Внеклассное мероприятие " Чаваш халах самахлахен тенчинче"
методическая разработка на тему

Поскребышева Алена Геннадьевна

Воспитывть любовь к Родине и чувашскому народу

Скачать:

ВложениеРазмер
Файл chavash_halah_samahlahen_tenchinche_uyav_stsenariye.docx40.9 КБ

Предварительный просмотр:

                                         МБОУ «Староурмарская СОШ»

«Чăваш халăх сăмахлăхĕн тĕнчинче»

        (         уяв сценарийĕ)

                                                              Разработала:

                                                                                             учитель начальных классов

Поскребышева Алена Геннадьевна

                                                                                 

Старые Урмары – 2017г.

Умсăмах

Юлашки вăхăтра шкул ачисем хушшинче, килĕсенче те (ашшĕ  те  амăшĕ те чăвашла калаçса ÿснĕ пулин те) вырăсла калаçма тăрăшаççĕ. Хамăрăн  тăван чĕлхерен писекен çын  вăл –тăван амăшне те Тăван çĕр-шыва та юратман çын. Çак чăваш чĕлхине упрас тесе  эпĕ 4 –мĕш класс ачисемпе чăвашăн ытарайми  юрри –ташшисемпе, янăравлă сăвă- такмакĕсемпе, ăса вĕрентекен ваттисен сăмахĕсемпе, ырă сунса каланă халал-пехилĕсемпе, ача-пăча ваййи –куллисемпе, шутлав сăввисемпе, сăнавсемпе, тупмалли юмахсемпе тата ыт. те паллашрăмăр.

Вĕсемпе тĕплĕнрех паллашнă хыççăн ачасен шухăш – кăмăлĕ улшăнчĕ. Вĕсем  чăвашсен  йăли –йĕркисемпе  тĕплĕнрех паллашрĕç, чăвашла çырнă кĕнекесене  ытларах вулама тăрăшрĕç. «Тăван ен – савнă ен» çул çÿрев урокĕнче Чăваш республикин патшалăх символĕсем, конституцийĕ çинчен пĕлчĕç. Чăваш сĕр-шывĕ  ăçта вырнаçнине ,тăван чĕлхе мĕншĕн кашни çыншăн ылтăнран та хаклăраххине ăнланчĕç, çутă хумлă Атăл хĕрринче ĕçлĕ  халăх, чăваш халăхĕ,  мĕн туса пурăннипе  паллашрĕç. Чăвашăн ятлă , паллă та сумлă çыннисем çинчен , тĕрĕ-юрă ăстисем çинчен калаçрăмăр, чăваш юррине те юрларăмăр, ташшине те ташларăмăр.

Çакăн хыççăн манăн «Чăваш халăх самахлăхĕн тĕнчинче» ятлă   уяв сценарийĕ çырма шухăш çуралчĕ. Ĕç материалĕсене тĕрлĕ çулсенче  вĕренме  усă  курнă  «Тăван сăмах тата хушма вулав кĕнекисемпе усă курнă.

Аннотаци.

Уяв сценарийе çырма чăваш поэчĕсен, писателĕсен  произведенийĕсене усă курнă.

Ку вăл - Тăван халахăн ĕмĕртен пынă йăли – йĕрки çамрăк ăрăва  вĕрентме пулăшать, ачасен пуплевне, хутшăнăвне çирĕплетет.   Тăван çĕр-шыва, атте –аннене , хамăртан кĕçĕнреххисене  юратма, хисеплеме вĕрентет. Ушкăнпа ĕçлеме хăнăхтарас ĕçе юратма  вĕрентес, сывлăха çирĕплетес шутпа  вăйăсем кĕртсе хăварнă. Ачасен ыр  кăмăллăхне  ÿстерме,  ăс – тăна çивĕчлетме сăвă – юрă чылай усă курнă. Çакă ачасене илемлĕ сăнарсемпе паллаштарать, илеме,хитрене курма вĕрентет.

