"Манăн кил - Чăваш çĕршывĕ»квест - вăйă майлă урок
методическая разработка (2 класс)

Семенова Н.С.

"Манăн кил - Чăваш  çĕршывĕ» темăпа вăтам ушкăнра ирттернĕ

вĕреннине çирĕплетмелли квест - вăйă майлă урок.

 

 

Скачать:

ВложениеРазмер
Файл manan_kil_-_chavash_cershyve.docx557.88 КБ

Предварительный просмотр:

«Манăн кил - Чăваш  çĕршывĕ» темăпа вăтам ушкăнра ирттернĕ

вĕреннине çирĕплетмелли квест - вăйă майлă урок.

Хатерлекенӗ:

Семенова Н.С.,

Чặваш Республикинчи  Канаш районěн       

                                                         Совет Союзӗн Геройӗ А.П.Петров ячӗллӗ                                                                                                                       Аччари  пěтěмěшле пěлÿ паракан                                                       

 тěп  шкулăн   пуçламăш класс вĕрентекенĕ

Тĕллев:Чăваш Республики çинчен ачасен пĕлĕвне çирĕплетесси, калав калăплама хăнăхтарасси.

Задачăсем:

Вĕренӳ задачисем: Чăваш Республики патшалăх символĕсене (ялав, герб гимн) аса илесси, Э. Юрьев художник - Чăваш Республикин гербĕпе ялавĕн авторĕ çинчен каласси; тĕрлĕ халăх туслă пурăнни çинчен каласа хăварасси, сăмах йышне пуянлатассси, çĕнĕ сăмах тăвас майсемпе кăсăклантарасси; ӳкерчĕк тăрăх каласа пама хăнăхтарасси;

Аталану задачисем: ачасен шухăщлавне, тимлĕхне аталантарасси; пĕрлĕхри ĕçре, вăйăра калаçса хутшăнма хăнăхтарасси; хăйсен шухăш-кăмăлне каласа парас кăмăлне вăйлатасси;

Воспитани задачисем: тăван çĕр-шыва юратма, тăван çут çанталăка упрама; тăван халăх культурине хаклама, ытти халăхсемпе туслă пулма вĕрентесси.

Словарь ĕçĕ: тухья, масмак, тюбетейка, саппун, илемлетнĕ пуç çыххи (кокошник), сараппан; тăван çĕршыв, Чăваш Республикин патшалăх символĕсем (герб, ялав, гимн).

Оборудовани:  мольберт, ноутбук, В. Ильдяков – В. Давыдов-Анатри «Сар хĕвел» юрă.

Кăтарту хатĕрĕсем: шар, çыру; чăваш тумлă пукане ӳкерчĕкĕ; вырăс, тутар, мари тумлă пуканесем; Василий Давыдов – Анатри çырнă «Тăван çĕршыв» хайлавĕн сыпăкĕ; Ильинкăри ватă юман ӳкерчĕкĕ, Чăваш Республикин картине ӳкернĕ хут, диктофон, сăмах сăнчăрĕ, презентаци «Элли Юрьев - Чăваш Республикин гербĕпе ялавĕн авторĕ »

Ачасене валеçсе памалли хатĕрсем: тухья, масмак, тюбетейка, камзол, саппун, илемлетнĕ пуç çыххи (кокошник), сараппан, кĕпе ӳкерчĕкĕсем (3 ушкăн валли).

 

Мероприяти  умĕн ирттернĕ ĕç:

  1. Пӳлĕмĕн тĕрлĕ вырăнĕсене хĕвел, çăлтăрсем, йывăç, кăранташ тата сăрă ӳкерчĕкĕсене çыпăçтарасси;
  2. Квест – вăйă валли кĕнеке страницисене хатĕрлесси:

- Чăваш тумлă хĕрача;

- Чăваш Республикинчи чи ватă юман ӳкерчĕкĕ;

- Чăваш Республикин карттине ӳкернĕ хут;

- Чăваш Республикин ялавĕпе гербне ӳкернĕ хут;

- «Элли Юрьев - Чăваш Республикин гербĕпе ялавĕн авторĕ»

3. Кĕнеке хуплашкине илемлетмелли 4 пай.

