"Пукане патĕнче хăнара" уяв сценарийĕ
план-конспект занятия (младшая группа)

Тарасова Лидия Васильевна

Кĕçĕн ушкăнра чăваш чĕлхи кунне халалласа ирттернĕ уяв сценарийĕ.

Скачать:

ВложениеРазмер
Microsoft Office document icon chavash_respublikin_yeprec_rayonenchi.doc44 КБ

Предварительный просмотр:

Чăваш Республикин Йĕпреç районĕнчи

«Хурамалти «Весна» ача сачĕ» шкул çулне çитмен ачасен

 муниципаллă бюджет вĕрентÿ учрежденийĕ  

Т.В.Афанасьева, музыка ертÿçи:

  Л.В.Тарасова, воспитатель

Ака – 2017 çул

Зала  илемлетнĕ.  

Ачасем  чăваш  халăхăн  «Илемлĕ»  ятлă   кĕввипе  алран-алла  тытăнса  кĕреҫҫĕ.  

Ҫур  ҫавракана  тăраҫҫĕ.

Воспит:  Ачасем,  ĕнер  пирен  пата  сыру  килнĕччĕ.  Унта,  пире  Пукане,   хăйĕн  патне  хăнана,  ҫуралнă  куна  чĕннĕччĕ .  Эпир  ун  патне  ҫитрĕмĕр  ĕнтĕ,  анчах  хăй  пуканийĕ  ăҫта-ши?  Курăнмасть.  Айтăр-ха, ачасем,  хытă  кăна  юрă  юрлар,  тен,  пире  илтсе  Пукане  те  ҫитĕ.

Юрă  «Ача-пăча  урамра»

Чăваш  халăх  кĕвви  стр. 100

  1. Ача-пăча  урамра,  урамра  выляҫҫĕ

Урам  тулли  ачасем  выляҫҫĕ,  кулаҫҫĕ.

  1.  Атя,  Валя,  урама,  урама  выляма,

Ретĕн-ретĕн  пĕр  ларса  вăй  выляр,  вăй  выляр.

Ачасем  юрласа  пĕтерсен,  пукане  урама  тухать.  Ачасене  сывлăх  сунать.

Пукане:  Сывлах  сунатап,  сире,  ачасем!  Эпĕ  пукане.  Мана  Валя  тесе  чĕнеҫҫĕ.

Воспит:  Валя,  эпир  сан  ҫыруна  илтĕмĕр,  сан  пата  ҫуралнă куна  килес  терĕмĕр,  ачасем  сан  вали  парнесем  те  хатĕрлерĕҫ.

Арҫын  ачасем:  Пул  эс  сывлăхлă,  телейлĕ

                              Ан  чирле эс  нихăҫан.

                              Сан  вали  эп  илсе  килтĕм

                              Хитре  саслă  параппан.

Арҫын  ачасем  пуканене  параппан  парнелет.

Юрă  «Параппан»

Кĕвви  Ф.Лукинăн,  сăвви  В.Давыдов  Анатрин.

стр13(1 кĕнеке)

  1.  Атте  паян  хуларан  илсе  килчĕ  параппан

Пăт-пат  параппан,  пăнтăртатать  пит  аван.

Воспит:  Сан  ҫуралнă  кун  паян.  Сана  хĕрачасем  те  саламласшăн.  Весем  сана  вали  юлташ,  пукане  илсе  килне.

Вăл  илемлĕ,  чи  хитри,

Савăнан  пуль,  ҫав  тери.

Куҫесем  ун  кăн-кăвак,

Пĕвĕ-сийĕ  те  яштак.

Юрлаттарсан – вăл  юрлать,

Ташласан – пĕрле  ташлать.

Юрă  «Пукане»

  1. Парнелерĕ  асанне,  манна  печĕк  пукане.

Ҫутă  сарă  ҫӳҫлине,  ялтăр  кăвак  куҫлине.

Пукане,  пукане,  эс  пăхатăн  манн  ҫине,

Пукане,  пукане,  эпĕ  пулăп  сан  анне.

  1.  Ирхине  тăрать  пĕрле  манăн  пĕчĕк  пукане,

Ҫăвăнатпăр  та  пĕрле,  вăй  вылятпăр  тек  киле.

