Игра "Пушмак тупмалла"
методическая разработка (1 класс)
Данный сценарий разработан специально для работы с детьми,у которых уровень владения чувашским языком невысокий. Задача учителя - заинтересовать ребенка, чтобы у него появилось желание изучать язык. Поэтому в сценарии подобраны легкие короткие, но эмоционально окрашенные стихи и потешки. А сама чувашская детская игра является стержнем, на который нанизывается новый для детей языковой материал. Эмоционально положительно окрашенная атмосфера, простой сюжет игры создают условия для овладения новыми словами и речевыми оборотами.
Скачать:
| Вложение | Размер |
|---|---|
| 21.93 КБ |
Предварительный просмотр:
Миронова Наталия Александровна
Чăваш Республикинчи Муркаш муниципаллă округри
Москакассинчи пĕтĕмĕшле пĕлӳ паракан
вăтам шкулти пӳҫламăш классен учителĕ
Пушмак тăхăнмалла
(чăваш вăййи)
(Салху ҫемĕ вылять.) Ачасем кашни хăй енне ҫаврăнса ларса телефонпа выляса лараҫҫĕ. Хушăран ассăн сывласа илеҫҫĕ. Вĕсене кичем.
Анук аппа кĕрет. Ун аллинче пĕчĕк карҫинкка. Салху ларакан ачасем ҫине пăхса вĕсене чĕнет. Анук аппа:
- Салам, ачамсем!
(Никам та чĕнмест.)
Анук аппа:
- Ачасем, сире мĕн пулнă? Мĕншĕн эсир пит салху? Нимĕн те илтместĕр, чĕнсен те чĕнместĕр.
- Нимĕн те пулман.
- Вылятпăр.
Анук аппа (пуҫĕпе сулса):
- Атьăр сире хамăр ачалăхри вăййа вĕрентем. Пушмак тăхăнмалла! Питĕ хаваслă вăйă.
- Ну, выляса пăхар. Килĕшмесен телефонпах вылятпăр!
- Юрĕ, юрĕ! Ҫухаласран телефонсене ҫак карҫинккана хурăр! Пушмаксене хывăр та ак ҫак кутамккана чикĕр.
(Ачасем пушмакĕсене кутамккана хывса чикеҫҫĕ. Хăйсем пĕрене ҫине лараҫҫĕ.)
- Кутамккаран пушмаксене пĕрер кăларăпăр. Камăн чи малтан пушмакĕсем хуҫи патне таврăнĕҫ, ҫавна ĕҫ хушăпăр.
- Килĕшмелле!
- Вăййа ертсе пыраканне суйламалла.
Пĕрре – пĕрел,
Иккĕ – икел,
Виҫҫĕ – виҫел,
Тăваттă – тăваткал,
Пиллĕк – пилеш,
Улттă – улма,
Ҫиччĕ – ҫилме,
Саккăр – салма,
Тăххăр – тăрна.
Вуннă – ятне тунă!
- Антон, эсĕ ертӳҫĕ!
(Ача пушмаксене кутамккаран пĕрер кăларса пырать. Камăн чи малтан икĕ пушмакĕ те тупăнĕҫ, ҫавна ĕҫ хушаҫҫĕ.)
Арсений:
- Ман пушмаксем урара!
Анук аппа:
- Арсение мĕнле ĕҫ хушăпăр?
- Сăвă калатăр!
Арсений:
Алтăр-ҫăлтăр -ҫич ҫăлтăр,
Ҫиччĕшĕ те ҫут ҫăлтăр.
Ҫиччĕ каласан сăвă калап.
Ачасем:
- Арсений, сăвă кала! Кала!
Арсений.
Кушак калать: «Мяв-мяв!» - тет.
Йытă калать: «Хам-хам!» - тет.
Сысна калать: «Нăри-ик!» - тет.
Чăххи калать: «Кăт-кăт!» - тет.
Автан мĕн тет – каламастăп.
Ун сассине юратмастăп.
Паян шартах сиктерчĕ –
Тĕлĕкеме вĕҫтерчĕ.
(Сасăсем. Анатолий Ыхра)
Миша:
- Ман пушмаксем урара!
Анук аппа:
- Мишшана мĕнле ĕҫ хушăпăр?
- Пĕрене урлă сиктĕр!
Миша:
Алтăр-ҫăлтăр -ҫич ҫăлтăр,
Ҫиччĕшĕ те ҫут ҫăлтăр.
Ҫиччĕ каласан сикĕп.
Ачасем:
- Сик!Сик! Пĕрене урлă сик!
(Миша пĕрене урлă сикет.)
Антон:
- Ман пушмаксем урара!
Анук аппа:
- Антона мĕнле ĕҫ хушăпăр?
- Автан пек авăттăр!
Антон:
Алтăр-ҫăлтăр -ҫич ҫăлтăр,
Ҫиччĕшĕ те ҫут ҫăлтăр.
Ҫиччĕ каласан авăтатăп.
Ачасем:
- Авăт! Авăт! Автан пек авăт!
(Антон автан пек авăтать.)
Вика:
- Ман пушмаксем урара!
Анук аппа:
- Викăна мĕнле ĕҫ хушăпăр?
- Ташă ташлатăр!
Вика:
Алтăр-ҫăлтăр -ҫич ҫăлтăр,
Ҫиччĕшĕ те ҫут ҫăлтăр.
Ҫиччĕ каласан ташлатăп.
Ачасем:
- Ташла!Ташла! Вика, ташла!
(Вика ташлать.)
Аня:
- Ман пушмаксем урара!
Анук аппа:
- Аньăна мĕнле ĕҫ хушăпăр?
- Юрă юрлатăр!
Аня:
Алтăр-ҫăлтăр -ҫич ҫăлтăр,
Ҫиччĕшĕ те ҫут ҫăлтăр.
Ҫиччĕ каласан юрлатăп.
Ачасем:
- Юрă! Юрă! Юрă юрласа пар!
(Аня пĕр ҫаврăм юрлать.)
Пĕчĕк ҫеҫ путене
Сарă тулла юратать.
Юратать, юратать.
Чăнахах та юратать.
Анук аппа:
- Ну, ачасем, вăйă сире килĕшрĕ-и?
Ачасем:
- Питĕ килĕшрĕ!
Анук аппа:
- Тин телефонсене илĕр. Манăн кайма вăхăт.
Ачасем:
- Ҫук, ҫук! Ан кайăр! Татах выльăпăр! Пĕрле выляма лайăх!
Анук аппа:
- Ҫапла, тантăшсемпе пĕрле выляма ача-пăча вăййисем питĕ нумай.
Ачасем (пĕрле):
- Ачасем, тухăр урама! Вăйă выляма!
По теме: методические разработки, презентации и конспекты
Тупмалли юмахсем
Тема урока: Загадки. Класс 2 класс...