План-конспект урока в 3 классе на тему: "Çĕнĕ тус"
план-конспект урока (3 класс) по теме

Данный конспект урока разработан согласно календарно-тематической программы чувашского языка для 3 класса.

Скачать:

ВложениеРазмер
Microsoft Office document icon cene_tusvariant_dlya_pechati.doc85.5 КБ

Предварительный просмотр:

Урок теми:  «Çĕнĕ тус» (3 класс)

Воспитани тĕллевĕсем: тус юлташпа хутшăнма, туслăха хаклама вĕрентесси;

Пĕлÿ тĕллевĕсем: глаголăн иртнĕ  вăхăчĕ, 1-мĕш сăпат, пурлă форма;

Аталантару тĕллевĕсем: çыхăнуллă пуплеве аталантарасси, сăмах йышне пуянлатасси.

Урокра кирлĕ хатĕрсем: учебник,  ĕç тетрачĕ, ваттисен самахĕсемне çырнă карточкăсем,  компьютер, экран, темăпа хатĕрленĕ слайдсем.

Усă курнă литература:

  1. Абрамова Г.В. Чăваш чĕлхи: учебник  чувашского языка для 3 класса русской школы/ Г.В. Абрамова. – Чебоксары: Чуваш. кн. изд-во, 2008.
  2. Абрамова Г.В. Методические указания к учебнику чувашского языка для 3 класса русской школы: книга для учителя/ Г.В. Абрамова. – Чебоксары: Издательский центр Чувашского республиканского института образования, 2009. – 191 с.
  3. Абрамова Г. В. Обучение чувашскому языку в русскоязычной школе: методическое пособие / Г.В. Абрамова. – Чебоксары: «Новое время», 2009. – 120 с.

Слайдсен аннотацийĕ.

1-мĕш слайд: урок теми «Çĕнĕ тус»

2-мĕш слайд: Çанталăк çинчен каламалли ыйтусем.

3-мĕш слайд: Килти ĕçе тĕрĕслемелли  «Ыйтусем»

4-мĕш слайд: Фонетика зарядкине ирттермелли сыпăксем, сăвă йĕркисем.

5-мĕш слайд:Словарь ĕçĕ ирттермелли сăмахсем.

6-мĕш слайд: Калава ăнланнине тĕрĕслемелли ыйтусем.

7, 8, 9-мĕш слайдсем: Куçа кантармали «Кану саманчĕ»

10-мĕш слайд: «Çĕнĕ тус» текст

11-мĕш слайд: Грамматика материалĕпе ĕçлемелли «Мĕн турăмăр?» ыйтăва хуравлакан текстри сăмахсем.

12-мĕш слайд: «Мĕн турăмăр?» ыйтăва хуравлакан сăмахсем йĕркелемелли.

13-мĕш слайд: «Тус çинчен калав» тума ÿкерчĕксем.

14-мĕш слайд: Ваттисен сăмахĕсен вырăсла куçарăвне туп.

15, 16-мĕш слайдсем: «Тус» çинчен кластер.

17-мĕш слайд: Киле ĕç.

Урок юхăмĕ:

  1. Класа урока йĕркелени. (1-мĕш слайд.)

- Сывлăх сунатăп,  ачасем.

- Сывлăх сунатпăр.

-Шаппăн ларăр…

              -Шаппăн ларăр(2 хут)

Урок пырть ку класра.

Эп вулатăп, эп çыратăп,

Калаçатăп чăвашла.

1.Пуплев хăнахăвĕ.

Дежурнăй хуравĕ.

2. Çанталăк  çинчен калаçни. (2-мĕш слайд)

-Халĕ  çулталăкăн хăш вăхăчĕ?                   (Халĕ  хĕл.)

-Тÿпе мĕн тĕслĕ?                                          (Тÿпе сăрă тĕслĕ.)                     

-Хĕвел пăхать-и?                                         (Хĕвел пăхмасть.)

