Сценарий сказки "Пукане"
материал (подготовительная группа)

Константинова Алина Васильевна

Сценарий чувашской народной сказки "Пукане" на новый лад"

Скачать:

ВложениеРазмер
Файл pukane_yumah_stsenariye.docx42.94 КБ

Предварительный просмотр:

Чăваш Республикин Йĕпреç районĕнчи «Эйпеçри «Аистёнок» ача сачĕ» шкул çулне çитмен ачасен Муниципаллă бюджет вĕрентÿ учрежденийĕ

       Чăваш халах юмахĕ тăрăх çĕнетсе хатерленĕ

              «Пукане»                          

                      юмах   сценарийĕ

https://kroshka-antoshka.ru/files/goods/c794e10a44de9be3ad24b137131bb621_400x400.jpg

                                                                        Ертÿçи:   Константинова А.В.

                                   2020 çул


Программа содержанийӗ:

- Чӑваш Енри халӑхсен культурипе йӑли-йӗркине халӑх юмахӗпе тата музыкӑпа паллаштарасси.

- Драматизаци хатӗрӗсен литература произведенийӗсемпе кӑмӑл-туйӑм ҫыхӑнӑвне йӗркелеме пулӑшасси.

- Кӗҫӗн ачисемпе ашшӗ-амӑшӗсем валли инсценировкӑсене обществӑлла шайра хутшӑнма пӗлни витӗмлӗ пулнине çирĕплетесси, унӑн интонацийӗсемпе усӑ курма пулӑшасси.

- Театр искусствин меслечӗсемпе ачасен пултарулӑхне малалла аталантарасси.

- Художество йӗркине тӑвас ӗҫре художество харпӑрлӑхне аталантарма, ҫак тӗллевпе вӑйӑ импровизацийӗ усӑ курасси.

- Ачасене хӑйсене ӗненме, вӑтаннине ҫӗнтерме, хӑйсен тивӗҫлӗхне лайӑхлатма пулӑшасси.

- Театрализациленӗ спектакль  патне ачасен кăмăлĕсене çĕклесси.

- Чӑваш халӑх юмахӗсемпе кӑсӑклантарасси.

Вылякансем:

Йĕпреç районĕнчи  Эйпеç ялĕнчи «Аистёнок» ача сатне çÿрекен шкула хатĕрлекен ушкăнри ачасем.

Рольсем:

1.Юмах каласа пыракан.

2.Пукане.

3.Çерçи.

4.Çăхан.

5.Упа.

6.Шăши.

7.5 хĕрача тата 2 арçын ача – ташă ташлама.

Кирлĕ хатĕрсем:

1.Сценăна чăвашла эрешсемпе илемлетнĕ, умĕнче пÿрт ларать, карта çинче витресем çакăнса тăраççĕ, урайĕнче пиртен тĕртнĕ саркăчсем выртаççĕ.

2.Ачасем валли чăваш тумĕсем.

3.Çерçи тумĕ.

4.Çăхан тумĕ.

5.Упа тумĕ.

6.Шăши тумĕ.

7.5 чăваш тумĕ тăхăнтартнă пукане ташă валли.

Музыка репертуарĕ:

1.Юрă «Пукане» .

2.Тĕрлĕ чăваш кĕввисем.

3.Çерçине, çăхана, упана, шăшине тухмалли кĕвĕсем.

Чăваш кĕввипе сцена çине юмах ертсе пыраканĕ тухать:

Каласа пыракан:

Юмах юпа тăрринче,

Халап хапха тăрринче,

Хам урхамах çийĕнче.

Юмах яратăп, юптаратăп,

Урхамаха чуптаратăп.

 «Пукане» юрă кĕввипе хĕрачасем ташлама тухаççĕ.

                                Ташă «Пукане».

Ташă вĕçĕнче пукане тухать.

Каласа пыракан:

Пĕр ялта, пĕр килте,

Пурăннă пĕр пукане.

Пулнă вăл пит чипер:

Пуçĕнче – çут тухъя,

Шурă кĕпе, сар саппун,

Çийĕнче шур шупăр ун.

