Мероприятие
план-конспект урока (4 класс)

Мероприятие

Скачать:

ВложениеРазмер
Microsoft Office document icon yanara_chavash_chelhi.doc68 КБ

Предварительный просмотр:

              Янăра, чăваш чĕлхи

                                    (вăйă   урок)

Тĕллевсем:

  1. Вĕреннине аса илсе çирĕплетесси;
  2. Ачасен пуплевне, ăс-тăнне малалла аталантарасси;
  3. ваттисен сăмахĕсемпе усăкурса калаçма хăнăхтарса пырасси.    

Урокра кирлĕ хатĕрсем: магнитофон, аудикассетăсем, маларах çырса хатĕрленĕ тĕрлĕ тĕслĕ карточкăсем, секторсем  çине пайланă çаврашка.

                                       

 Вăйă  йĕрки

Ачасем икĕ ушкăна пайланнă. Вĕсен тĕллевĕ – ыйтусем çине хуравласа çĕнтересси.  Кашни ушкăн малтан пĕр ыйту  çине хуравлать, çав ушкăн вара пĕрремĕш  хăш секторне илес тет, çавна суйласа илет. Суйласа илнĕ ыйту çине команда хуравлаймасан, тепĕр ушкăнĕ хуравлама пултарать.

 Вăйăра 2 музыка тăхтавĕ пулать. Çав паузăсенче ачасем хăйсен пултарулăхне кăтартаççĕ.

                                 

Умĕн калаçни.

Ырă кун пултăр, ачасем.  Паян пирĕн пысăк уяв. Кам пĕлет мĕнле уяв?  Çапла, паян  ака  уйăхĕн  25-мĕшĕнче  чăваш  чĕлхи  кунĕ   тата  çак  уяв  

И. Я. Яковлев  çуралнă  кунĕпе  пĕр  килет.  

  Эпир  сирĕнпе  Чăваш  Республикинче  пурăнатпăр.  Кунта  пурăнакан  халăха  хисеплемелле,  хамăр  чĕлхене  юратмалла,  вăтанмалла  мар,  мухтанмалла,  упрамалла.   И.Я. Яковлев  çуралнăранпа 172 çул çитрĕ. Паян эпир çак уява халалласа сирĕнпе  «Янăра чăваш чĕлхи» вăйă конкурс ирттеретпĕр. Пирĕн вăйăра икĕ ушкăн пулать.  Вăййа  тĕрлĕ тĕслĕ секторсем  çине пайланă. Секторсенче тĕрлĕ темăпа хатĕрленĕ ĕçсем тата ыйтусем.  Сирĕн  тĕллев – ыйтусем çине хуравласа çĕнтересси.  Выляма пуçличчен кашни ушкăн хăйсен ушкăн ячĕпе тата девизĕпе паллаштарать. (Ачасем ушкăн ячĕсене калаççĕ тата девизĕпе паллаштараççĕ)  Икĕ ушкăнĕ те  малтан пĕр ыйту  çине хуравлать, хăш ушкăнĕ тĕрĕс  хуравлать, çавсем  сектор суйласа илеççĕ.

 Суйласа илнĕ ыйту çине команда хуравлаймасан, тепĕр ушкăнĕ хуравлама пултарать. Тĕрĕс хуравшăн сире çакăн пек хĕвел. Апла пулсан вăйа пуçлар.

 

Ыйту пурне валли те:

- Вăл тăрăхла, йывăç çинче ÿсет. Çулла вăл симĕс, кĕркунне – хăмăр. Вăл тутлă мар, йÿçĕ, анчах та ăна сысна çиме юратать. (йĕкел)

        

1-мĕш сектор  -  Ваттисен сăмахĕсем.

