Внеклассное занятие .Народные традиции.
план-конспект
На занятии говорится о том,как в старину давали малышу имя.
Предварительный просмотр:
Класс тулашĕнчи заняти.
Заняти теми: Чăваш халăх йăли: «ача пăтти» е «ача чăкăчă».
Тĕллевĕсем:
- вĕренекенсене чăваш халăхĕн пуян йăли-йĕркисенчен пĕринпе - «çĕнĕ кайăк вĕçсе килнĕ» йăлипе, «ачă пăтти», «ача чăкăчĕ» терминсемпе паллаштарасси;
- Тăван ен, унăн историйĕпе, пуянлăхĕпе интереслентересси;
- Тăван культурăшăн мăнаçланма вĕрентесси.
Заняти юхăмĕ.
- Ачасене занятие хатĕрлесси.
- Паллашу саманчĕ.
- Ачасем, эпĕ питĕ хавас паян сирĕнпе тĕл пулма. Хĕрлĕ Чутай тăрăхне эпир тăван республикăмăрăн кăнтăр енчи Каçал тăрăхĕнчен çитме кăмăл турăмăр. Мана Васильева Венера Альбертовна тесе чĕнеççĕ. Манăн паян сирĕнпе чăваш халăхĕн пурнăçĕнчи тĕп вырăнта тăракан йăла пирки калаçас кăмăлăм пур.
- Тема патне илсе пырасси. Ум калаçу. Паян эпир çакăн пек ĕçлĕпĕр. Доска çинче ĕç йĕркине номерпе, ыйтусемпе палăртса хунă. Пĕр ача тухать те хут татăне илсе ыйтăвне вуласа парать. Ушкăнпа пĕрле хуравлама тăрăшатпăр. Тĕрĕс хуравĕ, пĕтемлетĕвĕ, хăшĕн те пулин парти çинче пулать. (Ыйтăвĕпе хуравĕ пĕр тĕслĕ хутран пулать).
- Кашни çыннăн чи çывăх та тăван çĕршывĕ ăста вырнаçнă-ши? (Çемьере)
Ачасем, çыннăн кăмăл-сипечĕ, тавракурăмĕ, пуласлăхĕ – йăлтах çемьерен килет. Кашни атте-анне мĕн çинчен ĕмĕтленет-ха? (Ачасен хуравĕсем, пĕрисен парти çинче пур)
Тĕрĕс шутлатăр, ачи тĕрĕс-тĕкел, сывă çитĕнтĕр, пурнăçра хайĕн вырăнне туптăр, пулăслăхшăн тăрăштăр тесе.
Мĕн авалтанах чăваш халăхĕ çемьери аслă ăрури çынсене хисепленĕ. Кĕçĕннисене – ачисене, мăнукĕсене- тĕслĕх илмелĕх тесе тăрăшнă. Çакна каласа хăвармалла, кашни çемье халăх йăли-йĕркина тытса пыма тăрăшнă.
- Çĕнĕ темăпа ĕçлесси.
- «Кластер» вăйă. – Ачасем, чăваш халăхĕн мĕнле йăла уявĕсене пĕлетĕр? (Партисем çинче çырнисем пур, тупса каламалла, доска çине çыпăстармалла)
Мункун Çăварни Питрав уявĕ
«Ача пăтти» е
«Ача çуни» Чăваш халăх йăли-йĕрки Пукрав
Акатуй Çимĕк
Заняти теми патне илсе пыни.
- Çак йăласенчен хăшне пĕчĕк кайăк вĕçсе килнĕ тесе уявлаççĕ-ши? (Ачасен пĕрисен парти çинче пур, тупса каламалла)
- Кам пĕлет çак уяв çинчен? (Ачасем каласа пани)
Учитель каласа пани. Чăваш халăхĕн çĕнĕ çемье çаврăнни тата çемьере йыш хушăнни – çав тери пысăк пĕлтерĕшлĕ. Ку вăл çемьешĕн кăна мар, унăн йăхĕшĕн (род семьи) пысăк савăнăс шутланнă. Тин çуралнă ачана, пирĕн енче «çĕн кайăка» теççĕ, çемье йышне йышăнас, ача чипер-сывă, вăрăм ĕмĕрлĕ пултăр тесе тĕрлĕрен ĕç-пуç (обряд) туса ирттернĕ.
- Ĕлĕкхи вăхăтра хĕрарăмсем ачана ăçта çуратнă-ши? (Ачасем мĕн пĕлнине калаççĕ, пĕрисем парта çинче тупаççĕ)
Ку ĕç вăл пÿртре е хутса ашăтнă мунчара пулнă. Ача çут тĕнчене килсен таса пир кĕпепе чĕркенĕ (рубашка) е шурă вăрăм хĕрарăм кĕпипе. Енчен те килте ватти пулсан (асламăшĕ), çавă малтан ачана тытнă. Паллах, çурта çутнă, ачан кун-çулĕ вăрăм пултăр тесе пилленĕ (благословение). Енчен те вăл пулмасан, çав ĕçпе кам ытларах аппаланнă, ăна чĕнсе килнĕ (знахарка или повитуха). Çакна каласа хăварсан вырăнлă пулать пуль тетĕп. Ача çураличчен маларах кил-çурта тирпейленĕ, çунă, тасатнă.
- Ача япалисене маларах хатĕрлесе хураççĕ-ши? (Ачасем хуравне парта çинче тупаççĕ)