-Юр çăвать-и?                                              (Юр çăвать. Юр çумасть.)

-Паян урамра мĕнле çанталăк?                  (Паян çанталăк сивĕ.)                                   

- Сивĕ е ăшă  çил вĕрет?                             (Сивĕ çил вĕрет.)

-Йывăçсем мĕнле?                                         (Йывăçсем çара.)

-Сана паянхи çанталăк килĕшет-и?Мĕншĕн?

 (Мана паянхи çанталăк  килĕшет. Мĕншĕн тесен  çунашкапа, йĕлтерпе, конькипе  ярăнма пулать. Эпĕ юрпа вылятăп.  Урамра юр çăвать.)

  1. Вĕреннине аса илни.

1.Килти ĕçе тĕрĕслени. (90 стр. 4 хăн. )(3-мĕш слайд)

 (2-3 мăшăр ыйтусем парса хуравлаççĕ.)

-Арçын ача мĕн ятлă?          (Арçын ача Гера ятлă.)

-Унăн шăллĕ мĕн ятлă?       (Унăн шăллĕ Вадим ятлă.)

-Вадим миçе çулта?            (Вадим тăватă çулта.)

-Вăл шкула çÿрет-и, садика-и? (Вăл садика çÿрет.)

-Уявпа Вадима мĕн парнелерĕç? (Уявпа Вадима велосипед парнелерĕç.)

-Гера мĕншĕн савăнчĕ?         (Гера парнешĕн савăнчĕ.)

2. Фонетика хăнăхăвне ирттерни.

Эпир –  маттур ачасем,

Питĕ туслă пурăнатпăр.

Питĕ туслă пурăнатпăр,

Питĕ туслă вылятпăр.

А) пурте пĕрле вулани.

Ă) кашни рет вулани.

В) куçарни.

Учитель:  - Халĕ ыйту. Çак сăвăра хăш сăмах нумайрах тĕл пулать? 

Ачасем: туслă - дружно, питĕ туслă – очень дружно, пурăнатпăр - живём.

 Учитель:  -Маттур, ачасем.Тĕрĕс. Пирĕн яланах туслă пурăнмалла. Пĕр-пĕрне йывăр вахăтра пулашмалла, ăнланмалла.

  1. Çĕнĕ материалпа  ĕçлени.

1.Урок темипе кĕскен паллаштарни.

Учитель: - Паян урократа  эпир сирĕнпе  тус, туслăх çинчен калаçăпăр. Кĕнекери «Çĕнĕ тус» текстпа паллашатпăр.  Мĕн турăмăр? ыйтури сăмахсемпе калаçура усă курма хăнăхăпăр. .

2. Словарь ĕçĕ.

Кантăм – отдохнул

Паллашрăм – познакомился

Тĕл пултăм – встретился

Хĕртĕнтĕмĕр -  загорали

Хура тинĕс –Чёрное море

Туслашрамăр - подружились

1) учитель – хор;

2)пĕр ача чăвашла – тепĕри вырăсла ;

3)Арçын ачасем – хĕр ачасем; 

4)Сăмах майлашавĕсем тупни (ялта кантăм, хĕр ачапа паллашрăм, асаннепе тĕл пултăм, Атăл хĕрринче хĕртĕнтĕмĕр…).

5) Çыру-пуплев  тетрачĕсене сăмахсене  çырса хуртарни.

3. Кăтартуллă вулав.  (Текстпа ĕçлени).

А)вĕрентекен предложени вулани;

Ă) лайăх вулакан 2-3 ачана  вулаттарни;

4. Суйлавлă вулав.

