Литературно-музыкальная композиция " Чаваш ваййисем"
методическая разработка (4 класс)

Поркина Елена Владисовна

Сценарий на чувашском языке.

Скачать:

Реклама
Онлайн-тренажёры музыкального слуха
Музыкальная академия

Теория музыки и у Упражнения на развитие музыкального слуха для учащихся музыкальных школ и колледжей

Современно, удобно, эффективно

Посмотреть >


Предварительный просмотр:

Музыкăпа литература композицийĕ «Вăйăра».

   Вăйă картинче.

Тĕллев: Чăваш халăх йăли – йĕркипе (вайапа) интереслентересси, халăх юрри – ташшшине вĕрентесси.

 Вĕренекенсен тавçăруллăхне аталантарасси.Ачасен туслăхне çирĕплетесси.

 (Сцена синче кăшт хыçаларах)- пÿрт умне тухаççĕ.Арçын ача шăхăрать. Чÿречерен Нинук  пăхать.

1 ача. Нинук! Урама тух!

 

Нинук: Мĕн тума?

2 ача. Вăйă выляма.

Нинук: Юрать тухап. Тумланам-ха(.Нинук тухать.)

Нинук:Акă эпĕ тухрăм та.Мĕнле вăйă вылятпăр?

1-меш ача:Хамăр тант  ăшсене пурне те чĕнер мар-и?

2-меш ача:Атьăр, чĕнес!

(Алла - аллăн тытанса

1.«Хурăн çулçи» юрă юрласа тухаççĕ.

 

1.Хурăн çулçи /3 х

Çурăлсан,

Килет вăрман /3 х

Илемĕ

2.Хĕрсем вăййа /3 х

Тухсассăн,

Килет урам /3 х

Илемĕ.

(Çурма çавра тăраççĕ)

(ЭВЕЛИНА)

 - .Атьăр, вăййа тухар-и те,

Çĕнĕ сăвă калар-и?

Пирĕн çине тантăшсем те

Ăшшăн пăхса кулччăр-и?

(ВЕРОНИКА)

 - Атьăр, вăййа тухар-и те,

Çÿл тÿпене пăхар-и?

Çитмĕл çичĕ çăлтăр пек те

Савăнайса выляр-и?

А.Н- Атьăр, вăйă вылятпăр!

А Вылятпăр!

А,Н- Мĕнле вăйă выляр-ши, ачасем?

А- Ят пĕлмелле!

А,Н- Ят пĕлме кама кăларатпăр?!

А.Н-Данила!

- Данил, тух-ха, сана ачасем кĕтеççĕ!

(Данил урай варрине тухса ларать. Ачасем ун тавра карталанса юрлаççĕ)

Ларать, ларать, Данил ларать

Шĕшкĕ тĕмĕ айĕнче /2 х

Çиет, çиет, Унтри çиет

Шĕшкĕн сарă мăйăрне /2 х

Вăхăт çитсен тăрас пулать

Ятне тĕрĕс калас пулать. /2 х

(Ачасем чарăнса тăраççĕ. Ушкăнран пĕри Данилăн куçĕсене аллисемпе хуплать. Данилăн ун ятне пĕлмелле)

- Ку кам-ши?

- Ку Оксана!

- Данил пĕлеймерĕ! Мĕн тутаратпăр ăна?!

- Сăвă калаттаратпăр!

Ваççа кайнă вăрмана

Хура çырла пуçтарма.

Упа тухнă мĕкĕрсе,

Ваççа ÿкнĕ  хăраса

- Халĕ ят пĕлме кама  кăларатпăр?!

- Коляна!

- Коля, тух-ха, сана ачасем кĕтеççĕ!

(Коля тухса ларать. Ачасем ун тавра карталанса юрă юрласа çаврăнаççĕ. Пĕр ачи ун куçне хуплать)

- Ку кам-ши?!

- Ку Кирилл!

- Пĕлчĕ! Мĕн тутаратпăр ăна?!

- Тупмалли юмахăн тупсăмне туптаратпăр!

- Пĕчĕкскер, хитрескер, çĕр мăкăртса тухнăскер, пурçăн тутăр çыхнăскер. Мĕн вăл?

- Кăмпа!

А.Н.- Ачасем, татах выляр-и?!

А.- Выляр!

А.Н.- Халĕ мĕнле выляр?

А.- Иванпа Анюкла!

А.Н.- Вылятпăр-и?

А.- Вылятпăр!

Нина.- Эпĕ Анюк пулатăп!

Кирилл.- Эпĕ Иван пулатăп!

(Анюк хăй куçне тутăрпа çыхать. Анюкăн Ивана сасă тăрăх шыраса тытмалла).