Малтан ачасем хурав параççĕ.
Авалах ача кипкине хатĕрлесе хуман, сăпкине пÿрте кĕртмен, ятне те шыраман (ача вилĕ çураласран хăранă). Ку ĕненÿ паянхи кунчченех сыхланса юлнă. Ача япалисене ача амăшĕ мар, çывах тăванĕсем хатĕрлесе хума тăрăшаççĕ. Малалла ачана таканара чăпăл тунă (купали).
- Елĕкхи вăхăтра ачана мĕне кура ят хунă-ши? (Хуравне парта çинче тупаççĕ.)
- Ача çуралсан – ят хумалла: мĕнле уйăхра çуралние, çав уйăхра мĕнле çветтуйсем пуррине кура ят панă.
- «Чăвашла ятсем» вăйă.
Ачасен парттисем çинче çын ячĕсем. Вĕсен хушшинче чăвашла ятсем те пур. Ачасен тупса каламалла. Ятсем хушшинче вĕçен кайăк е чĕр чун ячĕсем те пур.
Элексантăр, Ваçук, Микула, Даниил, Эрхип, Ульха, Санька, Валя, Анна, Элина, Чĕкеç, Нина, Кашкăр, Юман, Евтук, Шăнкăрч, Ирина, Салампи, Улпут, Илемпи, Сарпи.
- Кайăк е чĕр чун ячĕсем те пур, вĕсен çинчен мĕн калама пултаратăр? (Çемьере малтанхи ачисем вилнĕ пулсан, теприсене икĕ ят хунă. Çав ятсем вĕсене вилĕмрен çăлнă имĕш.)
- Ĕлĕкхи вăхăтра ача çурални çинчен чиркÿре (в церкви) хут тутарнă, хальхи вăхăтра загсра ача çуратни çинчен хут тутараççĕ.
Заняти пÿçламăшĕнчи йăла-йĕрке патне таврăнар-ха.
- Ачасем, камсен килĕнче «ача çуни» пулнă? Е «ача пăтти çинĕ», е «ача яшки»? (Вĕренекенсем каласа пани).
- «Ача çуни» мĕнле пулса иртет-ши? (Парта çинче сарă хут синче çырса панă. Кашни парта çинче 2-шер е 3-шер предложени. Ачасен ĕç-пуç йĕркине майласа вуласа памалла.)
а) Ачана ят хурсан е тĕне кĕртсен кумăшсене, тăванĕсен чĕнсе ача ĕçки ĕçеççĕ. ă) Ача ячĕпе сĕтел çине çавра çăкар хураççĕ, çăкăр çине чăкăт хураççĕ. Тĕрлĕ апат-çимĕç хатĕрлеççĕ. б)Тăванĕсем пухăнсан пурне те чи малтан çăкар татăкĕпе чăкăт касăкĕ ситереççĕ. в)Çиекеннисем ачана ырă сунса сапла калаççĕ: «Çак ача пысăк, сывă ÿстĕр, ăслă, çынсене юрăхлă пултăр, çăкăрлă-тăварлă, выльăх-чĕрлĕхлĕ, ырă кун-çуллă, ачаллă-пăчаллă пултăр, ăна Турă сывлăх, вăрăм ĕмĕр патăр». г) Çапла каласа ача чăкăтне, унтан яшкине çиеççĕ. Ача ячĕпе укçа хураççĕ е япаласем параççĕ.
д) Пĕчĕк кайăка курма пыракансем «Ылтăн-и, кĕмел-и?» - тесе ыйтаççĕ. Ывăл пулсан – ылтăн, хĕр пулсан – кĕмĕл тесе хуравлаççĕ. е) Кил хуçисем ирĕк памасăр ача çине пăхма юрамасть. Пепкине кăтартасшăнах пулсан, амăшĕ ачан çамки çине кăмакари хăрăмпа пăнчă лартать, е мăйне йăлтăркка япала çакать.
– Мĕншĕн-ха çавăн пек тăваççĕ? (Ан куçăхтăр тесе).
- «Кăлтăрмач» вăйă. (Кăлтăрмач йĕри-тавра хут татăкĕсем. 5 штук. 4 каларăш, 1 сăпка юрри. Ачасем çавăраççĕ те, ăçта чарăнать, хутне вуласа ĕсне пурнăçламалла пулать.
Ачасем, чăваш халăхĕн каларăшсем (поговорки) нумай. Сирĕн каларăшсен пелтерĕшĕсене анлантарса памалла пулать.
- Пĕр ача пĕрлĕхсĕр (Пĕр ача çук ача тенĕ, ачана пĕччен кичем)
- Тур калашле виççĕ (Виççĕ пулсан çăмăлрах, хаваслăрах)
- Ывăл ачасăр хăчĕ çук (Ывăл ача йăх тăсать (род семьи))
- Хĕр пулсан амăшĕн тирпейсĕрĕ курăнмасть (Хĕр яланах кил-çурта тирпей-илем кĕртет)
Сăпка юрри юрласси. Юрă сăмахĕсене памалла.
Ачане, урине
Папине, ачашне.
Тăрас-тăрăс тутарма
Лăпас-лăпас сиктерме.
- Рефлекси.
- Ачасем, эсир паянхи занятире хăвар валли мĕн те пулин çĕнни илтĕр-и?
- Сире уйрăм хăш саманчĕ кăмăла кайрĕ?
Мана та сирĕнпе ĕçлеме питĕ кăмаллă пулчĕ.
По теме

