Урок теми: «Асамлă арча».
учебно-методический материал (2 класс)
Гимназире кӑрлач уйӑхӗн 22 - мӗшӗнчен пуҫласа нарӑс уйӑхӗн 22 -мӗшӗччен тӑван (чӑваш) чӗлхипе литературин декади иртет. Ҫак тапхӑрта вӗренекенсен тӑван ен историйӗпе, культурипе тӗплӗнрех паллашма май пур. Чӑваш йӑли-йӗркисене тӗпе хурса йӗркеленӗ уроксем, мероприятисем вӗренекенсен ӑс-хакӑлпа пултарулӑхне тата активлӑхне аталанма пулӑшаҫҫӗ.
Скачать:
| Вложение | Размер |
|---|---|
| 56.5 КБ |
Предварительный просмотр:
Третьякова Ирина Ивановна,
Анат Кама хули, 34-мӗш гимназин
чăваш чĕлхи вĕрентекенĕ
Предмет: Чăваш чĕлхи.
Класс: 2 класс.
Урок теми: «Асамлă арча».
Сапăрлăх тĕллевĕ: чăваш чĕлхине, культурине, искусствине юратма вĕрентесси; ĕçе хисеплеме, юратма вĕрентесси.
Пĕлÿ тĕллевĕ: мĕн тунă? ыйтури глагосемпе калаçура, çырура усă курма вĕрентесси; чăваш тумĕпе паллаштарасси.
Аталантару тĕллевĕ: ачасен шухăшлавне аталантарасси; диалог тума, шухăша тулли предложенисемпе калама вĕрентесси.
Урок мелĕсемпе меслечĕсем: калаçу, ăнлантарни, диалог; сăнав меслечĕ; вăйă меслечĕ (пултарулăх вăййисем, аталантаракан вăйăсем); тренинг; лару-тăру моделĕсене улăштарни (ĕçленĕ тата калаçнă чух пĕр ĕçрен тепĕр ĕç çине хăвăрт куçни); текстпа ĕçлени (илемлĕ вулани, куçару).
Пуплеве аталантарасси: текстпа тĕрĕс ĕçлеме хăнăхтарасси; ыйтусене хуравласси; предложенисене йĕркелесси, шухăша тĕрĕс калама хăнăхтарасси.
Çĕнĕ сăмахсемпе тата сăмах ушкăнĕсемпе паллаштарни: пиçиххи – пояс; çăпата – лапти; чăлха – чулки; сурпан – сурбан; кĕпе – рубаха (женская, мужская); çуха – воротник; аркă – подол, çанă – рукава.
Курăмлăх хатĕрĕсем: Power Point программăра хатĕрленĕ урок презентацийĕ, компьютер, проектор, дидактика хатĕрĕсем, «Илемлĕ чăваш тĕрри…» юррăн кĕвви, чăвашăн ĕлĕкхи тумтирĕллĕ «асамлă арча», чăваш тумĕллĕ Айпи пукане.
Урок тĕсĕ: çĕнĕ тема вĕрентмелли урок.
Урок эпиграфĕ: Илемлĕ, илемлĕ, илемлĕ
Илемлĕ чăваш кĕпи.
Илемлĕ чăваш кĕпи те
Тăхăнма пĕлсен кăна…
(Халăх юрринчен.)
Урок юхăмĕ
I. Хатĕрленÿ тапхăрĕ
1.1 Сывлăх сунни. Урок пуçламăшĕнче «Илемлĕ, илемлĕ, илемлĕ…» чăваш халăх юрри янăрать. Учительпе Айпи класа кĕрсен, ачасем сăвă калама пуçлаççĕ, юрă янрама чарăнать:
Шăнкăрав сас пачĕ
Урока чĕнсе.
Пĕтĕм класс шăпланчĕ
Урока кĕтсе.
(Ачасем тата вĕрентекенпе Айпи пĕр-пĕрне сывлăх сунаççĕ. Урока килнĕ хăнасене сывлăх сунаççĕ.)
1.2. Вĕрентекенпе дежурнăй калаçни.
‒ Класра паян кам дежурнăй?
‒ Класра кам çук?
‒ Паян миçемĕш число, мĕн кун?
II. Пуплев саманчĕ (Айпи ачасене хăйĕн тумĕ çинчен ыйтусем парса калаçтарать.)
‒ Эпĕ мĕн-мĕн тăхăннă?
‒Тухьяна мĕнпе илемлетнĕ?
‒ Тевете мĕнпе илемлетнĕ?
‒ Тевете камсем тăхăнаççĕ?
‒ Манăн тумтир сире килĕшет-и?
‒ Мĕншĕн?
III. Çĕнĕ материалпа паллаштарни
Ачасем эпир сирĕнпе паян асаннен «асамлă арчинче» мĕн-мĕн упраннине пĕлĕпĕр. Чăвашсен ĕлĕкхи тумтирĕ çинчен калаçăпăр. Вырăссен тумĕнче мĕнле уйрăмлăхсем пурине тупăпăр.
3.1. Ачасене учитель тупмалли юмахсем калать, ачасем тупсăмне тупаççĕ (ачасем тупсăмне тупаймасан учитель хăй каласа ăнлантарать). Тупсăмне пĕлсен учитель «Асамлă арчана» уçса унти япаласене пĕрерĕн кăларса манекен çине тăхăнтартса пырса кашни япала çинчен каласа парать.
‒ Икĕ çанăллă, аркăллă, çухаллă, тĕрлесе илемлетнĕ япала (кĕпе).
‒ Ăна пуçа тăхăнаççĕ. Хăй илемлĕ. Ун çинче шăрçасем, тенкĕсем пур. Ăна хĕрарăмсем кăна тăхăнаççĕ (хушпу).
‒ Тĕртсе тунă, илемлĕ, тĕрлĕ тĕслĕ, пилĕке çыхакан япала (пиçиххи).
‒ Ăна тĕрĕсемпе илемлетнĕ. Тĕрĕсене хура, симĕс, хĕрлĕ, сарă, кăвак çипсемпе тĕрлеççĕ. Пуçа сырмалли япала (сурпан).
‒ Сăрантан тăваççĕ, ытларах чухне хура тĕслĕ, урана тăхăнмалли япала (атă).
‒ Пушăтран хуса урана тăхăнмалли хатĕр (çăпата).
