"Мой друг -снеговик" на чувашском языке
материал (старшая группа)

Антонова Татьяна Яковлевна

Пушă вăхăтпа усă курса ирттермелли сценари

Скачать:

ВложениеРазмер
Файл pusha_vahatpa_usa_kursa_irttermelli_stsenari.docx19.54 КБ

Предварительный просмотр:

Пушă вăхăтпа усă курса ирттермелли сценари

«Манăн юлташ –юр кĕлетке»

Аслă ушкăна ҁÿрекен ачасем валли.

Хатĕрлекенĕ: Антонова Татьяна Яковлевна, Элĕкри 2-мĕш ача сачĕ.

Залра пысăк экран ҁинче хĕллехи вăрман. «Симĕс чăрăш» юррăн кĕвви илтĕнет.

Ачасем зала кĕреҁҁĕ. Вĕсене Хĕл кĕтсе илет.

Хĕл: Ырă кун, ачасем! Вăхăт шучĕн йĕркипе, эпĕ килсе ҁитрĕм.

Питĕ савăнăҁлă уява сире эпĕ парнелĕп.

Ачасем, сире эпĕ тупмалли юмах каласшăн, тупсăмне пĕлетĕр –ши?

Хăй вăл –юр та ҁутă пăр,

Каяс пулсан –сив куҁҁуль.

Ачасем: Хĕл.

Хĕл: Маттур, ачасем!

 Эпĕ питĕ сивĕ хĕл, манăн ҁипуҁ эрешлĕ

Паян эпĕ хăнана килсе ҁитрĕм сирĕн патна.

Ачасем, мана эсир хавас-и курма?

Ачасем: Хавас!

Хĕл: Эпĕ те савăнăҁлă.Манăн сире хамăн ҁывăх юлташпа паллаштарас килет. Тупсăмне тупăр-ха?

Хĕрлĕ сăмса, шăпăр ал

Урамра вăл пурăнать

Сивĕрен те хăрамасть

Савăнăҁлă …

Ачасем: Юр кĕлетке.

Хĕл: Тĕрĕс, ачасем. Вăл пирĕн патăрта пултăр тесен, пирĕн ăна юртан йăваламалла.

Кĕвĕллĕ вăйă «Юр хыратпăр алăпа».

Хĕл: Экран ҁине пăхăр –ха, юр кĕлетке ҁитме кирлĕ.

Экран ҁине вупăр карчăкĕ тухать.

Вупăр карчăкĕ: Ха-ха-ха! Эсир мана кĕтмен-и? Килмест сирĕн патна юр кĕлетке. Эпĕ ăна улталарăм, асамлă кермене виҁĕ ҁăрапа питĕртĕм.Пулăшас тетĕр пулсан, манăн виҁĕ асамлă ĕҁе пурнăҁлас пулать.

Хĕл: Вăл ĕҁсене ăҁтан тупăпăр?

Вупăр карчăкĕ: Геометри фигурисем ăшĕнче шырăр! Ха-ха-ха! Сывă юлăр!

Экран ҁине асамлă кермен тухать,  ҁăрапа питĕрнĕ.

Хĕл: Ачасем, юр кĕлеткене пулăшатпăр-и? Эсир йывăрлăха ҁĕнтерме хатĕр-и?

Ачасем: Хатĕр!

Геометри фигурисем ăшĕнчен ҁыру тупаҁҁĕ.

1-мĕш ҁыру: «Манăн «хапха курăкĕ» валли юр айĕнчен хурт-кăпшанкă кăлармалла. Вĕҁекен кăпшанкăна пĕр савăта, вĕҁмен кăпшанкăна тепĕр савăта ямалла.

Вăйă «Кăпшанкăсем кăлар».

(Типĕ бассейнра шурă шариксем ăшĕнчен хурт-кăпшанкă ÿкерчĕкĕсем тупса икĕ пая уйăрни)

Экран ҁинче кермен икĕ уҁăпа юлать.

Хĕл: Маттур, ачасем! Тепĕр ҁырăва вулăпăр:

«Иккĕмĕш уҁăна уҁас тетĕр пулсан вăлта хуллипе вакран ÿкерчĕк пайĕсене кăлармалла»

(Кăвак ҁаврашка ăшĕнче ÿкерчĕк пайĕсем, вĕсене магнитлă вăлтапа кăлармалла).

Вăйă «ÿкерчĕк пуҁтар».

Экран ҁинче кермен пĕр уҁăпа юлать.

Хĕл: Епле хастар иккен , ачасем! Виҁҁĕмĕш ҁыру вулăпăр:

«Эпĕ питĕ кĕвĕ юрататăп. Сирĕн мĕнле кĕвĕ инструменчĕпе каланине пĕлмелле»

Ачасем кĕвĕ арчи патне пыраҁҁĕ. Хĕл чаршав хыҁĕнче инструментпа вылять, ачасен ятне пĕлмелле.

Экран ҁине юр кĕлетке тухать.

Юр кĕлетке: Сывă- и, ачасем! Сывă-и, манăн юлташăм! Тавтапуҁ сире мана ҁăлнăшăн, йывăрлăхран хăраманшăн, вупăр карчăкне парăнманшăн. Анчах манăн каймалла, мана вăрман чĕрчунĕсем кĕтсе ывăнчĕҁ пулĕ. Сывă юлăр, яланах туслă пулăр!

Экран ҁине хĕллехи вăрман ÿкерчĕкĕ тухать.

Хĕл: Тавтапуҁ, ачасем. Манăн юлташа пулăшнăшăн. Эпĕ сире хастар пулнишĕн  сăрламалли кĕнекесем парнелетĕп. Сывă юлăр, ачасем!  (Ачасем залран тухса каяҁҁĕ.)


По теме: методические разработки, презентации и конспекты

Пасха ( на чувашском языке)

Пасху празднуем с семьей......

Коммуникативная деятельность ( чувашский язык)

Конспект непосредственной образовательной деятельности по чувашскому языку. Тема "Лес"...

Коммуникативная деятельность по чувашскому языку

Конспект непосредственной образовательной деятельности по чувашскому языку. Тема "Школа"...

РАБОЧАЯ УЧЕБНАЯ ПРОГРАММА ПО РАЗДЕЛУ «ОБУЧЕНИЕ ЧУВАШСКОМУ ЯЗЫКУ» (средняя группа)

Обучение детей чувашскому является ведущим средством полноценной реализации Закона «О языках в Чувашской республике». Изучая язык, ребенок приобщается к культуре народа, его духовным ценностям, в нем ...

Занятие по чувашскому языку в подготовительной группе "В магазине"

Расширение кругозора дошкольников в процессе ознакомления с чувашской речью, изучение новых чувашских слов....

Чувашский язык в условиях естественного билингивизма

Опыт и перспективы внедрения Федеральных государственных образовательных стандартов...

Сценарий праздника "Любимая Чувашская земля" на чувашском языке

Тĕллевсем: ачасене Тӑван ҫӗр-шыва юратма,Чӑваш енпе мухтанма, тӑван чӗлхене, культурине аталантарасси; ачасем Чӑваш Республики ҫинчен мӗн пӗлнине ҫирӗплетесси; туслӑха упрама, пӗр-пӗрне пулӑ...