4. Ĕç карточкисем: «Тупмалли юмах»,  «Сăмах туп»

5. «Тăван çĕршыв кĕтессинче» тĕрлĕ халăх тумтирлĕ пуканесен выставкине йĕркелесси.

6.«Тăван çĕршыв кĕтессинче» Раççей Федерацийĕн, Чăваш Республикин картине, символикисене вырнаçтарасси.

7. Презентаци «Элли Юрьев - Чăваш Республикин гербĕпе ялавĕн авторĕ» хатĕрлесси.

Ачасемпе ирттернĕ умĕнхи ĕç:

  1. Раççей Федерацийĕн, Чăваш Республикин карти çинче хуласем тупасси. «Хулалла» вăйă вылясси.
  2. «Сар хĕвел» юрă вĕренни.
  3. Чăваш эрешĕпе пукане кĕпине илемлетни.
  4. Чăваш тата ытти халăх тумтирĕсене пăхни.
  5. Чăваш халăхĕн ача-пăча сăмахлăхĕпе, вăййисемпе паллаштарасси.

Уйрăм ачсемпе ирттернĕ умĕнхи ĕç:

  1. И. Малкай çырнă «Ик чĕлхе вăл – ик тĕнче» сăвва вĕрентни.

Урок структури

  1. Занятине ачасене йĕркелесси. Ачасене ĕçлес кăмăлне çĕклесси.
  2. Мотиваци. Çыру вулани.
  3. Тупмалли юмах тупсăмне пĕлни. Хĕвеле чĕнсе каланă сăвă-юрăсене аса илни.
  4. «Кам нумайрах чăвашла хĕр ача ячĕ калать?» вăйă. Чăваш тумлă пукане ӳкерчĕкне тупни. 
  5. «Чăваш наци тумĕ» калав йĕркелесси.
  6.  Ушкăнпа ĕçлесси. «Хĕвелпи юлташĕсене пулăш» вăйă.
  7. Кану саманчĕ. В. Ильдяков – В. Давыдов-Анатри «Сар хĕвел» юрă.
  8. 2-мĕш ĕç: тупмалли юмахсен тупсăмне пĕл.
  9. «Малалла тăс» вăйă.
  10. Василий Давыдов – Анатри çырнă «Тăван çĕршыв» хайлавĕн сыпăкĕ.
  11.  «Кам нумайрах сăмах тупать: мĕнле юман?» вăйă
  12.  Кану саманчĕ «Ларать, ларать, Миша ларать» вăйă выляççĕ
  13. 3-мĕш ĕç: Хăвăрт каларăш «Алтăр çăлтăр – çич çăлтăр, çиччĕшĕ те çут çăлтăр»
  14. 4 -мĕш ĕç. Тупмалли юмахăн тупсăмне тупасси: тумĕ йывăç, варри хура. (Кăранташ)  Кăранташ ӳкерчĕкĕ патне хут шырама каясси.
  15. Презентаци «Элли Юрьев - Чăваш Республикин гербĕпе ялавĕн авторĕ»
  16. Рефлекси. Вăйă «Корреспондент»
  17. Пĕтĕмлетӳ. Сăвă çырни (синквейн)
  18.  И. Малкай çырнă «Ик чĕлхе вăл – ик тĕнче» сăвва вулани.

Урок йĕрки

Ачасем пукансем çине çурма ункă майлă вырнаçса лараççĕ.

 1.Урока ачасене йĕркелесси.

- Ырă кун пултăр, ачасем! Камăн кăмăлĕ аван – вăл пурне те саламлать (аван кăмăллисем алă сулаççĕ). Кам пирĕнпе ĕçлеме  хавас – вăл пурне те саламлать (ĕçлеме хатĕррисем  алă сулаççĕ).