‒ Ăна хĕрарăмсем, хĕр ачасем пуçа çыхаççĕ. Вăл тăваткал, тăрăхла, ярапаллă пулать (тутăр).
Ачасем тумтирĕн ячĕсене каласа тухнă хыççăн манекена тăхăнтартсан ‒ слайдсем çинче чăваш тумтирĕн ÿкерчĕкĕсем пулаççĕ, вĕсене хирĕç вырăс халăхĕн тумтирĕсем вырнаçаççĕ. Мĕн курнине ачасем танлаштарса тĕпчеççĕ.
3.2. Çĕнĕ сăмахсемпе, сăмах ушкăнĕсемпе паллаштарни.
Экран çинче çĕнĕ сăмахсем тухаççĕ. Ачасем
‒ вĕрентекен хыççăн каласа пырса сăмахсене тĕрĕс вулама вĕренеççĕ;
‒ хăйсем тĕллĕн вулаççĕ;
‒ мăшăрпа вулаççĕ;
‒ сăмахсемпе сăмах майлашăвĕ е предложенисем тăваççĕ.
3.3. Лексика хăнăхăвĕсене аталантарни.
«Икĕ хут» вăйă вылятпăр. Кĕнекен 1-мĕш хăнăхтарăвĕнче панă «Асамлă арча» сăвăри кашни йĕркене икĕ хут вулатпăр. Тĕслĕхрен, пĕрремĕш йĕрке çакăн пек вуланмалла: Пĕррехинче, пĕррехинче, каçхине, каçхине. Пĕрин хыççăн тепри черетпе вулатпăр. Сăвва вуласа пĕтерсен учитель ачасем ăна мĕнле ăнланнине тĕрĕслет, ăнланман вырăнсене уçса парать.
3.4 Мĕн тунă? ыйтури глаголсемпе калаçура усă курма вĕрентесси. 3-мĕш хăнăхтарури ыйтусене хуравласси. Ыйтусем слайдсем çинче те пулаççĕ. Тĕрĕс хуравласан – хуравсем те слайд çине тухаççĕ.
3.5 Çыру хăнăхăвĕсене аталантарни.
Çыру тетрадĕнчи 1-мĕш хăнăхтарăва туни.
2-мĕш хăнăхтарăва туни. Пурте пĕрле ĕçлеççĕ: предложенисене вуласа вырăсла куçараççĕ, вĕсен йĕркине тупса палартаççĕ, номерлесе çырса хураççĕ. Предложенисен йĕрки çапла пулмалла: 1. Асламăшĕпе мăнукĕ пурăннă. 2. Асламăшĕн илемлĕ йывăç арча пулнă. 3. Арчара илемлĕ тумтир пулнă. 4. Пĕррехинче асламăшĕ мăнукне хăй патне чĕннĕ. 5. Илемлĕ япаласем парнеленĕ.
Хăйсен ĕçне пурте слайд çине пăхса тĕрĕслеççĕ.
Физкультура саманчĕ
Чăваш ташшин кĕвви янăрать. Ачасем вĕрентекенпе пĕрле чăваш ташшин ансат хусканăвĕсене пурнăçлаççĕ. Кĕвĕ чарăнсан пурте шăппăн лараççĕ. Урок малалла тăсăлать.
IV. Вĕреннине çирĕплетни
Рольлĕ вăйă. Ачасем хăйсен кăмăлĕпе виçĕ ушкăна уйрăлаççĕ. Вĕсем валли карточкăсем çине чăваш тумĕн пайĕсемпе çыхăннă 3 тĕрлĕ ĕç сĕннĕ. Кашни ушкăн пĕр карточка туртса кăларать.
1-мĕш ĕç. Карточка çине чăваш тумĕн пайне ÿкерсе хунă. Ачасен унăн ятне пĕлмелле, ун çинчен каласа памалла. Тĕслĕхрен: Тухья. Тухья питĕ илемлĕ. Тĕрлĕ тĕслĕ, йăлтăркка. Тухья çинче шăрçасем, тенкĕсем пур. Тухьяна пуçа тăхăнаççĕ. Тухьян пуçĕ шĕвĕрТухьяна хĕр ачасем тата хĕрсем тăхăнаççĕ.
2-мĕш ĕç. Карточка çинче чăваш тумĕн пĕр пайне сăнлакан текст панă. Ăна ачасен вырăсла куçармалла. Тĕслĕхрен: Кĕпе. Чăвашсем шурă тĕсе юратнă. Уяв кĕпине шурă пиртен çĕленĕ. Кĕпене тĕрлесе илемлетнĕ. Тĕррисене аркă çине те, çанă çине те тĕрленĕ. Кĕпи питĕ хитре пулнă.
3-мĕш ĕç. Карточка çине чăваш тумĕн пайне ÿкерсе хунă. Унпа çыхăнтарса ачасен ыйтусем хатĕрлемелле. Тĕслĕхрен: Хушпу. Хушпăва ăçта тăхăнаççĕ? Хушпăва мĕнпе илемлетеççĕ? Хушпăва камсем тăхăнаççĕ?
V. Пĕтĕмлетÿ туни
1. Паян, ачасем, эпир сирĕнпе чăваш халăх тумтирĕ çинчен калаçрăмăр. Эсир урока мĕнле ăнланнине Айпи ыйтусем парса тĕрĕслесшĕн.
‒ Паян урокра мĕн çĕнни пĕлтĕмĕр?
‒ Хĕрсемпе хĕр ачасем мĕн-мĕн тăхăннă?
‒ Сире чăваш тумтирĕ килĕшет-и?
‒ Чăваш тумĕ илемлĕ-и?
Чăнах та, чăваш тумĕ илемлĕ. Паллах, ачасем, чăваш тумĕ тăхăнма пĕлсен кăна илемлĕ. Çакна юрăра та каланă.
2. Ачасен ĕçне хаклани
Ачасем, эсир паян питĕ маттур ĕçлерĕр. Тĕрĕс хуравсем нумай пулчĕç.
3. Сыв пуллашни
Класра «Илемлĕ, илемлĕ, илемлĕ…» чăваш халăх юрри янраса каять. Малтанхи йĕркесене ачасем учительпе пĕрле юрлаççĕ.
Ачасем сире паян урок килĕшрĕ-и? Килешрĕ пулсан алă çупар!
‒ Сывă пулăр, ачасем!
‒Сывă пулăр, Надежда Михайловна! Сывă пулăр, хаклă хăнасем!
VI. Килте тумалли ĕç пани:
- «Асамлă арча» сăвва илемлĕ вулама вĕренсе килмелле; 2) çыру тетрадĕнчи 3-мĕш хăнăхтарăва тумалла.
По теме: методические разработки, презентации и конспекты

