Шупашкар – манӑн Тӑван Ҫӗршыв
план-конспект занятия (старшая группа)
Ачасене Шупашкар ҫинчен пӗлӗвне анлӑлатни.
Скачать:
| Вложение | Размер |
|---|---|
| 29.64 КБ |
Предварительный просмотр:
"Шупашкар – манӑн Тӑван Ҫӗршыв"
темӑпа вӗренӳ конспекчӗ.
Ача садне ҫӳрекенсен ӳсӗмӗ: аслӑ ушкӑн.
Вӗренӳ облаҫӗсен интеграцийӗ: пӗлӳ аталанӑвӗ, социаллӑ хутшӑну аталанӑвӗ, ӳт-пӳ аталанӑвӗ.
Тӗллев тата задачӑсем.
Тӗллев: аслӑ ушкӑнри ачасене Шупашкар ҫинчен пӗлӗвне анлӑлатни.
Задачӑсем: Сӑпӑрлав тӗлӗшпе: Ачасене хулари тӗп паллӑ вырӑнсемпе интереслентерме вӗрентмелле.
Ачасен ҫыхӑнуллӑ калаҫӑвне, калаҫӑвӑн интонацилле витӗмлӗхне аталантармалла.
Ачасене патриотла туйӑмсемпе тӑван хулана юратма, кӗвӗҫме вӗрентмелле.
Аталантару тӗлӗшпе: ӑнлануллӑ интерессене аталантарни.
Пӗлӳ парас тӗлӗшпе: ачасене Шупашкарти тӑван хулапа тата унӑн паллӑ вырӑнӗсемпе паллаштарни.
Меслетсемпе мелсем: курӑмлисем: иллюстрацисем , слайдсем кӑтартни; сӑахлисем: сӑвӑ вулани, педагог каласа пани, ачасен хуравӗсем; практикӑллисем: физкультминутка, каласа пани; вылявлисем: "Тӗрӗс кала», "Картинкӑна пух"дидактика вӑййисем, вӑйӑ "Чӗререн кала".
Словарь ӗҫӗ: ачасем усӑ куракан сӑмах йышне пуянлатни, Тӑван Ҫӗршыв, Шупашкар, монумент.
Маларах тумалли ӗҫ: ачасем хула ҫинчен каласа панисем; тӑван Ҫӗршыв ҫинчен ҫырнӑ сӑвӑсене вулани; пословицӑсемпе Тӑван Ҫӗршыв ҫинчен калакан халапсене вулани; Шупашкар ҫинчен ӳкернӗ сӑнӳкерчӗксемпе иллюстрацисене тишкерни; паллӑ вырӑнсемпе альбомсене тишкерни.
Занятире усӑ курмалли материал: кӑтартмалли материал: "Хула" темӑпа ӳкернӗ картинӑсем, "Аттракционсем" касса кӑларнӑ картинӑсем, Шупашкар хулинчи паллӑ вырӑнсемпе ӳкернӗ сӑнӳкерчӗксем, пукане Илемпи, чӗре тети, телевизорпа слайт кӑтартни, магнит хӑми, «Чӑваш маршӗ» записне яни.
Ача- пӑча ӗҫ- хӗлӗн тӗсӗсем:
1. Пӗлӳпе тӗпчев ӗҫ- хӗлӗ: йывӑр лару- тӑрӑва татса пани.
Кӑткӑс лару- тӑру: кӑтӑс лару-тӑрура хӑвна мӗнле тыткалани.
2. Хутшӑну ӗҫ- хӗлӗ: калаҫу, пуҫаруллӑ калаҫу.
3. Вӑйӑ ӗҫ- хӗлӗ: вӑйӑ лару тӑрӑвне йӗркелени.
Вӗренӳ йӗрки
I тапхӑр. Психологи енчен кӑмӑла ҫӗклени. (Кӳртӗм)
Ачасем пурте пӗр ҫӗре пуҫтарӑнаҫҫӗ.
Воспитатель: Эсӗ манӑн тус,
Эпӗ санӑн тус.
Алла-аллӑн ҫирӗп тытӑпӑр,
Пӗр-пӗрин ҫине пӑхса йӑл кулатпӑр.
-Ачасем, пӑхӑр-ха, кам килчӗ пирӗн пата? (пукане Илемпи) Илемпи, мӗнле лекрӗн эсӗ кунта?
Илемпи: Сывлӑх сунатӑп, ачасем. Эпӗ хулана кайма хатӗрленнӗ. Хула мӗн иккенне пӗлес килчӗ манӑн, мӗншӗн тесен эпӗ хулара нихҫан та пулман. Машинӑсем, ҫӳлӗ ҫуртсем нумаййине курсан, эпӗ хӑраса ӳкрӗм те аташса кайрӑм. Сиртен ыйтатӑп, пулӑшӑр мана, хула ҫинчен каласа парӑр-ха?