Пукане:

Ырă кун, пурне те!

Эпĕ вăл – пукане.

Юлташ шыратăп хам валли.

Пĕччен тунсăх – çке, кичем,

Ăçтан тупам-ши,чун ăшши?

Пукане кĕвĕ майăн утса пĕр çаврăм тăвать.

Каласа пыракан:

Утса каять пукане çулпала юлташ шырама,

Пырсан-пырсан ăна çерçи тĕл пулать.

Кĕвĕпе çерçи вĕçсе кĕрет.

Çерçи:

Чик-чирик, чик-чик-чик,

Ăçта каятăн пукане тус?

Пукане:

Юлташ шырама каятăп.

Çерçи:

Санăн юлташу хам пулам-и, чик-чирик?

Пукане:

Пуласса пулăн-ха та, анчах санăн юрру-ташшу мĕнле-ши?

 Юрласа, ташласа кăтарт-ха малтан мана.

Çерçи ташлать.

Пукане:

Пурнăç йĕрки епле тата санăн?

Çерçи:

У-у-у, ăçта тырă пур – çавăнта çиетĕп,

Ăçта улăм пур – çавăнта чаваланатăп.

Пукане:

Аюк, санпа юлташ пулмастăп.

Санăн юрру та кĕске, сăвăллă мар,

Тата улăм çинче чавалансассăн –

Манăн шурă кĕпе тусанланать.

Çерçи:

Юл апла пулсассăн пĕчченех, чик-чирик  ( вĕçсе тухса каять).

Пукане кĕвĕ майăн утса каять.

Каласа пыракан:

Утать пукане малалла,

 Пырсан-пырсан ăна çăхан тĕл пулать.

Кĕвĕпе çăхан вĕçсе кĕрет.

Çăхан: 

Кранк-кранк, кранк-кранк, ăçта каятăн пукане тус?

Пукане:

Юлташ шырама каятăп.

Çăхан:

Санăн юлташу хам пулам-и?

Пукане:

Пуласса пулăн-ха та, анчах санăн юрру-ташшу мĕнле-ши?

Юрласа, ташласа кăтарт-ха малтан мана.

Çăхан:

Ташлама эпĕ питĕ юрататăп.

Кранк-кранк-кранк! ( юрланă май тăкăлт-тăкăлт сиккелет. Икĕ çунатне лăпăс-лăпăс тутарать).

Хитре ташлатăп-и,пукане тус?

Пукане:

Пурнăç йĕрки епле тата санăн?

Çăхан:

Ăçта тислĕк купи пур – унта чакаланатăп,

Ăçта çÿп-çап пур – унта апат çиетĕп.Кранк! кранк!

Пукане:

Аюк, санпа та юлташ пулмастăп,

Хитре мар юрлатăн эсĕ.

Тата тислĕк çинче чакалансассăн

Манăн çĕнĕ çăпата вараланать.

Çăхан:

Апла пулсассăн юл пĕчченех.кранк-кранк (вĕçсе тухса каять).

Пукане кĕвĕ майăн тата малалла утса çаврăнать.

Каласа пыракан:

Пукане татах малалла утать.

Пырсан-пырсан вал упана тĕл пулать.

Кĕвĕпе упа утса тухать.

Упа:

У-у-у-у-у, ăçта каятăн, пукане тус?

Пукане:

Юлташ шырама каятăп.

Упа:

Санăн юлташу хам пулам-и?

Пукане:

Пуласса пулăн-ха та, анчах санăн юрру-ташшу мĕнле-ши?

Юрласа, ташласа кăтарт-ха малтан мана.

Упа юрласа ташлать.

Эпĕ упа-утаман,

Икĕ урапа утакан.

Пур кайăкран хытăрах

Мĕкĕрттерсе улакан.

У-у-у-у-у  (пуканене хăратать).

Пукане: (хăраса кайса)

Ай-ай, хăрататăн эс мана,

Çук,пулмастăп юлташ эпĕ санпа.

Упа:

Юл апла эс пĕчченех. У-у-у-у-у (утса тухса каять).