Методическая разработка урока Тема урока «Самостоятельные и служебные части речи» (урок усвоения новых знаний)
Методическая разработка урокаТема урока «Самостоятельные и служебные части речи» (урок усвоения новых знаний)Место и роль урока в изучаемой теме _ данный урок второй в разделе «Морфология»Тип у...

Урок литературного чтения во 2м классе, для детей с ЗПР. Тема урока: Тема: «Эмма Эфроимовна Мошковская «Решительное решение», «Сказка про Твердый и мягкий знаки»
Разработка урока предназначена для проведения урока литературного чтения в начальной школе по программе "Школа России" 2 класс, в т.ч. для детей с ЗПР. Данную работу могут использовать педагоги, студе...

Тема: Формирование универсальных учебных действий (УУД) Тема: Характеристика типовых задач по формированию универсальных учебных действий на уроках Тема: Здоровьесберегающие технологии в профилактике и сохранении здоровья учащихся
Тема: Формирование универсальных учебных действий (УУД)Тема: Характеристика типовых задач по формированию универсальных учебных действий на урокахТема: Здоровьесберегающие технологии в профилактике и ...

Технологическая карта урока. Тема: обобщение по теме «Имя прилагательное»
конспект урока по русскому языку...

КОНСПЕКТ урока Изобразительное искусство Чудо-радуга (первый урок темы) Тема Понятие о цвете. Изучение порядка цветов радуги.
КОНСПЕКТ урокаИзобразительное искусствоЧудо-радуга (первый урок темы)Тема: Понятие о цвете. Изучение порядка цветов радуги....

Технологическая карта урока литературного чтения. Тема урока: Тема урока: В. Осеева. «Сыновья». 2 класс
Образовательная система: ________Школа 21 век_______________________________Класс: _2__ Дата проведения урока: _____Предмет:__Литературное чт...

Технологическая карта урока технологии УМК «Школа России», 2 класс. Тема урока Тема урока: «Строчка прямых стежков»
Цель урока: формирование у обучающихся знаний о видах швов; умений изготовления закладки для книги, в технике вышивка, строчка прямых стежков с зигзагом.Задачи урокаПланируемые результатыДидактич...