 1. Вĕренни  çутă -  вĕренменни  

      2. Алăра  ĕç  пултăр,  пуçра  

      а) вăй  пултăр   б)  ăс  пултăр    в)  нимĕн  те  пултăр

      3. Ĕçрен  куç  хăрать  те

      а) ура  тăвать      б) алă  тăвать    в) юлташ  тăвать

      4. Ир тăнă  кайăк  

      а) ухмах  пулнă     б) выçă  пулнă   в)тутă  пулнă

      5. Юлташу  хăвăнтан  

      а) лайăх  пултăр   б)  начар   пултăр    в) усал  пултăр

      6. Ырă   çынпа  палаш

      а)  ăслă   çынтан  тар   б) усал  çынтан  тар   в) лайăх  çынтан  тар  

 7.Çĕр  тенкĕ  пуличчен  

       а) çĕр  кушак  пултăр   б) çĕр  юлташ  пултăр    в) çĕр  тăшман  пултăр

 8. Тусу  çук  пулсан  тупма  тăрăш,  тупсан

        а) çиллентерме  тăрăш    б) упрама  тăрăш     в)  хирĕçме  тăрăш

       9. Шанчăклă  тусăн  

        а) хакĕ  çук    б) чапĕ  çук    в) ăсĕ  çук

      10. Çын  пуласси  

  а)  ÿссе  çитсен  паллă   б) ачаран  паллă     в) вилсен  паллă

2-мĕш сектор  - Алфавит.

1.Чăваш чĕлхинче вырăс чĕлхипе танлаштарсан миçе саспалли ытларах?

(4 сас пали, ă, ĕ, ÿ, ç).

     2.Чăваш алфавитĕнче миçе саспалли? (37 сас палли)

     3. Çак хуласен ятне алфавит йĕркипе вырнаçтарса тухăр.

        Мускав, Шупашкар, Канаш, Хусан. (Канаш, Мускав, Хусан, Шупашкар).

     4. Ж  умĕн мĕнле саспалли тăрать?  (Ĕ)

     5. Т умĕн мĕнле саспалли тăрать?  (Ç)

     6. А хыççăн  мĕнле саспалли тăрать?  (Ă)

     7. У хыççăн  мĕнле саспалли тăрать?  (ÿ)

     8. Çак хуласен ятне алфавит йĕркипе вырнаçтарса тухăр.

         Çĕмĕрле, Улатăр, Киев, Чĕмпĕр. (Киев, Çĕмĕрле, Улатăр, Чĕмпĕр).

     9. Кăмака çемçе е хытă сăмах?   (Хытă сăмах)

     10. Алфавитри юлашки саспалли?  (Я)

3-мĕш сектор  - И.Я. Яковлев.

1. Чăваш ачисем валли çĕнĕ алфавит тунă çын ятне калăр.(И.Я. Яковлев)

2.Чĕмпĕрти чăваш шкулне кам уçнă? (И.Я. Яковлев).

3.И.Я.Яковлев ăçта çуралнă? (Тутар республикинчи Кăнна Кушки ялĕнче)

4.И.Я. Яковлев çырнă  мĕнле калавĕсене пĕлетĕр? (кашни хуравшăн пĕр çăлтăр)

5. И.Я.Яковлев палăкĕ ăçта вырнаçнă? (Наци библиотеки умĕнче)

6. Чăваш ачисем валли пĕрремĕш букваре кам  пичетлесе кăларнă?

(И.Я. Яковлев)

7. Шупашкарта  И.Я. Яковлев ячĕпе çыхăннă  мĕнле вырăнсем пур?

8. Кам вăл И.Я.Яковлев? (Чăваш халăхне çутта кăлараканĕ)

9.  И.Я. Яковлев çуралнăранпа миçе çул çитрĕ? (160)

10  И.Я. Яковлев хăçан çуралнă? (1848)

4-мĕш сектор – Метаграмма.

Илсе  пырсассăн лавккаран

Пĕчĕк чухне манпа вылятăн.  (П….е)

Пĕр саспалли эс кăларсан

Канмашкăн манн çине ларатăн. (П…н)

Х-пала эп пуçлансассăн

Хĕлĕпе ешĕл ларатăп. (Х.р)

Х-на С-па ылмаштарсассăн

Апат-çимĕç эп пулатăп. (С.р)

Р саспалли манра пулсассăн

Шывра кăна эп пурăнатăп (Р.к)

Ăна Л-па ылмаштарсассăн

Сĕтел-пукан манпа сăрлаççĕ (Л.к)

Пуçлансассăн С-пала

Йывăçа эп  савалатăп. (С..а)

Улăштар çеç Ç-пала,

Манпала утă çулатăн. (Ç..а)

Эп пулмасан сана пит кансĕр.

Эпĕ пулсан, эс калаçан. (Т..а)

Пĕр саспалли хыçа лартсан

Эпĕ пулатăп халăх ячĕ. (Т…р).

