Открытый урок в 3 классе "Сӑвӑ кӗнеки."
план-конспект урока (3 класс) по теме

Алексеева Ольга Ивановна

план открытого урока по чувашскому языку для 3 класса по программе Г.В.Абрамовой

Скачать:

ВложениеРазмер
Файл urok_plane_3kl.docx31.06 КБ
Файл 2010.pptx873.1 КБ
Файл prezentatsiya4.pptx90.84 КБ

Предварительный просмотр:

 

     

     3-мӗш «Б» класра  вӗренекен ачасемпе ирттернӗ  уҫӑ урок планӗ

Урок  теми :    Сӑвӑ кӗнеки.

Урок  эпиграфӗ:   Кӗнеке - пӗлỷ ҫӑл куҫӗ.

Пӗлỷ  тӗллевӗ :  текста тата сӑвва  ăсра тата сасăпа вуласа ăна туллин ăнланма, вулав правилисене, интонацие тĕрĕс тытса пыма, текста тĕрĕс куçарма, панă ыйтусене хуравлама, ыйтусемпе усă курса диалог йĕркелеме, ĕç тетрадĕнчи хăнăхтарусене  пурнăçлама пултармалла; мӗнрен? (кого? от кого?) сӑмахлă ыйтуллă предложенисене хуравлама , текста вуласа куçарнă май словарьпе усă курма пĕлмелле

Аталантару  тӗллевӗ :  ачасене палӑртнӑ темӑпа калаҫӑва хутшӑнтарасси илемлӗ вулав,  вулавпа  куҫару,  монолог, диалог хӑнӑхӑвӗсене  аталантарасси.

Сапӑрлӑх тӗллевӗ : кӗнекене упрамалли, тирпейлӗ тыткаламалли ҫинчен каласси; кӗнеке пӗлỷ ҫӑл куҫӗ пулнине туйса илме пулӑшасси;чӑвашла ача-пӑча кӗнекисене вулама хавхалантарасси.

Урок мелӗсемпе меслечӗсем: учитель сӑмахӗ,юрӑ юрласси,  фонетика зарядки, ыйту – хурав, калаҫу, ỷкерчӗкпе,слайдсемпе ӗҫлесси, кӗнекепе вӗренỷ ҫинчен ваттисен сӑмахӗсемпе ӗҫлесси.

Урока кирлӗ хатӗрсем: вӗренỷ кӗнеки «Чӑваш чӗлхи» 3 класс валли, ӗҫ тетрачӗ 3-мӗш класс валли, компьютер, мультимедиа проекторӗ, экран, Power Point программӑпа хатӗрленӗ слайдсем (П.Эйзин портречӗ,унӑн биографийӗ, Чӑваш наци библиотеки сайчӗнчен илнӗ пӗлтерỷ, схемӑпа пӗтӗмлетỷ правили, картинкӑсем, ваттисен сӑмахӗсем).

Кӑтарту хатӗрӗсем: хутран касса кӑларса илемлетнӗ тетте «Маня», П.Эйзинӑн «Упа керменӗ» кӗнеки, чӑвашла ача-пӑча кӗнекисен выставки.

Усӑ курнӑ литература:

1). Г.В.Абрамова.Обучение чувашскому языку в русскоязычной школе:методическое пособие.Чебоксары: «Новое время»,2009.-120с.

2). В.А.Трифонова.Чӑваш чӗлхипе литератури:меслет сӗнӗвӗсем, уроксем.1-мӗш кӑларӑм.Шупашкар,-2006-72с.

3).Т.А.Власова. Чӑваш чӗлхине вӗрентнӗ май ачасен сапӑрлӑх туйӑмне аталантарасси. Шупашкар, 2007.-114с.

4).А.А.Ядрицова. Чӑваш чӗлхине культурӑсен ҫыхӑнӑвне тӗпе хурса вӗрентесси. Шупашкар «Ҫӗнӗ вӑхӑт»,2010-63с.

                                            Урок юхӑмӗ.

