«Эпир ырă ачасем - çутçанталăк тусĕсем» (аслă ушкăна ҫӳрекен ачасем валли йĕркеленĕ методика хатĕрлевĕ )
методическая разработка

Терентьева Ирина Юрьевна

«Эпир ырă ачасем -

çутçанталăк тусĕсем»

 

(аслă ушкăна ҫӳрекен ачасем валли йĕркеленĕ методика хатĕрлевĕ )

Скачать:

ВложениеРазмер
Файл terenteva_i.yu_._metodicheskaya_razrabotka.docx23.83 КБ

Предварительный просмотр:

Чặваш Республикин

Муркаш муниципаллă округĕн шкулчченхи

муниципаллă бюджет вĕренÿ учрежденийĕ «14- мĕш номерлĕ  «Золушка» ача-сачĕ»

«Эпир ырă ачасем -

çутçанталăк тусĕсем»

(аслă ушкăна ҫӳрекен ачасем валли йĕркеленĕ методика хатĕрлевĕ )

Хатĕрлекенĕ:

Терентьева И.Ю. - воспитатель

Патаккасси ялӗ, 2023ҫ.

Тĕллевсем:

  • çунтçанталăка юратса вĕрентекен юрǎсем, вǎйǎсем урлă чăваш чĕлхине тата культурине юратма хăнăхтарасси;
  • ачасен творчествăллла пултаруллăхне аталантарасси;
  • чĕрчунсене тĕрлĕ хусканусенче сăнарлама вĕрентесси;
  • ҫутҫанталăка юратма, упрама хăнăхтарасси.

Тĕл пулу юхăмĕ

Ачасем зала П.И. Чайковскин «Детский альбомри» «Январь» кĕвĕпе кĕрсе вырнаçаççĕ.

Воспитатель-ертӳçĕ Хĕл пике тумĕпе.

Хĕл Пике-Ырă кун пултăр, ачасем! Музыкă залĕнче иртекен черетлĕ тĕл- пулу паян кăштах урăхларах иртĕ. Тĕл-пулу «эпир ырă ачасем-çутçанталăк тусĕсем ятпа иртĕ.

Урамра хĕл хуçаланать. Сив мучи самай чĕтретет.

Хаваслă ача-пăча ăшăрах тăхăнса çавах урамра тĕрлĕ вăйă вылять, çунашкапа ярăнать. Çав хаваслă самантсене юратся «Савăнăçлă хĕл» юрра шăратар.

«Савăнăçлă хĕл»-юрă

Маттур, хавас юрларăр. Ачасем, эпĕ сирен куçсенче паçăрах ыйту куратăп. Ирина Юрьевна, мĕншĕн кун пек çипуçпа паян?

Паян эпĕ- Сив мучине тĕрлĕ ĕçсем тума пулăшакан - Хĕл пике.

(улатакка йывăç тураттине шакканă сасă илтĕнет)

Хĕл Пике - чимĕр-ха, кам шаккать унта? Ах, еплерех янратать!

(экран çинче-улатакка)

Хĕл Пике -Шак-шак шаклатса

Сĕм вăрмана янратса

Улатакка шак-шаккать

Пулăшмашкăн тархаслать!

Хĕл Пике - Хĕллехи вăрманта камсене пулăшу кирлĕ тесе шутлатăр?

(ачасен хуравĕ)

Хĕл Пике -Эпир ача-пăчасем вăрмана каяймасан та килти, ача садĕнчи сырăшсене тĕрлĕ апат-çимĕç хурсах тăратпăр.

Пирĕн патра хĕл каçакан кайăксене аса илсе вĕсем çинчен сăвăсем калăпăр. Ну кам пуçлать.

Сăвăсем:

Хĕл Пике -Юррăмра та кайăксене халалар.

«Кайăксем-туссем»-юрă

Хĕл Пике -Эсир пĕлетĕр ĕнтĕ хăш-пĕр кайăксем кĕркунне сивĕсем килме пӳçласанах ăшă енне вĕçсе каяççĕ. Вĕсене аса илсе хăварар. (ачасен хуравĕсем).

Хĕл Пике -Тĕл-пулу саманчĕпе усă курса хĕл каçакан тата кăнтăра каякан кайăксене эсир мĕнле пĕлнине вăйă урлă çирĕплететпĕр.

«Кайăкасем»-вăйă

Хĕл Пике -Кайăксем çинчен чылай калаçрăмăр. Вăрманта упа тавраш мĕнле каçать-ши? (ачасен хуравĕсем).

(Экран çинче хĕллехи упа шăтăкĕ; хăрлаттарнă сасă илтĕнет)

Хĕл Пике - Ачасем, пирĕн вăрмансенче тата мĕнле чĕр-чунсем пур? (ачасен хуравĕ).

Мулкачă мĕнле хĕл каçать:

  • кĕрĕкĕ мĕн тĕслĕ ун?
  • Мĕн çиет?

Нумай чухне мулкачăна унăн çав тери хытă чупакан урисем çăлăнса юлма пулăшаççĕ. Акă экран çинче пăхăр, еплерех правур вăл. Пурнăçра мулкачăн ялан сыхă пулмалла. Сунарçăсенчен, йытăсенчен, кашкăрсенчен, тилĕсенчен сыхланма тивет унăн.

Тилĕ çинчен мĕн калама пултаратăр эсир? (ачасен хуравĕ).

