Чăвашлăха упрасси ачаран пуçланать
статья (средняя группа)

Морозова Вера Геннадьевна

Апрелĕн 25-мĕшĕ - Чăваш чĕлхи кунĕ. Чăваш чĕлхине вĕрентес, аталантарас тата сыхласа хăварас, çитĕнекен ăрăва чăваш йăли-йĕркипе паллаштарас тесе «Çăлкуç» ача садĕнче нумай ĕç туса ирттереççĕ. Апрель уйăхĕн 19-23-мĕшĕсенче шкул çулне çитменнисен учрежденийĕнче Чăваш чĕлхи эрни пулчĕ. Воспитательсем ачасене хăйне хисеплекен кирек мĕнле халăх та хăйĕн тăван чĕлхине, историне, культурине пĕлмелли çинчен каласа пачĕç. Çавăн пекех ачасемпе пĕрле туслăх çинчен калакан ваттисен сăмахĕсене те чăвашла тишкерчĕç. Çакна та палăртса хăварма кăмăллă: чăвашлăхпа çыхăннă мероприятисем ирттерме ушкăнсен тăван чĕлхепе культура кĕтесĕсем пур. Ачасене чăваш халăх сăмахлăхĕпе паллаштарас, чăваш халăх историне упраса хăварас тĕллевпе учрежденире музей йĕркелени те пысăк вырăн йышăнать. Ăна шăпах Чăваш чĕлхи кунĕ тĕлне хатĕрлесе çитерчĕç кунта тăрăшакансем. Ашшĕ-амăшĕн тÿпи те пур унта. Ĕлĕкхи кавирсем, тĕпелте усă курмалли хатĕрсем, ал шăллисем, тĕрлĕ альбом, дидактика вăййисем - темĕн те пур кунта. Музей тĕрлĕ экспонатсемпе питĕ пуян. Чăваш халăх историйĕпе те, культурипе те туллин паллашма пулать унта. Никамшăн та вăрттăнлах мар ĕнтĕ, хальхи вăхăтра ачасене ытларах вырăсла вăйăсем выляттаратпăр. «Çăлкуç» ача садĕнче тăрăшакан воспитательсем вара чăвашла дидактика вăййисем шутласа тупрĕç, вĕсемпе ушкăнри кĕтессене тата музея пуянлатрĕç. Чăваш чĕлхи эрнинче воспитательсем музейра тематика занятийĕсем ирттернине те асăнса хăвармалла. Хĕрачасемпе арçын ачасем кашниех экспонатсене алăпа тытса пăхса интересленни, тĕрлĕ-тĕрлĕ ыйту парса хурав тупни ачасемшĕн кăна мар, воспитательшĕн те пĕлтерĕшлĕ. Çак мероприятисем ачасемпе çитĕннисене халăх историне аса илме кăна мар, туслăх туйăмне çирĕплетме те пулăшаççĕ.

По теме: методические разработки, презентации и конспекты

Әти - әниләр өчен консультация "Бәлане булдырмыйк дисәк."

Хөрмәтле әти – әниләр! Өлкәннәр! Хәтерегездә тотыгыз: бала һәрвакыт сездән үрнәк алырга омтыла. Шуңа күрә, урамда йөргәндә, юл аша чыкканда үзегез дә һәрчак игътибарлы булыгыз, юл кагыйдәләрен һәрчак ...

«Ача сачӗсенче уявсене чăвашла ирттересси» темăпа çырнă методика кăтартăвӗсем

           Чăваш чĕлхине мĕнле шайра вĕренни вĕренÿ тытăмне епле йĕркеленинчен килет. Хуласенчи ачасем ашшĕ-амăшĕн чĕлхипе калаçаймаççĕ. Чăваш чĕлхи Чăваш Республи...

Подарки для Ланы и Раи

игры на автоматизацию и дефферинциацию звуков для детей старшего дошкольного возраста с речевыми нарушениями...

Сказка о том, как лев, павлин, пони и лань делили своё пространство.

Технология В.В. Воскобовича, коврограф «Ларчик»...

Анимационная игра "Покупки Ланы и Аллы"

Данная анимационная игра - помощник взрослого и ребёнка на стадии автоматизации звука [Л] в словах и предложениях. Ребёнок активнее включится в деятельность в игровой ситуации, а взрослый проконтролир...

Сценарий праздника "Чăвашла уяв янратăр"

Дети в чувашских костюмах начинают праздник ....