Открытая НОД на тему: «В гостях у Илемпи» в младшей группе.
рабочие листы (младшая группа)

 

МБДОУ «Детский сад № 13 « Малыш» Моргаушского

 муниципального округа

 

Скачать:

ВложениеРазмер
Microsoft Office document icon zanyatie_ilempi_patenche_hanara.doc72.5 КБ

Предварительный просмотр:

МБДОУ «Детский сад № 13 « Малыш» Моргаушского

 муниципального округа

Открытая НОД на тему: «В гостях у

Илемпи» в младшей группе.

                                                                             Выполнила: Николаева Л.Г.

Одаркино, 2023г

Тема: «Илемпи патĕнче хăнара»  (30 марта 2023г)

(шкул çулне çитмен ачасен ушкăнĕ)

Вĕрентÿ тĕллевĕсем:

  • ачасене чăваш эрешĕн пайĕсемпе малалла паллаштарасси тата вĕсен пĕлтерĕшне анлăлатасси;
  • 3-4 тата ытларах сăмахсенчен кĕске предложенисем тума хăнăхтарасси; пуплеве аталантарасси;
  • çĕнĕ сăмах: масмак.

Аталантару тĕллевĕсем:

  • ачасене чăваш чĕлхипе тата чăваш халăхĕн эреш искусствипе кăсăклантарасси; чăваш сассисемпе сасă майлашăвĕсене тĕрĕс илтсе калас хăнăхăва аталантарасси, вăйăра кирлĕ сăмах майлашавĕсем йеркелеме хăнăхтарасси.

Воспитани тĕллевĕсем:

  • ачасене чăваш чĕлхине юратма вĕрентесси.

Словарь ĕçĕ: хĕвел, йывăç, пÿрт, масмак.

Кăтартса памалли хатĕр:

  • кавир-самолет, магнитофон, чăваш пÿрчĕ, чăваш тумне тăхăнтартнă пукане Илемпи, тĕрленĕ чăваш тумтирĕ, алшăллисем,  çăм арламалли , сак.

Валеçсе памалли хатĕр:

  • чăваш тĕррин пайĕсене ÿкернĕ карточкăсем.

Заняти умĕн хатĕрленĕ воспитателĕн ĕçĕ:

  • самолет шавĕ валли çыртарнă юрă, ачасене чăваш ташши ташлама вĕрентесси, темиçе ачана 3-4 сăмахран предложени тума хăнăхтарасси.

Маларах пĕтĕм ачасемпе вĕренмелли ĕç:

 калаçу, чăвашсен ĕлĕкхи йăли-йĕркипе паллаштарасси, 3-4 тата ытларах сăмахран пĕчĕк калавсем калама вĕрентесси.

Ачасемпе уйрăммăн ĕçлемелли ĕç: масмак, саппун, кĕпе, тутăр çинчен кĕске калавсем калама вĕрентесси.

Меслет ĕçĕсем:

  • ачасене çулçÿреве елекхи вăхăта кайса курма сĕнесси;
  • самолет шавĕ валли çыртарнă  юрра ярса кавир-самолетпа вĕçсе каясси;
  •  чăваш хĕрĕ (пукане) Илемпи ачасене кĕтсе илни;
  • Илемпи ачасене хăйĕн пÿртне хăнана чĕнни;
  • чăваш тĕррипе тĕрленĕ ĕлĕкхи тумтир çинчен Илемпи каласа пани,
  • чăваш тĕррин пайĕсемпе,тĕсĕсемпе паллаштарни;
  • вăйă «Асамлă тĕрĕ».  

«Асамлă тĕррĕн» вăйăн тĕллевĕ: ачасен чăваш тĕррин пайĕсем тата вĕсен пĕлтерĕшĕ çинчен каласа парасси;

  • 2-3 ачана хăйсен килĕшнĕ тĕрĕ пайĕ çинчен кĕске калав калаттарасси;
  • ачасене тупмалли юмахсем каласа парасси;
  • Ачасем чăваш ташши ташласа кăтартни;
  • ачасем Илемпине хăйсем ÿкернĕ хĕвеле парнелени;
  • ачасемпе кавир-самолет çинче каялла ача садне вĕçсе кайни.

Заняти йерки

Воспитатель: Сывă-и, хаклă хăнасем. Ачасем, хăнасене сывлăх сунар-и.

Ачасем: Ырă кун пултăр.

 Воспитатель: Ачасем, эпир пурте чăваш çěршывěнче пурăнатпар. Кашни çынăн  çуралнă вырăне пур.Вăл пирěншěн тăван кěтес шутланать. Аваллахсăр малашлăх çук теççě. Паян вара эпир ěлекхи вăхата каятпăр.

Воспитатель:   Ачасем, эсир ҫӱлҫӱреве ҫӱреме юрататӑр-и?

