Чăвашсен сÿнми çăлтăрĕ
методическая разработка на тему

Левина Галина Александровна

Методическая разработка к внеклассному мероприятию. Посвящается к 125летию основоположника чувашской классической литературы К.В.Иванова.

Скачать:

ВложениеРазмер
Файл chavashsen_synmi_caltare.docx28.74 КБ

Предварительный просмотр:

Тема:  Чăвашсен сÿнми çăлтăрĕ.

Тĕллевĕ: Паллă поэт кун-çулĕпе тата пултарулăхĕпе тĕплĕнрех паллаштарасси.

Задачăсем: 1) Тăван культурăна юратма, халăхран тухнă паллă çынсене хисеплеме вĕрентесси.

                     2) Ачасен тавра курăмне, ăс-хакăлне аталантарасси.

Проблема: Пирĕн халăхăн чаплă та мухтавлă ывăлĕ-хĕрĕ сахал мар. Вĕсенчен чылайăшĕ чăваш ятне тĕнче шайне çĕкленĕ.Ÿссе пыракан ăрура хăйĕн халăхĕн историйĕпе интересленмен ачасем пулаççĕ. Халăх историйĕпе ачасене мĕнле интереслентерсе ямалла? Çакнашкал проблема кашни кунах тухса тăрать.

 Актуаллăхĕ: Чăваш чĕлхи урокĕсенче вĕренекенсем тăван халăхăн чылай паллă çыннисемпе паллашаççĕ, анчах вĕренÿ кĕнекисенче панă материал питĕ çителĕксĕр. Вĕренекенсен вара паллă çынсем çинчен пĕлес кăмăл самай пысăк. Çак ĕçре класс тулашĕнче ирттермелли ĕçсем пулăшма пултараççĕ.

Кирлĕ хатĕрсем: К.В.Иванов портречĕ, компьютер, проектор, Power Point программăпа хатĕрленĕ презентаци, кĕнеке выставки.

1мĕш ертсе пыракан: Ырă кун пултăр, паянхи уяв каçне пухăннă хисеплĕ учительсем, хаклă ачасем!

2-мĕш ертсе пыракан: Ырлăх-сывлăх сунатпăр сире!

1мĕш ертсе пыракан: Паян эпир чăвашсен чаплă поэчĕ К.В.Иванов çуралнăранпа125 çул çитнине халалласа йĕркеленĕ литература каçне пуçтарăнтăмăр. Эпир сире унăн пурнăçĕпе, ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарасшăн, поэт пурнăçĕпе  пултарулăхне  çутатса паракан литературăпа музыка композицине пăхма сĕнесшĕн.

2-мĕш ертсе пыракан: К.В.Иванов 1980 çулхи çу уйăхĕн 27-мĕшĕнче Пушкăрт республикинчи Слакпуç ялĕнче çуралнă. Слакпуç ытарма çук илемлĕ вырăнта ларать. Çак тĕлтен Слак шывĕ пуçланса каять.Ту хĕрринчи шурă чулсем хушшинчен сип-сивĕ çăлсем тухаççĕ, çÿллĕ валаксем тăрăх шарласа юхаççĕ. Слакпуç – поэзи сăпки: илемлĕ тавралăх, пуян сăмахлăх, пархатарлă йăла-йĕрке – К.Иванов пултарулăхне витĕм кÿнĕ çăл куç.(2слайд)

1-мĕш сăвă вулакан: Силпи çырми вăрман-çатраллă,

                                    Тĕл-тĕл сĕвек парлаклă,

                                    Шыв юхăмĕ çурхи хăватлă,

                                    Шар-шар шавлăн шарлаклă. (3слайд)

1-мĕш ертсе пыракан: Поэтăн ашшĕ ĕçчен те пуян хресчен пулнă. Вăл ачисене пурне те хутла вĕрентме тăрăшнă. Сакăр çулта Кĕçтука ялти пуçламăш шкула вĕренме янă. Тепĕр виçĕ çултан ăна ашшĕн йăмăкĕ – Евгения Николаевна Иванова хăй патне куçарнă, унтан Чĕмпĕрти чăваш шкулне илсе кайнă. Анчах вăл çулхине И.Я.Яковлев шкулне вĕренме илмен пирки (икĕ çулта пĕрре йышăннă) Кĕçтука Пелепейри хула училищине вырнаçтарнă. (4, 5 слайдсем)