- Иван, эсĕ ăçта?

- Кунта! Кунта!

- Иван, эсĕ ăçта?

- Кунта! Кунта!

- Тытаймарĕ! Тытаймарĕ!

- Мĕн тутаратпăр?!

- Юрă юрлаттаратпăр!

- Хĕрсем, мана юрлама пулăшăр-ха, тархасшăн?!

Юрă «Мĕн тума ?»

Алли кирлĕ мĕн тума?

-Тĕрĕ тĕрлеме.

Ури кирлĕ мĕн тума?

-Ташă ташлама.

Сасси кирлĕ мĕн тума?  

-Юрă юрлама.

Чĕлхи кирлĕ мĕн тума?

-Сăвă калама.

Хăлхи кирлĕ мĕн тума?

-Юмах итлеме.

Куçĕ кирлĕ мĕн тума?

-Çут тĕнче курма.

 

(Алена Николаевна)                                                          

Йăмра çине тăм ÿкет,

Хĕвел пăхать-ирĕлет.

Выльăр, кулăр, тантăшсем,

Çамрăк ĕмĕр час иртет.

 Юрă «Çĕмĕрт çеçки çурăлать».

1.Çĕмĕрт çеçки çурăлать те,

Çĕмĕрт çеçки çурăлать,

Вăрман витĕр курăнать /2 х

2.Шурă кĕпе тăхăнсан та,

Шурă кĕпе тăхăнсан,

Вăйă витĕр курăнать /2 х

3.Çутă пушмак, шур чăлха та,

Çутă пушмак, шур чăлха.

Кирĕк тивмест тетĕр-им? /2 х

4.Вылямастăр, кулмастăр та,

Вылямастăр, кулмастăр.

Вăйă иртмест тетĕр-им? /2 х

5.Чăрăш кĕлет, сар кĕлет те,

Чăрăш кĕлет, сар кĕлет.

Тăрри чăнкă килĕшет /2 х

6.Эпир вăййа тухсассăн та,

Эпир вăййа тухсассăн,

Юрлани те килĕшет /2 х

 – Атьăр, çĕрĕ валеçмелле вылятпăр!

- Вылятпăр!

- Эпĕ çĕрĕ валеçетĕп.

Пĕлекенни кам пулать?

- Эп – пĕлекенни пулатăп!

- Чик-чик-чикĕлти,

Эс чипер те, эп чипер.

Санран чипер тата пур.

Сик, тух, чиперри!

- Çĕрĕ камра?

- Çĕрĕ Санюкра!

- Пĕлеймерĕ! Мĕн тутаратпăр?!

- Такмак каласа ташлатăр!

             Такмаксем.

1.Шап-шурă купăста

Эпир çиме пит ăста.

Юрламасан, ташламасан

Пире кунта намăс та.

(Оксана)

2.Лач-лач-лачака

Лачакара вĕт шапа.

Пирĕн ялăн ачисем

Чисти усал качака.

(Алиса)

3.Хура вăрман çырлине

Чĕреспеле пухмалла.

Сирĕн пире тиркеме

Шухăшласа пăхмалла.

(Данил)

4.Çырмара, лапара

Лапра пулать-и вара?

Эпир кунта ташланăшăн

Намăс пулать-и вара?

(Наташа)

5.Велосипед, велосипед

Такăр çула юратать.

Велосипед çинчи ачи

Пиллĕк илме юратать.

(Кирилл)

6.Чÿречене уçăр –ха

Уçă сывлăш кĕтĕр-ха.

Аллăрсене çупăр-ха

Хаваслăрах пултăр-ха!

(Коля)

7.Ирпе ирех тăмалла,

Физькультура тумалла.

Физькультура тумасан

Вăй та, хай та

Пулме сан

(Полина)

Анне пек пулас килет

Атте пек пулас килет,

Атте-Аннепе пĕрле

Савăнса ÿсес килет.

(Ангелина)

Лапша-Макарон

Сĕтпе юрататпăр.

Эпир уява тухсан

Çапла савăнатпăр.

(Эвелина)

Такмаксене пĕтеретпĕр.

Урăх юрламастпăр.

Хытă тăрăшмарăмăр;

Аллине çапмастпăр!

(Вероника)

-Халĕ çĕрĕ эпĕ валеçетĕп!

Пĕлекенни кам пулать?

- Эпĕ пĕлекенни пулатăп!

- Чик-чик-чикĕлти,

Эс чипер те, эп чипер.

Санран чипер тата пур.

Сик, тух, чиперри

- Çĕрĕ камра?

- Çĕрĕ Верукра!

- Пĕлчĕ! Мĕн тутаратпăр?