  1. Çирĕплетни.
  1. Ыйтусем çине хуравлани.
  1. Арçын ача мĕн ятлă?    (-Арçын ача Артём ятлă.)
  2. Çулла Артём ăçта канчĕ?  (-Çулла Артём Сочире канчĕ.)
  3. Поезд çинче Артём кампа паллашрĕ? (-Поезд çинче Артём Олегпа паллашрĕ.)
  4. Сочире Артём кама тĕл пулчĕ?  (-Сочире Артём Ромăпа тĕл пулчĕ.)
  5. Рома ăçта пурăнать?  (Рома Çĕнĕ Шупашкарта пурăнать.)
  6. Артём кампа туслашрĕ?  (Артём Олегпа туслашрĕ.)

  •  Физкультура саманчĕ.
  1. Куçа кантарни;

  1. Кĕлеткене кантарни (доска умне дежурнăй тухать, кану самантне ирттерет.);

2. Грамматика материалĕпе ĕçлени.

А)У: - Экран çине пăхăр, тархасшăн. Мана текстран мĕн турăмăр? ыйтури сăмахсене тупса парăр. Мĕн турăмăр? вырăсла что делали? что сделали?  пулать.

(слайд çинче текст)

Эпĕ Артём ятлă. Çулла эпĕ Сочире кантăм. Унта эпир «Москва – Адлер» поездпа кайрăмăр. Поезд çинче эпĕ пĕр арçын ачапа паллашрăм. Вăл Олег ятлă. Эпир унпа туслашрăмăр.

Сочире эпĕ Рома туса тĕл пултăм. Вăл Çĕнĕ Шупашкартан. Рома кунта ашшĕпе  тата амăшĕпе машинăпа килнĕ. Эпир Хура тинĕсре шыва кĕтĕмĕр, хĕвел çинче хĕртĕнтĕмĕр, тĕрлĕ вăйă вылярăмăр.

Сочире пирĕн çемье икĕ эрне канчĕ. Шупашкара эпир поездпа таврăнтăмăр.

- кайрăмăр – поехали 

-туслашрăмăр – подружились 

-кĕтĕмĕр – заходили, купались

- хĕртĕнтĕмĕр – загорали

- вылярăмăр – играли

-таврăнтăмăр – вернулись 

У: -В словах подчёркнуты последние слоги, как вы думаете, почему?

-Отвечая на вопрос мĕн турăмăр? В конце слова надо прибавлять                      – ăмăр(-ĕмĕр). К твердым словам –ăмăр, к мягким словам  - ĕмĕр.

У: -рабораем по образцу и переводим.

Кил –килтĕмĕр

Кан – (кантăмăр)

Палаш – (паллашрăмăр)

Таврăн – (таврăнтăмăр)

Туслаш – (туслашрăмăр)

У: Маттур, ачасем. Тĕрĕс  калатăр.

3. Пуплев  хăнăхăвĕсене аталантарасси.

У: - Ачасем текстра камсем туслашрĕç?

Ачасен хуравĕ:

У: - Çапла. Артём Олегпа туслашрĕ. Рома юлташне тĕл пулчĕ.

Халĕ эсир хăвăр юлашусем çинчен каласа парăр. Кам каласшăн?

Ачасем:  (3-4 ача юлташĕ çинчен каласа парать.)

Манăн тус Даша ятлă. Вăл 10 çулта. Даша ăслă, хаваслă  хĕр ача.  Вăл вырăс чĕлхи урокне юратать. Эпит унпа канмалли кунсенче пĕрле вылятпăр.

Манăн тус Софья ятлă. Унăн хушамачĕ Серебрякова. Вăл тăхăр  çулта. Софья лайăх, тирпейлĕ, ăслă хĕр ача, илемлĕ юрлать, чăвшла аван калаçать.

Манăн тус Маша ятлă. Унăн хушамачĕ Григорьева. Маша сăпайлăхĕр ача. Вăл инди ташшисене питĕ хитре ташлать.

Манăн тус пур. Вăл Данил ятлă. Эпир пĕр класра  вĕренетпĕр. Данил ăслă, вайлă, хăват чупать, лайăх вĕренет. Вăл математика урокне юратать. Эпир çулла футболла вылятпăр. Данил шанчăклă тус.

