Развлечение "Вырмара" для старшей группы
учебно-методический материал (старшая группа)

Скворцов Алексей Гурьевич

Жатва - это время уборки зерновых. В старину урожай собирали в ручную, серпом, с утра до ночи.Собирались на жатву как на праздник. Взрослым помогали и дети. Когда уборку поля заканчивали, то в конце поля оставляли "бороду", маленький  не убранный участок. Там связывали последний сноп и украшали ленточками. Хозяйка выставляла новый хлеб, сыр и начинался праздник... 

Скачать:

ВложениеРазмер
Файл vyrmara.docx30.91 КБ

Предварительный просмотр:

МБДОУ «Детский сад «Солнышко»

Урмарского района Чувашской Республики

Развлечение

«ВЫРМАРА»

(АСЛĂ УШКĂН)

                       

                     Музыкальный руководитель

                            Скворцов А.Г. 

                                  Воспитатель Фёдорова Э.С

                2018

 Тĕп тĕллев:

Ачасене чăваш халăх традиципе паллаштарасси.

Тĕллев пайĕсем:

Пуплевре ваттисен сăмахĕсемпе усă курма хавхалантарасси.

Этемлĕх пахалăхĕпе, çĕнĕ чăваш сăмахĕсемпе паллаштарасси

(«Сухал», кĕлте, хăмăл)

Кĕвĕсене сасă çинçĕш-хулăнăшĕ, ритм тĕлĕшĕнчен тасарах янратма

вĕренесси.

Пĕлекен юрăсене пĕччен, ушкăнпа юрлама хăнăхтарасси.

Кĕвĕ юхăмĕпе килĕшÿллĕн хусканусем тума, пĕрлешсе выляс кăмăлсене вăйлатасси.

Ачасене чăваш халăх юррисенче, ташшисенче, фольклор вăййисенче хутшăнтарасси.

Йăпану йĕрки:

  Вырма – уйри тырра вырса илнĕ тапхăр (вăхăт). Ĕлĕк–авал вырма ĕçĕсене алă вĕççĕн тунă, ир пуçласа каçчен тырра çурлапа вырнă. Вырмана уяври пек тăхăнса тухнă. Ачасем те вырмара пулса аслисене пулăшнă. Уйра çурласен сассипеле пĕрле мăй çыххинчи тенкĕсен сассисем илтĕнсе тăнă. Чăвашсем ахальтен каламан пулĕ – «вырмара килти хĕрт-сурт та уя тухнă» - тесе.

     Ана вĕçне вырса тухсассăн выракансем пĕр пĕчĕк вырăн вырмасăр хăварнă, ăна «сухал» тенĕ. «Сухал» патĕнче юлашки кĕлтене çыхса илемлетнĕ. Çав вăхăтрах «çĕр хуçи» (хозяйка) пуçламан çăкăр, сыр илсе килнĕ, шурă кĕççе сарса хурса выракансене хăналанă.

   Пурте пĕрле: - Эй, çĕр ашшĕ, çĕр амăшĕ! Тавах сире кивĕрен çĕнне чипер çитернĕшĕн! Курак–чакак сикки сикмелĕхне пар, утнă çĕрте утса вырмалăх, чупнă çĕрте чупса вырмалăх вăй хăват пар!

     

Кĕлтене илемлетеççĕ. Тĕрлĕ тырăран кăшăлсем çыхаççĕ. Чăвашла тăхăннă хуçи тухать.

 

Çĕр хуçи: - Уява, уява! Пуçтарăнăр хăвăртрах. Выракансем вырса пĕтернĕ, пучахăн-пучахăн пуçтарнă!

 АЧАСЕМ(пĕрин хыççăн тепри) – Сĕлĕ ăçта кайса кĕне? - тĕлĕннĕ вăрман?

- Выракансем ĕçчен аллисемпе, çивĕч çурласемпе вырса кайнă.

- «Сухала» çумланă та аллисене ыраттарнă.

- Кĕлтене çыхса пуçтарса лартнă.

- Камăн сухалĕ ку, хĕрлĕ хăюллăскер.

- Ку хĕрлĕ хăюллă «сухал» пирĕн.

- Лаша çинчи автанĕ «сухалран» тĕлĕнет.

