Конспект музыкальной деятельности в старшей группе на чувашском языке "Шупашкара конкурса".
план-конспект занятия по музыке (старшая группа)

Занятие проводится в апреле, как итоговое.

Скачать:

ВложениеРазмер
Microsoft Office document icon maksimova_i.i._teremok.doc324.5 КБ
Реклама
Онлайн-тренажёры музыкального слуха
Музыкальная академия

Теория музыки и у Упражнения на развитие музыкального слуха для учащихся музыкальных школ и колледжей

Современно, удобно, эффективно

Посмотреть >


Предварительный просмотр:

Муниципалитетăн бюджетлǎ шкул çулне çитмен ачасен вĕрентÿ учрежденийĕ «Керменкке» ача сачĕ

 Шупашкара конкурса

Аслă ушкăнри ултă çулхи ачасемпе музыкăпа ирттернĕ

пĕтĕмлетÿ вĕрентÿ ĕçĕ

I квалификациллĕ

категориллĕ

музыка ертÿçи

И.И.Максимова

Арапуç ялĕ

2019 çул

Аслă ушкăнпа ирттернĕ пĕтĕмлетÿ вĕрентÿ ĕçĕ

Вĕрентÿ ĕçĕн тĕллевĕ. «Музыка воспитанийĕ» пайри музыка ĕçĕ-хĕлĕн пĕтĕм евĕрлĕхĕнче ачасен хăнăхăвне, пĕлÿ ăсталăхне тупса палăртасси.

Программа содержанийĕ:

Вĕренÿ задачисем. Кĕвĕсене сасă çинçĕш-хулăнăшĕ, ритм тĕлĕшĕнчен тĕрĕс янратма, пĕлекен юрăсене пĕччен юрлама хăнăхтарни. Илемлĕ  кĕвĕ хăйлавĕсене итленĕ май вĕсене ăнлануллăн йышăнма, унăн юхăмĕпе килĕшÿллĕ хусканусем тума, музыка инструменчĕсемпе ытларах усă курма, ачасене фольклор вăййи-юррисене хутшăнма хавхалантарни.

Аталантару задачисем. Тĕрлĕ пĕлÿ илес кăмăл-туртăма вăйлатса пыни. Музыка астăвĕмне, шухăшлавне, артист ăсталăхне, тимлĕхне аталантарни.

Воспитани паракан задачăсем. Патриотизм туйăмне аталантарасси, Тăван Çĕршыва юратма вĕрентни, чăваш халăхĕн культурине лайăхрах пĕлме пулăшни.

Малтан туса ирттернĕ ĕç.        

- çулталăк тăршшĕпе чăваш кĕввисене итлесси;

- музыка инструменчĕсемпе палашасси тата вĕсем çинче выляма вĕренесси;

- чăваш юррисене, ташă хусканăвĕсене, вăййисене вĕренесси.

Словарь ĕçĕ: хăнкăрма, шакăртма, гимн, лэпбук.

Вĕренÿ мелĕсем:

- сăмахлă;

- курăмлă;

- практикăлла.

Пĕлÿлĕх енĕсене пĕрлештерни:        

Пĕлÿ пухасси. Тăван Çĕршыва, тăван халăха юратма хăнăхтарни. Республикăн патшалăх символĕсемпе лайăхрах паллаштарасси.

Ўт-пÿ аталанăвĕ. Ачасен тĕрĕс килпетлĕхне, алă-уран килĕштерĕвне йĕркелени, калăплани.

Калаçу аталанăвĕ. Ирĕклĕн калаçма, ыйтăва тĕрлĕ майпа хуравлама хăнăхтарасси, харпăр хăй шухăшне калама пĕлни.

Социаллă хутшăну аталанăвĕ. Йышпа ытларах хутшăнма хăнăхтарасси, хăйсене ытларах шанма хавхалантарни. Чăваш наци кăмăлĕн паха енĕсене ачасен чĕрисене хывасси.

Илемлĕх аталанăвĕ. Тăван ен юрри-кĕввине юратма хăнăхтарни.

Оборудовани: баян, вĕрентÿ техника хатĕрĕсем, ачасен шучĕпе шакăртаттармалли музыка инструменчĕсем, лэпбук, медальсем.

Вĕрентÿ ĕçĕн аталанăвĕ:

Ачасем кĕвĕ майăн (чăв. х.ю. «Илемлĕ») карталанса кĕреççĕ, юрă юрласа ташлаççĕ).

1.Илемлĕ, илемлĕ, илемлĕ чăваш юрри,

Илемлĕ чăваш юрри те юрлама пĕлсен кăна.

2. Илемлĕ, илемлĕ, илемлĕ чăваш ташши,

Илемлĕ чăваш ташши те ташлама пĕлсен кăна.

Музыка ертÿçи. Ырă кун, ачасем!

Ачасем. Ырă кун!

Музыка ертÿçи. Ачасем, эпир сирĕнпе юрласа та сывлăх сунма пĕлетпĕр, çапла вĕт. Айтăр-ха юрласа сывлăх сунар.