2-мĕш ертсе пыракан: Пелепейри хула училищинче пĕр çул вĕреннĕ хыççăн К.Иванов Чĕмпĕрти чăваш шкулне çул тытать. Унăн малтанхи пурнăçĕ Чĕмпĕрти чăваш шкулĕпе çыхăннă. Унта вăл малтан шкул ачи пулнă, кайран хăй вĕрентÿçе  тухнă. Кунта унăн хавас самантлă та пайтах хура кунлă вĕри яшлăхĕ иртнĕ. Çакăнтах вăл пултарулăх ĕçĕн таса телейне те, тÿрлетейми çухатусен тискер хурлăхне те тÿссе курнă. (6слайд) 

1-мĕш ертсе пыракан: К.В.Иванов вырăс халăх юррисене питĕ юратнă. Вăл тăван халăха вырăс халăх юррисен чи паха тĕслĕхĕсемпе паллаштарас тĕллевпе „Хресчен марсельези” тата „Дубинушка” юрăсене чăвашла куçарнă.

(Хĕр ачасемпе арçын ачасен хорĕ „Чукмарăм” юрра юрлать.)

2-мĕш ертсе пыракан: 1905-1907 çулсенчи пăлхавăр хумĕ Чемпĕрти чăваш шкулне те çитнĕ. Пăлхав кунĕсенче К.Иванов ирĕклĕхшĕн кĕрешме хăюллăн йыхравланă. Çак вăхăтра вăл вырăс юррисем тăрăх „Вăранăр, тапранăр, чăваш çыннисем” марш çырать.

(2-мĕш сăвă вулакан „Вăранăр, тапранăр” сăвва пăхмасăр вулать)

2-мĕш сăвă вулакан:                    Вăранăр, тапранăр!

                                                        Хура халăха ирĕке янă

Нарсăн вун тăххăрмĕш кунĕнче,

                                                        Анчах çĕр халăха пулаймарĕ –

                                                        Ак сире улпутсен ырлăхĕ!

                                                        Вăранăр, тапранăр, чăваш çыннисем!

                                                        Тапран эс вăрçма выçă халăх!

                                                        Халăх хăй çиллине кăтăртăр!

                                                        Малалла, малалла, малалла!

  Хресченсем çĕрсĕр пит аптăраççĕ,                                                                                                

                                                       Улпутсем уншăн питĕ хавас:

                                                        Пĕр çĕрсĕр хресченсене тытаççĕ

                                                        Йÿн хака хăй ĕçне ĕçлеме.

      Вăранăр, тапранăр, чăваш çыннисем!

                                                       Тапран эс вăрçма выçă халăх!

                                                       Халăх хăй çиллине кăтăртăр!

                                                       Малалла, малалла, малалла!

1-мĕш ертсе пыракан: Политика митингĕсене хутшăннăшăн,вак халăхсем çине йĕрĕнсе пăхнине хирĕç тăнăшăн К.Иванова шкултан кăларса янă.

 2-мĕш ертсе пыракан: Чăваш шкулĕнчи „пăлхавçăсен” шăв-шавĕ лăпланнă хыççăн И.Я.Яковлев К.Иванова каялла чĕнсе илет. Пулас поэт Чĕмпĕрти чăваш шкулĕнче  куçару комиссийĕнче ĕçлеме пуçлать. Вăл чăвашла вĕренÿ кĕнекисене редакцилет, корректурине вулать, калавсемпе юмахсем, сăвăсем куçарать, ÿкерчĕксем тăвать. К.Иванов хăйĕн юратнă вырăс поэчĕн, М.Ю.Лрмонтовăн „Песня про царя, Ивана Васильевича, молодого опричника и удалого купца Калашникова” ятлă поэмине, „Парус”, „ Утёс”, „Ангел”, „Волны и люди”, „Горные вершины”, „Узник” сăввисене куçарнă. Уйрăмах вырăс поэчĕн „Парус” сăввине питĕ хитре куçарнă. (7 слайд)

3-мĕш сăвă вулакан:                       Парăс

                                Пĕччен парăс шуррăн курăнать

                                Кăвак тинĕс тĕтри ăшĕнче...

                                Мĕн инçе ют çĕрте вăл шырать?

                                Мĕн хăварнă вăл хăй килĕнче?

                                Чÿхенеççĕ хумсем, çил улать,

                                Шăтăр-шатăр юпа авăнать.

                               Анчах парăс телей шырамасть,

                               Телейрен те тарса вăл каймасть.

                               Çутă юхăм унăн айĕнче,

                               Çÿлтен хыттăн хĕвел çутатать,

                               Канăçсăр, çил-тăвăл шавĕнче

                               Канлĕх пур пек, тăвăл вăл ыйтать.

