Ырă ĕçсем пĕрле тăвар
план-конспект урока

Храмова Светлана Валерьевна

Урок конспекчĕ

Скачать:

ВложениеРазмер
Microsoft Office document icon urok_konspekche.doc61.5 КБ

Предварительный просмотр:

Урок теми: Ырă ĕçсем пĕрле тăвар

Урок тĕсĕ: хутăш урок.

Сапăрлав тĕллевĕ: Ырăпа усалауйăрма вĕрентесси, ырă çын пулас кăмăл-туртăма вăйлатма пулăшасси.

Пĕлÿ тĕллевĕ: «Ырă çын пуласси ачаран паллă» темăпа çырнă хайлавсенче хускатнă ыйтусене ăнланма вĕрентеси; харпăр хăй шухăшне каласа пама вĕрентнине çирĕплетесси.

Аталантару тĕллевĕсем: Çыхăнуллă пуплеве, шухăшлава, тимлĕхе, илемлĕ те тĕрĕс вулав хăнăхăвĕсене аталантарасси, сăмах йышне пуянлатасси.

Усă курнă технологисем: информаципе хутшăну, проблемăллă вĕренÿ, сывлăха упракан, харпăрлăха аталантаракан, ушкăнра хутшăнса ĕçлеме хăнăхтаракан технологисем.

Ĕç мелĕсемпе меслечĕсем: ыйту-хурав, учитель сăмахĕ, калаçу, шырав-тĕпчев, проблемăллă ыйтăва хуравлани; тишкерÿ-пĕтĕмлетÿ, танлаштару,  илемлĕ вулав, ăнланнине тĕрĕслемели ыйтусем пани, ушкăнăн-ушкăнăн ĕçлесси, диалог, презентаципе усă курни, ваттисен сăмахĕпе ĕçлени, синквейн, кластер туни.

Пуплев хăнăхăвĕсем: илтнине ăнланассипĕр-пĕрне ыйтусем парас, хуравлас хăнăхусене аталантарасси, илемлĕ те тĕрĕс вулав, сăмах йышне пуянлатасси, çĕнĕ сăмахсемпе усă курса çыхăнуллă пуплеве аталантарасси.

Сăмахăн пĕлтерĕшĕпе паллашни: словарь ĕçĕ

Курăмлăх хатĕрĕсем: компьютер, проектор, экран, темăпа хатĕрленĕ презентаци; ваттисен самахĕсене çырнă хăюсем.

Урок юхăмĕ

  1. Класа урока йĕркелени.

Ырă çын - ĕçĕнчен паллă.

 (Ваттисен сăмахĕ)

– Сывлăх сунатăп, ачасем! Ачасем, калăр-ха, тархасшăн, ĕнер шкултан киле кайсан мĕнле ĕçсем турăр-ха? (Ачасен хуравĕсем: вылярамăр, уроксем турăмăр, атте-аннене пулăшрăмăр…). Мĕнле маттур та ырă ачасем иккен эсир, хăвăр аçăр-аннĕрсене пулăшма манмастăр. Паян эпир сирĕнпе мĕн вĕренĕпĕр-ха. Шăпах çакна пĕлес тесен сирĕн слайдра панă сăмахсенчен предложени йĕркелемелле. Çав предложени урокăн теми пулать. (Слайд № 1)

-Тĕрĕс тупрăр: «Ырă ĕçсем пĕрле тăвар» (Слайд №2)

- Урокăн эпиграфне вуласа пăхар-ха. Паян эпир ун патне тата тавранăпăр –ха.  Кам пĕлет? Раçсейре 2018 çула мĕнле çулталăк тесе палăртнă-ши? Тĕрĕс, ырă тăвакансен çулталăкĕ. Вырăсла Год добровольца , волонтера пулать. (Слайд 3)Ырă тенине эсир мĕнле ăнланатăр? Мĕн-ши вăл ырă тени?

(Слайд №4) Словарь ĕçĕ 

 Ырă  1. добро; сущ.хорошее, приятное// добрый, хороший, приятный//хорошо, приятно; 2. Уважаемый, достойный уважения; добропорядочный.