 

Хаваслă кĕвĕпе автан пек тăхăннă арçын ача тухать. (Сар автан. (Чăваш музыки ача садĕнче. Стр. 46)

Автан: - Ай, мĕнлерех ку «сухал», пĕчĕк мар, пысăк мар, кăвак мар, шурă мар, ылтăн-кĕмĕл тĕслĕ пек. Эп парам–ха «сухала» çăкăр, тăвар тата шыв, çитес çул вăл пире нумай тыр-пул патăр.

Автанпа ачасем «сухала» пуç таяççĕ те ун патне çăкăр, тăвар хураççĕ, шывпа сирпĕтеççĕ, çавăн хыççăн пурте кил хуçи  хĕрарăмĕ патне каяççĕ. «Çăлтăр витĕр çул курăнать» юрă юрлаççĕ. Зала ялти пÿрт пек илемлетнĕ. Ачасем лараççĕ.

Кил хуçи: - Ачасем, уя ан тухăр! Хăмăл урана чикет. Тыр пула вырса пĕтернĕ, çĕмеле хурса хăварнă. Халĕ ав выракансем юрласа кунта   килеççĕ.

2 арçын ачапа хĕрача кĕреççĕ (выракансем). Арçын ачасем кĕлте йăтнă, хĕрача кăшăл. «Путене юрă юрлаççĕ.

1-мĕш ача: - Эпир пуш алăпа килмен

                       Килнĕ кĕлте, чечек илсе.

Кĕлтисене палăртнă вырăна хураççĕ те лараççĕ.

Хĕрача: - Пуян пулчĕ-çке уй-хир

                  Пулчĕ тулă тухăçлă.

                  Çĕр капан. Пур чечексем

                  Çыхма пуç кăшăлĕсем.

Ытти хĕрачасем тухса карталанса юрă юрлаççĕ. Ташă кĕвви.

Кил хуçи: Пуян пулчĕ-çке уй-хир,пулчĕ тулă тулăхлă. Ăна вырчĕç выракансем, пурте пулчĕç пит маттур: ачасем вăйлăскерсем, хĕрачасем-чиперскерсем. Кĕлте çыхнă, илемлетнĕ. Ачасене савăнма лартса тухнă картишне. Пурне те чĕнетпĕр выляма - çак кĕлтене сутăн илме. Кам тупмалли юмаха тупать, çав пĕрремĕш сутăн илет.

Кил хуçи тупмалли юмах калать, кам пĕлет - çав кĕлтене тухса илет, сăвă калать, е ташлать.

1. Чĕрчун мар,  çавах пăшлатать. (Чуста)

2. Стена пек тăрать, тинĕс пек хумханать, вĕçĕ курăнмасть. (Тырă уй.)

3. Ăшă, шурă каравай пек

    Хĕвел анчĕ тÿперен.

    Сухаçă уй-хирпе утса

    Кĕркунне тупать çавна. (Тыр-пул)

Çăкăр çинчен сăвă вулама юрать.(П. Эйзин «Çăкăр»)

Хырăм выçмасăр çăкăр ан тыт:

Çăкăртан асли çук.

Алă çумасăр çăкăр ан тыт:

Çăкăртан таси çук.

Çĕлĕк хывмасăр çăкăр ан тыт:

Çăкăртан асли çук.

Эстафета-вăйă иртет «Хăшĕ маларах кĕлте çыхать?» Пучахсем залăн пĕр енче выртаççĕ. Пĕрерĕн-пĕрерĕн кайса илсе кĕлте çыхмалла.

Кил хуçи:? Куратăп-ха, лайăх выракансем кунта, пултаруллисем те вăр-варрисем. Анчах урăххисем те пулаççĕ, хăшĕсем алăпа мар, чĕлхепе ĕçлеççĕ. Акĕ итлесе пăхăр-ха!

2 ача шÿтлĕ юрă «Эс те çăтăлти, эп те çăтăлти» юрлаççĕ.

Кил хуçи: Эсир чăнахах та пакăлтисем. Мĕнлерех ташлăр-ши эсир?

Ачасем ташлаççĕ.

Кил хуçи: Ку выраканĕ мĕн калĕ-ши?  

Арçын ачапа (выракан) хĕрача (путене) тухаççĕ.