1-мĕш ертсе пыракан: К.Иванов пултарулăхĕ мĕн пĕчĕкрен ялти вăйă-уявсенче çуралса аталаннă. Вăл халăх юррисене пысăка хурса хакланă. Чĕмпĕр шкулĕнчен тăван яла каникула таврăнсан ялти яш-кĕрĕмрен, ватăсенчен вĕсен юррисене, халапĕсене çыра-çыра илнĕ, илемлетнĕ. Вăл илемлетнĕ юрăсенчен пĕри – „Хурăн çулçи” (8 слайд)

(Хĕр ачасен ушкăнĕ „Хурăн çулçи” юрра юрлать)

2-мĕш ертсе пыракан: Слакпуç каччи çавăн пекех халăх халапĕсене çывăх „Икĕ хĕр”хайлав та çырнă.

                     („Икĕ хĕр” юмахлатнă сăвă тăрăх инцсенировка лартса параççĕ)

Автор: Хăйĕн аслă хĕрĕнчен

            Ашшĕ ыйтать

Ашшĕ: Мĕн мăнтăр?

Аслă хĕрĕ: Пирĕн атте килĕнчи

                   Кăвак лаша пит мăнтăр.

Ашшĕ: Ăслă каларăн, хĕрĕм.

             Мĕн тутлă?

Аслă хĕрĕ: Пирĕн атте килĕнчи

                   Вĕллери пыл пит тутлă

Ашшĕ: Ăслă каларăн хĕрĕм.

            Мĕн çемçе?

Аслă хĕрĕ:  Пирĕн атте килĕнчи

                   Тÿшек-минтер пит çемçе.

Ашшĕ: Ăслă каларăн, хĕрĕм

             Хисеп турăн аçуна,

            Ĕнтĕ сана çакăншăн

             Çур мулăма паратăп.

Автор: Унтан кĕçĕн хĕрĕнчен

             Ашшĕ ыйтать: „Мĕн мăнтăр?”

Кĕçĕн хĕрĕ: Çут тĕнчере çĕр мăнтăр

                      Унтан мăнтăр ниĕн те çук.

Ашшĕ: Санра пархатар сахал

             Мĕн тутлă?

Кĕçĕн хĕрĕ: Ыйхă тутлă тĕнчере

                     Унран тутли нимĕн те çук.

Ашшĕ: Санра пархатар сахал

             Мĕн çемçе?

Кĕçĕн хĕрĕ: Алă çемçе тĕнчере

                     Унтан çемçи нимĕн те çук.

Ашшĕ:  Санра пархатар схал

              Эсĕ манăн хĕрĕм мар!

Автор: Ашшĕ вара ку хĕрне

           Хăваласа ячĕ тет

1-мĕш ертсе пыракан: Чĕмпĕрти чăваш шкулĕнче ачасене музыка пĕлĕвĕ памп тăрăшнă. Кунта вĕреекенсене музыка грамотипе теорине, сольфеджио, хор ертсе пыма, сĕрме купăс тата ытти инструментсемпе калама вĕрентнĕ.К.Иванов музыка каçĕсем ирттерес ĕçе яланах хастар хутшăннă. 19133 çулта вĕренекенсем вăйĕпе М.Глинка çырнă „Иван Сусанин” опера лартса панă. Спектакль декорацине К.Иванов хатĕрленĕ. (9 слайд)

2-мĕш ертсе пыракан: К.В.Иванов тĕрлĕ енлĕ талантлă çын пулнă. Унăн поэт таланчĕ çеç мар, художник таланчĕ те пулнă. Çакна вăл чăвашла букварь валли хатĕрленĕ, „Нарспи поэма тăрăх тунă ÿкерчĕксенчен те курма пулать. Вăл „Чăваш туйĕ” ятлă чылай пысăк картина ÿкернĕ. К.В.Иванов таланчĕ шкулта рисовани урокĕснче те палăрнă.Акă мĕн аса илетИ.Т.Трофимов: „Вăл картинăсем ÿкерме юрататчĕ, унăн ÿкерчĕкĕсене пăхсан, вĕсене вун çичĕ çулхи ача ÿкернĕ теме çукчĕ. Унăн картинисенче профессионал художник ăсталăхĕ сисĕнетчĕ”. (10 слайд)

