурăнаҫҫĕ:  пĕрле  ĕҫлеҫҫĕ,   пĕрле  канаҫҫĕ,  юрăсем  юрлаҫҫĕ,  ташăсем  ташлаҫҫĕ.

                                             

                                                  Ташă  «Чăваш  маттур  пикисем».

(тĕрĕллĕ  алшăлисемпе)

Ульяна:

Хвала тебе, Чувашия, мой дом!
И имя, и язык твой — сердцу свято.
Дубравами и хмелем, и трудом,
И песнями, и вышивкой богата.
Жива в узорах древних нити сила,
Связавшая народы в их судьбе, —
Ты будешь жить во мне, моя Россия
Пока живет Чувашия в тебе.
(Лидия Кубашина)

Илем: Пăхатăп  та,  эсир  Чăваш  Ене  юрататăр,  чăваш  халăхĕпе  мухтанатăр,  ун  ҫинчен  нумай  пĕлетĕр. Мана  сирĕн  патăрта  питĕ  килĕшрĕ.  Эсир  нумайĕшĕ  кăҫал  шкула  тухса  каятăр.  Тăрăшса  вĕренĕр:  нумай  пĕлме,  ҫырма,  вулама,  ӳкерме,  юрлама  ан  ӳркенĕр.  Чăваш  ятне  яланах  ҫӳлте  тытăр!  Сывă  пулăр!  Тепре  тĕл  пуличчен!

Ачасем  сывпулашаҫҫĕ,  алран-алла  тытăнса  группăна  тухса  каяҫҫĕ.

 

1 ача: Чăвашла паян юрлатпăр

           Чăвашла сăвă калатпăр

           Чвашла тум тăхăнатпăр

           Чăвашла та ак ташлатпăр.

2 ача: Эп чăваш ачи, саватăп

            Хамăран чăваш ҫĕрне

            Вăл кипке те ман, сăпка та

            Ӑна манмăп ĕмĕрне.

3 ача: Эп чăваш ачи саватăп

            Чĕвĕл-чĕвĕл чĕлхене

            Юратап сăвва, юрра та

            Купăса та кĕслене.

4 ача: Пирĕн садри ачасем

            Пурте туслă-ҫке вĕсем

            Туслăх пирĕн хушăра

            Питĕ пысăк вырăнта.

5  ача:  Пуш  уйăхĕн  вĕҫĕнче  хĕвел  пăхрĕ  ăшăтса

             Силпи  чăваш  ялĕнче  юр  ирĕлчĕ  васкаса.

6  ача:  Тусем,  сăртсем  хуп-хура  юрĕ  кайса  пĕтнĕрен

             Тухать  курăк  ҫăп-ҫăра  хĕвел  хытă  хĕртнĕрен.

7  ача:  Сивĕ  хаяр  хĕл  иртер,  каять  йĕрсе,  хурланса;

             Сивĕ  куҫҫульпе  йĕрет  иртнĕ  куншăн  хуйхăрса.

8  ача:  Путăксемпе,  варсемпе  ҫĕмĕрĕлсе  шыв  кĕрлет,

            Анчах  мĕнле  йĕрсен  те,  хĕвел,  хĕртнĕҫем  хĕртет.

9  ача:  Хĕл  куҫҫулĕ  шавласа,  юхса  кайрĕ  ҫырмара.

             Ачи – пăчи  выляса,  чупса  ҫӳрет  урамра.

10  ача:  Славлю край родной любимый,

               Славлю край неповторимый.

               Лип цветущих аромат, шелковых лугов наряд!

               Славлю я поля родные, славлю берега крутые,

               Край Чувашский, край Родной! Расцветай над Волгою рекой!

11  ача:  Чувашия, Чувашия, край ты мой чудесный.

               Трудом ты славишься, плясками и песней!

12  ача: Капăр,  тӳрĕ  урамсем  пит  илемлĕ,

              Ҫӳллĕ,  пысăк  ҫурчĕсем  илĕртӳллĕ.