  1.  Кунепе  манпа  вылять,  ҫавăнпа  та  ывăнать,

Каҫхине  юмах  ыйтать,  хыҫҫăн  лăпкă  ҫывăрать.

Воспит:  Пирĕн  ачасем  юрлама  кăна  мар,    ташлама  та  маттур.

Пукане:  Манăн  та  сиренпе   ташлас  килет.

Воспит:  Апла  пулсан  пирĕнпе  пĕрле  картана  тăр.

Ташă  «Сар  каччă»

  1. Сар каччă,  сар  каччă,

Тух-ха  урама.

Мĕн  тума,  мĕн  тума?

Юрă  юрлама.

  1. Сар каччă,  сар  каччă,

Тух-ха  урама.

Мĕн  тума,  мĕн  тума

Вăйă  выляма.

  1. Сар каччă,  сар  каччă,

Тух-ха  урама.

Мĕн  тума,  мĕн  тума

Ташă  ташлама.

Воспит:  Килĕшрĕ-и  сана  пукане  пирĕнпе  ташлама?

Пукане:  Питĕ  килĕшрĕ.  Эпĕ  тата  выляма  юрататăп.

Вăйă  «Упа  тухрĕ  вăранса»  (чăваш  халăх вăййи).

(Ачасем  ҫавракара  тăраҫҫĕ,  упа  варринче  тенкел  ҫинче  ҫывăрать.  Упа  вăрансан  ачасем  тараҫҫĕ,  кама  тытнă,  вăл тек  вылямасть.)

Ачасем:  Упа  тухрĕ  вăранса,  упа  тухрĕ  вăранса

                Ҫырла,  мăйăр  пуҫтарма,  хуртсен  пылне  вăрлама.

Упа:        Хускалмасăр  ан  юлăр -  атту  эсĕр  тытăнăр.

Воспит:  Ачасем,  пуканен  паян  ҫуралнă  кунĕ.  Эпир  ăна  парнесем  те  патăмăр,  юрă, таша,  вăйăпа  савăнтартăмăр,  анчах  тем  манса  кайрăмăр.

Ачасем:  Эпир  паян  пуканене  саламласа,  савракана  тăрса  хăпартлу  ҫинчен  юрă  юрламан.

Юрă  «Хăпартлу»

  1. Пуканен  ҫуралнă  кунĕнче

Пĕҫертĕмĕр  хăпартлу:

Ак  ҫакăн  пысăкăш,  ак ҫакăн  пĕчĕкĕш,  

Ак  ҫакăн  пек  пĕрĕнчĕк,  ак  ҫакăн  пек  сарлака.

Хăпартлу,  хăпартлу,  кама  саван,  ҫавна  чĕн

.

Пукане:  Тавтапуҫ  сире  ачасем  мана  ҫавăн  пек  савăнăсла  уяв  туса  панăшăн.  Халь  вара  эпе  сире  чей  еҫме  чĕнетĕп.  

Воспит:  Алран-ала  тытăнар  та,  группăна  Пуканепе  перле  чей  ĕҫме  кайăпăр.


По теме: методические разработки, презентации и конспекты

Пукане патенче ханара

Развлечение на  чувашском  языке  с  детьми 3-4  лет...

Пукане зарядка тавать

Данная разработка подготовлена на чувашских детских садов для использования в работе по привитию у детей здорового образа жизни...

Год волонтера завершился участием волонтерской команды "Добренок" в совместной праздничной программе к Дню инвалидов "Вам дарим доброту и радость" на базе МБДОУ "Детский сад "Пукане"

Год волонтера завершился участием волонтерской команды "Добренок" в совместной праздничной программе к Дню инвалидов "Вам дарим доброту и радость" на базе МБДОУ "Детский сад ...

Сценарий физкультурного досуга для детей старшего дошкольного возраста «Если очень захочу — в космос скоро полечу!» Аксинья Попова Сценарий физкультурного досуга для детей старшего дошкольного возраста «Если очень захочу — в космос скоро полечу!» Сценар

Сценарий физкультурного досуга для детей старшего дошкольного возраста «Если очень захочу — в космос скоро полечу!»Аксинья Попова Сценарий физкультурного досуга для детей с...

Сценарий сказки "Пукане"

Сценарий чувашской народной сказки "Пукане" на новый лад"...