(Ачасем юрласа сывлăх сунаççĕ. Видеошăнкăрав сасси янăрать).

Музыка ертÿçи. Мĕн сасси-ха ку, ачасем? Ку вăл видеошăнăкрав сасси. Интереслĕ, кам шăнкăравлать-ха?

-Ырă кун, Ирина Ивановна! Эпирсире Чăваш Республикин вĕрентÿ институчĕ ирттерекен чăваш чĕлхине вĕрентекенсен конкурсне хутшăнма чĕнетпĕр. Чăвашла ирттернĕ  вĕрентÿ ĕçне видео ÿкерсе пирĕн пата ярса пама сĕнетĕп.

Музыка ертÿçи. Килĕшетпĕр-и, ачасем?

Ачасем. Килĕшетпĕр.

Музыка ертÿçи. Видеоне ÿкерме эпир Наталия Николаевнǎна ыйтǎпǎр, вǎл хирĕç пулмĕ тесе шутлатпǎр. Çапла вĕт, Наталия Николаевна?

(Кĕвĕ майăн Илемпи кĕрет.)

Илемпи. Çакăнта мана питĕ хитре чăваш юрри илсе çитерчĕ. Ăçта лекрĕм-ши эпĕ?

Музыка ертÿçи. Эсĕ «Керменкке» ятлă ача садне лекрĕн. Çав хитре юррине пирĕн ачасем юрларĕç.

Илемпи. Ырă кун, ачасем. Мана Илемпи тесе чĕнеççĕ.

Музыка ертÿçи. Мĕнле хитре ăрасна ят санăн. Мĕне пĕлтерет-ха вăл?

Илемпи. Манăн ят – ĕлĕкхи чăваш ячĕ. Вăл «илемлĕ пике» тенине пĕлтерет. Эсир мĕн ятпа пуçтарăннă-ха çак зала?

Музыка ертÿçи. Эпир чăвашла юрăсем юрласа, ташласа тата выляса Шупашкарта иртекен конкурса хутшăнас тетпĕр, сана та пирĕнпе пĕрле çак конкурса хутшăнма чĕнетпĕр.

Илемпи. Эпĕ хаваспах килĕшетĕп.

Музыка ертÿçи. Малтанах эпир «Çуркунне» ятлă юрă юрлăпăр.

(Ачасем «Çуркунне» ятлă юрăна юрлаççĕ).

1.Ылттăн хĕвел, сар хĕвел

Ирĕлтерет шур юра.

Шăнкăр-шăнкăр шыв юхать

Пирĕн касри урамра.

2.Палюк урам варринче

Пĕчĕк пĕве пĕвелет.

Сарă хĕвел ăшшинче

Юрла-юрла вăл ĕçлет.

3.Çут шыв тулать пĕвине,

Палюк чунтан савăнать.

Ярать пĕчĕк карапне

Шывра карап ярăнать.

Музыка ертÿçи. Ачасем, камăн çак юрра пĕччен юрлас килет?

(Ачасем пĕчченшерĕн пĕрер куплет юрлаççĕ).

Музыка ертÿçи. Ачасем, халĕ пукансем çине вырнаçса ларăр. Илемпи, эсĕ те пĕрле лар. Эпир сирĕнпе «Кĕвĕне палласа ил» ятлǎ вǎйǎ выльǎпǎр. Эпĕ сире çулталăк тăршĕпех итленĕ чăваш кĕввисене ярса парăп. Сирĕн вара вĕсен ячĕсене, композитăрăн ячĕпе хушаматне тата çак кĕвĕсем мĕнле картинăпа çыхăннине пĕлес пулать.

(Ачасем кĕвĕсем итлеççĕ. Унăн ятне, композитор ячĕпе хушаматне калаççĕ тата мĕнле картинăпа çыхăннине тупса кăтартаççĕ).

Музыка ертÿçи. Маттур, ачасем! Халĕ вара эпир хамăрăн асамлă папкăпа лэпбукпа «Мĕн çухалчĕ?» ятлă вăйă выльăпăр. Ку вăйăна эпир вылянă, мĕнле музыка инструменчĕсем-ха кунта, астуса юлăр. Куçĕсене хупăр.

Çавăратпăр, çавăратпăр,

Мĕн çухалчĕ-ши, калатпăр.

(Ачасем пытарнă музыка инструменчĕсен ячĕсене калаççĕ).

Музыка ертÿçи. Халĕ сĕтел çинче выртакан музыка инструменчĕсене кайса илсе çаврака тăвăр. Ачасем, эсир куртăр-и, эпĕ юриех вăйă вылямалли музыка инструменчĕсене пытартăм сирĕнтен. Ячĕсене тепĕр хут аса илер-ха: кашăксем, шакăртма, хăнкăрма. Выляма та вăхăт. Вăйă йĕркине аса илĕпĕр. Музыка инструменчĕсене урайне хуратпăр. Кĕвĕ янăра пуçласан вĕсен йĕри- тавра ташласа çаврăнатпăр. Кĕвĕ чарăнсан мĕнле инструмент патĕнче чарăннă, çавна илетпĕр те кĕвĕ майăн шакăртаттаратпăр.