Хĕл Пике - Эсир нумай пĕлни мана питĕ савăнтарать. Сире вăййа чĕнетĕп.

«Тилĕпе мулкачăсем»-кĕвĕллĕ вăйă

Хĕл Пике - Маларах улатакка пулăшу ыйтнине астăватăр-и? Кайăксене пулăшма пултаратпăр терĕмĕр. Тата кама пулăшу кирлĕ-ши? Упапа чĕрĕп хĕл каçа шăтăксенче çывăраççĕ. Мулкачăн, тиллĕн, кашкăрăн хăйсен пурнăçĕ. Камсене манса хăвартăмăр эпир?

Экран çине пăхăр-ха, ачасем. Ку чĕрчунсене паллатăр-и? (экран çинче лоçсемпе пăлансем).

Хĕл Пике -Сивĕ хĕлсенче çакăн пек пысăк чĕр чунсене те пулăшу кирлĕ. Вăрмансене пăхса тăракансем (лесниксем) асăннă чĕрчунсене кирлĕ чухне утă хурса параççĕ.

Эпир çитес вăйăра хăш-пĕр чĕрчунсен пурнăçне сăнласа кăтартăпăр.

«Пăлан пăруш»-вăйă

Хĕл Пике – Ачасем, эсир мана паян питĕ савăнтартăр. Паянхи тĕл пулура çутçанталăкăн чăн-чăн тусĕсем пулнине çирĕплетсе патăр эсир. Маттурсем! Тепре тĕл пуличчен!

Приложенисем

«Савăнăçлă хĕл»-юрă

  1. Ак каллех пуçланчĕ

Савăнăçлă хĕл

Юр çăвать пер вĕçĕм

Çаврăнать сив çил

Припев: Шурă юр, шурă юр

Çĕр çине ӳкет.

Вăл пире, вăл пире

Урама чĕнет.

  1. Атте илсе пачĕ

Çĕнĕ çунашка.

Ăмăртса чупать халь

Манпа Хураçка

Припев:

Сăвăсем:

Ача-уйăпсем, уйăпсем!

Ма сивве юрататăр?

Юр ӳксен, сивĕтсен

Каялла таврăнатăр.

Пилешсем, палансем,

Катăркас çырлисем-

Сирĕн тутлă апатăр.

Хĕрлĕ мăйлăскерсем,

Куçăма йăпататăр.

Уйăпсем, уйăпсем!

Ăшăран ма таратăр?

Хĕл иртсен, çур çитсен

Çурçĕре ăсанатăр.

Ача- Хитре кайăк кăсăя, -

Куртăм эп тăсса мăя.

Сиккелет йывăс çинче,

Тĕлĕнет унран тĕнче.

Ача- Чим-чим-чим! –тет çерçи,

Кам кунта пахча хуçи?

Кантăр та акма пĕлен

Тырă-пулă ÿстерен.

«Кайăксем-туссем»-юрă

  1. Сивĕ мучи чĕтретет

Питĕ хытă чĕпĕтет

Мĕнле хĕл каçмалла-ши

Ах, мĕнле тӳсмелле-ши.

Припев: Хĕл мучи, сив мучи

Хĕрхенсем кайăксене

Хĕл мучи, сив мучи

Пĕчĕк тĕпренчĕксене

  1. Шăнчĕç, шăнчĕç урисем

Усăнчĕç çуначĕсем

Хел мучи хĕрхенсем

Эс пире ан пĕтерсем.

Припев:

«Пăлан пăруш»-вăйă

Пăлан пăруш вăрманта

Пӳртре ларать тăманта

Мулкач пырса шак-шаккать

Пулăшу ыйтать

Эй, тăван, алăк уç

Унсăр пĕтет манăн пуç

Кĕр, мулкач, ална пар

Туслă пурăнар ( 2 хут).


По теме: методические разработки, презентации и конспекты

Теоретические основы методики интеллектуального развития младших школьников в процессе преподавания русского языка. Теоретические основы методики интеллектуального развития младших школьников в процессе преподавания русского языка.

В условиях частных школ с присущей  им системой работы с ограничением времени на самоподготовку и отсутствием домашних заданий – развитие интеллектуальных навыков становится очень актуально...

"Вӑрман – çут çанталӑк пурлăхĕ тата пуянлӑхĕ"

Презентация по теме "Лес-кладовая природы" на чувашском языке...

Новогодние проказы Бабы Яги и анти - Деда Мороза (Леший)

Новогодние проказы Бабы Яги и анти - Деда Мороза (Леший) мероприятие посвящённое Новому году. На мероприятие были приглашены дети и их родители, которые приняли активное участие в играх, конкурса...

Внеклассное мероприятие на анти коррупционную тему. "Тайна слова коррупция"

Внеклассное мероприятие на анти коррупционную тему. "Тайна слова коррупция" .В данном материале раскрывается значение слова коррупция....

«Формирование анти коррупционного мировоззрения в 4 Б классе»

Работа  по формированию антикоррупционного сознания и мировоззрения ведётся в классе с  начала обучения: 1 кл.,2кл., 3 кл., 4 кл.В плане воспитательной работы  это направление находит с...

Публикации "Кайăксем валли - сырăшсем"

  Кăçал экологи çулталăкĕ пулнă май ачасем те çутçанталăка пулăшас тесе тĕрлĕ ĕçе хастар хутшăнма пуçларĕç. Хĕллехи вăхăтра кайăксене усă тăвас тата вĕсене апат çитерес тесе Комсомольски 1...