Урок по родному языку
план-конспект урока (3 класс)

Урок по родному языку по теме: "Фрукты"

Скачать:

ВложениеРазмер
Файл sad_pahchinche_uca_urok.docx18.57 КБ

Предварительный просмотр:

                                                             Федорова Татьяна Николаевна,

                                                                       Шупашкарăн 54-мĕш шкулĕнче  

                                                                       чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен

                                                          Сад пахчинче

                             (Вырăс шкулĕн 3-мĕш класĕнче ИКТ элеменчĕсемпе усă курса ирттермелли урок)

Пĕлÿ тĕллевĕсем:1. Вĕреннĕ улма-çырла ячĕсене аса илсе çирĕплетесси, вĕсене пуплеве кĕртесси;

2. Çыхăнуллă пуплеве, шухашлава, тимлĕхе, илемлĕ те тĕрĕс вулав хăнăхăвĕсене аталантарасси

Аталантару тĕллевĕсем:1. Иртнĕ вăхăтри 3-мĕш сăпатри глаголсен сăпатланăвĕпе паллаштарасси

Сапăрлăх тĕллевĕсем:1. Пахчари ĕçсене хутшăнма хавхалантарасси.

Урокра кирлĕ хатĕрсем: компьютер, карточкăсем, ÿкерчĕксем.

                                  Урок юхăмĕ

  1. Урока йĕркелени. Дежурнăйпа ĕçлени.
  2. Фонозарядка.

Ă-ă-ă – акă вăл, акă вăл пысăк йывăç çакă вăл

Ĕ-ĕ-ĕ – сиплĕ çимĕç çĕмĕрт вăл

Ÿ-ÿ-ÿ – ÿссе ларчĕ пахчара

Ç-ç-ç – çĕмĕрт çырли, çĕр çырли, улмуççи

  1. Киле ĕçе тĕрĕслени. (ачасене йывăç ячĕсене вĕренме парса янă. Доска çинче йывăç ÿкерчĕкĕсем. Ачасен вĕсен çумне йывăç ятне çырнă карточкăсем çыпăçтармалла)

    Калаçу йĕркелени:

- Çак йывăçсенчен хăшĕсем яланах симĕс?

- Хăш йывăçăн йĕкелĕ пур?

- Хăш-хăш йывăçсен çимĕçĕсем пур?

         Халĕ экран çине пăхар-ха. Кунта мĕн ытлашши –ши? (хурлăхан, чие, хăмла çырли, кишĕр, слива, крыжовник,  пилеш çырли, улмуççи).

   - Çак сăмахсене мĕнле икĕ ушкăна уйăрма пулать? (пахча çимĕç тата улма- çырла)  

4. Паянхи урок темипе, тĕллевĕсемпе паллаштарни. (Паянхи урок теми «Сад пахчинче». Эпир сирĕнпе вĕреннĕ улма-çырла ячĕсене аса илсе çирĕплетĕпĕр, вĕсене пуплеве кĕртĕпĕр. Çĕнĕ çимĕçсемпе паллашăпăр).

5. Урокра пире çак сăмахсем ĕçлеме пулăшĕç. Çĕнĕ сăмахсемпе ĕçлени

Шултра – крупный

Сĕтеклĕ – сочный

Усăллă – полезный

Сиплĕ – лечебный

Тутлă – вкусный

Куçа илĕртеççĕ – манят, привлекают

Хура пилеш – чĕрная смородина

6. «Кĕр парни» текстпа ĕçлени

1) учитель вулать

2) ачасем çурма саспа вулаççĕ

3) ачасем абзацпа вулаççĕ, куçараççĕ

4) ыйтусемпе ĕçлени

- Камăн сачĕ пысăк?

- Садра мĕн-мĕн ÿсет?

- Кăçал мĕн нумай пулчĕ?

- Мĕнле пан улмисем куçа илĕртеççĕ?

- Якур мучие яланах камсем пулăшаççĕ?

- Паян вĕсем мучипе пĕрле мĕн турĕç?

- Панулмисене ăçта хучĕç?

- Кам савăнчĕ?

- Сашăпа Юля мĕнле ачасем?

Пур ĕçĕ те пулăшма кирли çинчен калаçасси (воспитани моментчĕ)

7. Физкультура саманчĕ

Ванюк кайнă вăрмана

Хура çырла пуçтарма

Упа тухнă мĕкĕрсе,

 Ванюк ÿкнĕ хăраса

Лартăмăр, тăтăмăр

Тарса хăтăлтăмăр!