 «Чăваш халăх сăмахлăхĕн тĕнчинче» уяв сценарийĕ

Тĕллевĕ:

- чăваш халăхĕн авалтан пынă йăли-йĕркисене, сăвă-юрăллă, вайă- ташăллă уявĕсене упраса хăварасси;

Задачисем :

-ачасен пуплев, шухăшлав енĕсене аталантарасси.

-ачасене ырă та тÿрĕ кăмăллă пулма, ваттисене хисеплеме, тăван халăхпа ςĕр-шыва юратма  вĕрентесси.

-чăваш ташши – юррине, тăван чĕлхе илемне туйма хăнăхтарасси.

Уяв мелĕсемпе меслечĕсем :

Интернетра, Чăваш Республикин сайтĕнче ,юмах-халапсене,ача-пăча вăййисене,сăпка, чăваш юррисене, ваттисен сăмахĕсене, чăваш ташшисене, сăввисене тишкерсе тухрăмăр, ςыртарса илтĕмĕр.Çавăн пекех тĕрлĕ ςулсенче вĕренме  усă курнă «Тăван сăмах» тата хушма вулав кĕнекисене пăхса тухса хамăра кăмăла каякан  кирлĕ материалсене ςырса илтĕмĕр.

Малтан  ăнланман сăмахсемпе паллашрăмăр,унтан  палăртуллă вулама, пăхмасăр калама  вĕрентĕмĕр.

Чăваш юрри- ташшисене вĕренме   ялти  фольклор «Мерчен»  ушкăнĕпе  тĕлпулу ирттертĕмĕр, вĕсем  мĕнле юрланине итлерĕмĕр, ташланине куртăмăр. Вĕсен юррисене ςырса илтĕмĕр, чăваш ташшин тĕрлĕ хусканăвĕсене вĕрентĕмĕр.

Кирлĕ хатĕрсем:

 Ручка, хут, магнитофон, проигрыватель,  чăваш тумĕсем, тĕрлĕ музыка   инструменчĕсем.

Усă курнă литература:

  1. Трофимов Г.Ф. Ача-пăча самахлăхĕ, Ш..Чăваш кĕнеке издательстви, 1993 с, 304с.
  2. Трлĕ ςулсенче вĕренме  усă курнă «Тăван сăмах» тата хушма вулав кĕнекисемпе усă курнă.
  3. Воронцов Г.И. Ача-пăча вăййисем. Ш., Чăваш кĕнеке издательстви, 1992,128 с.

«Çĕмĕрт çеçки çурăлсан та» юрă юрласа, ачасен ушкăнĕ кĕрет.

                             Çĕмĕрт çеçки çурăлсан та (2хут)

                            Вăрман витĕр курăнать(2хут)

 

Ачасем сцена çине вырнаçса тăраççĕ. Ертсе пыракан тухать.

Е.П.: Ырă кун пултăр пурне те! Эпир паян сирĕн пата чăваш ача-пăча ваййисене,сăмахлăхне,  юррисене , юмах–халапĕсене,.. илсе килтĕмĕр.

 Кашни çыннăн пурнăçĕ   анне сассинчен, сăпка юрринчен пуçланать.

1.Сăпка юрри ( шăппăн юрлаççĕ)

Сĕм варманĕ каш та каш,

сулхăн çилĕ ваш та ваш.

Эс ан çуйăх, ан çухраш,

 çывăр, пĕчĕкçĕ чăваш!

Ăшă çумăр чаш та чаш ,

 ÿс, калчам, çĕклен эс яш,

 çÿлĕрен çÿле кармаш,

сывăр , пĕчĕкçĕ чăваш!

Вырăспа та тăванлаш,

 тутарпа та эс туслаш,

пурте пирĕн хурăнташ,

çывăр, пĕчĕкçĕ чăваш!