Учитель шар çумне çыхнă хута асăрхать.  

2. Мотиваци. Çыру вулани.

- Мĕн çырнă-ши? Вулар-ха. «Ырă кун пултăр, ачасем! Эпĕ кĕнеке хатĕрлерĕм. Хуплашки çинче ӳкерчĕк çук, çавăнпа вăл уçăлмасть.Ÿкерчĕк пайĕсене тупмалла. Малтан тупмалли юмах тупсăмне пĕлмелле. Вара манăн ят та паллă пулĕ.»

3. 1-мĕш ĕç: Тупмалли юмах тупсăмне пĕл. «Йăлт пăхать те йăл  кулать, кӳлĕ çинче вăй вылять. Пурте ăна юратаççĕ, куçран пăхма вăтанаççĕ.»

- Хĕвел.

- Хăш сăмахсем тупсăмне пĕлме пулăшрĕç? Ачасен хуравĕсем.

- Сăмах пуçламăшĕнче мĕнле сасă илтĕнет? [х] [Х] сасăллă мĕнле сăмахсем пĕлетĕр? (ачасен хуравĕсем)

- Чăваш ачисем хĕвеле чĕнсе каланă мĕнле сăвă-юрăсене пĕлетĕр?

Ача: Хĕвел, пăх! Хĕвел, пăх! Çупа чăкăт çитерĕп.

Ача: Хĕвел, хĕвел, кулса тух! Хĕвне кулă чиксе тух.

Ача: Пăх, хĕвел, пăх, хĕвел! Çу чашкипе çу парап, пыл чашкипе пыл парап.

- Ăçта шырамалла – ха ӳкерчĕк пайне?

- Пирĕн пӳлĕмри хĕвел ӳкерчĕкĕ патне каймалла.

- Çыру çыраканăн ятне пĕлме пĕр вăрттăнлăх калăп. Чăвашсен хĕр ача ячĕнче пи сыпăк пулнă. Вăл хĕр ача, пике тенине пĕлтерет. Мĕн ятлă-ши хĕр ача?

- Хĕвелпи ятлă.

4. «Кам нумайрах чăвашла хĕр ача ячĕ калать?» вăйă. 

5. «Чăваш наци тумĕ» калав йĕркелесси.

- Хĕвелпи мĕнле наци тумне тăхăннă? Мĕншĕн çапла шутлатăр? Каласа парăр.

- Хĕвелпи чăваш наци тумтирне тăхăннă. Унăн кĕпи шурă. Кĕпе аркине чăваш тĕррипе илемлетнĕ. Пуçĕнчи хăю çинче те чăваш тĕрринче хĕвеле пĕлтерекен эреш пур.

6. Ушкăнпа ĕçлесси. «Хĕвелпи юлташĕсене пулăш» вăйă.

- Хĕвелпин юлташĕсем хăш халăх ачисем? (вырăс, тутар, мари). Вĕсем «Халăхсен туслăхĕ» фестивале кайма пуçтарăннă.  

1- мĕш ушкăн ӳкерчĕклĕ япаласен комплетĕнчен вырăс хĕр ачин тумтирне тупать, япала ятне калать.

2- мĕш ушкăн ӳкерчĕклĕ япаласен комплетĕнчен тутар арçын ачин тумтирне тупать, япала ятне калать.

3- мĕш ушкăн ӳкерчĕклĕ япаласен комплетĕнчен мари хĕр ачин тумтирне тупать, япала ятне калать.

7.Кану саманчĕ. В. Ильдяков – В. Давыдов-Анатри «Сар хĕвел» юрă.

Ачасем ӳкерчĕкĕн пĕрремĕш пайне - чăваш тумне тăхăннă хĕр ача- тупаççĕ. Тепĕр енче 2-мĕш ĕç.

