Конспект урока по теме "Деревья нашего края"
методическая разработка (4 класс) по теме

Конспект урока по чувашскому языку для русскоязычных школ для 4 класса.

Скачать:

ВложениеРазмер
Microsoft Office document icon konspekt_uroka_po_chuvashskomu_yazyku_dlya_4_klassa.doc53 КБ

Предварительный просмотр:

Урок проведен

 в 4 классе  в средней школе № 37

г. Чебоксары Чувашской республики

Учитель Егорова Л.В.

Урок теми: Пирĕн таврари  йывăçсем. Деревья нашего края

Урок тĕллевĕсем: Чăваш çĕр шывĕнче ÿсекен йывăçсем çинчен вуласа пĕлесси;

                                                  Панă сăмахсемпе усă курса ÿкерчĕк тăрăх калав тума   вĕре-

                                                  несси;

                                                  Япала ячĕсем çумне сăмах тăвакан аффикссем хушса çĕнĕ

                                                  япала ячĕ тума хăнăхтарасси.        

                                                           

Урок планĕ.

1.Урок темипе тĕллевĕсемпе паллаштарасси.

2.Килти ĕçе тĕрĕслесси.

  1) Чăваш çĕр шывĕнче темĕн тĕрлĕ йывăç та ÿсет.Аса илер-ха вĕсене. Пурне те паллатпăр-и? /Картинăсем тăрăх йывăç ячĕсене каласси: юман, хыр, чăрăш, хурăн, ăвăс, йăмра, пилеш, вĕрене, тирек, çăка/

2).  В: Кунсăр пуçне çимĕç  паракан йывăçсем те пур. Кам вĕсене пĕлет?

А: чие йывăçĕ , панулми йывăçĕ, слива йывăçĕ./Доска çинче ÿкерчĕксем/

                                         

3.Вĕреннине аса илсе çирĕплетесси.

     1) Ваттисен сăмахĕсемпе паллаштарасси.

Хăй ĕмĕрĕнче пĕр йывăç та лартман çын пархатарсăр.

Кам çакна пĕлет? Мĕнле ăнланатăр çак ваттисен сăмахне?

А: Не благодарен человек, не посадивший на своем веку ни одно дерево.

     2)Панă сăмахсемпе усă курса ÿкерчĕк тăрăх калав тума вĕренесси.

В: 2 ушкăна пайланăпăр. Кашни ушкăнăн хăйĕн  ÿкерчĕкĕ. Панă сăмахсемпе усă курса ÿкерчĕк тăрăх калав тăвăр. Ачасем ушкăнланса ĕçлеççĕ, хатĕрленсе çитсен, пĕр ачи каласа парать.

1-мĕш ушкăнăн сăмахĕсем:

  1. Çулла
  2. Ялта
  3. Пысăк сад
  4. Улмуççисем
  5. Шултра та пысăк, тутлă
  6. Асăрханса татать
  7. Тĕрлĕ сортлă
  8. Уйрăмах …… килĕшет.
  9.  Çуркуннеченех усрама пулать
  10. Пĕтĕмлетни: Йывăç лартма часах та, уссине курма часах мар.

                      Посадить дерево легко, но плоды поспевают не скоро.

                      Панулми йывăçĕ хăй çимĕçне 7-8 çултан тин парать.    

                       

       2- мĕш ушкăнăн сăмахĕсем:

  1. Ÿкерчĕк çинче
  2. Урама тухнă
  3. Шăтăк чавнă
  4. Пилеш
  5. Кĕреçепе
  6. Витрепе …… шăварать
  7. Тăрăшса
  8. Савăнаççĕ
  9. Усăллă ĕç
  10. Пĕтĕмлетни: Йывăç лартни усăллă ĕç.

3.Вăйă «Йывăç кунĕ»

В: Пирĕн сирĕнпе темиçе уяв та пур. Пĕрре кăна мар, темиçе те: çуралнă кун, Çĕнĕ çул, мартăн 8 –мĕшĕ… Йывăçăн вара пĕр кун та çук. Вĕсем пирĕн пурнăçа илемлетсе тăраççĕ. Эпир вĕсене пĕрре те тав тумастпăр.

       Пирĕн урока паян хамăр шкул йĕри – тавра, сирĕн подъездсем умĕнче ÿсекен йывăçсенчен пĕри – çак ватă юман килчĕ. Доска çинче ÿкерчĕк .

Паян ун уяв. Эсир килте парнесем хатĕрленĕ. Çав парнесене юмана парнелĕпĕр.