Вероника: (йăпатмалли такмак) Пирĕн   тин кăна çуралнă шăллăм пур, вăл Тема ятлă.Эпĕ ăна  çапла юрласа çывăртатăп.

Нянине-паппине,

Ачине –сăпкине.

Лăштăр-лăштăр ярăнма,

Шăппăн-шăппăн ςывăрма.

Нянине-тунине,

Ачине-урине,

Тăппи-таппи сÿреме,

 Кăрăс-кăрăс тутарма.

Дима:  (йăпатмалли сăвă) Манăн вара йăмăк пур, эпĕ ăна  сăвă каласа паратăп

Пысăк пул, пысăк пул,

Ÿссен маттур ача пул,

Юрлама та ăста пул,

Ташлама та маттур пул.

Егор: ( йăпатмалли такмак) Атте шăллăма та мана та   мунчара милĕкпе çапнă чух   милĕкне сăвăлла ташлаттарать

Çат-çат-çат!

Лаппи-лаппи лапка айне.

Çын сăмаххи чул сине.

Хăмла пек хăпартăр,

Хĕрлĕ çырла пек хĕрелтĕр.

Шалча пек вăрăм пул,

Канлĕх пултăр-сывлăх пултăр.

Кирлĕ пулмĕ пире тухтăр.

Е.П.: Ачасем, атьăр пиçиххи парахмалла выляр.

Ачасем: Выляр, выляр.

Е.П.Пиçиххи пăрахаканнине суйламалла. Кам шутлав сăвви пĕлет.

Диана: Вĕл-вĕл вĕлтĕрен,

Вĕлтĕрен ăшĕнче

Сар кайăк чĕппи пур.

Эс те чипер, эп те чипер,

Чăн чиперри-сик тух!

Валя: Эпĕ  пиçиххи пăрахаканĕ пултăм.

            Кукленсе ларăр, хыçалалла ан пăхăр.

 

           Эп утатăп хурланса,

           Хама юлташ шыраса,

           Утсан-утсан чупатăп.

           Пиçиххи пăрахса хăваратăп. 

Е.П.: Сергей сан хыçра пиçиххи выртать, эсĕ пĕлеймерĕн. Ачасем,   Сергее мĕн тутаратпăр?

Пурте: Вал юптарма юратать, юптартăрах.

Сергей:  (халап) Малтан, тĕнче пуличчен, шывпа çĕр хутăш пулнă. Йĕри-тавра нимĕн те курăнман, тĕттĕм пулнă. Пĕррехинче Турă сăмах каланă: «Çĕрпе шыв уйрăлччăр», — тенĕ. Вара вĕсем уйрăлнă.

Валя: Пĕтрĕ те-и? Татах кала ,Çеруш.

Сергей:   (пулмасла халап) Эпир пĕрре асаттепе сунара кайрăмăр. Пĕр мулкач куртăмăр. Хăвалама тытăнтăмăр. Хăваласа çитрĕмĕр те кӳсĕкпе иле-иле çапатпăр — вилмест. Эпĕ хам хыт курăкпа кăна петĕм — мулкач вилчĕ кайрĕ.
    Асаттепе иккĕн çĕклесе хума тăратпăр — хураймастпăр. Хам пĕчченех тытрăм та мулкача çĕклерĕм хутăм.
    Пар лаша к
ӳлнĕ хамăр. Пар лашана хăвалатпăр — туртаймаççĕ. Пĕрне тăварса, пĕрне кăна хăвартăмăр — туртать.
    Киле таврăнтăмăр. Мулкача асаттепе йăтма тăратпăр — йăтаймастпăр. Пĕччен тытрăм та вăштах йатрăм.
    Алăкран кĕртме тăратăп — кĕмест. Тĕнĕрен тĕртрĕм те — кĕчĕ кайрĕ. Мулкача хуранта пĕçерме тăратпăр — кĕмест. Çăпалана хуратпăр — тулмасть.
    Аннене пĕçерме хушрăм. Анне пăхса тăман та, яшки хытă вĕренĕ, мулкач вĕренипе хурантан тухнă та
ӳкнĕ. Ăна кушак çинĕ те янă. Мулкача хамăр çиеймерĕмĕр те.