5 мĕш сектор  -  Сăмах майлашăвĕ.

  1. Çак сăмах  майлашăвĕсене тĕрĕс çыхăнтарăр.

       Йĕп…  çĕле,  шкул… юнашар,  пичче…  кала, кил…  тухрăм,  пахча…   ĕçлеççĕ,  урам… пырать, пăр çин… ярăнать,  кашкăр…  хăратăп,  пасар… кайрăм.

  1. Çак сăмах  майлашăвĕсене  чăвашла куçарăр.

       Мокрый снег, солнечный день, глубокая река, тёплая ночь, завтрашний день, зимний вечер, недавно ушёл, зеленое поле, красное яблоко.

   3. Япала ячĕ çумне япала ячĕ -и,-ĕ аффикс хушса сăмах майлашăвĕ тăвăр.  Асанне качака, шăллăм пÿлĕм, хурăн кăмпа, мулкач хăлха, юман çулçă, пакша хÿре, кайăк юрă.

6-мĕш сектор  -  Чăваш чĕлхи – тăван чĕлхе.

1. Чăваш чĕлхи куне хăçан паллă тăваççĕ?

2. Çак сăмахсенче сăмах тымарĕсене тупăр.

Аннешĕн, шывра, юлташа, йывăçа, туслăхра, пиччесемпе, кукамайран.

3. Сăмахăн юлашки сыпăкĕ –ман. Малти сыпăкĕсене шыраса тупăр та сăмахсем тăвăр. Кашни сăмахшăн пĕр хĕвел.

4. Вырăсла куçарăр: вĕренеççĕ, итлет, ăнланатăп, пулăшатăн, кайрăмăр, тасатать, ÿкереççĕ, юрлатпăр.        

5. Çак предложенине вырăсла куçарăр.  Манăн кĕпе пин тенкĕ тăрать.

6. Çак предложенине чăвашла  куçарăр.  Мне сестра купила дорогую одежду.

7. Тĕрĕс чăвашла калăр: Юр пике (с детьми) вылять.

8. Хăшĕ  ытлашши?

     Упа, тилĕ, мулкач, кашкăр, çÿлевĕç, така,  пакша.

9. Шăнкăрч, çерçи, кăсăя, тăмана, кăркка, хурчка, чĕкеç,  тăрна, шăпчăк – пĕр сăмахпа   мĕнле калама пулать?

10. Юпа, çу, раштав, çурла, чÿк, пуш, нарăс -  пĕр сăмахпа   мĕнле калама пулать?

 7-мĕш сектор – Чăваш ен.

1. Чăваш Республикинче миçе хула? (9 хула)

2. Чăваш Республикинче миçе район? (21 район)

3. Шупашкарта миçе театр? (5 театр: К.В.Иванов ячĕллĕ Чăваш академипе драма театрĕ, вырăс драма театрĕ, Ç. Мишши ячĕллĕ Çамрăксен театрĕ, оперăпа балет театрĕ, пукане театрĕ).

4. Чăваш çĕрĕ тăрăх юхакан чи пысăк юхан шыв? (Атăл)

5. Чăваш Республикин президенчĕ кам? (Н.В. Федоров)

6. Шупашкар хулине хăçан никĕсленĕ? (1469)

7. Шупашкарта мĕнле палăксем пур?

8. Мĕншĕн 1962-мĕш çулта Шупашкара тĕнчипех пĕлекен пулнă?

9. Шупашкарта мĕнле музейсем пур?

10. Чăваш Республикин тĕп хули мĕн ятлă? (шупашкар)

8-мĕш сектор – «Ыйтусем, ыйтусем, ыйтусем…»

1.  Мĕнле йывăçăн вулли шурă? (Хурăн)

2 .  Мен  ятла   кайак  йываса  самсипе  такать? (ула такка).

3.  Мĕнле йывăçсем ялан симĕс тĕслĕ? (Хыр, чăрăш)

4.  Каçпа  вĕçет,  кантарла  ларать. (тамана)

5. Хăçан  йывăçсен  çулçисем  саралма  пуслаççĕ?  (кĕркунне).