Лăпкăн вĕрчĕ ăшă çилĕ

Хускалаççĕ пилешсем

 Пит ÿсесшĕн вĕсем çÿллĕ

 Эпир лартнă пилешсем

Ак эпир те кармашатпăр

Халь çитесшĕн вĕсене.

Кăшт хумханнă хыççăн пурте

 Шăп ларар, ĕçе пуçлар.

8. Ÿкерчĕк тăрăх ĕçлени(стр.58)

- Ÿкерчĕк ре эпир камсене куратпăр?

- Вĕсем ăçта?

- Садра мĕнсем ÿсеççĕ?

- Ачасем кама пулăшаççĕ?

- Вĕсем мĕн тума пулăшаççĕ?

9. Грамматика ĕçĕ

Иртнĕ вăхăтри 3-мĕш сăпатри глаголсен сăпатланăвĕпе паллаштарасси

10.Çыру ĕçĕ (карточкăпа ĕçлени)

11. Халĕ кăштах канса илер-ха

1) «Тĕсне кала» вăйă

( учитель пан улми тесе калать, ачасем пан улми тесне калаççĕ –сарă, хĕрлĕ, симĕс)

Хурлăхан – хура, хĕрлĕ, шурă

Крыжовник – симĕс, хĕрлĕ, хăмăр

Слива –кăвак, хĕрлĕ-кăвак

Пилеш – хĕрлĕ, хура, симĕс

2) «Вĕçне кала» вăйă

(ачасем учитель каланă хыççăн юлашки сăмахне ушкăнпа хушса хураççĕ)

  1. Сарă, хĕрлĕ пан улми

Çитĕнтернĕ … (улмуççи)

  1. Пирĕн Ванюк пит чее

Çиет вăл тутлă … (чие)

  1. Хĕрлĕ- хĕрлĕ шăрçа мана пит килĕшет,

Эп вăрман чиперкки, ятăм манăн …(пилеш, палан)

  1. Мана пăхать сад хуçи,

Эпĕ капăр …(улмуçç)

Йышлă манăн ачамсем,

Тутла … (пан улмийĕмсем)

12. Урока пĕтĕмлетни. Синквейн туни

Пан улми

Сарă, хĕрлĕ, симĕс, тутлă, сĕтеклĕ,усăллă

Ÿсет,юрататăп, çиетĕп

Сарă, тутлă, сĕтеклĕ пан улми çиетĕп

Улма-çырла

13.Киле ĕç. Пĕр-пĕр улма-çырла çинчен кĕске калав тума парса яни

 


По теме: методические разработки, презентации и конспекты

Открытый урок по родному языку 3кл

"Кышкы аргаже" аян-чорук кичээл...

Разработка урока по родному языку

Разработка урока по ужуглелу (для учащихся тувинской школы) на тему "Ужуктер чурттунче аян-чорук" (Путешествие в страну Букв)...

Разработка урока на родном языке

Класстан дашкаар номчулга кичээли,  2 классТемазы: Е.Танова «Бардам кижи бажын кагар».Сорулгазы:1.Номчулганың янзы-бүрү аргаларын ажыглап тургаш, шын, дүргенномчулганы чедип алыр;2. Уруглар...

Урок по родному языку (русскому) 3класс ( на основе рабочей программы по учебному курсу «Родной язык» для 1-4 классов, «Школа России»).

Цели: закрепить понятие о местоимении, о роли местоимений в речи.Планируемые результаты:предметные:распознавать местоимения среди других частей речи;определять лицо и число местоименийметапредметные:п...

Конспект урока по родному языку 1 класс Тема урока: «Язык как средство общения. Для чего нужна речь. Устная и письменная речь. Говорим и пишем».

Цель: закреплять условия для формирования первоначальныхпредставлений об устной и письменной речи, о языке как средстве речевогообщения.I. Определение темы и цели урока-Вспомните, какие значения имеет...

«Реализация межпредметных связей на уроках русского (родного) языка и родной литературы»

laquo;Реализация межпредметных связей на уроках русского (родного) языка и родной литературы» Цель мастер-класса: познакомить педагогов с методами и приёмами проведения интегрированного ур...

Конспект урока по родному языку "Какие особенности рода имён существительных есть в русском языке?" 3 класс

Учитель: Трегубова Д.С.Класс: 3-ГДата: 13.01.2022г.Тема: Какие особенности рода имён существительных есть в русском языке?Цели: Ввести понятие рода, как постоянного признака, и системат...