хуран
творческая работа учащегося по литературе по теме

Чăваш çĕршывĕ - тулăх шыв-шурлă, çырма – çатраллă, хутăш вăрманлă. 

Скачать:

ВложениеРазмер
Microsoft Office document icon Huran.doc532.5 КБ

Предварительный просмотр:

             

                                                                           

                                                                     

                                        «АЛМАНЧĂРИ ПĔТĔМĔШЛЕ ВĂТАМ

 ПĔЛÿ ПАРАКАН ШКУЛ» МУНИЦИПАЛЛĂ  

                             ВĔРЕНТÿ УЧРЕЖДЕНИЙĔНЧЕ

                         7-МĔШ КЛАСРА ВĔРЕНЕКЕН                                                                      

                  ХАДАРОВА ЛИАНĂН ĔÇĔ

                                ЕРТÿÇИ: ГЕНЕРАЛОВА ГАЛИНА

                            ПЕТРОВНА  

                                                                                                                                                     

2011 г

                                           Ум сăмах   

 

        Тăван çĕршыв!

        Ăçтан-ши пуçланать вăл.

        “Тăван килтен :”- теетпĕр яланах .

        Тăван çĕршыв!

        Ăçтан-ши пуçланать вăл.

        Калатăп эпĕ вăл пуçланать пÿрт умĕнчи шап-шурă хурăнран.

        Чăваш çĕршывĕ - тулăх шыв-шурлă, çырма – çатраллă, хутăш вăрманлă.

Унăн вĕçĕ-хĕррисĕр уй-хирсем, сарăлса юхакан Атăлпа Сăр шывĕсем, юмах тĕнчине  путаракан çулçăллă вăрмансенчи йывăçсем чуна тыткăнлаççĕ. Чăваш Ен пуянлăхĕ вăрмансенче. Тĕрлĕ йывăç ÿсет унта: пилеш, хурăн, çăка, вĕрене, юман. Кирек хăш вăхăтра та вĕсем илемлĕ, анчах эпир çав тери юратакан йывăç вăл - хурăн.

        Мĕн чухлĕ ăшă сăмах  шухăшласа кăларман пуль ун çинчен: вăл кăтра та, сăпайлă та,  йăваш чиперкке те, шукăль. Тата вăл хурăн кăна мар, вăл - хурăнăмçăм.

        Халăх авалах хурăнсен тăватă пахалăхне хисепленĕ. Пĕрремĕш вăл - тавралăха илем кÿни, иккĕмĕш - тасалăхра тытни, виççĕмĕш - шăв-шава лăплантарни,  тăваттăмĕш -  чир-чĕртен сыватни.

        Мĕн чухлĕ юрă хывман пуль халăхра шур хурăн çинчен! Мĕн чухлĕ çыравçă мухтаман пуль çак йывăçа хăйĕн хайлавĕсенче! Унăн илемĕ пурин кăмăлне те çĕклет, хавхалантарать.

Çĕн сăнав объекчĕ:         Халăх сăмахлăхĕнчи хурăн сăнарĕ.

Тĕллевсем:                 

 1) Халăх сăмахлăхĕнче хурăн сăнарĕ тĕп вырăнта пулнине  ĕнентересси.

 2) Пурнăçра хурăнпа еплерех усă курнине халăх сăмахлăхĕнче палăртса хăварнине тишкересси.

3) Хурăн сăнарĕ чăваш халăх чунĕнче упранса юлнине тĕслĕхсемпе çирĕплетесси.

Задача:  Хамăн тĕпчев ĕçĕнче хурăн йывăçĕ халăх сăмахлăхĕпе илемлĕ сăмахлăхра паллă вырăн йышăннине çирĕплетесчĕ.

                           

 

Хурăн сăнарĕ халăх сăмахлăхĕнче

        Халăхăн вăрăм кун-çулĕнче  ĕмĕртен ĕмĕре упранса пынă еткерĕнче хурăн сăнарĕ те пĕлтерĕшлĕ вырăн йышăнать. Хурăн ĕлĕкренпех тасалăх палли шутланнă. Унăн илемне халăх юррисемпе такмакĕсенче мухтаса юрланă, çут çанталăкри вăрттăнлăхĕ тупмалли юмахсенче пытарăннă. Хурăнăн кирлĕлĕхĕ халăх сăмахлăхĕн кашни жанрĕнче палăрса юлнă.

        1) Акă тупмалли юмахсене илер:

                1. Шур вăкăрăн тирĕ урлă.

                2. Шур сурăхăн тирĕ урлă.        

        Тупсăмĕ – хурăн. Ку тупмалли юмахсенчи сăнарлăх паллисем хурăн сăнарне илемлĕрех, витĕмлĕрех тăваççĕ. Хурăнăн паллăлăхне “шур вăкăр”, “шур сурăх” метафорăсемпе илемлетнĕ.