1.Йӗркелỷ саманчӗ.  а) «Шӑнкӑрав сас пачӗ» юрӑпа урока пуҫлани;                                                                      

                                    ӑ) сывлӑх сунни (учитель ачасене, ачасем учителе, пурте   пӗрле хӑнасене);

                                     б) дежурнӑйпа калаҫни

- Паян группӑра кам дежурнӑй?

- Группӑра кам ҫук?

                                      в)  ҫанталӑка сӑнлани (доска умӗнче дежурнӑй схемӑсемпе ӗҫлет  !!!  ☼  ░ →  Тӳпе  …….., ……).

 2. Урок йӗркипе паллаштарни.

- Сегодня на уроке прочитаем рассказ о книжном магазине, познакомимся с стихотворением П.Эйзина «Мӗнрен?», поговорим о вопросительном слове мӗнрен?.

3. Аудированипе фонетика хӑнӑхӑвӗсене  аталантарани. (Сӑвӑ йӗркисене ачасем учитель хыҫҫӑн калаҫҫӗ).

              Поэтсем ҫыраҫҫӗ сӑвӑсем,

             Вӗсене вулаҫҫӗ ачасем.

             Туслӑ пурӑнаҫҫӗ геройсем.

             Пулӑшаҫҫӗ пӗр-пӗрне вӗсем.

-Найдите в стихотворении слово со звуком «з»?( сӑвӑсем, вӗсене, ачасем, геройсем, вӗсем).

4. Ҫӗнӗ темӑпа ӗҫлени.Вулавпа куҫару хӑнӑхӑвӗсене  аталантарани.

1) Экран ҫинче «Кӗнеке магазинӗнче» (1-мӗш слайд) .

- ӳкерчӗк ҫинче камсене куратпӑр?( Мурзика, Читӑна, Маньӑна тата Тишкӑна куратпӑр).

- Пирӗн туссем Мурзик, Чита, Маня тата Тишка ӑҫта? ( Туссем кӗнеке магазинӗнче).

- Ҫапла, туссем паян кӗнеке магазинӗнче.Унта вӗсем мӗн туяннине текста вуласа пӗлӗпӗр. (Кӗнеке 68-мӗш стр. 4-мӗш ӗҫ).

2) Текстпа ӗҫлени:  - вӗрентекен вулавне итлени;

                                 - хӑйсем тӗллӗн вулани;

                                 - текстра мӗн ҫинчен сӑмах пынине вырӑсла каласа пани;

                                - вӗҫе-вӗҫӗн вуласа куҫарни;

                                - ыйтусемпе ӗҫлени.

 а) Кӗнеке магазинӗ мӗн ятлӑ?

 ӑ) Мурзик мӗн туяннӑ? Унӑн кӗнеки мӗн ятлӑ?

 б)  Читӑн кӗнеки мӗн ятлӑ?

 в) Тишка мӗн- мӗн туяннӑ?( Кӗнеке тата акварель краски).

 г) Маня мӗн- мӗн туяннӑ? ( Кӗнеке тата тетрадь).

- Маньӑн кӗнеки мӗн ятлӑ-ши? Акӑ вӑл. Пурте пӗрле вулар-ха. «Упа керменӗ» ятлӑ вӑл. Кӗнеки илемлӗ. Ҫак кӗнекен авторӗ кам-ши? Пурте пӗрле вулатпӑр.

3) Экран  ҫинче Петӗр Эйзин портречӗ (2-мӗш слайд).Ун ҫинчен кӗскен калани (3–мӗш слайд).Чӑваш наци библиотеки сайчӗнчен илнӗ пӗлтерӳ (4-мӗш слайд).

- «Упа керменӗ» сӑвӑ кӗнеки (книга со стихами). Кӗнекере вара ачасем валли ҫырнӑ сӑвӑсем. Вӗсенчен пӗри  «Мӗнрен?» ятлӑ сӑвӑ. Маня сӑвва питӗ килӗштернӗ. Ӓна вӑл пӑхмасӑр та вӗреннӗ. Вӑл ӑна пире каннӑ хыҫҫӑн каласа парӗ.

 5. Кану саманчӗ.    Пӗрре, иккӗ, виҫҫӗ, тӑваттӑ-

                                   Физзарядка тумалла.