Ачасем:   Юрататпӑр.

Воспитатель: Эпӗ сире ҫӱлҫӱреве кавир- самолетпа вӗҫме сӗнесшӗн.                Килӗшетӗр – и ?

Ачасем:            Килӗшетпӗр.

Воспитатель:   Халӗ лайӑх вырнаҫса ларӑр та эпир ěлекхи   вӑхӑта  

                            кайӑпӑр. Хамӑрӑн асаттесемпе асаннесем ӗлӗкхи вӑхӑтра мӗнле          

                            пурӑннине курӑпӑр.

(Космос кӗвви кӗрлет, ачасем «вӗҫеҫҫӗ»).

Воспитатель:   Эпир паян вӗҫетпӗр

                            Инҫе – инҫе.

                            Мӗн кӗтет-ши пире

                            Çак асамлӑ тӗнчере?

(Кӗвӗ пӗтет те кавир- самолет пӱрт патне вӗҫсе анать. Пӱрт умӗнче сак ҫинче Илемпи тӗрӗ тӗрлет). «Илемлě, илемлě, илемлě, чăваш тěрри» кěвě илтěнет.

Воспитатель:   Ачасем, кам пӱрчӗ- ши ку? (Ачасен хуравӗсем).

Воспитатель:   Айтӑр-ха çак тĕрӗ тӗрлекенрен ыйтатпӑр.

Ачасем:             Сывӑ-и ? Кӗме юрать-и?

Илемпи:            Сывах-ха, кӗрӗр – кӗрӗр, хӑна пулӑр

. Илемпи:  Ак çак сак çине вырнаçăр.        

Воспитатель:   Сире мӗнле чӗнеҫҫӗ? Камӑн хитре пӱрчӗ ку?

Илемпи:            Эпӗ Илемпи: пӱрчӗ асаттепе асаннен. Эпӗ ку пӱртре пурӑнатӑп.

Илемпи:            Эсир хӑвӑр ӑҫтан?

Ачасем:             Эпир хальхи вӑхăтран вӗҫсе килтӗмер. Хамӑрӑн асаттесемпе      

                           асаннесем мӗнле   пурӑннине пӗлесшӗн.

Воспитатель:   Илемпи, сан ҫинче илемлӗ тумтир, пӱртре вара хитре тӗрӗллӗ  

                           алшӑллисем, çакӑнса тӑраҫҫӗ. Пасартан

                           туяннӑ - ши вӗсене?

Илемпи:   Ку япаласене туянма пулать-и? Эпӗ вӗсене хамӑн алӑсемпе            

   ӗҫлесе хатӗрленӗ: кантӑр ӱстертӗм, ҫипсем пӗтӗртӗм, тӗрлӗ   тӗслӗ  сӑрӑсемпе сӑрларӑм, пусма тӗртрӗм те тата чӑваш тӗррипе   илемлетрӗм.

Ачасем:            Кам  вӗрентнӗ вара сана кун пек ӗҫлеме?

Илемпи:          Асаттепе асанне мӗн пӗчěкрен тӗрлӗ ӗҫе вӗрентнӗ.

Воспитатель:   Илемпи, ку мěн çыххи вара сан. (Илемпи çыхха  салтать,  ӗлӗкхи чӑвашсен тумтирне кӑларса кӑтартать)

Илемпи:  Ку манăн асаннен çипуçěсем. Эпě вěсене питě типтерлě упрарăм.Ку

  кӗпе,  ку тутӑр, ку саппун, ку алшӑлли, ку масмак. Вӗсене пурне те чӑваш тӗррипе илемлетнӗ.

Илемпи:         Ачасем масмак мӗнне пӗлетӗр-и? (Ачасем хуравлаҫҫӗ).  Масмак-     пуҫа ҫыхмалли хитре пусма. Ӑна тӗрӗпе  тата шăрçасемпе тӗрлесе илемлетеҫҫӗ.  

Чӑвашсем масмака чир- чӗртен сыхлать тесе шутланӑ.

                        (Ачасем тӗрленӗ япаласене тытса пӑхаҫҫӗ)

Илемпи:        Ачасем, эп кӑтартнӑ чӑваш тумтирӗ килӗшрӗ-и? Мӗнпе ытларах   килӗшрӗ? Ҫак тумтире тӗрлӗ тӗслӗ ҫипсемпе тӗрленӗ. Мӗнле тӗс    ытларах? (Ачасем хуравӗсем).

Ачасем:         Хӗрлӗ тӗс.

Илемпи:        Хӗрлӗ тӗс мӗне пӗлтерет-ши?

(Ачасен хуравӗсем: хӗвел, ӑшӑ, чечексем, вут- ҫулӑм, телей).

