Пĕррехинче вǎрманта (Атьǎр, хĕрсем вǎрмана)
методическая разработка

Терентьева Ирина Юрьевна

Пĕррехинче вǎрманта

(Атьǎр, хĕрсем вǎрмана)

Скачать:

ВложениеРазмер
Файл atar_hersem.docx13.55 КБ

Предварительный просмотр:

Пĕррехинче вǎрманта

(Атьǎр, хĕрсем вǎрмана)

Хĕр ачасем

1.Атьǎр, хĕрсем вǎрмана

Кǎмпа-ҫырла пуҫтарма

Кǎмпа-ҫырла пуҫтарма

Кĕр ҫитнишĕн савǎнма

Макҫикаса килсе кур

Уплюнккасем унта пур

Ивановка ҫитсе кур та

Унта шур кǎрǎҫсем пур!

Припев: о-о-о вǎрманта

Пултǎмǎр-ҫке хǎнара

О-о-о вǎрманта

Пултǎмǎр-ҫке кǎмпара (танц.движение)

2. Атьǎр, хĕрсем вǎрмана

Кǎмпа-ҫырла пуҫтарма

Кǎмпа-ҫырла пуҫтарма

Кĕр ҫитнишĕн савǎнма

Тǎварласа усǎ кур

Шаритлесе ҫисе кур

Типĕтсен те усси пур та

Хǎна умне к(ǎ)ларса хур.

Припев:

Хер ача-Хǎрǎк турат хуҫǎлать

Упа килнĕн туйǎнать

Ҫук, упа мар! Кǎрǎҫсем

Ретипе лараҫ вĕсем!

Кǎрǎҫсем

Хура картузне чалǎш лартар-и!

Шуррине те чалǎштарар-и!

Кǎмпа татма килнисем

Пире хытǎ шыраччǎр-и! (танцев.движение)

Тунката кǎмписем (хĕр ачасем)

Уплюнккасем карталанса

Ҫерем ҫинче ӳсеҫҫĕ

Хǎш-пĕр(и)сем тунката ҫинче

Ура хуҫса ташлаҫҫĕ (танцев.движ.)

Шǎна кǎмпи

Саппунǎм ман сатинран

Шĕлепке «дом модǎран»

Юрлап, ташлап, савǎнап

Никамран та хǎрамас (танц.движ.)

Кǎмпаҫǎ

Вǎрманта, чǎтлǎхра

Шǎна кǎмпи хǎнара

Куҫна-пуҫна ан вылят

Пур-пĕр татмастǎп сана!

Шǎна кǎмпи

Тат ĕнтĕ, тат ĕнте

Витре тĕпне хур ĕнтĕ

Тат ĕнте, тат ĕнтĕ

Киле илсе кай ĕнтĕ

Хĕрсем

О-о-о вǎрманта

Пултǎмǎр-ҫке хǎнара!

О-о-о вǎрманта

Пултǎмǎр-ҫке кǎмпара!


По теме: методические разработки, презентации и конспекты

"Вӑрман – çут çанталӑк пурлăхĕ тата пуянлӑхĕ"

Презентация по теме "Лес-кладовая природы" на чувашском языке...

"Ҫурхи вăрманта" по чувашскому языку для 2 класса

Диалог.1. Эсĕ вăрманта час-часах пулатăн-и?2. Унта мĕнле йывăçсем  ÿсеççĕ?3. Вăрманта мĕнле  кăмпасем ÿсеççĕ?4.  Сана вăрманта пулма килĕшет-и?   Çÿллĕ, лутра, илемлĕ, хитре, ...