Пукане кĕвĕ майĕпе татах утса каять.

Каласа пыракан:

Çук, пулмарĕ усси упаран та.

Утрĕ пукане малаллах.

Пырсан-пырсан  вăл шăшине тĕл пулать.

Кĕвĕ майăн шăши йăпăртаттарса тухать.

Шăши:

Пи-пи-пи, пи-пи-пи,

Ăçта каятăн,пукане тус?

Пукане:

Юлташ шырама каятăп.

Шăши:

Санăн юлташу хам пулам-и?

Пукане:

Пуласса пулăн-ха та, анчах санăн юрру-ташшу мĕнле-ши?

Юрласа, ташласа кăтарт-ха малтан мана.

Шăши:

И-и-и-и-и, ташлама эпĕ питĕ ăста! (чăваш кĕввипе «Линкка-линкка» ташлать).

Пукане:

Пурнăç йĕрки  епле тата санăн?

Шăши:

Катки- катки – сар мулĕ,

Чĕресси-чĕресси – сар çăвĕ,

Пура туллии сарă тулли,

Хутаç туллии сарă мăйри.

Мĕн çиес килет – пĕтĕмпех пур,

Манăн тус-юлташ пулатăн-и, пукане тус?

Пукане: (савăнса кайса)

Апла пулсассăн пулатăп.

(Алла-аллăн тытăнса пуканепе шăши «Асамат кĕперĕ» юрă кĕввипе çаврăнаççĕ, вĕçĕнче шăши аллине ярать те пукане лачака çине кĕрсе ÿкет).

Пукане:

Лачака çине кĕрсе ÿкрĕм, шурă кĕпе те вараланчĕ, çĕнĕ çăпата та пыльчăкланчĕ.

Шăши тус пулăш-ха мана (аллине шăши патне тăсать).

Шăши:

Çук ,пукане тус, пулăшаймастăп, хам кĕрсе ÿкесрен хăратăп, пи-пи-пи (чупса тухса каять).

Каласа пыракан:

Пулăшмарĕ шăши пуканене,

Ларса юлчĕ лачакара вăл пĕчченех.

Пукане: (кашкăрать)

Пулăшăр! Пулăшăр!

Каласа пыракан:

Пукане кăшкăрнине илтсе çерçи вĕçсе килет.

Çерçи:

Чик-чик, чик-чирик!

Мĕн кăшкăран, пукане ?

Пукане:

Лачакана кĕрсе лартăм,

Пулăш-ха мана.

Çерçи:

Эс мана юлташ тумарăн,

Пулăшмастăп эпĕ сана ,чик-чик!  (вĕçсе тухса каять).

Каласа пыракан:

Пулăшмарĕ çерçи пуканене,

Ларса юлчĕ пукане пĕчченех.

Пукане: (кăшкăрать)

Пулăшăр! Пулăшăр!

Каласа пыракан:

Пукане кăшкăрнине илтсе çăхан вĕçсе килет.

Çăхан:

Кранк-кранк!

Мĕн кăшкăран  пукане?

Пукане:

Лачакана кĕрсе лартăм,

Çăхан пулăш-ха мана.

Çăхан:

Тата мĕн?

Юлташ тумарăн эс мана,

Пулăшмастап эпĕ сана,

Кранк-кранк!  (вĕçсе тухса каять).

Ертсе пыракан:

Çăхан та пулăшмарĕ пуканене,

Ларать пукане макăрса.

Пукане:

Пулăшăр! Пулăшăр!

Каласа пыракан:

Пукане кăшкăрнине илтсе упа килет васкаса.

Упа:

У-у-у-у-у,

Мĕн кăшкăран пукане?

Пукане:

Лачакана  кĕрсе лартăм,

Упа пулăш ĕнтĕ мана.

Упа:

Ман вăрмана  каймалла,

Пулăшмастăп эпĕ сана,

Юлташ тумарăн эс мана. У-у-у-у-у (утса тухса каять).

Каласа пыракан:

Упаран та усси пулмарĕ,

Пулăшмарĕ вăл пуканене.

Пукане:

Пулăшăр! Пулăшăр!