Илемпи:        Хӗрлӗ тӗс вӑл вут- ҫулӑма, хӗвеле, юратăва, паттӑрлӑха пӗлтерет.  Хӗрлӗ тӗспе юнашар – хура тӗс. Ҫак икӗ тӗс пурнӑҫ пуҫланӑвне  пӗлтереҫҫӗ. Хура –ҫӗр тӗсӗ , хӗрлӗ - хӗвелӗн. Ҫӗрпе хӗвел пӗтӗм   чӗрӗ   чуна пурнӑҫ парнелет. Симӗс тӗс – курӑксем, йывӑҫсем ӱснине пӗлтерет .Ăна çутçанталăк палли тенě.

Воспитатель: Пирěн чăваш халăхě мěн авалтанпах  çакăн пек илемлě тěрленě çипуçсемпе вăйа картине тухнă. Хаваслăрах пултăр тесе айтăр-ха эпир те вăйă выляр, савăнар.

Çакă çавра çěр çинче

Çěр пин тěрлě халăх пур

Çěр пин халăх асăнче

Çěр пин тěрлě вăйă пур

Воспитатель: Ачасем, вайа вылятпăр -и. Вылятпăр вайа  «Ларать, Мишша» Пěрре, иккě, виççě, тăваттă, пиллěк, киль выляма. Киль, Миша кунта лар.

Физкультминутка:

Ларать Мишша, ларать Мишша                                                                                                     Шěшке тěмě айěнче, шěшкě тěмě айěнче.                                                                                       Çиет Мишша, çиет  Мишша,                                                                                                    Шěшкěн  сарă майăрне, шěшкěн сарă мăйăрне                                                                                     Вăхăт çитсен тăрас пулать,                                                                                                                            Ятне тěрěс калас пулать.                                                                                                  Воспитатель: Мишша, куçне хуп.                                                                            Воспитатель: Ачасем, сире вăйа килешрě –и.                                                                    Ачасем: Килешрě.

Воспитатель: Чăваш  халăхě  авалтанпах хăйěн илемлě  тěррипе палăрса тăнă. Тěрě вăл чăваш халăхăн мулě тата мăнаçлăхě. Чăваш халăхě яланах тěрлеме юратнă.

Воспитатель:  Ачасем, эпӗ   сире  «Асамлӑ тӗрӗ» вӑййа выляма сӗнешӗн.  Килӗшетӗр-и? (Ачасен хуравӗсем). Эпӗ сире тупмалли юмахсем паратăп. Сирӗн вара тупсӑмне çак чăваш эрешěсенчен  шыраса тупмалла пулать.

                      1. Ҫунать, ҫутатать

                         Ҫӱлте ҫӱрет

                        Пире ӑшӑтать (Хӗвел)

Воспитатель: Тěрěс, ачасем. Андрей, киль-ха кунта, хăш эрешре хěвеле куратăн. Халě хěвел çинчен каласа кӑтарт.

Андрей: Хěвел пире ăшă парать, пěтěм çутçантăлака чěрěлме пулăшать.Чăваш тěрринче хěвел çаврака та,  сакăр кěтеслě  те пулать.

Воспитатель: Маттур, Андрей

Воспитатель: Иккěмěш тупмалли юмаха тимлě итлěр.

.                    2. Ҫӗр ҫинче ӱсет,

                       Ҫынна савӑнтарать.

                       Кӗркунне тӗрлӗ тӗслӗ тум тӑхӑнать.

                       Хӗлле шурӑ кӗпе тӑхӑнать. (Йывӑҫ)

Воспитатель: Пултаруллă, ачасем тěрěс пěлтěр ку тупмалли юмаха та.

Даша, кунта кильха,  йывăç ӳкернě карточкăна тупса кăтарт-ха. Халě йывăç çинчен каласа пар.

Даша:. Йывăç вăл хунавлă. Йывăçсен турачěсем çӳлелле каяççě.  Вěсем ăшă хěвел патне туртăнаççě. Чăвашсем çак йывăç символне усă курса юмана та, хурăна та тěрленě

Воспитатель: Тěрěс каларăн.

Воспитатель: Малалла каятпăр.Тепěр тупмалли юмах итлер-ха.

Нумай чӳречеллě

Шалта ăшă, çутă

Мěн-ши вăл.   (пӳрт)

Воспитатель: Тěрěс. Василиса, кунта киль-ха,  пӳрт ӳкернě эреше тупса кăтарт-ха. Халě пӳрт çинчен каласа пар.

Василиса:  Ĕлěк пӳртсем пěчěккě пулнă. Кашни пӳртрех вара саксем пулнă тата кăмака. Кăмакара çимелли хатерленě.

 (2-3 ача хӑйсене      килӗшнӗ тӗрӗ  ҫинчен каласа кӑтартаҫҫӗ).