(Икĕ-виçĕ хут выляççĕ. «Чăваш ташши»)

Музыка ертÿçи. Музыка инструменчĕсене сĕтел çине кайса хурăр. Ачасем, эпир ĕлĕкхи карталанса юрă юрласа вылямалли вăйă та пĕлетпĕр. Çала вĕт? Вăл «Карçынккара чечек нумай» ятлă. Айтăр вылятпăр.

(«Карçынккара чечек нумай» вăйă).

1Карçынккара чечек нумай,

Карçынккара чечек нумай.

Сарри те кăвакки те симĕсси те,

Сарри те кăвакки те симĕсси те.

2.Эсир ăна ăçтан тупнă,

Эсир ăна ăçтан тупнă?

Тĕрлĕ-тĕрлĕ пахчаран та симĕс курăк хушшинчен,

Тĕрлĕ-тĕрлĕ пахчаран та симĕс курăк хушшинчен.

3.Эсир ăнпа мĕн тăватăр,

Эсир ăнпа мĕн тăватăр?

Эпир ăна эпир ăна кантăк çине лартатпăр,

Эпир ăна эпир ăна кантăк çине лартатпăр.

Музыка ертÿçи. Тата тепĕр вăйă та пĕлетпĕр-ха эпир, ачасем. Мĕн ятлăччĕ-ши вăл, кам астăвать? (Ачасем хуравлаççĕ.) Маттур, ачасем, «Хĕр ыйтмалла» ятлă вăл.

(«Хĕр ыйтмалла» вăйă.  Икĕ-виçĕ хут выляççĕ).

Шак- шак-шак кайăк,

Шак- шак-шак кайăк.

Шак кайăкран пĕр кайăк.

Чалми-чалми чалмалла,

Пире кирлĕ хĕр кирлĕ,

Надя ятлă хĕр кирлĕ.

Илемпи. Маттур, ачасем! Эсир чăвашла юрлама та ташлама та вĕреннĕ, тĕрлĕрен музыка инструменчĕсене пĕлетĕр, вĕсемпе кĕвĕ майăн выляма та пултаратăр. Чăваш кĕввисене итлесе вĕсене пĕлни те питĕ килĕшрĕ мана. Эпĕ чунтанах савăнтăм. Çав ятпа эпĕ сире медальсем парнелесшĕн.

(Ачасене «Маттур» тесе çырнă медальсем парнелет).

Илемпи. Манăн кайма вăхăт çитрĕ. Чипер юлăр.

(Кĕвĕ майăн тухса каять).

Музыка ертÿçи. Килĕшрĕ-и сире, ачасем, чăвашла юрлама, ташлама? Мĕн ытларах килĕшрĕ-ха сире? Мана, сăмахран, эсир музыка инструменчĕсемпе выляни килĕшрĕ.

(Ачасем хуравлаççĕ).

Музыка ертÿçи. Ачасем, эпир халĕ пĕр хăрамасăрах  Наталия Николаевна пире ÿкернĕ видеона Шупашкара ярса пама пултаратпăр, çапла вĕт? Пирĕн ĕнте кайма вăхăт . Чипер юлăр, тепре тĕл пуличчен!

(Кĕвĕ майăн тухса каяççĕ).

Усă курнă литературăн списокĕ:

  1. От рождения до школы. Основная образовательная программа дошкольного образования под ред. Н.Е.Вераксы, Т.С.Комаровой, М.А.Васильевой.-2015.
  2. Программа воспитания ребенка-дошкольника О.В.Драгуновой.
  3. Ача-пăча юррисем. С.Г.Лаврентьева, И.Ф.Яковлева – 2012.
  4. Чăваш музыки ача сачĕнче. Г.П.Захарова, Л.Л.Захаров.-1995.

По теме: методические разработки, презентации и конспекты

План-конспект НО музыкальной деятельности в старшей группе "В гости к медвежатам"

Конспект занятия отражает тему развития творческих способностей детей через музыкально=игровое творчество....

План-конспект НОД музыкальная деятельность для старшей группы "Музыкальные превращения"

План-конспект музыкальной деятельности  для детей старшей группы...

Конспект образовательной деятельности в старшей группе «Укрась масмак картиной природы по мотивам чувашской вышивки».

Задачи:  1. Расширить знания и представления детей о чувашском орнаменте.  Закрепить смысловое назначение узоров, изображающих  солнце, пахотную землю, животных, деревья и растения....

Конспект музыкальной деятельности в старшей группе "Музыка осени"

Знакомство с творчеством композиторов А.Вивальди, П.Чайковского....

Конспект организации музыкальной деятельности в старшей группе "Музыкальная сказка"

Развитие музыкально-творческих способностей детей в различных видах музыкальной деятельности....

Конспект образовательной деятельности по художественно-эстетическому развитию («Музыкальная деятельность») в старшей группе «Знакомство со свистулькой».

С древнейших времен игрушка занимала большое место в жизни любого общества. Ведь именно с игрушки начинается познание мира человеком.Свистулька – одна из очень старых, повсеместно и широко распр...