- Сăвă калаттаратпăр!

Сурăх çÿрет кĕтÿре

Самăрланса кунсерен.

Сумлă алса-чăлхасем

Сурăх парать çулсерен!

(Алена Николаевна)

Эх, лайăх-çке вăйăра

Юрă юрлама.

Тĕрлĕ чечексем çине

Пăхса савăнма!

А.Н.- Тантăшсем, атьăр икĕ ушкăна уйрăлар!

А.- Уйрăлар!

А.Н.- Мĕнле вăйă выляр-ши, ачасем?!

А.- «Çерем ватса вир акрăм» вăйă вылятпăр!

Вăйă «Çерем ватса вир акрăм»

- Çерем ватса, çерем ватса вир акрăм. /2 х

-Эпир ăна таптатпăр /2 х

-Эсир мĕнпе, эсир мĕнпе таптатăр?   /2 х

-Кĕтÿ кĕртсе таптатпăр. /2 х

- Эпир ăна, эпир ăна тытатпăр /2 х

- Эсир мĕнпе тытатăр? /2 х

- Чĕн йĕвенпе, чĕн йĕвенпе тытатпăр /2 х

- Эпир ăна илетпĕр! /2 х

- Эсир мĕнпе, эсир мĕнпе илетĕр? /2 х

- Пин сум парса илетпĕр /2 х

- Пире пин сум , пире пин сум кирлĕ мар. /2 х

- Сире тата мĕн кирлĕ? /2 х

- Пире тата, пире тата хĕр кирлĕ/2 х

- Пирĕн çунат катăлчĕ /2 х

- Пирĕн çунат, пирĕн çунат хушăнчĕ/ 2х

- Нинука ташлаттаратпăр-и?

- Ташлаттаратпăр!

- Эпĕ пĕччен ташламастăп.

Эпĕ хĕрсемпе ташлатăп!

                     Чăваш ташши «Линкка-линкка»

1.Линкка-линкка авкаланма

Юман хăма кирлĕ  / 2 х

Халь те юман, халь те юман

Тата юман кирлĕ  /2 х

2.Йăкăш-йăкăш шуçкалама

Яка хăма кирлĕ.  /2 х

Халь те яка, халь те яка

Тата яка кирлĕ.  /2 х

3.Ик аллă ма сулкалама

Кĕмĕл çĕрĕ кирлĕ.  /2 х

Халь те кĕмĕл, халь те кĕмĕл

Тата кĕмĕл кирлĕ.  /2 х

4.Чуп-чуп чуптума

Чипер ача кирлĕ.  /2 х

Халь те чипер, халь те чипер

Тата чипер кирлĕ.  /2 х

5.Линкка-линкка авкаланма

Юман хăма кирлĕ  / 2 х

Халь те юман, халь те юман

Тата юман кирлĕ  /2 х

Тул çутăлса килет.

Автансем те авăта пуçларĕç.

Çитет пулĕ выляса,

Çитет пулĕ юрласа.

Хĕвел тухрĕ хĕрелсе

Çĕнĕ куна ырласа.

(«Хурăн çулçи» юрă юрласа тухса каяççĕ»)

3.Хурăн çулçи /3 х

Тăкăнсан,

Каять вăрман /3 х

Илемĕ.

4.Хĕрсем вăйран /3 х

Кĕрсессĕн

Каять урам /3 х

Илемĕ.


По теме: методические разработки, презентации и конспекты

Литературно-музыкальная композиция "Вологда моя"

Стихи и песни о Вологде, вологодском крае...

Литературно-музыкальная композиция "Слава тебе Сталинград"

Материал предназначен для открытого мероприятия, проводимого 2 февраля в честь годовщины разгрома немецких войск под Сталинградом"...

Литературно-музыкальная композиция "Здравствуй, Золотая Осень!"

Непродолжительная костюмировання композиция, которую можно провести и на уроке чтения, и на уроке окружающего мира....

Литературно - музыкальная композиция "Солдаты Отечества"

Цели проведения мероприятия:1. Воспитание чувства патриотизма и любви к Родине.2. Формирование гражданской позиции учащихся.3. Пропаганда знаний по истории России и истории края....

Литературно-музыкальная композиция "Дневник Тани Савичевой"

Сценарий и презентация литературно-музыкальной композиции "Дневник Тани Савичевой" для учащихся начальной школы...

Литературно-музыкальная композиция «Война в творчестве поэтов» (защита проекта по литературному чтению «Праздник поэзии»)

Проектная деятельность младших школьников – это активная творческая деятельность учащихся, имеющая конкретную цель, определенную структуру, направленная на получение заранее прогнозируемого прод...