Манăн тус Дима  ятлă. Вăл тăхăр çулта.  Дима ăслă, вăйлă, шанчăклă тус. Вăл пур урока та юратать, кĕнекесем нумай  вулать.

У: - Маттур, ачасем. (тавах)  Пирĕн пурин те юлташ пур. Çавăнпа тус-юлташа хисеплемелле, кирлĕ чух пулăшмалла.

  4.Тус çинчен ваттисен сăмахĕсемпе ĕçлени.

У: -Туслăх çинчен кам  вырăсла ваттисен сăмахĕсене пĕлет?  

Ачасен хуравĕ:  Друг познается в беде. Не имей сто рублей, а имей сто друзей. Старый друг лучше новых двух.

У: Маттур. Халĕ экран çине пăхатпăр. Вырăсла вариантсене тупатпăр.

(найдите соответствие) (карточăкене салатса пани.)

У: -Кам хатĕр?  - Дима чăвашла,  Юля вырăсла вулаççĕ.

(2-3 мăшăр вулаççĕ.)

- Шанчăклă тусăн хаклĕ çук.                   Нет цены верному другу.

- Лайăх тус инкекре курăнать.               Верный друг познается в беде.

-Тусу çук пулсан – шыра, тупсан  - упра.

                                                                Нет друга – ищи, нашел – береги.

-Учитель вулать;

-Вуланине вырăсла куçарăвне тĕрĕс тупни;

-2-3ача вулать;

V.Пĕтĕмлетни.

У: - Ачасем, эсир хăвăр туса мĕнле хакланă пулăттăр?

 

«ТУС» кластер тăвасси.

У:  -Тĕрĕс, шанчаклă тусăн хакĕ çук. Пирĕншĕн тус вăл –  вăй, шанчăк, йывăр вăхăтра тĕрĕс çул кăтартаканĕ.

(экран çинчи сăмахсемпе пĕтĕмлет.)

  1. Киле ĕç пани.
  1. У: - Паян эпĕ сире киле ĕç  ваттисен сăмахĕсене пăхмасăр вĕренме паратăп. Дневниксене уçăр, çырса хурăр. (экран çинче «выучить пословицы»)

2. Ачасен çĕне хаклани.

- Паян  пурне те «пиллĕк» паллă лартатăп, маттур.

3. Учитель: - Ачасем, паян урокра мĕн турăмăр?   Сире урокра килешрĕ-и?

Ачасем:

-тус çинчен калаçрăмăр.      -текст вуласа ăнлантăмăр.

-çĕнĕ сăмахсем вĕрентĕмĕр.          -физкультминутка турăмăр.

-ваттисен сăмахĕсемпе ĕçлерĕмĕр.  -Мана урокра паян хуравлама килешрĕ.

-текст интереслĕ пулчĕ.  Ваттисен сăмахĕсем килĕшрĕç.

Тус çинчен каласа пама килĕшрĕ.    -хăнасем килĕшрĕç.


По теме: методические разработки, презентации и конспекты

план-конспект математики для 2 класса на тему "Свойство противоположных сторон прямоугольника"

урок имеет технологическую карту, описаны УУД на каждом этапе урока....

План-конспект открытого урока по ОРКСЭ по теме: Защита Отечества.

Данный урок  был проведен   для  родителей и коллег  в 4-х классах.  Учащиеся  принимали активное участие в подготовке урока и его проведении....

План-конспект открытого урока 1 класс.

План-конспект открытого урока 1 класс....

План- конспект открытого урока по технологии на тему "Изба"

Планируемые образовательные результаты Предметные умения: узнают из какого материала строили дома в старину; из каких частей состоит изба; познакомятся с профессиями: строитель, плотник, кровельщик, с...

План-конспект по физкультуре 1 класс на тему " Лазание по гимнастической стенке".

План-конспект по физкультуре 1 класс на тему " Лазание по гимнастической стенке"....