Г.Луч. Кукăр сăмса
план-конспект урока по чтению по теме

«Хĕл каçакан кайăксем»

Скачать:

ВложениеРазмер
Microsoft Office document icon literatura_vulave.doc39.5 КБ

Предварительный просмотр:

Литература вулавĕ (2 класс)

Урок теми: Г.Луч. Кукăр сăмса.

Тĕллевĕсем:          Калава ăнланса, тĕрĕс, палăртуллă вулама вĕрентесси;

Ачасен çыхăнуллă пуплевне аталантарасси, тавракурăмне пуянлатасси;

                        Хĕл каçакан кайăксене упрама хăнăхтарасси.

Урока кирлĕ хатĕрсем:  Т.В.Артемьева. Литература вулавĕ; хĕл каçакан кайăксен ÿкерчĕкĕсем; ачасен «Хĕлле» темăпа ÿкернĕ ÿкерчĕсем; «Хĕл каçакан кайăксем» слайдсем.

Урок планĕ:

  1. Класа урока хатĕрлени

  1.  Киле панă ĕçе тĕрĕслени (« Хĕллехи вăрман» ÿкерчĕксен выставки)

  1. Калаçу «Хĕлле»

- Паянхи урокра эпир хĕл темине малалла тăсăпăр. Хĕл паллисене аса илер-ха.

  1. Юр пĕрчисен ĕçĕсене пурнăçласа кайăксене сырăш çине лартни

- Пирĕн класа та хĕл килсе çитнĕ паян. Ку юр пĕрчисем асамлăскерсем. Вĕсем хăйсемпе пĕрле кайăксем илсе килнĕ. Кайăкĕсем вара сырăш çине ларасшăн. Сирĕн вĕсене пулăшмалла.

  1. Кĕлеткинчен хÿри вăрăм (Чакак)
  2. Хĕрлĕ пĕсехеллĕ хитре кайăк пирĕн пата пĕрремĕш юрпа пĕрле килсе çитет (Уйăп)
  3. Мĕнле кайăка вăрман тухтăрĕ тесе калаççĕ (Ула такка)
  4. Мĕнле кайăксем çĕр çинче вырăнтан вырăна утса мар сиксе куçаççĕ (Çерçи)
  5. Чăмăр та сап-сарă кăкăра

 Хура йăрăм пайлать ик пая.

Çĕрçĕн тутăр йĕпкĕнех хура, -

Кантăкран шаккарĕ  … (кăсăя)

- Мĕнле кайăксем килчĕç пирĕн пата тепĕр хут каласа тухар-ха вĕсен ячĕсене.

  1. Вăйă  «Тимлĕ пул»

- Çак кайăксем пурте сырăш çине пыраççĕ-ши?

  1. «Хĕл каçакан кайăксем» слайдсем пăхни

  1. Кану минучĕ

  1. Г.Лучăн «Кукăр сăмса» калавĕпе паллашни
  1. Учитель вулама пуçлани
  2. Ачасем малалла вулани
  3. Словарь ĕçĕ

пуçтах –

йăпăртатса –

  1. Ыйтусемпе ĕçлени (кĕнекере)

  1. Вăйă «Хăшĕ ытлашши?»

Чакак, çерçи, шăнкăрч, кăсăя

  1. Кукăр сăмса ÿкерчĕкне сăрласа илемлетни

  1. Пĕтĕмлетÿ туни. Библиотекăри кĕнекесемпе паллаштарни.

  1. Киле ĕç пани: калав содержанине вĕренмелле

  1. Кĕлеткинчен хÿри вăрăм (Чакак)
  2. Хĕрлĕ пĕсехеллĕ хитре кайăк пирĕн пата пĕрремĕш юрпа пĕрле килсе çитет (Уйăп)
  3. Мĕнле кайăка вăрман тухтăрĕ тесе калаççĕ (Ула такка)
  4. Мĕнле кайăксем çĕр çинче вырăнтан вырăна утса мар сиксе куçаççĕ (Çерçи)
  5. Чăмăр та сап-сарă кăкăра

 Хура йăрăм пайлать ик пая.

Çĕрçĕн тутăр йĕпкĕнех хура, -

Кантăкран шаккарĕ  … (кăсăя)