Воспитатель: Ачасем, Илемпине хамӑр хулапа паллаштарӑпӑр, хамӑр ӑҫта пурӑнни ҫинчен каласа парӑпӑр-и?
II тапхӑр. Кӑсӑклантарса яни.
Ҫӗнӗ материала ӑнкарса ӑша хывни.
Воспитатель: Атăл тăрăх хăпаратпăр,
Ак, умра, инçех те мар,
Курăнса каять хуламăр –
Пирĕн капăр Шупашкар.
- Ачасем, хула ячӗ чӑвашла мӗнле янӑрать? (Шупашкар).
Ачасем: Шупашкар.
Воспитатель: Шупашкар 555 ҫул тултарчӗ. Ку питӗ нумай. Кунта ҫӗнӗ ҫуртсем, хуралтӑсем курӑнаҫҫӗ. Шупашкар хулинче эпир ҫуралса ӳснӗ, кунта пирӗн атте-аннепе, туссем пурӑнаҫҫӗ, кунта пирӗн тӑван кил пур. Ҫавӑнпа Шупашкар хули пирӗн Тӑван Ҫӗршыв шутланать.
Ачасем: Тӑван Ҫӗршыв.
Воспитатель: Пирӗн хулара мӗн пур? Ачасем, сӗтелсем ҫинче хулари тӗрлӗ сооруженисене ӳкернӗ картинкӑсем выртаҫҫӗ, эпир вӗсене ят парар.
"Тӗрӗс кала" вӑйӑ иртет.
(Ачасем Шупашкар хулин ҫурт-йӗрӗсене ӳкернӗ ӳкерчӗксене, иллюстрацисене тишкереҫҫӗ, вӗсене ҫапла калаҫҫӗ, магнит хӑми ҫине ҫакаҫҫӗ).
Илемпи: Ачасем, мана Шупашкар хули ҫинчен ытларах пӗлес килет, каласа парӑр-ха тархасшӑн ун ҫинчен?
Воспитатель: Хулари паллӑ вырӑнсене лайӑхрах курас тесе, эпир экскурсие ҫуран каятпӑр. (Воспитатель ачасемпе пӗрле алла-аллӑн тытӑнса, ушкӑнпа ҫӗлен пек утса, Шупашкар заливӗнчи иллюстрацисемпе мольберт патне пыраҫҫӗ).
Воспитатель: Залив ҫывӑхӗнче ҫакӑн пек объектсем вырнаҫнӑ: Амӑшӗн-Хӳтӗлекенсен монуменчӗ. Вӑл чӑваш тумӗпе. Куратӑр-и, пире пурне те, пӗтӗм хулана ыталанӑ пек, пурне те ырлӑхпа телей суннӑ пек, аллисене пирӗн еннелле тӑсать. Ку палӑк пирӗн хулари чи ҫӳллӗ вырӑн шутланать.
Ачасем: монумент.
Воспитатель: Заливпа юнашар Чӑваш драмӑллӑ театр ларать. Кунта чӑвашла тӗрлӗ спектакль кӑтартаҫҫӗ.
-Пирӗн малалла кайма вӑхӑт. (телевизорпа слайдсем кӑтартни).
Илемпи: Мӗнле вырӑн ку?
Воспитатель: Ку Ҫӗнтерӳ Паркӗ. Кунта Ҫар Мухтавӗн монуменчӗ пур. Ку палӑка пирӗн асаттесене халалланӑ. Палӑк айӗнче Ӗмӗрлӗх вут ҫунать. Ӗмӗрхи вут патне ҫынсем чечексем илсе килеҫҫӗ. Ҫӗнтерӳ Паркӗнче ҫар техникин Музейӗ пур. Унта ҫар самолечӗ, вертолет, бронетехника тата артиллери пур. Пирӗн халӑх хӑйӗн геройӗсене юратать, вӗсен ятне таса упрать.
III тапхӑр. Динамикӑллӑ пауза (хускану тӑхтав)
Воспитатель: Эсир маттур салтаксем пек пуласшӑн-и? Пӗрле тренировка тӑвар: «Чӑваш маршӗ» записне яни. (салтаксем парада тухнӑ пек пӗр вырӑнта утаҫҫӗ).
IV тапхӑр. Хӑй тӗллӗн тумалли ӗҫ- хӗл
Воспитатель: Ачасем, хамӑр экскурсие малалла тӑсатпӑр. ("Лакреевски вӑрман"иллюстрацийӗ ларакан сӗтел патне пыраҫҫӗ).
