Çěнě çул чǎрǎшне ÿкеретпěр
план-конспект урока по изобразительному искусству (изо, 2 класс)
УрокИЗО на чувашском языке
Предварительный просмотр:
УРОК ТЕМИ:
«Çěнě çул чǎрǎшне ÿкеретпěр»
Урокǎн тěллевě: Çěнě çул чǎрǎшне ÿкересси
Урок задачисем:
- Графика ǎсталǎхěсене аталантарасси;
- Ачасене хěллехи вǎрман илемлěхне сǎнассине аталантарасси;
- Ачасене тирпейлěхе хǎнǎхтарасси, çут çанталǎка юратма вěрентесси..
Урока кирлě хатěрсем:
Ачасем валли- акварель краски, кистик, палитра, кǎрандаш, шыв, салфеткǎсем.
Вěрентекен вали - компьютер, слайд - шоу, DVD диск çинче «Елочка» юрǎ, А.С. Пушкин портречě., доска, пурǎ, тěрлě тěслě пурǎ..
Урок юхǎмě.
1.Класа урока хатěрлесси.
Вěрентекен. Халь пирěн рисовании урокě. Урока, айтǎр, кулǎпа пуçлар. Пěр-пěрне алǎсенчен тытар та кулǎ парнелер, сывлǎх тата ǎнǎçу сунар.
Ачасем урока хатěррине тěрěслесси.
Сǎрǎсене шывпа йěпетсе хурасси.
2. Урок темине тěллевěсене палǎртасси.
«Елочка» музыка композицийě янтǎрать.
Вěрентекен. Ачасем, сире юрǎ килěшрě-и? Мěн çинчен пулчě çак юрǎ? (Ачасен хуравěсем)
Вěрентекен. Тěрěс, ку юрǎ чǎрǎш çинчен. Эсир мěнле шутлатǎр, паян эпир урокра мěн тǎвǎпǎр? (Ачасен хуравěсем)
Вěрентекен. Маттур, паян эпир сирěнпе чǎрǎш ÿкерсе пǎхǎпǎр. (1-мěш сайд)
Вěрентекен. Пǎхǎр-ха, пирěн пата мěнле хитре чǎрǎш хǎнана килнě.( 2-мěш сайд)
Вěрентекен. Чǎрǎша курсан сире мěн аса килет? Мěнле сире юратнǎ уяв аса килет? (Çěнě çул) Илемлетнě чǎрǎш - Çěнě çул тата Раштав праçникěн атрибучě.
Раççейре Çěнě çул уявне Пěрремěш Петěр патша Германии çěршывěнчен илсе килнě.1700 çулта патша указěпе килěшÿллěн Çěнě çул уявне паллǎ тума пуçланǎ.(Слайд 3)
Вěрентекен. Айтǎр-ха, эпир Çěнě çула хирěç каяр. Анчах та ǎçта каймалла? (Ачасен хуравěсем)
Вěрентекен. Тěрěс, вǎрмана чǎрǎш патне. (Слайд 4)
Вěрентекен. Эсир чǎрǎш илемлетме юрататǎр-и? (Ачасен хуравěсем) Чǎрǎша тěрлě çÿхе кěленченрен тунǎ шарсемпе, мишурасемпе, гирляндǎсемпе илемлетеççě. (Слайд 4)
Вěрентекен. Паян эпир сирěнпе чǎрǎш ÿкерме вěренěпěр тата ǎна Çěнě çул теттисемпе илемлетěпěр.
3.Умěнхи калаçу.
Вěрентекен. Çěнě çул – вǎл хěллехи уяв. Хěл пур çěрте те хǎйěн вǎйне кǎтартать. Кашни кун сивěтсе пырать, йěри –тавра юр тултарать. Урама тухсан палламалла мар улшǎннǎ. Вырǎс поэчě Александр Сергеевич Пушкин хěллехи çанталǎка питǎ илемлě çырса панǎ.
(Экран çинче поэт портречě). (Слайд 5)
Под голубыми небесами
Великолепными коврами
Блестя на солнце, снег лежит;
Прозрачный лес один чернеет,
И ель сквозь иней зеленеет,
И речка подо льдом блестит.
Ачасем, сире эпе хěллехи вǎрмана уçǎлса çÿреме чěнетěп.
4.Кану саманчě.
- Урок темипе ěçлесси.
Вěрентекен. Ěçе пуçǎнар. Эсир мěнле шутлатǎр, ěçе мěнрен пуǎламалла? (Ачасен хуравěсем)
- Тěрěс, ěçе ÿкерчěкěн композицине палǎртнинчен пуçлатпǎр.
1). Ӱкерчеке ÿкересси
- Чǎрǎша ÿкерчěксем çинче пǎхасси. (Экран çинче чǎрǎш ÿкерчěксем) (Слайд 7)
Ӱкерчек композицийě. Чǎрǎша хут листи çине ǎçта вырнаçтармаллине палǎртар.лки.
(Ачасене кǎрандашпа чǎрǎша мěнле ÿкермеллине кǎтартмалла. Экран çинче графикалла ÿкерчěк). (Слайд 8)
Тěп фигура – треугольник.
Ӱкерчеке кǎрандашпа çÿхе йěрке тумалла (ачасем çÿхе йěрпе чǎрǎш кÿ лепине ÿкереççě).
2). Практика ěçě. (Слайд 9)
Вěрентекен. Халь вара йывǎçǎн айккисене ÿкерěпěр
Вěрентекен . Кирлě мар йěрсене тасататпǎр та чǎрǎша капǎрлатар. (Слайд 10)
Чǎрǎш çине тěрлě шарсем, мишура «çакар» . Чǎрǎш айне Хěл Мучи парнисене лартса хурар.(Слайд 11,12)
Татах кирлě мар йěрсене тасататпǎр. Эрешлеме хěрлě ( Хěл Мучи тата Санта Клаус костьюм тěсěсем), ылтǎн, кěмěл, тата шурǎ (юр тěсě) усǎ куратпǎр. (Слайд 14,15)
6. Урока пěтěмлетесси.
- Ачасен ěçěсен выставки.
- Вěреннě материала пěтěмлетесси.
- Вěрентекенěн пěтěмлетÿ сǎмахě.З а к л ю ч и т е л ь н о е слово учителя.
Вěрентекен. Сирěн ÿкерчěксем манна питě килěшрěç. Мааттусем. Ěçе пиите тǎрǎшса ěçлерěр.
7. Рефлекси.
Вěрентекен. Ачасем, доска çинчи чǎрǎша та капǎрлатмалла. Сирěн партǎсем çинче тěрлě тěслě çаврашкасем. Паянхи урока эсир мěнле хаклатǎр, çавǎн пек тěспе хаклǎр.
Хěрлě - урок питě килěшрě.
Симěс – урок килěшрě.
Кǎвак - урок килěшмерě.
Урока çырса хатěрлекенǎ Патǎрьел районěнчи Алманчǎри вǎтам шкул вěрентекенě Степанова Алина Николаевна




