Шупашкар
план-конспект урока (8 класс) на тему

Вырăс шкулĕнчи 8-мĕш класра ирттернĕ уçă урокăн анлă планĕ

Скачать:

ВложениеРазмер
Microsoft Office document icon shupashkar_plan_uroka.doc57 КБ

Предварительный просмотр:

Урок теми: Шупашкар .

Сапăрлăх тĕллевĕ: тăван хула илемне туйма, хисеплеме, юратма вĕрентесси.

Пĕлÿ тĕллевĕ: 1. Темăпа ыйтусем пама хăнăхнине тĕрĕслесси.

2. Ачасен калаçу чĕлхине аталантарасси.

Аталантару тĕллевĕ: хула симвăлĕсемпе паллаштарасси.

Урок тĕсĕ: хутăш урок.

Курăмлăх хатĕрĕсем: компьютер, проектор, магнитофон, маркерпа усă курмалли ушкăнпа ĕçлемелли ятарлă доска, дидактика материалĕ _ план тĕрев.

Урок юхăмĕ.

1. Урок пуçламăшĕнче эпир сирĕнпе малтан чĕлхесене вылятса илĕпĕр. Халь пурте кĕнекесене 108с. Уçрăмăр,4 ĕç тупрăмăр.

 

_учитель вулать, ун хыççăн ачасем вуласа пыраççĕ.

Калăр-ха, тархасшăн, пирĕн тăван хула мĕн ятлă? (Шупашкар)

Паянхи урок теми те пирĕн Шупашкар ятлă.

(Экран çине Шупашкар тухать)

Урок эпиграфĕ вырăнне эпĕ çак йĕркесене илтĕм: «Савнă Шупашкарăм,эп сана юратрăм»

Çак юлашки предложение пăхăр-ха, кунта урок тĕллевĕ пытаннă? Калăр-ха, тархасшăн, пирĕн паян урокра мĕн тумалла? Пирĕн паян мĕнле тĕллев? (ачасен хуравĕсем)

Çапла, эпир паян сирĕнпе урокра тăван хула çинчен калаçăпăр,çĕнĕ юлташсемпе паллашăпăр, хамăрпа та кăштах паллаштарăпăр.

Урокра ĕç нумай,çавăнпа та пурин те питĕ тăрăшса ĕçлемелле, урок вĕçĕнче пурин те лайăх паллă илме тăрăшмалла.

2. Çĕнĕ темăпа паллаштарни.

1)Хула çинчен чылай юрă-сăвă хывнă. Эпир халь сирĕнпе чăваш поэчĕ Хв.Акивер çырнă «Шурă Шупашкар» сăвăпа паллашăпăр. (93стр.)

Малтан çĕнĕ сăмахсемпе ĕçлесе илĕпĕр. (слайд)

А)Словарь

Сăн

Чарăнмасăр

Хупланмасăр

_учитель хыççăн каласси;

_сăмах çаврăнăшĕсемпе предложенисем йĕркелесси;

_Сăвă хыççăн панă сăмахсене пурте пĕрле вуласси.

Ё)сăвва учитель вулать;

Б) ачасем çурма сасăпа вулаççĕ;

В) саспа 3-4 ачана вулаттарасси.

2) Ыйтусем çине хуравласси

_Шурă юр мĕнле çăвать?

_Шурă юр çунă каç автор хула илемне ăçта курать?

_Çуртсем çинчен мĕн калать?

_Автора шурă юр çăвакан каçхи хула килĕшет. Сана хула ытларах хăçан килĕшет?

_Калăр-ха: тархасшăн: Шупашкар çинчен час-часах шурă Шупашкар: шурă-шурă Шупашкар тенине вулама, илтме пулать. Автор та сăвва Шурă Шупашкар ят панă. Мĕншĕн-ши. (юр çунипе хула шурă курăнать).

 Çуркунне çутçанталăк чĕрĕлнĕ чухне те хула шап-шурă курăнать, е тата çакăн пек шухăш та калаççĕ: ĕлĕк, асфальт çук чухне хулана шурă чул сарнă пулнă. Çавăнтан Шурă Шупашкар пулса кайнă теççĕ. Тата хулара чиркÿсем нумай, вĕсене шурă тăспе сăрланă. Чиркÿсем аякран шуррăн курăнса ларнă.

 

3) Кашни хулан хăйĕн симвăлĕсем пур. Шурă Шупашкарăн та пур. Мĕнсем-ши вĕсем? Кам калама пултарать? (герб: гимн: ялав)

Çапла,эсир тĕрĕсех каларăр. Халь кăштах вĕсем çинче чарăнса тăрар-ха.(слайд)

Ку хула гербĕ.

_Эсир кунта мĕн куратăр?

_Герб мĕн тĕслĕ?

Ачасем: пăхăр-ха: хулан икĕ герб. Вĕсем мĕнпе уйрăлса тăраççĕ? (хăмлапа,Чебоксары-Шупашкар тесе çырнă сăмахсемпе уйрăлса тăраççĕ).