Внеклассное занятие Культурные традиции русского народа и коренного населения Кемеровской области
Автор/руководитель туристско-краеведческого объединения, педагог дополнительного образования Коннова Ольга Викторовна, МАОУ ДОД «Дом детского и юношеского туризма и экскурсий», Киселевский...
Презентация для внеклассного занятия "Народные промыслы России"
В материале представлена презентация о народных промыслах России...

Внеклассное занятие "Русские традиции"
Увлекательное занятие поможет детям ближе познакомиться с русскими традициями....

Презентация к занятию "Народные традиции.Праздник Масленица".
Презентация к внеурочному занятию по лепке "Народные традиции. Праздник Масленица"...
Презентация для внеклассного мероприятия "Народные традиции"
В данной презентации содержится информация о народных праздниках по временая года....

Методическая разработка внеклассного мероприятия На тему: «День Жаворонка» (Знакомство с народными традициями)
Приобщение к природоохранной деятельности учащихся младшего школьного возраста.Воспитание экологической культуры.Знакомство и возрождение традиций предков, которые с любовью встречали весенних перелет...

Внеклассное занятие "«Семейные традиции -мое богатство»
То, что заложат в ребенка родители, они пронесут через всю жизнь, а потом передадут и своим детям. Важную роль в этом играют и семейные традиции. Поэтому изучение данной темы является особо актуальным...