              Ай,  кунран-кун  ӳсет  Шупашкарăм,

  Ытарми  ҫук,  ай  Шупашкарăм

13  ача: Пирĕн  Република  Атăл  шывĕ  хĕрринче  вырнаснă. Ӗлĕкренех  Атăла  вырассем  Волга – матушка  тенĕ, чăвашсем  вара  Атăл-атте  теҫҫĕ.

14  ача:  Граждан  вăрҫин  геройĕ  -  В.И.Чапаев.

               Герой  2  мировой  войны  летчик  Маресьев

             

15  ача: Ӳнерҫĕсем  (художниксем) : Федоров Ревель Федорович

Осипов Федор Пркопьевич ,  Праски Витти.

16 ача: Спортсмены: Ольга Егорова – хытă  чупакан,  Татьяна  Акимова – йелтĕрҫĕ.

Анатолий Васильев

Ирина Калентьева

17  ача:  Летчик – космонавт Андреан Григорьевич  Николаев.

18 ача: Чăваш  Республикин  тава  тивĕҫлĕ  искусство  деятĕлĕ  Юрий  Васильев.

19 ача: Чăваш  Республикин  тава  тивĕҫлĕ  артистки  Светлана  Бубнова.

20 ача:Надежда Павлова  балеринăна  пĕтĕм  тĕнче  пĕлет.

21 ача: Мĕнле  хитрее  кĕвĕсем  ҫыраҫҫĕ  пирĕн  : Воробьев, Хирбю , Асламас, Лукин, Лебедев  композиторсем.

22  ача:  Ташă пуҫлар, ташă пуҫлар, тантăшсем,  юрлар савăк, юрлар савăк юрăсем.

                Пирĕн пурнăҫ – ҫуркунне,  юхтăр юрă инҫене.

                Эпир ҫамрăк, эпир ҫамрак паттăрсем,  ҫĕнĕ пурнăҫ , ҫĕнĕ пурнăҫ калчисем.

                Ҫутă ĕмĕт, ҫутă ĕмĕт чĕрере,   ҫиҫтĕр ĕмĕр, ҫиҫтĕр ĕмĕр-ĕмĕре.

 

23 ача: Ҫурхи хĕвел  ҫуттăн курăнать, сӳнми хĕлхем сапса ăшăтать.

              Ҫурхи хĕвелтен те хĕрӳллĕрех тăван ҫĕршыв пире ăшăтать.

              Шур акăшсем аслă Атăлта, мĕншĕн Шурă тесе калас мар?

              Хам ҫуралнă Тăван Ҫĕршывăма,  мĕншĕн анне тесе калас мар?

Ульяна:

Хвала тебе, Чувашия, мой дом!
И имя, и язык твой — сердцу свято.
Дубравами и хмелем, и трудом,
И песнями, и вышивкой богата.
Жива в узорах древних нити сила,
Связавшая народы в их судьбе, —
Ты будешь жить во мне, моя Россия
Пока живет Чувашия в тебе.
(Лидия Кубашина)

                          Юрă  «Тăван  хула»

  1.  Атăл  тăрăх  хăпаратпăр, ак  умра,  инҫех  те  мар

 Курăнса  каять  хуламăр - пирĕн  капăр Шупашкар.

 Шупашкар,  Шупашкар,  пирĕн  капăр  Шупашкар.

  1.  Эс  ялан  кĕтсе  илетĕн  пире  ҫывăх  тăванла,

 Сăнупа  илем  кӳретĕн  ирĕк  аслă  Атăла

 Сăнупа,  сăнупа,  илем  кӳрĕн  Атăла

  1.  Савăнатпăр,  тĕлĕнетпĕр  эсĕ  хăвăрт  ӳснинчен.

 Сăвă -  юрă  кĕвĕлетпĕр  хамăр  хуламăр  ҫинчен.

 Сан  ҫинчен,  сан  ҫичен,  Шупашкарăм  сан  ҫинчен.

