Геннадий Никандрович Волков - наш славный земляк, известный писатель
план-конспект занятия (3, 4 класс)

Антонова Лидия Алексеевна

 Разработка внеклассного мероприятия, посвящённого академику РАН Геннадию Никандровичу Волкову (на чувашском языке). Мероприятие проводится в форме игры "Звёздный час". Можно использовать как обобщающий урок по произведениям Г.Н. Волкова.

Скачать:

ВложениеРазмер
Microsoft Office document icon g._n._volkov_-_piren_muhtavla_enteshemer_palla_syravsa.doc93.5 КБ

Предварительный просмотр:

Чӑваш Республикин Вĕренӳ тата Ҫамрӑксен политикин министерстви

Канаш район администрацийĕн вĕренӳ управленийĕ

Чӑваш Республикин Канаш районĕн

«Анатолий Иванович Миттов ячĕллĕ пĕтĕмĕшле пĕлӳ паракан Сиккасси вӑтам шкулĕ» муниципалитетӑн вĕренӳ бюджет учрежденийĕ

«Лучшее внеурочное занятие» номинаци

Теми

Хатĕрлекенĕ – Антонова Лидия Алексеевна, Канаш районĕнчи Сиккассинчи пĕтĕмĕшле пĕлӳ паракан вӑтам шкулта кĕҫĕн классенче вĕрентекен

Сиккасси сали

2021


 

Предмет: Литература вулавĕ.

Класс: 3 – 4.

Шкул: чӑваш шкулĕ.

Мероприяти теми: Г. Н. Волков – пирĕн мухтавлӑ ентешĕмĕр, паллӑ ҫыравҫӑ.

Мероприяти тĕсĕ: «Телейлĕ самант» вӑйӑ.

Технологисем: информаципе хутшӑну, сывлӑха упракан, харпӑрлӑха аталантаракан, ушкӑнра хутшӑнса ĕҫлеме хӑнӑхтаракан технологисем.

Мелсемпе меслетсем: ыйту-хурав, вĕрентекен сӑмахĕ, калаҫу, проблемӑлла ыйтӑва хуравлани, тишкерӳ-пĕтĕмлетӳ, мӑшӑрсенче, ушкӑнпа ĕҫлесси.

Харкаммӑн (пайӑррӑн) пĕлӳ илмелли тĕллевсем:

Чӑваш чĕлхи ачана тĕрлĕ енлĕ аталанма, тĕрлĕ ҫитĕнӳ тума пулӑшнине ӑнланма хӑнӑхтарни.

Тĕллевпе тупсӑм: тĕллевсем лартса йывӑрлӑха ҫĕнтерме вĕрентни.

Моральпа этика: Г. Н. Волков пурӑнӑҫĕпе тата ĕҫĕсене аса илнĕ май харкам мĕнле халӑхран тухнине, ҫавӑнпа мӑнаҫланас туйӑма ҫивĕчлетни.

Предметӑн пĕрлĕхлĕ результачĕсемпе тĕллевĕсем:

Йĕркелӳ

  1. Пур ĕҫе те кӑмӑлпа хутшӑнма явӑҫтарни;
  2.  ĕҫĕн тĕллевне лартма хӑнӑхтарни;
  3. тĕллеве тĕрлĕ енлĕн пурнӑҫлама хӑнӑхтарни.

Хутшӑну

  1. Тĕрлĕ мелпе – мӑшӑррӑн е ушкӑнпа, пĕччен ĕҫлеме хӑнӑхтарни;
  2. Хутшӑнура пĕр-пĕрне итлесе илтме хӑнӑхтарни;
  3. Ушкӑнпа килĕштерсе ĕҫлеме хӑнӑхтарни.
  4. ытти ҫынсен шухӑшне хисеплеме вĕрентни.

Предметӑн ятарлӑ  пĕлӳ илмелли тĕллевĕсем:

Вĕренекенсен пĕлӳ, пултару ĕҫĕ-хĕлĕ

  1. Вĕрентекенĕн пуплевне итлесе ӑнланма хӑнӑхтарни;
  2. Илтни-вулани е калани ҫинчен хӑй шухӑшне кĕскен палӑртма хӑнӑхтарни.

Вĕрентӳ хевти-талпӑнӑвĕ

  1.  Ачасем Геннадий Никандрович Волковӑн пурнӑҫĕ тата ачасем валли ҫырнӑ хӑш-пĕр хайлавĕсене пĕлнине ҫирĕплетсе хӑварни.
  2.  Пĕр-пĕрне ыйтусем партарни;
  3.  Хӑвӑрт шухӑшлас, хуравлас хӑнӑхусене аталантарни.