Каласа пыракан:

Пукане сассине илтсе «Аистёнок» ача сатĕнчи маттур ачасем килеççĕ.

Икĕ арçын ача тухаççĕ.

1 арçын ача:

Мĕн кăшкăратăн пукане тус?

Пукане:

Лачакана кĕрсе лартăм.

Çерçи те пулăшмарĕ,

Çăханта пулăшмарĕ,

Упа та пулашмарĕ,

Эсир пулăшăр –ха мана, тархасшăн.

2 арçын ача:

Пулăшатпăр!Пулăшатпăр!  (пуканене аллисенчен тытса туртса кăлараççĕ).

Пукане:

Тавтапуçах, ачасем, сире,

Пулăшрăр эсир мана,

Чăн-чăн юлташсемех эсир.

Çерçипе, çăхапа, упапа юлташ пулма килĕшмерĕм те,

Пулăшмарĕç вĕсем мана.

 Пукане : (куракансем çине пăхса)

Юлташа суйламаççĕ!

Чăваш ташă кĕввипе ачасем ( пукане, каласа пыракан тата пуканене пулăшнă икĕ арçын ача) ташă пуçлаççĕ.

                                      Чăваш ташши.

Ташă вĕçĕнче юмахри ытти вылякансем (çерçи, çăхан, упа, шăши, пукане ташши ташлакан хĕрачасем) пĕр рете алă çупса тухса тăраççĕ.Ташлакансем ташă пĕтсен  ыттисен çумне пырса тăраççĕ, юмах каласа пыракан хăй тăнă вырăна кайса тăрать.

Каласа пыракан:

Юмах ятăм – юптартăм,

Кукăр çулпа чуптартăм,

Пĕр сăмах та суймарăм,

Кам итлерĕ – çав маттур! (пурте пуç таяççĕ).

                                    Чаршав хупăнать.


По теме: методические разработки, презентации и конспекты

« Чудо от доброго сердца» сценарий музыкального кукольно-драматического спектакля по мотиву сказки Ганса Христиана Андерсена «Дюймовочка» ,автор сценария — Савиных Ольга Сергеевна.

Уважаемые коллеги и родители! Представляю Вашему вниманию сценарий, по которому был поставлен спектакль с детьми старших групп. Драматургическая эклектика дала возможность раскрыть свои таланты каждом...

Сценарий музыкальной сказки-импровизации для детей 5-го года жизни "Курочка Ряба", сценарий новогоднего утренника для малышей "В гостях у Умки"

Разработка сценария музыкальной сказки -импровизации"Курочка Ряба" может быть использована к весеннему праздничному развлечению 8 марта.  В сценарии использован музыкальный материал по программе ...

Сценарий организованной деятельности детей II младшей группы. Мир природы. Тема: «Помощники» Интеграция образовательных областей: «Познание», «Художественное творчество», «Коммуникация», «Физическая культура» Сценарий организованной деятельности дете

Программные задачи.   Научить детей классифицировать овощи и фрукты и дать понятие, где они растут.Закрепить понятие: широкий, узкий.Развивать речь детей, мышление, внимание и память. Активи...

Сценарий физкультурного досуга для детей старшего дошкольного возраста «Если очень захочу — в космос скоро полечу!» Аксинья Попова Сценарий физкультурного досуга для детей старшего дошкольного возраста «Если очень захочу — в космос скоро полечу!» Сценар

Сценарий физкультурного досуга для детей старшего дошкольного возраста «Если очень захочу — в космос скоро полечу!»Аксинья Попова Сценарий физкультурного досуга для детей с...

Сценарии праздников.2019г. ДОСУГ по сказкам А.С.Пушкина. Сценарий утренника "До свидания детский сад". Сценарий праздника " 8-МАРТА".

1. ДОСУГ по сказкам А.С.ПУШКИНА. 2019г.2.СЦЕНАРИЙ УТРЕННИКА  " ДО СВИДАНИЕ ДЕТСКИЙ САД." 2018г.3.СЦЕНАРИЙ ПРАЗДНИКА "8-МАРТА"....