  1.  Ӗмĕр  пул  эс  пĕр  тăванлă  аслă  чаплă  Мускавпа

 Пирĕн  ĕҫлĕ,  ҫĕн  вăй-халлă,  хăвăрт  ӳсекен  хула.

 Шупашкар,  Шупашкар,  пирĕн  юратнă  хула.

                          Юрă  «Тăван  хула»

  1.  Атăл  тăрăх  хăпаратпăр, ак  умра,  инҫех  те  мар

 Курăнса  каять  хуламăр - пирĕн  капăр Шупашкар.

 Шупашкар,  Шупашкар,  пирĕн  капăр  Шупашкар.

  1.  Эс  ялан  кĕтсе  илетĕн  пире  ҫывăх  тăванла,

 Сăнупа  илем  кӳретĕн  ирĕк  аслă  Атăла

 Сăнупа,  сăнупа,  илем  кӳрĕн  Атăла

  1.  Савăнатпăр,  тĕлĕнетпĕр  эсĕ  хăвăрт  ӳснинчен.

 Сăвă -  юрă  кĕвĕлетпĕр  хамăр  хуламăр  ҫинчен.

 Сан  ҫинчен,  сан  ҫичен,  Шупашкарăм  сан  ҫинчен.

  1.  Ӗмĕр  пул  эс  пĕр  тăванлă  аслă  чаплă  Мускавпа

 Пирĕн  ĕҫлĕ,  ҫĕн  вăй-халлă,  хăвăрт  ӳсекен  хула.

 Шупашкар,  Шупашкар,  пирĕн  юратнă  хула.

                         

                     Юрă  «Тăван  хула»

  1.  Атăл  тăрăх  хăпаратпăр, ак  умра,  инҫех  те  мар

 Курăнса  каять  хуламăр - пирĕн  капăр Шупашкар.

 Шупашкар,  Шупашкар,  пирĕн  капăр  Шупашкар.

  1.  Эс  ялан  кĕтсе  илетĕн  пире  ҫывăх  тăванла,

 Сăнупа  илем  кӳретĕн  ирĕк  аслă  Атăла

 Сăнупа,  сăнупа,  илем  кӳрĕн  Атăла

  1.  Савăнатпăр,  тĕлĕнетпĕр  эсĕ  хăвăрт  ӳснинчен.

 Сăвă -  юрă  кĕвĕлетпĕр  хамăр  хуламăр  ҫинчен.

 Сан  ҫинчен,  сан  ҫичен,  Шупашкарăм  сан  ҫинчен.

  1.  Ӗмĕр  пул  эс  пĕр  тăванлă  аслă  чаплă  Мускавпа

 Пирĕн  ĕҫлĕ,  ҫĕн  вăй-халлă,  хăвăрт  ӳсекен  хула.

 Шупашкар,  Шупашкар,  пирĕн  юратнă  хула.


По теме: методические разработки, презентации и конспекты

Сценарий "Край родной - Чувашский край"

Сценарий развлечения о Родном крае....

"Край родной -Чувашский край"

Развлечение ко дню рождения И.Я.Яковлева...

Развлечение для старших дошкольников «Край родной – чувашский край».

Развлечение для старших дошкольников«Край родной – чувашский край». Цель: Воспитать патриотические чувства, любовь к родному краю, вызвать чувство восхищения и гордости.Зад...

«Край родной - Чувашский край». Развлечение для старших дошкольников.

laquo;Край  родной  -  Чувашский  край».Развлечение  для  старших  дошкольников. ЦЕЛЬ: Формирование основ гражданственности и патриотизма в процессе озна...

Дополнительная Программа по ознакомлению детей с историй родного края «Родной свой край люби и знай!»

Формирование интегративных качеств  у детей старшего дошкольного возраста(5-7 лет) в процессе приобщения к  культуре и  традициям разных  народов Оренбуржья....

Развлечение ко дню Чувашской недели "Край родной - Чувашский край"

Развлечение ко дню Чувашской недели "Край родной - Чувашский край"...