Курӑмлӑх хатĕрĕсем: Г. Н. Волков портречĕ, карточкӑсем, I  тата V вӑйӑсем валли ҫырса хатĕрленĕ ыйтусен карточки (вĕрентекен валли), II тур валли хатĕрленĕ ыйтусен карточки (ачасем валли), ыйтусен пичкисем, пичкесем хума ҫĕленĕ пĕчĕк хутаҫ, выляса илнĕ командӑна памалли парне, выляса янӑ командӑна хавхалантармалли парне, «Тав, вĕрентекен, сана» (авторĕсем Альбина Юрату, Раиса Сейт), «Эпĕ пĕчĕкҫĕ хĕвел»,«Ан кай, кайӑк» юрӑ фонограммисем.

Кӑтарту хатĕрĕсем: компьютер, мультимедиапроектор, экран, темӑпа хатĕрленĕ  презентаци, интернет-ресурс.

Мероприяти юхӑмĕ:

  1. Кӑсӑклантарса яни.

Вĕренекенсене мероприятине йĕркелени.

-Ырӑ кун пултӑр, ачасем. Ушкӑнсемпе вырнаҫса ларма ыйтатӑп. Паянхи пирĕн мероприяти мĕнле иртессине пĕлес тесен, пĕр кӑсӑклӑ ĕҫе пурнӑҫламалла пулать. Кашни ушкӑн умĕнчех шифрласа ҫырнӑ сӑмахсемлĕ карточкӑсем. Ҫав сӑмахсене вуласан, пирĕн мероприяти мĕнле иртессине пĕлĕр.

3Те4ле1йл1ĕ19са2ма3нт

3Те4ле1йл1ĕ19са2ма3нт

Шухӑшласа пĕлме сире 30 ҫеккунт.Мĕнех, ĕҫе тытӑнар эппин!

(Палӑртнӑ вӑхӑтра ачасем сӑмахсене тупаҫҫĕ, вуласа параҫҫĕ: «Телейлĕ самант»).

Тĕрĕс, вӑййи – «Телейлĕ самант». Кампа тĕл пулӑпӑр-ши паянхи «Телейлĕ самантра»? Ăна пĕлес тесен, сирĕн тепĕр ĕҫ тумалла пулать. Пуҫватмӑшĕ ҫапласкер: 

1-мĕш вӑйӑ: «Ăс-хакӑла ҫемĕҫтерни».(VIII слайд)

Вĕрентекен ачасене карточкӑра палӑртнӑ чӑваш алфивитĕнчи сас паллисемпе  усӑ курса сӑмахсем пухма хушать. Ачасем сӑмахсене хут ҫине ҫыраҫҫĕ, вуласа параҫҫĕ. Мĕне пĕлтернине ӑнлантараҫҫĕ.

1    Аа

2  Ăӑ

3   Бб

4 Вв

5  Гг

6    Дд

7   Ее

8 Ёё

9 Ĕĕ

10 Жж

11 Зз

12 Ии

13 Йй

14 Кк

15 Лл

16 Мм

17 Нн

18 Оо

19 Пп

20 Рр

21 Сс

22 Ҫҫ

23 Тт

24 Уу

25 Ӳӳ

26 Фф

27 Хх

28 Цц

29 Чч

30 Шш

31 Щщ

32 ъ

33 Ыы

34 ь

35 Ээ

36 Юю

37 Яя

1

27

24

17

1

29

12

2

14

1

30

14

2

20

А) Хуначи Кашкӑр – 1 балл;

Б) Г. Н. Волков псевдонимĕ – 1 балл.

Вĕрентекен: Хуначи Кашкӑр – Геннадий Никандрович Волковӑн псевдонимĕ, терĕр эсир. Псевдоним камсен пулать, камсем  усӑ кураҫҫĕ унпа?

Вĕренекенсем: артистсем, поэтсем, писательсем…

Вĕрентекен: Апла пулсан, паянхи мероприяти теми мĕнле-ши? Палӑртайӑр-ши?

(Ачасем мероприяти темине палӑртаҫҫĕ: Геннадий Никандрович Волков – пирĕн мухтавлӑ ентешĕмĕр, ҫыравҫӑ. Ҫак кунсенче, юпа уйӑхĕн 31-мĕшĕнче, эпир чӑваш халӑхĕн мухтавлӑ ывӑлĕн, Геннадий Никандрович Волковӑн ҫуралнӑ кунне паллӑ тӑватпӑр. Унӑн ĕҫĕ-хĕлĕ нумай енлĕ. ( II слайд)

(Вĕрентекен ачасене доска ҫине пӑхма сĕнет. Унта   ҫырнине вулаттарать.) 