Воспитатель: Пӑхӑр-ха, кунта культурӑпа кану Паркне ӳкернӗ. Мӗн тума пулать кунта? (Канма, уҫӑлса ҫӳреме, аттракционсемпе ярӑнма).
- Илемпи, паркра мӗнле аттракционсем пуррине пӗлес килет-и?
Илемпи: Ҫапла, пӗлес килет.
Вӑйӑ "Картинкӑна пух"
Воспитатель: Ачасем, сирӗн уйрӑм пайсенчен аттракцион сӑнне ӳкернӗ картинкӑна пуҫтармалла. (ачасем пайсенчен ӳкернӗ картинкӑна пуҫтараҫҫӗ).
Воспитатель: Ачасем, эсир хӑвӑр хулана юрататӑр-и? Эпӗ сире выляма сӗнетӗп "Чӗререн кала", пирӗн хула ҫинчен ӑшӑ та илемлӗ сӑмах каламалла".
Воспитатель: Пурне те пӗр ушкӑна тӑма сӗнетӗп. Халӗ эпир чӗре теттине чӗре ҫине хурса хамӑр хула ҫинчен илемлӗ те ачаш сӑмахсем каласа ҫаврӑнма пуҫлатпӑр.
Ачасем: Савнӑ, хаклӑ, хаваслӑ, симӗс…
Воспитатель: Мӗнле илемлӗ те ачаш сӑмахсем каларӑр эсир пирӗн хаклӑ хуламӑр ҫинчен!
Сӑвӑ "Ман юратнă Шупашкар"
Атăлпа эс юнашар.
Питĕ хитрен курăнан,
Санпа пĕрле савăнар.
Ирхине те каҫхине,
Пурте ҫывăрнă чухне,
Шупашкарăм, тĕлĕкре
Курăнатăн эс пире.
Эсĕ ялан чĕрере
Ҫупăрлан, саван пире,
Яланах санпа пĕрле
Савăнса тапать чĕре.
Воспитатель: Ачасем, пирӗн хула, Пирӗн Тӑван Ҫӗршыв чи илемли, чи лайӑххи, чи хакли. Пирӗн хула тата илемлӗрех пултӑр тесен, эпир сирӗнпе мӗн тума пултарӑпӑр? (Чечек лартмалла, ҫӳп-ҫап тӑкмалла мар, газонсене таптамалла мар).
V тапхӑр. Рефрекси. Вӗҫлев тапхӑрӗ.
Воспитатель: Илемпи, эпир сана хамӑр хула ҫинчен пӗлме пулӑшрӑмӑр.
Илемпи: Ачасем, тавтапуҫ, эпӗ хула ҫинчен нумай интереслӗ япаласем пӗлтӗм. Халӗ те пӗлетӗп Эпӗ: Шупашкар хули — манӑн Тӑван Ҫӗршыв.
Воспитатель: Илемпи, эпир сана хамӑр хула сӑн-сӑпачӗпе асӑнмалӑх открыткӑсем парнелесшӗн, вӗсем сан валли пухнӑ.
-Ачасем, пирӗн пысӑках мар экскурси килӗшрӗ-и сире? Мӗн ҫӗннине пӗлтӗр эсир паян? Мӗн астӑватӑр эсир, е паян пуринчен ытла мӗн кӑмӑла кайрӗ? Тен, аттракциллӗ картинкӑсем пуҫтарма? Е паллӑ вырӑнсене пӑхса тухма-и?
Литература
- От рождения до школы. Примерная общеобразовательная программа дошкольного образования/ под ред. Н.Е.Вераксы, Т.С.Комаровой, М.А.Васильевой.- М.:МОЗАИКА-СИНТЕЗ, 2014-368с.
- Программа воспитания ребенка-дошкольника/ под рук. Драгуновой О.В.- Чебоксары, 1995.
- Васильева О.Л. Прогулки по Чебоксарам- Шупашкарпа паллашар: познавательная книга с заданиями.- Чебоксары: Чувашское книжное издательство, 2021-54+54с.
По теме: методические разработки, презентации и конспекты
Конспект музыкальной деятельности в старшей группе на чувашском языке "Шупашкара конкурса".
Занятие проводится в апреле, как итоговое....

План-конспект непосредственной образовательной деятельности с детьми старшей группы "Савнă ен, чăваш çěршывě"
Расширять представление детей о родном крае, объяснить как важно жить в мире со всеми народами, знать и уважать их культуру, обычаи, традиции...

Лепбук Чăваш Ен - пирен тăван çĕршыв
На страницах лепбука можно знакомить с разными чувашскими народными играми, загадками, пословицами, пазл "Собери карту Чувашской Республики", знакомство с чувашским гербом, гимном, флагом. М...