                                    Пиллӗк, улттӑ, ҫиччӗ, саккӑр-

                                    Пирӗн вӑйлӑ пуллмалла.

Канса илтӗмӗр,халӗ вара Маньӑна итлесе пӑхар-ха. (Вӗрентекен Маня теттене тытса сӑвва пӑхмасӑр вуласа парать).

- Ачасем, сире сӑвӑ килӗшрӗ-и? Килӗшрӗ пулсан сӑвӑпа паллашар.

6. Сӑвӑпа ӗҫлени. Илемлӗ вулав хӑнӑхӑвӗсене  аталантарани.                                                                                 

 (Кашни ача умӗнче уйрӑм хут ҫине  пичетленӗ сӑвӑ йӗркисем).

а)- сӑвва ачасем хӑйсем тӗллӗн вулаҫҫӗ, вырӑсла каласа параҫҫӗ;

  - хӗр ачасем вулаҫҫӗ;

  - ар ҫын ачасем вулаҫҫӗ;

  - уйрӑм шар ачасем вулаҫҫӗ;

  - ыйтусем ҫине хуравлаҫҫӗ  .(Экран ҫине 5-мӗш слайд тухать.)

 1) Шӑши мӗнрен хӑрать?

 2) Кушак мӗнрен хӑрать?

 3) Йытӑ мӗнрен хӑрать?

 4) Кашкӑр мӗнрен хӑрать?

 5) Упа мӗнрен хӑрать?

ӑ) сӑвӑра мӗнрен? ыйтури сӑмахсене тупса вулани, вырӑсла куҫарни, схемӑпа паллашни, пӗтӗмлетӳ туни.

(кушакран - мӗнрен? (кого? от кого?) кошки, йытӑран - мӗнрен? (кого? от кого?) собаки, кашкӑртан - мӗнрен? (кого? от кого?) волка, упаран - мӗнрен? (кого? от кого?) медведя.

( Экран ҫине 6-мӗш слайд тухать.)  

                                                Мӗнрен?

                                        – ран    - рен     - тан

 ! Существительные, имеющие аффиксы  - ран,  -рен,  -тан, отвечают на вопрос мӗнрен?

7. Ӗҫ тетрачӗпе ӗҫлени. Ҫыру хӑнӑхӑвӗсене  аталантарани.                                                                                  ( 32 стр.,1- меш ӗҫ).

  (  сӑмахсене кирлӗ аффикссем лартса ҫырса хуни)

8. Картинкӑсемпе ӗҫлени. Монолог хӑнӑхӑвӗсене  аталантарани.                                                                                   ( Экран ҫине 7-мӗш слайд тухать.) Ачасен умӗнче те ҫак картинкӑ  пур.  

а) картинка ҫине пӑхса ыйтусем ҫине хуравлани

   1) Нина мӗнрен хӑрать? 2) Валера мӗнрен хӑрать? 3) Клава  мӗнрен хӑрать?4) Миша мӗнрен хӑрать? 5) Света мӗнрен хӑрать?

ӑ) ялан маттур пулмалли, никамран та, нимӗнрен те хӑрамалла марри ҫинчен пӗтемлетсе вӗрентекен сӑвӑ вулать:

       Упаран та, шапаран та,

       Уколтан та ан хӑра!

       Вӑйлӑ пул та, ҫирӗп пул,

      Яланах маттур эс пул!

      Кӗнеке вула, тӗпче

      Тем те пӗлӗн ун чухне!

9. Кӗнеке выставкипе паллаштарни.

  1) Шкул библиотекинче вырӑсла ҫеҫ мар, чӑвашла ача-пӑча кӗнекисем те пурри ҫинчен каласа хӑварни, вӗсемпе паллашма, туслашма сӗнни).

  2) Кӗнеке вулани мӗнле пулмаллине вӗрентнине, мӗне вӗрентнине   ваттисен сӑмахӗсемпе усӑ курса каласа хӑварни (экран ҫине 8-мӗш слайд тухать.)

10. Урока пӗтӗмлетни.