1-мĕш ертсе пыракан: К.Ивановра конструктор пултарулăхĕ те палăрнă. Вăл йывăçран пичет машини ăсталанă. Унсăр пуçне тĕрлĕ сĕтел-пукан тума та ăста пулнă. Çакăнтан  эпир вăл чăн-чăн ал ăсти пулнине куратпăр. (11, 12 слайдсем)

2-мĕш ертсе пыракан: Педагог таланчĕ те пулнă аслă поэтăмăрăн.Чĕмпĕрти чăваш шкулĕнче вăл таса çыру тата ÿкерÿ урокĕсене ертсе пырать. Çавăн пекех фотограф ĕçне те алла илме пултарнă поэтăмăр. Паянхи куна вăл тунă чылай сăнÿкрчĕк упранса юлнă. Çав сăн ÿкерчĕксем пире паян поэт кун-çулĕпе паллаштараççĕ. (13, 14 слайдсем)

1-мĕш ертсе пыракан: К.Иванов сăвăсем куçарнă, юмахсем çырнă вăхăтрах „Нарспи” поэма çырать. „Нарспи” – вăл çырнă произведенисенчен чи чапли. (15 слайд)

Кĕмĕл шăнкăрав пек шăнкăртатса юхать поэмăри кашни çавра. Çаврасенчи кашни сăмах илемлĕ, уçă, чуна илĕртет. К.Иванов поэмăри „Сарă хĕр” сыпăкраНарспи сăнарне тĕлĕнмелле илемлĕ сăнласа панă.

(3-мĕш сăвă вулакан „Сарă хĕр” сыпăка пăхмасăр калать.)

2-мĕш ертсе пыракан: „Нарспи” поэма – чăваш поэзи çăл куçĕ, унăн симне тутанса пăхакан вăй илет, çĕнĕрен çамрăкланать. Поэмăра социаллă пурнăç, моральпе эстетика ыйтăвĕсене татса пани сисĕнет. Тĕп геройсен – Нарспипе Сетнерĕн – чун-чĕре пуянлăхне, вĕсен юратăвне тĕплĕн кăтартса парас тесе К.Иванов çут çанталăк пулăмĕсемпе анлăн усă курать.

(  „Çимĕк каçĕ” сыпăкри валак патĕнче Нарспипе Сетнер тĕл пулăвне сăнласа паракан сценка)

Вылякансем: Нарспи, Сетнер, ял хĕр арăмĕ.

Сетнер: Çаплах вара, Нарспиçĕм,

               Çук-ши манăн ăраскал?

               Çаплах сана ют çĕре

               Илсе кайĕ-ши усал?

               Ах, телейĕм çук-тăр çав,

               Аçу-аннÿ пит пуян!

               Хăйсен пуянлăхĕпе

              Пăрăнаççĕ çук çынран.

Нарспи: Ан ÿпкелешсем , Сетнер

               Мĕншĕн çынна ÿпкелес?

               Ăçта кайса кĕрес-ха

               Пуян атте-аннерен?

               Атте-анне ухмах çав

               Мĕн каласа кăнтарас?

               Мĕн тăвар-ха, кала-ха,

               Мĕнле пирĕн май тупас?

               Хĕвел ансан, каç пулсан,

               Паян туя лартаççĕ

               Хушăлкари пуянпа

               Манăн туя лартаççĕ.

               Тăшман ытла хаяр тет,

               Епле унтан хăтăлас?

               Сетнер, Сетнер, кала-ха,

               Ăçта каяс, мĕн тăвас?

               Сана тем пек юратса,

               Савса эпĕ пурăнтăм.

               Анчах çапах çак куна

               Çамрăк пуçăмпа куртăм.

Сетнер: Пĕртен-пĕрех пуçăм пур,

               Вĕри юнлă чĕрем пур,

               Ватă карчăк аннем пур,

               Урхамах пек утăм пур,

               Вĕсенчен те хаклăрах,

              Чунăм савни эсĕ пур,

              Анчах сана та паян    

              Туртса илен тăшман пур,

              Вăл тăшмана пĕтерме

              Икĕ вăйлă аллăм пур,

              Анчах, ăна пĕтерсен,

              Унтан усал тĕнче пур.

              Хăвăн кăмăлу пулсан,

             Лашам çине лартăттăм,

             Аяккаллах ку ялтан

             Вĕçĕттĕм те кайăттăм.

Нарспи: Сетнер, таврăн хăвăртрах,

               Шыва анать пĕр арăм...

              Чун савнипе калаçса

              Уйрăлассăн туймарăм.

Сетнер:  Сывă пул, эппин, Нарспи,
               Ан ман, эппин, мĕскĕне!