Вӑл – аслӑ вĕрентекен, писатель, учёнӑй, шухӑшлавҫӑ, публицист, куҫаруҫӑ, критик, академик… Пирĕн ҫĕршывра ҫеҫ мар, Кӑркӑсстанра, Германире тата ытти чылай ҫĕршывра унӑн ĕҫĕ-хĕлĕ ҫинчен  пĕлеҫҫĕ, пурнӑҫра усӑ кураҫҫĕ.  Геннадий Никандрович хӑйĕн пархатарлӑ ĕҫĕсемшĕн тĕрлĕ хисеплĕ ятсене, медальсене тивĕҫнĕ. (III слайд)

Ҫыруҫӑ ачасем валли те сахал мар калав-юмах хайланӑ. (III слайд)

 Г. Н. Волков калавĕсем тӳрĕ те ырӑ чунлӑ пулма, атте-аннене, ватӑсене хисеплеме, пурнӑҫра аслисем вĕрентнине тимлеме, кил-йышпа лайӑх пурӑнма, ĕҫе, тӑван халӑха, тӑван чĕлхене  юратма вĕрентеҫҫĕ. Эсир ĕнтĕ вĕсемпе чылайӑшĕпе паллашнӑ. Паян хӑвӑр мĕн пĕлнине, ӑса, ӑша хывнине «Телейлĕ самант» вӑйӑра кӑтартса парасса шанатӑп.

II.  Жюрипе паллаштарни.

Вӑйӑ ирттерме эсир ушкӑнсем ҫине пайланнӑ ĕнтĕ. Сирĕн пĕлĕвĕре жюри хаклĕ. (Вĕрентекен ачасене жюри членĕсемпе  паллаштарать.)

Ш. Ушкӑнсен саламĕ.

Ушкӑнсем хӑйсемпе, эмблемӑпа, девизпа паллаштараҫҫĕ.

IV. Вĕрентекен вӑйӑ йĕркипе паллаштарать.

Ҫапла вара халь «Телейлĕ самант» пуҫланĕ.Унӑн девизĕ: Геннадий Никандрович Волкова хисеплетпĕр, кĕнекисене юратса вулатпӑр!». Вӑл  вӑйӑран тӑрать. Кашни ыйтӑва сӳтсе явма сире 1 минут вӑхӑт пулать Ҫав вӑхӑт иртиччен сирĕн ыйтусем ҫине хурав тупмалла. Тĕрĕс хуравшӑн команда 1 балл ĕҫлесе илĕ.

V. Вӑйӑ юхӑмĕ.

Вĕрентекен: Хуначи Кашкӑр –  Кашкӑр йӑхĕнчен тухнӑ хунав, ача. Геннадий хунав пулсан, кам-ши вара йывӑҫĕ? Ку ыйту ҫине хурав ҫак турта пĕлĕпĕр: «Эсĕ – мана, эпĕ – сана». (IX слайд)

Ушкӑнсем хӑйсем малтан хатĕрленĕ ыйтусене тепĕр ушкӑнри ачасене черетлĕ параҫҫĕ.

1 команда: Г. Н. Волков ҫуралнӑ ҫул.

  1. Геннадий Никандрович амӑшне мĕнле чĕннĕ?
  2. Геннадий Никандровичсем миҫен пĕртӑван?
  3. Геннадий Никандрович ӑҫта ҫуралнӑ?
  4. Асламӑшĕ Геннадие мĕнпе ӑс парса пынӑ?

2 команда: Геннадий Никандрович ашшĕне мĕнле чĕннĕ?

  1. Геннадий Никандрович ашшĕ кам пулса ĕҫленĕ?
  2. Геннадий Никандрович шӑллĕсем мĕнле професси суйласа илнĕ?
  3. Геннадий Никандрович учитель пулма ӑҫта вĕреннĕ?
  4. Геннадий Никандровичӑн юратнӑ юрри.

2 вӑйӑ: «Пичке пӑтранчӑкĕсем». (X слайд)

Правили: Ушкӑнри ачасем черетленсе хутаҫри номерлĕ пичкесене туртса кӑлараҫҫĕ, пичке ӑшĕнчи хута кӑларса унта ҫырнӑ ыйтӑва вулаҫҫĕ, тепĕр ушкӑнран кам хуравламаллине калаҫҫĕ. Ушкӑнран пĕри хуравлать. Вӑл хуравлаймасан,  тепĕр ушкӑн хуравлать. Кашни тĕрĕс хуравшӑн – 1 балл.