6. Çуркуннен  пĕрремĕш  уйăхĕ  мĕн  ятлă? (пуш)

7. Ку  кайака  вырасла  «снегирь»  тесе,  чавашла  менле  пулать? (касая).

8. Мĕнле  икĕ  нота  йăран  çинче  ÿсет?  (фасоль).

9. Мĕнле  çимĕç  хăй  çинчен  çапла  калать: «йĕре-йĕре

     сĕвеççĕ  тире»?  (Сухан).

10.Шĕшкĕ  çинче  мĕнле  çимĕç  çитĕнет?  (майăр).

9-мĕш сектор  - Грамматика вăййи

1. Кăвакарчăн  сăмахран çĕнĕ сăмахсем тумалла.

2.  ка, су, кăр, ча, рăх, вă, каш, ку, шак  сыпăксенчен çĕнĕ сăмахсем тумалла.

3. Çак сăмахсен антонимĕсене тупăр.

10-мĕш сектор  -  Сюрприз

(Кунта ачасен пасарта е магазинта  ятлă диалог туса памалла).

Халĕ вара кашни ушкăнăн  килте пĕр-пĕр юмах хатĕрлесе килмелле пулнă. (Ачасем юмах лартса параççĕ)

Пĕтĕмлетни:   Маттур ачасем. Эсир паян питĕ лайăх ĕçлерĕр. Халĕ вара кашни ушкăн пурĕ миçе хĕвел пухăннине шутлать.

КĂВАКАРЧĂН

ка  су     кăр ча  рăх   шак

вă  каш  ку  

1-мĕш сектор

2-мĕш сектор

3-мĕш сектор

4-мĕш сектор

5-мĕш сектор

6-мĕш сектор

7-мĕш сектор

8-мĕш сектор

9-мĕш сектор

10-мĕш сектор  

Ваттисен сăмахĕсем

       Алфавит

  И.Я. Яковлев

                                                                  Метаграмма

Сăмах майлашăвĕ

Чăваш чĕлхи –   тăван  чĕлхе

    Чăваш ен

«Ыйтусем, ыйтусем,  ыйтусем…»

Грамматика вăййи

     Сюрприз

Çутă

Йÿçĕ

Çывăх

Каять

Шурă

Çамрăк

Кукăр

Кĕрхи

Типĕ

Шавлă

 Çÿлте

Каçхине

Пĕчĕк

Сахал

Тулта

Чирлĕ

Ухмах

Ларать

Тĕттĕм    Тутлă    Инçе

Килет      Хура      Ватă

Тÿрĕ       Çурхи      Йĕпе

Шăп    Аялта     Ирхине

Пысăк  Нумай   Шалта

Сывă      Ăслă    Тăрать


По теме: методические разработки, презентации и конспекты

Внеклассное мероприятие. Тема мероприятия: Правила дорожные знать каждому положено.

Цели занятия:1.    Познакомить детей с правилами дорожного движения.2.    Формировать навыки поведения на улицах города в соответствии с правилами ПДД....

Внеклассное мероприяти Внеклассное мероприятие: «Традиции и праздники татарского народа»

Внеклассное мероприятие: «Традиции и праздники татарского народа»  проводится с целью -  познакомить детей с обычаями и  традициями татарского народа; продолжать прививать детям чувство...

Мероприятие в группе продлённого дня МБОУ СОШ№1 им. М. П. Кочнева. Тема мероприятия: С детства дружбой дорожи!

Данное мероприятие развивает направление коммуникативных компетенций детей через общение, через игровую деятельность.Такие мероприятия помогают развивать коллектив как целостный групповой субъект....

Внеклассное мероприятие "Прощание с Начальной школой" 4класс. Конспект мероприятия.

Внеурочная деятельность . Конспект "Прощание с Начальной школой"...

"Цветочная история" внеклассное мероприятие в рамках общешкольного мероприятия "Фестиваль цветов" для учащихся начальной школы

Методическая разработка воспитательного мероприятия "Цветочная история" , проведенного в рамках общешкольного "Фестиваль цветов" составлена с использованием интернет-источников.Текст частично бы...

Мероприятие по ПДД совместно с родителями в рамках мероприятий "Добрая дорога детства".

В целях профилактики дорожно-транспортного травматизма, закрепления навыков безопасного поведения на дорогах проводится конкурсно-развлекательная программа. В ней принимают участие две команды - ...