Чăваш чĕлхи - тăван чĕлхе.
план-конспект

Чăваш чĕлхи кунĕ ячĕпе хатĕрленĕ уяв сценарийĕ.

 

Скачать:

ВложениеРазмер
Файл chavash_chelhi_kune_uyav.docx18.59 КБ

Предварительный просмотр:

Чăваш чĕлхи - тăван чĕлхе.

(Чăваш чĕлхи кунĕ ячĕпе хатĕрленĕ уяв сценарийĕ)

1 ведущий.

- Ырă кун пултăр, хаклӑ вӗрентекенсем, туссем, ытарайми чăваш çыннисем! Паян-пысăк уяв - чăваш чĕлхи кунĕ. Чăваш чĕлхи пуян та илемлĕ, янăравлă та çепĕç, паха та асамлă. Вăл чăваш юрри пек янăравлă та кĕвĕллĕ, унпа чуна ачашлама е амантма, çĕклеме е ÿкерме, хавхалантарма пулать

2 ведущий.

- Атте-анне чĕлхи - пирĕн тăван чĕлхе. Тăван сăмах, тăван чĕлхе - халăх чунĕ. Унăн паянхи кунĕ, малашлăхĕ. Унсăрăн халăх çук.

1. Сцена ҫинче 5-мӗш класри вӗренекенсем. 5 ача сава вулассе

  1. Паян пирĕн шкулта уяв! Чăваш чĕлхи кунĕ. Апла пулсан паян пурте пĕрле савăнатпăр.

  1. Кĕтсе илĕр ! Юрă «Автансем». 1-мӗш класс вӗренекенӗсем юрлаҫҫӗ.

  1. Халӗ сцена ҫине 2-мӗш класс вӗренекенӗсене тухма ыйтатпăр.

  1. Апрелĕн 25-мĕшĕнче, пĕтĕм Чăваш çĕршывĕ чăваш чĕлхи кунне уявлать. Ăна ахальтен мар ҫак кун ирттерме палăртнă. Çак кун чăваш çырулăхне йĕркелекенĕ И. Я. Яковлев çуралнă. Уява хамăр республикăра кăна мар, аякра пурăнакан чăвашсем те чысласа хатĕрленеççĕ. Мĕнле савăнмăн –ха çакăншăн!
  1. Иван Яковлевич Яковлев пуласлăх çыннисене тăван чĕлхене упрама пиллесе хăварнă. Çапла çеç чăваш чĕлхи ыттисенчен кая пулмĕ тенĕ вăл. «Чĕлхе чечекленесси пĕтĕмпех сиртен килет»,- ак мĕнле пархатарлă шухăшĕ вĕрентекенĕмĕрĕн.
  2. Сӑвӑ «Эп- чӑваш». Вулаканӗ Гаврилова Цветана.
  1. Халĕ «Пукане» юрă итлеме сĕнетпĕр. Сцена çинче –    Тимошкина Вероникӑпа Исаева Юлия.
  2.  Халӗ сцена ҫине 3-мӗш класс вӗренекенӗсене тухма ыйтатпăр.

  1.   Кĕтсе илĕр ! Чăваш ташши.  

  1. Чӑваш ҫыннисем ӗҫчен те хастар. Аслӑ Аттелӗх вӑрҫинче те хӑйсене шеллемесӗр ҫӗнтерӗве ҫывхартнӑ.

  1. Сӑрпа Хусан хӳтӗлев  чиккине тунисене асӑнса хатӗрлев группӑри Шепейкина София сӑвӑ калать.

 

  1.   Тăван çĕр-шыв анне пекех пĕрре. Сӑвӑ «Анне пилӗ». Вулаканӗ Иванова Полина.

  1. Шел пулин те, юлашки вăхăтра чăваш чĕлхи манăçа тухма пултарни пăшархантарать пире. Телевиденипе чăвашла передачăсем питĕ сахал. Чăваш çыннисем хăйсен чĕлхинчен вăтаннине те тĕл пулатпăр. Халĕ пурнăçра тĕл пулакан пĕр ситуацие пăхма сĕнетпĕр.
  1. Сценка «Салма яшки». Выляканӗсем: 6-мӗш класри Маркова Даша, Харитонов Денис.
  2. Чăваш чĕлхи –эс ман тăван чĕлхем,

     ялан чунра çунса тăран хĕлхем.

Миçе поэт çырман пуль сан çинчен.                            

       Сцена ҫинче Данилова Ирина.                                              

 

  1.  Чăвашра вăрман та чăвашла кашлать, шăпчăк та юрлать кунта халь чăвашла.

  1. Кашни çыншăн ашшĕ -амăшĕн чĕлхи, тăван халăх историйĕ, йăли-йĕрки, юрри ташши, юмах-халапĕ çывăх, хаклă.

  1. Сцена ҫине 11- мӗш класс вӗренекенӗсене чӗнетпӗр. « Чăваш ташши.»

1. Чăвашсем! Сире телей сунатăп,

Ан сивĕнĕр тăван чĕлхемĕртен.

Чĕлхе пулсан –пĕтместпĕр ĕмĕрне!

2. Çакăнпа пирĕн уяв вĕçленет. Сывă пулăр!