  1. Чӑвашсен мӑн аслашшĕсем куҫса килнĕ вырӑн. (Тĕп Ази.)
  2. Атӑл тӑрӑх хӑпарса пысӑк патшалӑх тунӑ йӑхсен ячĕ. (Кĕмĕл пӑлхарсем.)
  3. Чӑваш йӑхне «кĕмĕл пӑлхарсем» тенин сӑлтавĕ. (Вĕсен хĕрарӑмĕсем хӑйсен тумне кĕмĕл япаласемпе капӑрлатнӑ.)
  4. Ĕлĕкхи чӑвашсем мĕн тума пит ӑста пулнӑ? (Ҫĕр ĕҫне тума.)
  5. Чӑвашсем хӑш ҫĕре ылтӑн ҫĕр тенĕ? (Чӑваш ҫĕрне.)
  6. Чӑвашсем хӑйсен тӑван ҫĕрне мĕншĕн ылтӑн ҫĕр тенĕ?
  7. «Пуянлӑх хакне ĕҫлекен ҫеҫ пĕлет» хайлаври сӑнарсем. ( Ашшĕ, амӑшĕ, ывӑлĕ.)
  8. Мĕнле хайлавра укҫа ҫунтараҫҫĕ? («Пуянлӑх хакне ĕҫлекен ҫеҫ пĕлет».)
  9. Ача хӑй вӑйĕпе мĕн чухлĕ укҫа ĕҫлесе илет? (20 пус.)
  10.  20 пуслӑх кĕмĕл укҫана ҫунтарма тӑнӑ чух ывӑлĕ мĕншĕн хытӑ сасӑпа кӑшкӑрса ярать? (Ăна вӑл  хӑй ĕҫлесе илнĕ.)

3 –мĕш вӑйӑ. «Хура лаша». (XII слайд)

  1. «Кам ҫинчен каланине пĕл». Геннадий Никандрович: «Вӑл маншӑн аслӑ воспитатель пекехчĕ. Мана ырӑ, йӑваш  кӑмӑллӑ пулма, ҫынна хĕрхенме вĕрентетчĕ». (Асламӑшĕ ҫинчен.)
  2. «Юманкка» калавра кам  сӑнланнӑ? (Г.Н. Волков.)

4-мĕш вӑйӑ: « Кайри – мала!» (XIII слайд)

Ертсе пыраканни (вĕрентекен) ыйтусем вулать. Кашни ушкӑнӑн 1 минут хушшинче май килнĕ таран ытларах ыйту ҫине хурав парса ĕлкĕрмелле.  Хуравне ушкӑн пĕлеймест пулсан, вӑхӑта перекетлес шутпа, «Малалла!» тесе каламалла. Кашни тĕрĕс хуравшӑн – 1 балл.

Хуравлама баллсен шучĕпе каярах юлса пыракан ушкӑн пуҫлать.

Хӑш хайлавран ҫак сӑмахсем?

  1. «Уҫламасӑр ҫу пулмасть». («Алӑри ĕҫ».)
  2.  «Вӑй пĕрлешӳре, атте». («Хурама хулли».)
  3. «Вӑй усаллӑхра мар, вӑй усӑлӑхра» («Пилпе Арӑслан».)
  4. «Тӑван чĕлхе – халӑхӑн сумлӑ та телейлĕ малашлӑхĕ» («Тӑван чĕлхемĕрҫĕм».)
  5. «Пĕрре улталӑн, иккĕ улталӑн, виҫҫĕмĕшĕнче ларса йĕрĕн» («Суяпа инҫе каяймӑн».)
  6. «Тӑван халӑхӑмӑр, Атӑл евĕр, ӑслӑ ту пултаруллӑ, таса чунлӑ та ырӑ кӑмӑллӑ…» («Аслӑ Атӑл».)
  7. «Тӑван амӑшĕшĕн пĕр пĕрче шеллекен пĕр пĕрчĕсĕр тӑрса юлнӑ» («Аҫу-аннӳ яланах хисепре пултӑр».)
  8. «Халӑхӑмӑр яланах туслӑ пурӑнма пĕлнĕ» («Акам».)
  9. «Ҫĕр ҫинчи ҫинчи чи паха ылтӑн – ырӑ кӑмӑл, туслӑх, юрату» («Перекетлĕх».)
  10.  «Пирĕн вара пурте пур: ырӑ кӑмӑл, ырӑ юрӑ, ырӑ ĕмĕт, ырӑ апат – пурте хӑй вырӑнĕнче» («Кӑркӑстанри салма яшки».)
  11.  «Ан ӳркенĕр, ан чирлĕр, ан самӑрланӑр, ан ҫӑткӑнланӑр, ан усалланӑр» («Кам хӑвӑртрах ывӑнать».)
  12. «Пурӑнан пурнӑҫра катӑк пуртӑ та кирлĕ» (Кӳсек, кĕсмен тата кисĕп».)
  13. «Тӑван ҫĕрĕн тусанĕ те тӑван, пылчӑкĕ те пылак» («Ылтӑн ҫĕр».)
  14. «Чӑтӑмлӑх йывӑррине ҫӑмӑллатать, ҫӑмӑлтараххин йывӑрӑшне пачах ҫухатать» («Чӑтӑмлӑх».)
  15.  Хӑш чĕлхе чи хитри, пуянни, юратни?» («Виҫĕ ыйту, пĕр хурав».)
  16. «Икĕ чĕлхе – икĕ ӑс, виҫĕ чĕлхе – виҫĕ ӑс. Ăслӑ пулар эппин!» («Тӑван чĕлхемĕрҫĕм».)