Выракан: Шурă, шурă путене, эс ăçтарах ларăн-ши?

                   Тыр-пул уйра юлмарĕ, туллине те вырса илнĕ.

                   Шурă, шурă путене, эс ăçта пытанăн-ши?

                   Вырнă-çке тыррине, çыхнă-çке кĕлтине.

Путене: Путенелле вылякан ачасем мана пытараççĕ.

Ачасем «Путенелле» выляççĕ. «Выракан» çаврашка тул  енче, «путене» çаврака варринче. «Пĕчĕк çеç путене» юрлаççĕ. Юрă пĕтсен «Выракан» «путенене» хăвалать. «Кушакпа шăши» евĕрлĕ вылямалла.

Куккук сасси илтĕнет.

Кил хуçи: Выракансем тулă вырса тухсассăн

                   Вĕсен умĕнче куккук авăтнă,

                   Вăл каланă: «Тулă часах куçĕ

                   Тутлă çăкăра, шурă кулача.

                    Арчасене уçăр, сĕтел сарми сарăр,

                    Сĕтел тулли пултăр, выракансене чĕнĕр!

                    Ларăр, ĕçченсем, сĕтел хушшине,

                    Çăкăрпала хăналам сире!

 Аслисем сĕтел лартаççĕ. Скатертьпе витеççĕ, самовар лартаççĕ, ачасем сĕтел хушшине лараççĕ.

Пĕр ачи: Хуçа пирĕн çĕр çывăрман

                  Уйри ĕçченсене кĕтнĕ чух.

                  Çичĕ мăшăр çăтнă вăл пушмак

                  Вĕсене валли апат пĕçернĕ чух.

Кил хуçи çавра çăкăр йăтса кĕрет, ыттисем (аслисем) пĕçернĕ кукăльсем йăтса кĕреççĕ.

Кил хуçи: Акă сире тулăран

                   Кукăльсем пĕремĕксем.

Ачасем: - Çĕре хĕвел илемлетет, çынна çĕр.

               - Ĕç çынна тăрантарать, наянлăх - çукка хăварать.

Усă курнă литература:

Чăваш музыки ача садĕнче. Г.П.Захарова, Л.Л.Захаров.- Чебоксары. 1995.

.Праздники на земле Улыпа./ под ред. Р.Б.Кузьминой-Чебоксары: 2006


По теме: методические разработки, презентации и конспекты

Реализация ФГТ. Планируем образовательную деятельность детей старшего дошкольного возраста. Календарно-тематическое планирование (старшая группа) по теме: Реализация ФГТ. Планируем образовательную деятельность детей старшего дошкольного возраста

Календарно-тематическое планирование (старшая группа) по теме: Реализация ФГТ. Планируем  образовательную  деятельность детей старшего  дошкольного  возраста Раздел программы...

Методическая разработка по развитию речи (старшая группа): Занятие в старшей группе "В сказочном лесу"

Данное занятие я показывала на методическом объединение. Занятие по развитию речи в (Старшей группе)...

Конспект занятия по ознакомлению с окружающим в старшей группе «Семья. Моя родословная» Конспект занятия по ознакомлению с окружающим в старшей группе «Семья. Моя родословная»

Программное содержание: Раскрыть понятия "род", "родители", "семья", право детей на воспитание в семье.Вызвать интерес к истории своего рода и желание поделиться с этими знаниями.Воспитыват...

Комплексное занятие по математике с элементами аппликации в старшей группе «Путешествие в математику» в старшей группе (5-6 лет)

Муниципальное бюджетное дошкольное образовательное учреждениеДетский сад №82 «Подсолнушек»Республика Татарстан, город Набережные челны...

Конспект занятия по ПДД в старшей группе «В гости к Крошу .» (старшая группа)

Формирование навыков безопасного поведения на дорогах у детей старшей группы....

НОД для детей старшей группы «Как ребята Незнайке помогли» возрастная категория воспитанников: 5-6 лет (особенности старшей группы-дети с ТНР и ЗПР)старшая

Задачи:1. Продолжать формировать представление о цвете, форме и величине.2. Формировать пространственные представления у детей (право-лево).3. Закреплять конструктивные навыки.4. Закреплять прямой пор...