                Лаша сикрĕ, ыткăнчĕ,

                Вĕçсе кайрĕ килнелле

Нарспи: Сывă пулах, сывă пул!

                Епле сана манăп-ши?

                Санпа пĕрле пулмасан,

                Епле ютра пулăп-ши?

Ял хĕр арăмĕ: Мĕншĕн, Нарспи, хуйхăран?

                          Каччу ытла ватă-им?

                          Парнÿ ытла сахал-им?

 1-мĕш ертсе пыракан: Чаплă поэма „Нарспи” кун курнăранпа вулакансен чĕрисенчен туха пĕлмест, вăл халăх чĕрине, шухăш кăмăлне шаларах та шаларах кĕрсе пырать. Мĕншĕн çавăн пек-ши вăл? Мĕншĕн „Нарспие” кашниех юратса вулать. Мĕншĕн тесен К.Иванов çырнă „Нарспие” пурнăç çуратнă, вăл пурнăçпа ÿснĕ, пурнăçпа пĕрле утакан поэма.

2-мĕш ертсе пыракан: Çут çанталăк пекех сăвăçăмăр вилĕмсĕр! Çакна эпир чăваш поэзийĕ вăй илсе пынинчен куратпăр. Ахальтен мар ĕнтĕ чăваш халăх поэчĕ Ухсай Яккăвĕ ку чухнехи поэзие „Иванов вăрманĕ” тесе хакланă.

( 4-мĕш сăвă вулакан „Иванов вăрманĕ” ятлă сăвва пăхмасăр вулать)

Иванов вăрманĕ.

                                                      Поэт юман пулса шавланă

                                                      Асаплă чуллă çĕр çинче, -

                                                      Кашни çулçи пĕр юрă панă,

                                                      Юман юрланă пĕр-пĕччен.

                                                      Мухтавлă йывăçа кам манĕ

                                                      Пуç тайрĕ халăх кăмăлтан.

                                                       Йĕкелсенчен юман вăрманĕ

                                                       Хăпарчĕ пĕлĕтсем таран.

                                                       Ĕрчевлĕ вăрлăх акаканĕ  

                                                       Кайсан та, ĕмĕчĕ кайман.                                                  

                                                       Кашларĕ Иванов вăрманĕ,

                                                       Хитре вăрман, сĕм-сĕм вăрман,

                                                       Чăваш поэзийĕн вăрманĕ.

1-мĕш ертсе пыракан: Халăх хăйĕн пултаруллă ывăлĕн, мухтавлă юрăçин ятне хисеплесе упрать. Чăваш çĕр-шывĕнче поэт ячĕпе хисепленекен урампа театр, шкулпа колхоз çеç мар, Елчĕк районĕнче ун ячĕпе лартса ÿстернĕ юманлăх та пур. Республикăн тĕп хулинче – Шупашкарта, чи илемлĕ вырăнта – Атăл хĕрринчи çÿллĕ сăрт çине ун палăкне лартнă. (16 слайд)

2-мĕш ертсе пыракан: К.Иванов пирĕн тăван культурăра яланах чĕп-чĕрĕ, çап-çамрăк. Вăл чăваш писателĕсемпе поэчĕсене, художникĕсемпе композиторĕсене, юрăçисемпе артисчĕсене сиплĕх паракан çăл куçĕ, вăл вĕсене çанă тавăрса ĕçлеме чĕнсе кашлакан юман вăрманĕ.

1-мĕш ертсе пыракан: Вăхăтсăр сÿнет чăваш поэзийĕн çăлтăрĕ. Вăл хăварнă çутă вара пирĕн пата нумай теçетке çул иртсен те йăлтăртатса килме пăрахмĕ. (17 слайд)

Усă курнă литература

1. Константин Иванов: фотоальбом / [составители А.П. Хузангай, Г.С. Самсонова ; макет книги и оформление Г.С. Самсоновой]. – Чебоксары : Чуваш. кн. изд-во, 1990. – 136 с. – Текст на чуваш. и рус. яз.

2. Иванов Константин Васильевич. Иванов, К. В. Çырнисен пуххи = Сочинения. – 2-мĕш хушса тӳрл. клр. / Константин Иванов ; сост. А. В. Васильев, Н. Ф. Данилов, Г. Ф. Юмрат. - Шупашкар : Чăваш кĕнеке изд-ви, 1990.


По теме: методические разработки, презентации и конспекты

Юман- чăвашсен юратнă йывăҫě

Урок тĕллевĕсем: 1) юман йывăç çинчен каласа пама хăнăхтарасси...