 Çак символсене эпир Чăваш республикин гербĕ çинче курма пултаратпăр_ çак симвăлсем Шупашкара Чăваш республикин тĕп хули стаусне параççĕ: (Указывают на правовой статус г.Чебоксары: как столицы ЧР)

Ку герб вара _ Шупашкар гербĕ. Кунта эпир 5 кăвакала куратпăр. Пирĕн тăрăхра хур-кăвакал нумай пулнине кăтартать. Геральдикăра ку символ ирĕклĕхе, пуçарулăха. лартнă тĕллеве пурнăçланине палăртать. Ку орнамент (эреш) _ Атăл юхан-шыва палăртать. Кăвак тĕс геральдикăра илемлĕх,мăнаçлăх, уçăмлăх (ясность) символĕ. Ку эреш юман – вăй символĕ.ĕмĕрлĕх, çирĕплĕх символĕ. 3 юман хула ĕлĕкхине, хальхине, пулассине палăртать. 3çăлтăр девиз вырăнĕнче «Пулнă, пур, пулатпăр.» Хула гербне хула депутачĕсем 2001 çулта июнь уйăхĕнче йышăннă. Герб авторĕ Чăваш халăх художникĕ Элли Михайлович Юрьев.

Ялав. Ялав шурă тĕслĕ,варринче хула гербĕ. Кашни кун хула ялавне ăçта курма пултаратпăр?

(Правительство çурчĕ умĕнче)  

Тепĕр символ вăл гимн. Хула гимне 14 июньте 2001 çулта йышăннă. Авторĕ Анатолий Кипеч –вăл пирĕн шкула час-часах килсе çÿрет. Кĕвви Геннадий Максимовăн. Эпир сирĕнпе сăмаххисене вăреннă, айтăр-ха аса илер.

(пурте пĕрле сăмаххисене каласси)

Гимн итлесси.

3?Темăна çирĕплетни.

1? Эсир шкула хулари тĕрлĕ кĕтесрен çÿретĕр. Айтăр-ха пĕр-пĕринчен ыйтса пĕлер, мĕн килĕшет хулара, мĕн килĕшмест. ăçтарах пурăнатăр тата ытти те. Пĕр-пĕринчен интерьвю илер.

(ачасем парта хушшинче мăшăрăн-мăшăрăн калаçаççĕ.)

2?Доска умĕнче 2 ачана диалог тутарасси.

3?Мăшăрăн-мăшăрăн калаçнă хыççăн ачасенчен ыйтса пĕлесси

_Хăш районта пурăнать?

_Миçе хутлă çуртра пурăнать?

_Ытларах ăçта çÿреме юратать?

_Вĕсен районĕнче мĕнле кинотеатр пур?

4Хамăр тĕрлĕ ситуацисенче мĕнле калаçма пултарнине тĕрĕслесе пăхрăмăр.

Шупашкар хулине хăнасем чылай килсе çÿреççĕ. Вĕсене пурне те хула таса,илемлĕ пулни, хула илемлĕ вырăнта вырнаçни килĕшет. Ахальтен мар ĕнтĕ пирĕн хулана «Раççейри чи хăтлă хула» ята панă.(2002ç.)

5.Халь эпир сирĕнпе ушкăнсем çине пайланса ĕçлĕпĕр (ушкăнсем ĕçленĕ вăхăтра хула çинчен слайдсем каяççĕ)

1 ушкăн Тур оператор пек пулса ĕçлемелле. Шупашкар çинчен реклама хатĕрлемелле. Чăнах та Шупашкара килсе курас туйăм çуралтăр.

2 ушкăн Америкăран хăнасем килмелле. Хулапа паллаштармалла.Программа хатĕрлемелле. (нации калоритне те туйса илччĕр)

6?Ушкăнсен ĕçĕсемпе паллашни.

 

4? Хула çинчен пĕтĕмлетсе «çăмха çиппи» кустарасси. (монолог)

Урока пĕтĕмлетни

_Паян урокра мĕн çĕнни пĕлтĕмĕр ?

_Хула хитререх, чаплăрах пултăр тесен мĕн тумалла?

Киле ĕç пани

Хула лайăхрах пултăр тесен мĕн улăштармалла, çĕнетмелле _ программа туса килĕр?

Ачасем, чăнах та,эсир паян тăрăшса ĕçлерĕр. Хула пуласлăхĕ те сирĕнтен килет. Эсир каланă шухăшсем тăрăх хула тата тасарах та хётлăрах пуласса шанас килет.

Юлашкинчен урока çак йĕркесемпе вĕçлĕпĕр (пурте пĕрле вуласси)

Синквэйн

 Тĕп хула

Ватă та,çамрăк та

Ÿсет, чечекленет, тĕрекленет

Эпĕ çак хулана юрататăп

Шупашкар

Урок вĕçленчĕ. Сывă пулăр, ачасем. Тухма пултаратăр.


По теме: методические разработки, презентации и конспекты

по чувашскому языку "Çĕнĕ Шупашкар хули".

Çĕнĕ Шупашкар – республикăри хуласенчен чи çамрăкки. Хула Атăл хĕрринче, Шупашкартан10 çухрăм анатарах вырнаçнă....

Çӗнӗ Шупашкар – тӑван хула.

Мӗнле  илемлӗ  пирӗн  Çӗнӗ  Шупашкар – çуралнӑ   çӗр-шыв,   тӑван   кӗтес,   çуралнӑ   вырӑн. ...

Урок- экскурсия «Таван Шупашкарам» ("Родные Чебоксары")

Урок- экскурсия «Таван Шупашкарам» ("Родные Чебоксары") позволит детям узнать что-то новое о столице Чувашии г.Чебоксары, о её достопримечательностях, о великих людях. В урок включается материал, кото...