V. Жюри вӑййа пĕтĕмлетни. Вылякансене парнесем пани. (XIV слайд)

VI. Рефлекси. (XV, XVI слайдсем)

  1. Мероприятине пĕтĕмлетни.

Вĕрентекен ачасене ыйтусем пани:

- Ачасем, эпир паян хамӑр мероприятие кама халалларӑмӑр?( Геннадий Никандрович Волкова.)

- Кам вӑл Геннадий Никандрович Волков? (Вӑл - аслӑ вĕрентекен, писатель, учёнӑй, шухӑшлавҫӑ, публицист, куҫаруҫӑ, критик, академик.)

2.Рефлекси.

- Сире мероприяти килĕшрĕ-и?- Мĕн килĕшрĕ?

- Паянхи мероприятире пирĕн  - вӑйӑ. Мĕн ятлӑ вӑл? («Телейлĕ самант».)

- Мĕншĕн телейлĕ-ши ку самант? (Геннадий Никандровичпа, унӑн кӑсӑклӑ хайлавĕсемпе, геройĕсемпе тепĕр хут тĕл пулнишĕн, ӑс пухнишĕн.)

3. Ачасен ĕҫне хаклани.

 Ачасем, паянхи вӑййа хатĕрленсе эсир Геннадий Никандрович Волковӑн  хайлавĕсене нумай вӑхӑт хушши вуларӑр. Кашни хайлаврах аслӑ вĕрентекенĕмĕр мĕн каласшӑн пулнине тимлерĕр. Паян хӑвӑр пĕлĕвĕре кӑтартса патӑр. Ҫав тери маттур пултӑр.

Усӑ курнӑ литература

1.Волков Г. Н. Кил илемĕ: Калавсем, юмахсем, очерксем / Г. Н. Волков. – Шупашкар: Чӑваш кĕнеке изд-ви, 2007. – 127 с.

2.https://www.prodlenka.org/metodicheskie-razrabotki/423476-obobschenie-opyta-po-temezhizn-i-tvorchestvo


По теме: методические разработки, презентации и конспекты

"Писатель Валентин Распутин - наш земляк"

Биография  писателя.Детские  произведения  о  родных  местах....

Внеклассное чтение. Начальная школа. "Наши земляки-писатели для детей"

Пояснительная записка по внеклассному чтению Основные цели :-  создание условий для развития речевой деятельности младшего школьника (слушание, чтение, говорение, письмо);-  содействие ...

Технологическая карта урока русского языка тема "Имена, отчества, фамилии известных писателей"

Открытый урок русского языка  2 классе  система Л.В.Занкова. Проведён в МБОУ "ООШ" г. Кирсанова Тамбовской области в рамках недели начальных классов с презентацией....

Презентация к уроку русского языка тема "Имена, фамилии, отчества известных писателей"

Наглядный материал для проведения урока по указанной теме...

Открытый классный час на тему «Творчество наших земляков», приобщенный ко Дню Писателя в России

Данный классный час полезен тем, что расширяет знания учащихся о писателях и поэтах родного края и села, особенно если приобщить его ко Дню Писателя в России, к юбилею образования Ростовской обла...

Беседа «Земляки - известные личности»

Беседа «Земляки - известные личности»...