Ачасем пĕрерĕн доска умне тухаççĕ те хутран касса тунă ÿкерчĕксене юман çине çыпăçтарса хураççĕ.                             

  1. 1-мĕш ача: Çак хĕвеле хаклă юман сана  парнелетĕп. Хĕвел ăшшинче саркаланса ÿс. 
  2. 2-мĕш ача: Тутлă шыв тумламне хаклă юман сана  парнелетĕп.Яланах тăраничченех

çу кунĕсенче шыв ĕç.

  1. 3-мĕш ача: Эп вара сана уяв ячĕпе ăман парнелетĕп. Сан йĕри – тавра çĕр яланах çемçе пултăр.
  2. 4-мĕш ача: Çак хитре кайăк сан хурт – кăпшанкăсене пуçтарса тăраканни. Вăл сана яланах пулăшса тăрĕ.
  3. 5-мĕш ача: Эп парнелекен кайăк вара сана хăйĕн юррисемпе сан кăмăлна çĕклесе тăраканни пулать.
  4. 6-мĕш ача: Эп сан валли сăвă вĕрентĕм. Итле –ха ман сăвва. /Ытти ачасем те сăвă калаççĕ е вуласа параççĕ /:
  5. Мĕншĕн тутлă?

      Мĕншĕн тутлă пан улми?

      Мĕншĕн тутлă çĕр улми?

      Мĕншĕн тутлă хурлăхан?

      Хамăр лартса тунăран.

  1. Тухрĕ сар хĕвелĕм

            Янкăр тÿпене.

            Яштака шур хурăн

            Лартрăм çăл умне.

  1. И улми, сад улми

            Витĕр хĕрлĕ сад улми.

            Улма йывăç çийĕнче,

            Симĕс çулçă айĕнче.

            Симĕс çулçă айĕнче

            Илем кÿрет тÿпене.

  1. Яштака илемлĕ хурăн

            Лартрăм ылтăн кĕр кунне.

            Эп каларăм: «Лайăх пурăн,

            Çулçă сар эс çур кунне.

4.«Эсир ĕненетĕр-и» вăйă.

  1. Çут тĕнчере чи ватă юман Францире ÿсет. Вăл 2000 çул ытла. /çапла/
  2. Чăваш çĕр шывĕнче чи ватă юман Ильински вăрманĕнче ÿсет. Вăл часах 400 çулта пулать. Çут  çанталăкăн палăкĕ пулать. /çапла/.
  3. Пирĕн шкул хыçĕнче вара 100 çулти юман пур./тĕрĕс мар/
  4. Шуршăл ялĕнче улма – çимĕç садĕ пур. А.Г.Николаев космонавт ячĕпе лартнă ăна.

      /çапла/

  1. 1-мĕш пан улми йывăççине А.Г.Николаев космонавт хăй лартнă. /çапла/
  2. Пĕр йывăç касрăн пулсан, ик йывăç ларт. /çапла/
  3. Çут  çанталăкăн шăпи , эсир малалла мĕнле условинче пурăнни – пирĕн алăра. /çапла/

5. Урока пĕтĕмлетни.

- Сире паянхи урок килĕшрĕ–и?

- Урокран мĕнле кăмăл – сийĕмпе  тухса каятăр?

- Хăш  ĕç  сире  пит килĕшрĕ?


По теме: методические разработки, презентации и конспекты

Конспект урока "Животноводство в нашем крае"

Формирование представлений обучающихся об отрасли сельского хозяйства – животноводстве...

Урок-города "Люди нашего края"

Урок поможет детям закрепить знания о родном городе и познакомить с "Почетными гражданами города Кемерово"...

Презентация к уроку ОМ "Поверхность нашего края"

Для использования при подготовке к уроку...

Презентация к уроку "Растениеводство в нашем крае". Окружающий мир. Плешаков. 4 класс.Школа России

В данной презентации представлены отрасли растениеводства в Тульской области, основные предприятия в этих отраслях. Презентация сделана на основе исследовательских работ учеников по этой теме....

Конспект урока "Животноводство в нашем крае" 4 класс

Конспект урока по окружающему миру для учащихся 4 класс разработан на основе Концепции стандарта второго поколения с учетом межпредметных и внутрипредметных связей, логики учебного поцесса, задачи фор...

конспект занятия «Осень в нашем краю»

Конспект занятия «Осень в нашем краю» Занятие по изо, разные техники, материалы....

Конспект занятия Осень в нашем краю

Коеспект занятия Осень в нашем краю....