  - Маттур, ӑслӑ ачасем пулас тесен пирӗн мӗн- мӗн тумалла?

11. Ачасен ӗҫне хаклани.

      Киле ӗҫ пани:   « Мӗнрен? сӑвва пӑхмасӑр вӗренме сӗнни.

 


Предварительный просмотр:


Подписи к слайдам:

Слайд 1

С ӑвӑ кӗнеки . Урок теми :

Слайд 2

К ӗ неке магазин ӗнче

Слайд 3

Петр Эйзин 1943 ҫ улта ҫу ралн ӑ

Слайд 4

Петр Эйзин (Петр Егорович Димитриев) известен детям как автор популярных стихотворений, которые вошли в программы общеобразовательных учреждений. Они изучаются в детских садах, включены в учебники для младших классов и пособия для дошкольного воспитания. Написанные с большой любовью к малышам, с тихи и сказки радуют маленьких читателей.

Слайд 6

В номинации "Самая читаемая детская книга на чувашском языке" победителем стала книга " Пакша кучченеçĕ " (составитель Н. П. Ишентей ,), на втором месте - " Ача-пăча пьесисем " (составитель Н. Г. Иванова), на третьем - Петр Эйзин " Упа керменĕ " . 20 апреля 2010 г. в Национальной библиотеке Чувашской Республики состоялась торжественная церемония награждения победителей республиканского конкурса "Литературная Чувашия: самая читаемая книга года" .

Слайд 8

Мӗнрен ? ̸ ǀ \ - ран - рен - тан Существительные, имеющие аффиксы - ран, - рен , - тан отвечают на вопрос мӗнрен ?

Слайд 11

Кто много читает, тот много знает. Кам нумай вулать , вӑл нумай пӗлет . Книга- источник знаний. Кӗнеке - пӗлӳ ҫӑл куҫӗ Книга учит жить. Кӗнеке пурӑнма вӗрентет . Книга – лучший подарок. Кӗнеке - чи лайӑх парне.

Слайд 12

Сывӑ пулӑр , к ӗнеке тусӗсем !


Предварительный просмотр:


Подписи к слайдам:

Слайд 1

Петр Эйзин Мӗнрен ? Шӑши хӑрать кушакран , Кушак хӑрать йытӑран , Йытӑ хӑрать кашкӑртан , Кашкӑр хӑрать упаран . Упа - упа утаман , Хӑрамасть вӑл никамран .

По теме: методические разработки, презентации и конспекты

Открытый урок, проведённый в рамках «Дня открытых дверей» для родителей по теме «Урок здоровья» «Be healthy, wealthy and wise!» Советы, как быть здоровым и успешным.

Тип урока:Закрепление знаний(рекомендация, советы  по режиму дня)Цели:       - развитие коммуникативных умений   в говорении,   чтении,  ау...

Открытый урок по чтению "Умейте делать открытия" 2 класс

Сегодня на уроке чтения мы будем работать над содержанием рассказа Михаила Пришвина «Золотой луг», узнаем, какие названия существуют у известного вам растения. Девизом урока я предлагаю слова: «...

Конспект открытого урока на районный конкурс-фестиваль « Открытый урок».

Конспект открытого урока по окружающему миру во 2 классе на тему " Вокруг света с фотоаппаратом" с использованием передовых педагогических технологий....

Открытый урок во 2 классе по теме " Clothes" УМК" Forward",открытый урок в 1 классе по теме " Моя семья"

Певый урок апробировался на экспериментальной площадке с 2010-2013...

Конспект открытого урока русского языка. 4 класс. Конспект открытого урока русского языка. 3 класс.

Тема «Правописание окончаний имён существительных в дательном падеже». Тема «Упражнения в правописании слов с проверяемыми безударными гласными в корне»...

5 раздел. Мероприятия. Дни открытых дверей (открытые уроки). Урок математики в 1 классе по теме:"Обобщение изученного". Султанова С.В.

5 раздел. Мероприятия. Дни открытых дверей (открытые уроки).Урок математики в 1 классе  по теме: "Обобщение изученного". Султанова С.В....