8.2-мĕш ĕç: тупмалли юмахсен тупсăмне пĕл: 1)Чĕмсĕр пичче сан умра: пин алă ун, пин ура (йывăç) 2)Çулла тумланать, хĕлле пăрахать (вăрман).

Ачасем йывăç ӳкерчĕкĕ патне пыраççĕ. 

- Йывăçпа вăрманăн мĕнле пĕрпеклĕх тата уйрăмлăх?

9. «Малалла тăс: юман – юманлăх, хурăн-…, ăвăс - …, çăка -…, хыр - ….»

10. Василий Давыдов – Анатри çырнă «Тăван çĕршыв» хайлавĕн сыпăкĕ.

- «Сар хĕвел» юрă сăмахĕсене чăвашсен паллă поэчĕ Василий Давыдов – Анатри çырнă. (Портретне кăтартать). Вăл чăвашла калаçнă, хайлавĕсене чăвашла çырнă. Хĕвелпи Василий Давыдов – Анатри çырнă «Тăван çĕршыв» хайлавĕн сыпăкне итлеме сĕнет.

-Калавра мĕн çинчен каланă? Мĕн- ши вăл Тăван çĕршыв?

- Хĕвелпи хăй пурăнакан вырăна ӳкернĕ. «Тăван çĕршыв» хайлавĕн сыпăкĕпе мĕнле пĕрпеклĕх пур? Ачасен хуравĕсем.

- Эпир пурăнакан вырăнта тахçан юмансем ӳснĕ. Вĕсене карап тунă çĕре илсе кайнă. Хальхи вăхăтра питĕ нумай çул ӳсекен юман пур, ăна упраççĕ.(Ÿкерчĕкне кăтартать.)

11. «Кам нумайрах сăмах тупать: мĕнле юман?» вăйă

12. «Ларать, ларать, Миша ларать» вăйă выляççĕ

Ларать, ларать, Миша ларать,

Шĕшкĕ тĕмĕ айĕнче.

Çиет, çиет  Миша çиет

Шĕшкĕн сарă мăйăрне.

Вăхăт çитсен тăрас пулать,

Кам тĕкнине калас пулать.

Ачасем ӳкерчĕкĕн иккĕмĕш пайне – юман, çăка, вăрман ӳкерчĕкĕсене - тупаççĕ. Хутăн тепĕр енче 3-мĕш ĕç.

13.3-мĕш ĕç: Хăвăрт каларăш «Алтăр çăлтăр – çич çăлтăр, çиччĕшĕ те çут çăлтăр». Малалла  ăçталла каймалла?

 Ачасем çăлтăрсем çыпăçтарнă вырăна пыраççĕ.

Ачасем ӳкерчĕкĕн виççĕмĕш пайне - Чăваш Республикин картине - тупаççĕ. Хутăн тепĕр енче 4-мĕш ĕç. 

-  Пирĕн Тăван çĕршыв мĕн ятлă?

- Пирĕн çĕршыв Раççей, Россия ятлă.

- Раççей Федерацийĕнче çĕр ытла халăх пурăнать. Вĕсен хăйсен тăван  чĕлхи пур. Раççей Федерацийĕнче пурăнакан халăхсем вырăсла та пĕлеççĕ. Тăван халăх чĕлхине те манмаççĕ. Вĕсем иккĕшĕ те патшалăх чĕлхи. Çуралса ӳснĕ вырăна та тăван çĕршыв теççĕ.

- Пирĕн республика мĕн ятлă? (Чăваш Республики ятлă.)

- Чăваш Республики Раççей Федерацийĕнче вырнаçнă. Кăçал Чăваш автономине тунăранпа 100 çул.

 - Чăваш Республикин тĕп хули мĕн  ятлă? (Чăваш Республикин тĕп хули Шупашкар)

- Чăваш Республикинчи мĕнле хуласене пĕлетĕр? (Ачасен хуравĕсем)

14. 4 -мĕш ĕç. Тупмалли юмахăн тупсăмне тупасси: тумĕ йывăç, варри хура. (Кăранташ)  Кăранташ ӳкерчĕкĕ патне хут шырама каясси. Элли Юрьев портретне тупаççĕ.