 

Валя: Маттур-çке, Сергей!

            Эпĕ каллех утатăп,

            Хама юлташ шыраса

            Утсан-утсан чупатăп

            Пиçиххи пăрахса хăваратăп.

Даниил: Сан хыçра пиçиххи выртать. Ак сана, ак сана!

Олег: Хытах ан çап-ха, ыраттарать.  Эпĕ  кăштах шÿтлесе илем-ха санпа.

Йĕкĕт, Мĕкĕт, Чĕпĕт пасара кайнă. Йĕкĕтпе Мĕкĕт киле таврăннă, пĕри ÿксе юлнă. Хăшĕ ÿксе юлнă?

-Чĕпĕт.

-Юрĕ, чĕпĕтем.

Даниил: Ай-ай-ай, ыраттарать. Эпĕ те шÿтлеме юрататăп.

Миша, Гриша, Çатлаттар кимĕпе ишсе пынă. Мишăпа Гриша шыва путнă. Кимĕ çинче кам юлнă?

Вова:  Эпĕ пĕлетĕп!. Çатлаттар! (хытах мар çатлаттарса ярать) : Ай-ай-ай, кун пек юрамасть. Эпĕ те сире пĕр  кăсăк ыйту паратăп.

-Тинĕс тĕпĕнче мĕнле чул выртать?(ачасем тĕрлĕ хуравсем параççĕ)

Вероника: Эпĕ пĕлетĕп , тинĕс тĕпĕнче йĕпе чул выртать.

Настя: Ака туй юрринчен пулса кайнă витлĕшу такмакĕсене юрласа парам-ха

Кăнтăр-Кăнтăр Кăнати

Хĕр вăрлама кайнă  тет,

Урапи шăтăк пулнă тет.

Хĕрĕ ÿксе юлнă тет,

Макра-макра шырать тет.

 

Эх, Иван,эх Иван,

Намăса ăçта хуран:

Ĕçленĕ чух тарламастăн,

Çинĕ чух кăна тарлан!

Е.П. Маттур, ачасем ! Карталанса тăрса чăваш юрри юрлар –ха.

Улми лайăх-и?

        Улми лайăх-и,

       çеçки лайăх-и?

Пирĕншĕн пулсан çеçки лайăх.

улми тата лайăхрах.

 

      Шĕшки лайăх-и,

мăйăрĕ лайăх-и?

        Пирĕншĕн пулсан шĕшки лайăх,

        майăрĕ тата лайăхрах.

  

Уй-хир лайăх-и,

тыр-пул лайăх-и?

Пирĕншĕн пулсан уй-хир лайăх,

        тыр-пул тата лайăхрах.

       

 Пускил лайăх –и,

тăван лайăх –и?

Пирĕншĕн пулсан пускил лайăх,

тăван тата лайăхрах.

Юрри лайăх-и,

Ташши лайăх-и?

        Пирĕншĕн пулсан юрри лайăх,

        ташши тата лайăхрах.Эх!

       

Настя: Юрланă хыççан ташлас килсе кайрĕ.

« Линкка –линка»(хер ачасем ташлаççĕ, арçын ачасем  тĕрлĕ инструментсемпе выляса юрлаççĕ)

Линкка-линкка авкаланма юман хăма кирлĕ
    Халь те юман, халь те юман, тата юман кирлĕ
    
          Йăкăш-якăш шуçкалама яка хăма кирлĕ
    Халь те яка, халь те яка, тата яка кирлĕ
    
      Тапăр-тапăр ташлама кĕмĕл пушмак кирлĕ
    Халь те кĕмĕл, халь те кĕмĕл, тата кĕмĕл кирлĕ
      