Ырлăх 1. Благосостояние, достаток, обеспе́ченность; 2. Благополучие; 3. Доброта; 4. Добро; 5. Блаженство.

- Ырлăх сăмахĕ мĕнлерех пулнă –ши? Ыр – сăмах тымарĕ, -лăх – сăмах тăвакан аффикс хушăннă, ку иккĕмĕшле сăмах шутланать.

Ваттисен сăмахĕсемпе ĕçлесси

- Ырă е ырлăх çинчен эсир ваттисен сăмахĕсем пĕлетĕр-и? Айтăр-ха сирĕнпе вăйă выляса илер. Кам нумайрах та тĕрĕсрех ваттисен сăмахĕсене пĕлет. Ман алăра тĕрлĕ хăюсем пур. Вĕсен çинче ваттисен сăмахĕсен пĕр пайĕ пур, тепĕр пайне вара сирĕн тупмалла. (Ачасем ушкăнпа ĕçлеççĕ) СЛАЙД 5

-Мĕн тери хăвăрт ĕçлерĕр тата ваттисен сăмахĕсене те пĕлетĕр иккен эсир.

4. Поэтсемпе писательсем ырăпа усал темипе çырнă хайлавĕсене аса илесси.

- Ырă сăмахăн антонимĕ пур-ши? Тĕрĕс, усал.

- Ырăпа усал темипе литературара поэтсемпе писательсем те нумай хайлав çыраççĕ. Нумаях пулмасть эсир «Ырă çын пуласси ачаран паллă» кĕнекери пĕр пысăк пая вуласа тухса тишкернĕ.

- Мĕнле произведенисем ас тăватăр тата мĕнле ырă геройсене пĕлетĕр, тен, ырă ĕçссем?

Мария Ухсай «Ирхи сывлăм» (Машукпа Липпа (ырă), Марина Карягина «Слива вăрри» (Толикпа Ваçкă(ырă), Хветĕр Уяр «эсир Куçука курман-и» (Куçук)…

Текстпа ĕçлени (слайд 6)

Ĕлĕк-авал пĕр ялта ватă мучи пурăннă. Ватă пулсан та, сурăхсем тытнă. Пĕррехинче мучин килне пысăк инкек килсе çапнă. Кĕтÿрен сурăхсем тарса пĕтнĕ. Пĕр сурăх та юлман. Мучи, паллах, куляннă, анчах та вĕсене шырама каяйман. Вăйĕ пулман.

Çак инкек çинчен ялта пурте калаçма тытăннă. Пĕр ирхине урама тухсан мучи çул çинче тусан пĕлĕтне асăрханă. Ун патне çывхарнă май пĕлĕт пысăклансах пынă. Тусанлă çулпа сурăх хăваласа пыракансем шкул ачисем пулнине ăнланса илнĕ.  Куншăн вăл питĕ савăннă, ачасене тав тунă.  Мучи ирсерен картана тухмассерен хăйне йывăрлăхра пулăшнине аса илнĕ.

(Малтан верентекен, кайран ачасем вулаççĕ).

- Текстра тĕп герой пур-и? (Мучи)

- Вăл мĕнлерех? (ватă, вăйсăр, пĕччен…)

- Тата пур-и геройсем? (шкул ачисем)

- Çак текстра ырăпа çыхăнни мĕн те пулин пур-ши? Пур пулсан мĕн? ( Мучие ачасем пулăшни)

- Шкул ачисем апла пулсан мĕнле ĕç турĕç? (Ырă ĕç)

- Ырă ĕçсем терĕр. Апла пулсан ырă çын кăна мар, ырă ĕç те пулма пултарать иккен.