Воспитатель: Маттур, ачасем. Эсир тупмалли юмахсене тěрěс пěлтěр, чăваш эрешěсене те  те тěрěс тупса кӑтартрӑр.

Воспитатель: Ачасем, эсир паян пурте илемлě чӑваш тумě тăхăнса килнě. Çавăнпа та пěр çавра ташă ташласа илер-и.

Таша «Тух-ха, Ванюк пирěн ума» (Ачасем  чӑваш ташши ташлаҫҫӗ)

Юра «Тух-ха, Ванюк». Сл. Н. Васанка, муз. Г. Лискова.

1. Тух-ха Ванюк пирěн ума

Эсě ташша пит ăста.

Кавва, кавва, кавва,кавва,

Кавва,кавва,тут,тут.

2. Ташласа пар, савăнтар,

Эпир алă çупăпăр.

Кавва, кавва, кавва, кавва,

Кавва, кавва, тут,тут.

3. Ĕнте Ванюк хыççăн эпир,

Пурте ташша ярăпăр.

Кавва, кавва, кавва, кавва,

Кавва, кавва,тут, тут.

4. Пěр вăхăта ташлăпăр та,

Кайран ěçе тытнăпăр.

Кавва, кавва, кавва, кавва,

Кавва, кавва,тут, тут.

Воспитатель: Тавтапуҫ сире Илемпи, эпир сирӗн патра чӑвашсен     тумтирӗсемпе, илемлӗ тӗррисемпе, паллашрӑмӑр. Пирен  каялла садика та кайма вăхăт çитрě ěнте.        

 Асӑнмалӑх сире ачасемпе ӱкернӗ  хӗвеле парнелесшӗн. Хӗллехи сивӗ кунсенче вӑл сире ӑшӑттӑр.

Илемпи: Тавтапуҫ сире ачасем, эпӗ те асӑнмалӑх сире тӗрлӗ- тӗслӗ           ҫипсем парнелетӗп. Тӗрӗ тӗрлесе хӑвӑр аҫӑр- аннӗрсене, тус-             юлташӑрсене савӑнтарӑр.

Ачасем:   Тавтапуҫ, Илемпи, пирӗн пата ҫитсе кур!

Воспитатель: Халӗ пирӗн киле кайма вӑхӑт ҫитрӗ. Сывӑ пул, Илемпи! Тепре   куриччен!( ачасем  кавир- самолетпа садика вӗҫсе килеççě)

Пěтěмлетӳ:

Воспитатель: Ачасем, калăр-ха, эпир ăçта кайса килтěмěр паян.

Ачасем: Паян эпир Илемпи патěнче хăнара пултăмăр.

Воспитатель: Мен çěннине пěлтěр эсир паян.

Ачасем: Чăвашсен ĕлĕкхи йăли-йĕркипе паллашрăмăр

Воспитатель: Тата мěн турăмăр-ха

Ачасем: Вайа вылярăмăр, ташă ташларăмар.

Воспитатель: Сире килешрě-и паян

Ачасем: Килешрě.

Воспитатель: Маттур, ачасем. Эсир паян пурте пултаруллă, лайах ачасем пултăр.


По теме: методические разработки, презентации и конспекты

Конспект образовательной деятельности по художественно-эстетическому развитию, тема "В гостях у сказки Теремок" (младшая группа)

Управление образования администрации Сергиево-Посадского районаМуниципальное дошкольное образовательное учреждение«Детский сад комбинированного вида № 35»141300, г. Сергиев Посад, ул. Воробьевск...

Конспект непосредственной образовательной деятельности по развитию речи на тему: «В гости к курочке» (1 младшая группа).

Образовательная область «Коммуникация».Конспект непосредственной образовательной деятельности по развитию речи на тему: «В гости к курочке» (1 младшая группа).Интеграция образовательных областей: Комм...

Конспект занятия по теме: «В гостях у Мишутки»(первая младшая группа).

Адаптация детей раннего возраста к условиям детского сада через образовательные области «Социализация», «Коммуникация».Проводя данное занятие, можно:- научить целенаправленным действиям с предметами, ...

Открытое занятие по теме "В гостях у Сказки" в подготовительной группе

Открытое занятие на конкурс Воспитатель года...

Педагогический проект. Тема «Здравствуй, Гостья - ЗИМА » во второй младшей группе.

Паспорт среднесрочного познавательно - исследовательского проекта по теме : "Здравствуй, Гостья- ЗИМА" во второй младшей группе....

Непрерывно образовательная деятельность по познавательному развитию Тема: «В гости к солнышку» 1 младшая группа Воспитатель: МБДОУ д/с «Звёздочка» Таякина Н. В.

Непрерывно образовательная деятельность по познавательному развитию на тему: «В гости к солнышку» в 1 младшей группе Задачи:Обучающие: Формировать у детей представление о характерн...