  Чуп-чуп чуп тума чипер хĕрĕ кирлĕ
    Халь те чипер, халь те чипер, тата чипер кирлĕ
    

Е.П.: Алли –ури  каннă чух, пуçне ĕçлеттерер-ха

.Суррине калатăп, çуррине эсир калăр

  • Вĕрентекен пур чухне вĕренсе юл. 
  • Чĕлхепе мар, ĕçпе мухтан.
  • Алăра ĕç пултăр, пуçра ăс пултăр. 
  • Çăкăртан аслă ан пул. 
  • Ват çын-тăват çын. 
  • Вăйăран вăкар тухать.
  • Çăкăр-тăвар хире-хирĕç. 
  • Макра-макра ĕçлекен кула-кула çинĕ тет. 
  • Кĕркунне çитсен, пурте тутă. 
  • Кĕр пуçтарать , хĕл салатать. 

Настя: Эпĕ тупмалли юмах пĕлетĕп.

Çĕрелле пăхрăм-хура куртăм, сÿлелле пăхрăм-кăвак куртăм.( çĕрпе пĕлĕт)

Ĕçлет, ĕçлет-ывăнмасть.(сехет)

Шыва кĕрсен те типĕ çÿрет (хур-кавакал)

Вероника: Эпĕ сăнама юрататăп, кăçал эпĕ ак мĕн сăнарăм

Йытăна санарăм :

Йытă хутланса выртсан- сивве,

урисене тăсса выртсан- ăшша,

курăк çинче йавалансан, çил тухать.

Кушака та сăнарăм:

 Кушак сĕтел урине чăрмаласан,

çулла сумăр пулать,

хĕлле тăман пулать

Е.П.: Питĕ маттур çак эс, пĕчĕк Петюк çинчен юрласа илер -ха

Пĕчĕк çеç путене

Сарă тулла юратать,

Юратать, юратать

Чăнахах та юратать.

Пĕчĕк ача Петĕр пур

Сад пахчине юратать.

Юратать, юратать

Чăнахах та юратать.

Сад пахчине тухать те,

Улма-сырла пуçтарать,

Пуçтарать , пуçтарать

Чăнахах та пуçтарать.

Улма-çырла пуçтарать,

йыш пуçтарса хăналать.

Хăналать, хăналать

Чăнахах та хăналать.

Е.П.: Халĕ мĕнле  вайă выльăпăр?

Дима: «Çерем ватса вир акрăм» вăййа выляр.

Вероника:  (юрласа) - Атьăр вăйă пуçлар-и? Вăй кĕввине калар-и?( 2 хут )

Валя: (юрласа)-  Эпир вăййа тухсассăн та аслă урам янăрать.

Вылякансем икĕ ушкăна уйрăлса тăраççĕ: пĕр енче - арçын ачасем, тепĕр енче – хĕр ачасем.

Ушкăнпа ушкăн ылмашăнса юрлаççĕ ( юрланă чух хирĕç тăракан ушкăн еннелле утса çывхараççĕ, унтан каллех чакса тараççĕ.)  

- Çерем ватса вир акрăм, вир акрăм. (2 хут)

- Эпир ăна, эпир ăна  таптатпăр. (2 хут )

           -  Эсир мĕнпе таптатăр, таптатăр?

- Утсем  ярса, утсем ярса  таптатпăр.

- Эпир ăна тытатпăр.

- Эсир мĕнпе, эсир мĕнпе тытатăр?

- Чĕн йĕвенпе тытатпăр.

- Эпир ăна, эпир ăна илетпĕр.

- Эсир мĕнпе илетĕр?

- Çĕр сум парса , çĕр сум парса илетпĕр.

- Пире çĕр сум кирлĕ мар.

- Пин  сум парса,  пин сум парса илетпĕр.

- Пире пин сум кирлĕ мар.

- Сире тата,сире тата мĕн кирлĕ?

