Тупмалли юмахсем
план-конспект урока (2 класс) на тему

Тема урока: Загадки. 

Класс 2 класс

Скачать:

ВложениеРазмер
Файл usa_urok_konspekchie_tupmalli_yumahsem.docx20.01 КБ

Предварительный просмотр:

Уҫӑ урок конспекчӗ.

Шкул: Вӑрнар районӗнчи Кӗҫӗн Кипек шкулӗ.

Класс: 2класс

Учитель: Васькова Татьяна Петровна

 

Урок теми: Тупмалли юмахсем

Урока кирлӗ хатӗрсем: кӗнекери тупмалли юмахсем, ӗҫ тетрадӗнчи ӗҫсем, ӳкерчӗксен альбомӗнчи ӗҫсем, презентации

Урок тӗллевӗпе задачисем:

-тупмалли юмахсен тытӑмӗ, вӗсен йӗркеленӗвӗ ҫинчен пӗлнине аса илесси, пуянлатасси;

-тупмалли юмахсен тупсӑмне ӑнланма вӗрентесси;

-тупмалли юмах хайлама вӗрентесси.

Урок йӗрки

  1. Учитель сӑмахӗ:

Упа ҫури ална ҫуп,

Тяппусемпе таплаттар,

Манпа пӗрле кукленсем,

Унта хӑвӑрттӑн тӑрсам.

Аллусене саркала, унтан ҫӳлелле ҫӗкле.

Ҫӗрелле усса ярсам,

Хирӗҫ пӑхса йӑл кулсам.

Парта хушшине ларсам.

- Ҫапла, паян урока тулли кӑмӑлпа пуҫлатпӑр.

Учитель: Хир илемӗ каять, сӗм вӑрман ҫаралать, пӗрмай ҫумӑр ҫавать, ку хӑҫан пулать-ши?

-Мӗнле тавҫӑрса илтӗр?

- Хӑш сӑмахӗ тупсӑмне тупма пулӑшрӗ.?

(Ачасем хуравлаҫҫӗ)

Презентацири 1№ слайдпа ӗҫлеҫҫӗ.

Учитель: Пӗчӗкскер, хитрескер, ҫӗр мӑкӑртса тухнӑскер. Ку мӗн-ши.

(Презентацири 2№ слайдпа ӗҫлеҫҫӗ)

  1. Кӗнекепе ӗҫлени.

Тупмалли юмахсене итлени, вӗсем тӑрӑх икӗ ӳкерчӗке (пӗри тупмалли юмахра каланине тӳррӗн, тепри вӑлтса каланине шута илсе сӑнлать) тишкерни (йӗкел тата асамат кӗперӗ ҫинчен).

– Эсир хальччен кун пек хайлавсем илтнӗ-и, вӗсене мӗнле хайлавсем тенӗччӗ.

– Тупмалли юмахсенче япала ҫинчен мӗнле каланӑ.?

(Тупмалли юмахсенче япаласен тӗп паллисем ҫинчен вӑлтса калаҫҫӗ)

  1. Тупмалли юмахсен тупсӑмне шутлани, тытӑмне тишкерни. (Уйӑх тата кунпа ҫӗр ылмашӑнни ҫинчен калакан тупмалли юмахсем.)

- Тупмалли юмахсен тупсӑмӗсем мӗнле. Пӗрремӗш тупмалли юмахра уйӑхӑн мӗнле пали ҫинчен вӑлтса каланӑ. Уйӑх хӑҫан ҫурла пек. Ҫӑмха пек хӑҫан. Хӑҫан пытанать.

-Иккӗмӗш тупмалли юмахра кунпа ҫӗрӗн хӑш паллисем ҫинчен вӑлтса каланӑ. Шурӑ шупӑрпа тесе мӗн ҫинчен каланӑ. Мӗншӗн. Мӗншӗн пӗри тепринчен тарать тенӗ.

4. Ӗҫ тетрадӗнчи 3-мӗш ӗҫе пурнӑҫлани.

5. Кӗнекери ытти тупмалли юмахсене вулани, тупсӑмӗсене тупни, япаласен мӗнле паллисем ҫинчен вӑлтса каланисене тишкерни.

- Тупмалли юмахсене вулӑр, тупсӑмӗсене суйласа илӗр.кашнинче япалан мӗнле пали ҫинчен вӑлтса каланӑ. Пӗр-икӗ тупмалли юмах тӑрӑх ӳкерчӗк тӑвӑр.

6. Кану саманчӗ:

Сӗрме купӑс эп калатӑп

Пи-ли-ли, пи-ли-ли!

Мулкачсем садра ташлаҫҫӗ-

Пи-ли-ли, пи-ли-ли!

 

Ак тӑмра кала пуҫларӑм-

Тинкӗлти, тинкӗлти!

Мулкачсем сиксе ташлаҫҫӗ

Тинкӗлти, тинкӗлти!

 

Параппан часрах янратрӑм

Пӑнтӑртам, пӑнтӑртам

Мулкачсем тарса ҫухалчӗҫ-

Пӑнтӑртам, пӑнтӑртам.

7. Презентаципе ӗҫлени

8. Ӱкерчӗксен альбомӗпе ӗҫлени.

а) Ӱкерчӗксене сӑнлани, унти япаласем ҫинчен тупмалли юмахсем хайлани: япаласен тӗп паллисем мӗнле тесе шутлатӑр? Хӑш пали ҫинчен вӑлтса калани меллӗрех.

ӑ)  ҫак япаласем ҫинченех халӑх хайланӑ тупмалли юмахсене аса илсе хӑйсеннипе танлаштарни.

- Мӗнле япаласемпе пулӑмсем ҫинчен вӑлтса калама, тупмалли юмах хайлама меллӗрех.

б) Пушӑ тӑваткала тупмалли юмах хайлас текен япалана сӑнлакан ӳкерчӗк туни.

9. Пӗтӗмлетни. Кашни япалапа пулӑм ҫинченех тенӗ пек тупмалли юмах хайлама пулать. Яланах япалан тӗп паллисем ҫинчен вӑлтса калаҫҫӗ. Час-часах пӗр япаланап тепринпе танлаштараҫҫӗ. Чӗрӗ мар япалана чӗрӗ пек туса та кӑтартаҫҫӗ.

10. Кластер туни

11. Рефлекси.

Юман ҫинчен тупмалли юмах(слайд ) Ачасем тупчсӑмне пӗлеҫҫӗ. Юман турачӗсем ҫине ҫулҫасем ҫыпӑстараҫҫӗ.(сарӑ тӗс – ача пӗтӗмпех ӑнланнӑ, хӑйӗн пӗлӗвне «5» паллӑпа хаклать, симӗс тӗс – кӑшт ӑнлансах ҫитеймен, хӑйӗн пӗлӗвнек «4» паллӑпа хаклать, хӑмӑр – паянхи темӑна ӑнлансах ҫитеймен, «3» паллӑпа ҫеҫ хаклама пултарать)

12.Киле ӗҫ: Ӱкерчӗклӗ альбом тӑрӑх ӗçлемелле,

                     5 тупмалли юмах вӗренмелле