-  Кам вăл художник? Хĕвелпи чăвашсен паллă ӳнерçипе паллашма сĕнет.

15. Презентаци «Элли Юрьев - Чăваш Республикин гербĕпе ялавĕн авторĕ»

1 слайд Элли Юрьев портречĕ

2 слайд Элли Юрьев ĕçĕсем

Ачасем ӳкерчĕкĕн тăваттăмĕш пайне - Чăваш Республикин символне - тупаççĕ.

- Ялав, герб, гимн - патшалăх символĕсем. Чăваш Республикин те хăйĕн ялавĕ, гербĕ, гимнĕ пур.

 - Чăваш Республикин ялавĕпе гербĕн мĕнле пĕрпеклĕх пур? (Сарă тата йăмăх хĕрлĕ тĕссем усă курнă. Пурнăç йывăççи пур. Ун  тăрринче виçĕ хĕвел.)

- Гербăн аялти пайĕнче йăмăх хĕрлĕ тĕс çине ылтăн сас паллисемпе Чăваш Республики — Чувашская Республика тесе çырнă. Хăю çинче ылтăн çулçă тата хăмла. Гимна ура çине тăрса итлеççĕ.

16.Рефлекси. Вăйă «Корреспондент»

Ачасем ӳкерчĕкĕн тăватă пайне те çыпăçтараççĕ – хуплашка хатĕр.

- Хĕвелпин «Манăн кил - Чăваш  çĕршывĕ» кĕнекин  хуплашки хатĕр. Халĕ кĕнеке уçăлать. Ăна усă курса Чăваш Республики çинчен каласа паратпăр. Эпĕ диктофон çине çыратăп.

17. Пĕтĕмлетӳ. Сăвă çырни (синквейн)

- Занятинче мĕн килĕшрĕ? Мĕн çĕнни пĕлтĕр?

- Чăваш  çĕршывĕ!

Илемлĕ, пуян,

Чечекленет, илемленет, савăнтарать.

Тĕрлĕ халăх çыннисемпе туслă пурăнать.

Чăваш чĕлхи янрать!

18.И. Малкай çырнă «Ик чĕлхе вăл – ик тĕнче» сăвва вулани.

 Ача: Эп чăваш пулса ӳсесшĕн

Вырăсла пĕлсессĕн те.

Чăвашла та вĕренесшĕн,

Ик чĕлхе вăл – ик тĕнче. (И. Малкай)

                                                                                             

 

                                                                                                Хушса пани 1

 Василий Давыдов – Анатри çырнă «Тăван çĕршыв» хайлавĕн сыпăкĕ.

         Тăван çĕршыв вăл – атте-анне панă чĕлхемĕр, эпир юратса юрлакан юрăсем.

Тăван çĕршыв вăл – укăлча çумĕнчен пуçланакан уй-хир, улăх-çаран, чечексем çинче сĕрлекен вĕлле хурчĕсем, эпир вылякан теттесем, хĕлле ярăнакан тăвайкки.

Мĕн тери илемлĕ, пуян та тараватлă пирĕн таврари çĕршыв! Шăнкăр-шăнкăр юхан-шывсем, йăлтăр-йăлтăр кӳлĕсемпе ешĕл улăхсем, ăшă çил вĕрнĕ чух кăмăллăн пăшăлтатса, лăпкă ир-каç шăппăн ларакан вăрмансем, тинĕс евĕр курăнакан тыр-пул уйĕсем.

                                                                                       

   

                                                                                             Хушса пани 2

Чăваш Республикинчи чи ватă юман

Старейшина чувашских дубов     Юман 360 ытла çулта. Ăна виçĕ хутчен çиçĕм çапнă. Унччен 26 метр çӳллĕш пулнă, халĕ – 24 метр. Ку юман чĕрĕ çут çанталăк палăкĕ тесе йышăннă. Вăл Муркаш районĕнчи Ильинка ялĕ çывăхĕнчи вăрманта ӳсет.