- Пире тата хĕр кирлĕ.

- Пирĕн хĕртен , пирĕн хĕртен чару çук!

           - Хĕрĕн ячĕ мĕн ятлă?

-Ячĕ унăн Валюша,Валюша.(Валюша тепĕр ушкăна куçать)

- Пирĕн йышра хĕр чакрĕ, хĕр чакрĕ,

-Пирĕн йышра хĕр ÿсрĕ, хĕр ÿсреĕ.

Е.П. : Юрларăмăр, вылярăмăр, халĕ ташлама та   вăхăт.

                (хĕр ачасем чăваш ташши ташлаççĕ)

Е.П.: Яш ĕмĕр иккĕ килмĕ теççĕ.

    Ан ман эс çак сăмаха.

          Телейлĕ, савăккăн ирттересчĕ,

          Пĕрре килен çамрăклăха.

Вĕрентекен: Пирĕн вайă-кулă,ташă – юрă  вĕçленчĕ. Малашне паян юрланă юрăсене, ташăсене, вăйăсене манса каяс марччĕ. Ĕçре, вĕренÿре тăрăшса, хавхаланса вăй хурăр.                                            

Пĕтĕмлетÿ

 Халĕ 4-мĕш класс  хĕр ачисем – чăваш юрă- ташă ăстисем.  Кашни мероприяти иртмессерен  вĕсен янăравлă сасси, ташши янăрать.Хăйсен пултарулăхне шкулта кăна мар, ялти  Культура çуртĕнче те кăтартаççĕ. Вĕсене шкулти музыка учителĕ  Васильева Г.Г.  ертсе пырать.                              Çак уяв сценарипе  чăваш чĕлхипе литература , культура , пуçламăш класс учителĕсем те усă курма пултараççĕ.

Кашни чăваш хĕрĕ е ывăлĕ тăван халăха хисеплеме пĕлтĕр, чăвашăн йăли-йĕркине ан мантăр, çепĕç  чĕлхипе калаçма, юрă шăрантарма, чăваш çĕр-шывĕпе мухтанма пултартăр, чăваш ятне çÿле çĕклетĕр.

-Эпир пулнă, пур, пулатпăр!- тенĕ П.Хусанкай хайĕн сăввинче.

-Çапла пултăр!-тесе калатăр чăваш çынни мăнаçлăн.


По теме: методические разработки, презентации и конспекты

Внеклассное мероприятие. Тема мероприятия: Правила дорожные знать каждому положено.

Цели занятия:1.    Познакомить детей с правилами дорожного движения.2.    Формировать навыки поведения на улицах города в соответствии с правилами ПДД....

Внеклассное мероприяти Внеклассное мероприятие: «Традиции и праздники татарского народа»

Внеклассное мероприятие: «Традиции и праздники татарского народа»  проводится с целью -  познакомить детей с обычаями и  традициями татарского народа; продолжать прививать детям чувство...

Внеклассное мероприятие "Прощание с Начальной школой" 4класс. Конспект мероприятия.

Внеурочная деятельность . Конспект "Прощание с Начальной школой"...

"Цветочная история" внеклассное мероприятие в рамках общешкольного мероприятия "Фестиваль цветов" для учащихся начальной школы

Методическая разработка воспитательного мероприятия "Цветочная история" , проведенного в рамках общешкольного "Фестиваль цветов" составлена с использованием интернет-источников.Текст частично бы...

Методическая разработка внеклассного мероприятия по литературному чтению. Познавательно - развивающее мероприятие «Русские писатели 19 века».2 класс

Данное мероприятие проведено в рамках Фестиваля гуманитарных наук среди 2-х классов. Групповая работа, ИКТ, инсценирование позволиили активизировать учащихся в течении всего мероприятия....

Презентация к внеклассному мероприятию " Чаваш халах самахлахан тенчинче"

Воспитывать любовь к родине и чувашскому народу...