Кластер тăвасси

- Малалла сирĕнпе çакăн пек ĕç туса илер-ха. Сирĕн сĕтелсем çинче хутсем пур. Çав хутсем çинче – тĕрлĕ сăмахсем. Сирĕн пĕрремĕш ушкăнăн çак сăмахсенчен кирлисене суйласа ЫРĂ ÇЫН тесе çырни патне паллă ячĕсене суйласа илсе тухса çыпăçтармалла. Тепĕр ушкăнăн – ЫРĂ сăмахпа çыхăнна япала ячĕсене суйласа илсе тухса çыпăçтармалла. Кам хăвăртрах тата тĕрĕсрех тăвать –ши? Пуçлатпăр-и?

Ырă çын – тирпейлĕ, ăслă-тăнлă, чипер, сапăрлă, килĕшÿллĕ, хисеплĕ, сăваплă, сăпайлă, пархатарлă, мухтавлă, тăрăшуллă, ырă кăмăллă, тÿрĕ кăмăллă,

уçă кăмăллă, ырă чунлă, таса чунлă, йĕркеллĕ, перекетлĕ, ĕçчен, чыслă, шанчăклă, илемлĕ, чаплă, лайăх, аван.

Ырă – çын, кăмăл, кун, каç, йывăç, сăмах, ят, хыпар, кун-çул, çыру, вырăн, хăна, шăршă, кĕнеке, тăван, ыйхă, сывлăш, сехет, куç, йăла, пурнăç, вилĕм, çĕр, чун, ут, çанталăк, çемье, ĕç, шухăш, сĕнÿ, ача, тĕслĕх, ĕмĕт, кÿршĕ, тĕлĕк, туслăх, туйăм, шÿт, çимĕç, тус.

- Маттурсем! Питĕ аван ĕçлерĕр. Айтар-ха эпир паянхи урокăн теми тата эпиграфĕ патне таврăнар.

1) Ырă ĕçсем пĕрле тăвар.

2) Ырă çын ĕçĕнчен паллă. (Ваттисен сăмахĕ)

Апла пулсан, ачасем, эсир мĕнле ырă ĕçсем тума пултаратăр-ха? Паянхи урокра мĕнлерех ĕçсем тунине, мĕн пирки калаçнине, текст вуланине аса илсе пĕтĕмлетÿ тăвар-ха. Мĕнле ырă ĕссем тума пултаратпăр-ши кашни? Пултаратпăр кăна мар, тумаллах пирĕн вĕсене. Ырă – ырлăхăн символĕ Волонтерен, ырă тăвакансен çулталăкĕн символĕ – тĕрлĕ тĕслĕ алăсем, эпир те сирĕнпе халĕ хамăр шухăшсене (мĕнле ырă ĕçсем тума пултарнине) çак алăсем çине çырса доска çине çыпăçтарса хуратпăр.

(Ачасем ĕçлеççĕ)

Рефлекси

Урок материалĕ …пулчĕ.

çăмăл/йывăр

Урок материалне эпĕ…

  • пĕтĕмпех ăнлантăм, ыттисене пулăшма хатĕр
  • пĕтĕмпех ăнлантăм
  • кăштах ăнлантăм
  • нимĕн те ăнланмарăм

Урок мана …

килĕшрĕ/килĕшмерĕ

Урокри хамăн ĕçпе эпĕ…

кăмăллă/кăмăлсăр

Киле панă ĕç

  1. «Ыр çын пуласси ачаран паллă» ваттисен сăмахĕпе пысăках мар çыру ĕçĕ çырса килмелле.
  2. Ырă тата усал сăмахсемпе даймонд çырса килмелле.

Юлашкинчен вара манăн хамăн сăмаха И.Я.Яковлев сăмахĕсемпе вĕçлес килет:

«Ырă çын пул. Саккуна пăхăнса тăр. Ватă çынсене, аçупа аннÿне, хăвăнтан аслисене хисепле.

Сана усал тума çуратман, ырă тума çуратнă! Ăна эсĕ ан ман: мĕн вăй çитнĕ таран çынсене ырă тума тăрăш.»

Урок конспектне хатĕрлекенĕ:  Хĕрлĕ Чутай районĕнчи Мишеркасси шкулĕн чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен Светлана Валерьевна Храмова.

 Ака уйăхĕ, 2018 çул.