                                                                                            Хушса пани 3

Презентаци «Элли Юрьев - Чăваш Республикин гербĕпе ялавĕн авторĕ»

 эллиЭлли Юрьев - Чăваш Республикин гербĕпе ялавĕн авторĕ 

072           img4

Элли Юрьев ĕçĕсем

literat


По теме: методические разработки, презентации и конспекты

Тема урока: "СОГЛАСНЫЙ ГЛУХОЙ МЯГКИЙ ЗВУК [ч’]. БУКВЫ Ч, ч" 3.Тип урока: «Урок открытия нового знания» • 4. Форма организации урока: групповая • 5.Предмет - литературное чтение (обучение грамоте) • 6.Класс: 1 • 7.Автор

·Аннотация урока2.Тема урока: " СОГЛАСНЫЙ ГЛУХОЙ МЯГКИЙ ЗВУК [ч’].БУКВЫ Ч, ч"3.Тип урока: «Урок открытия нового знания»4. Форма организации урока: групповая5.Предмет - литературное чтение (обуче...

Урок окружающего мира по теме "Если хочешь быть здоров" МБОУ лицея №32 г.Орла Тип урока: обобщение изученного материала. Форма урока: урок - путешествие Программа: УМК "Перспективная начальная школа" Учебник: Окружающий мир 2-й класс, часть 2. Авторы:

Урок окружающего мира  по теме "Если хочешь быть здоров"Тишина Ирина Викторовна, учитель начальных классовМБОУ лицея №32 г.ОрлаТип урока: обобщение изученного материала.Форма урока:...

Урок окружающего мира по теме "Если хочешь быть здоров" МБОУ лицея №32 г.Орла Тип урока: обобщение изученного материала. Форма урока: урок - путешествие Программа: УМК "Перспективная начальная школа" Учебник: Окружающий мир 2-й класс, часть 2. Авторы:

Урок окружающего мира  по теме "Если хочешь быть здоров"Тишина Ирина Викторовна, учитель начальных классовМБОУ лицея №32 г.ОрлаТип урока: обобщение изученного материала.Форма урока:...

Разработка урока по математике « Математический теремок» Тема урока: «ЗНАКИ «ПЛЮС» (+), «МИНУС» (–), «РАВНО» (=)» Разработка урока по математике « Математический теремок» Тема урока: «ЗНАКИ «ПЛЮС» (+), «МИНУС» (–), «РАВНО» (=)»

Цели урока: познакомить учащихся со знаками «+», «–», «=»; учить детей понимать значение данных знаков, читать равенства; работать над развитием внимания, логического мышления учащихся; при...

Конспект урока «Число и цифра 8» Тип урока: урок объяснения нового материала (урок формирования первоначальных предметных навыков и УУД, овладения новыми предметными умениями) – «Введение понятия числа и цифры 8»

Конспект урока «Число и цифра 8» Тип урока: урок объяснения нового материала (урок формирования первоначальных предметных навыков и УУД, овладения новыми предметными умениями) – «Введение п...

Урок по Основам религиозных культур и светской этики 4 класс. Модуль: Основы светской этики.Тема урока: Урок ».Добро и зло " Зачетная работа. Урок скорректирован под свой класс из многих конспектов других учителей.

Технологическая карта урока Предмет _ Основы светской этики ________________________ Класс _____4____________________ Базовый учебник ___«Основы светской этики» А. Я.Данелюк____________________...

Конспект занятия по робототехнике «Проект «Первые шаги», часть Б: Датчик перемещения Майло».

В начальной школе дети проходят по желанию курс занятий с лего- конструктором в модуле "Робототехника". В ВУЗах и СПО - среднем профессональном образовании студенты на 1-3 курсах в качестве ...