        2) Халăх сăмахлăхĕнчи сăнавсемпе паллăсенче çанталăк улшăнăвне сăнани хресчене çĕр ĕçĕнче питĕ кирлĕ пулнă. Çавна май çут çанталăкри кашни йывăç-курăка, сас-чĕве, тĕрлĕ пулăмсен улшăнăвне шута илнĕ. Халăх сăмахлăхĕнче хурăн йывăççин улшăнăвĕсене сăнани те хресченшĕн пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнă.

                ---  хурăн çулçи сарăлать - сĕлĕ акма юрать.

                ---  хурăн шывĕ вăйлă пулсан: çулла çумăр пулать.

        3) Халăх “ĕненĕвĕнче” çу уйăхĕнчи паллă кунсем ярăмра хурăн шывĕпе сипленмелли ятарлă кун пулни те тĕлĕнмелле: çу уйăхĕн 11-мĕшĕнчен  чирлĕ çынсене хурăн шывне ĕçтерсе сиплеме пуçлаççĕ.

        4) Ача-пăча сăмахлăхĕнче те хурăн йывăççи сăнарланнă. Мĕн пĕчĕкрен çут çанталăк илемне туйма вĕрентсе, ăна упрама хăнăхтарса пырса, çак йывăçăн хресчен пурнăçĕнчи усăлăхне туйтарса ÿстернĕ ача-пăчине.

                       Хурăн пек яштака пул,

                Çулçи пек сарлака пул.

                Шăши куртăр – шăхăртăр.

                Арлан куртăр – ахăртăр.

                Уписем пек шукăль пул,

                Çут пулă пек çутă пул.                

        Ку тĕслĕхре “хурăн” яштака йывăç,  çулçи сарлака пулни янăрать. Ача мĕн пĕчĕкрен хурăн илемне кăна туйса ÿсмест, хăй те хурăн пекех яштака пулма ĕмĕтленет.

        Хресчен хурăнран хуçалăхра кирлĕ тĕрлĕ япала тума пултарнине те ача-пăчана мĕн пĕчĕкрен ăса хывтарнă:

                Ăшши пултăр ăшши пек,

                Çан-çурăма кантартăр.

                Ачи ÿстĕр кантăр пек,

                Таса ÿт-пÿ сывлатăр.

                Çат, çат, çат,

                Çат, çат, çат.

                Хурăн милкĕ шуратать.                

        Е тата “Хăвăрт сăмахра”:

                1. Хуралти хура Хĕветĕрĕн хура, хитре хĕрсем хĕл хушшинче хĕрĕх хутăр хутăрса хунă, хутăрĕсене хураласран хурăн хăмисем хушшине хĕстерсе хунă.

                2. Хура Хĕветĕрĕн хура хĕр. хĕл хушшинче хĕрĕх хутăр хутăрса хурăн хуппи хушшине хĕстерсе хунă.                

        Кунта хурăн хăмипе хурăн хуппи уссине кăна мар, хутăр çипписем хурăн йывăççи пек таса пулмаллине те систернĕ.

        Çапла, ачана мĕн пĕчĕкрен (хăй çавна туймасть пулин те) халăх сăмахлăхĕн пуянлăхне кăна мар, кашни япалан вырăнĕпе пĕлтерĕшне вĕрентсе пынă.

        5) Халăх юррисенче хурăн йывăççин илĕртÿлĕхне,

         Илемлĕхне, асамлă туртăмне тĕрлĕ юрă ушкăнĕнче тупса палăртма пулать. Уйрăмах вăйă юррисенче хурăн сăнарĕпе çыннăн кăмăл-туйăмне палăртма. Çуркунне çывхарса килнине кăтартма анлă усă курнă. Хурăн çулçи ешерсен çут çанталăк илемĕ килнĕ.  Хĕрсемпе каччăсем хаваслă вăйă-кулă картине тăнă. Хурăн сăнарĕ вăйă таппинче хăйĕн вырăнне тупнă.                

                                                  Салтак юррисенче

Хăна юррисенче                                                                               Тăлăхсен юррисенче


   

Çăварни юррисенче                                                                                    Вăйă юррисенче                                                                                                                                                                                

                                                  Ача-пăча сăмахлăхĕнче

        Халăх сăмахлăхĕнче хурăн паллисем кăна çырăнса юлман, пуплеве илемлĕх кĕртме, сăвва-юрра янравлă тăвас тесе пĕр пек сасăллă сăмахсемпе усă курнă чух та хурăн йывăççине тĕп вырăнта хăварнă.

        Сăнар-ха çакна тĕслĕхсенче:        

             Вăйă юрринче:

                Хире тухсан хурăнлăх,

                Хурăнлăхра хурт сырать,

                Лутки-лутки пыл тăвать.                

        

Пĕтĕмлетÿ

        Шурă хурăн çулталăкăн кашни вăхăтĕнчех хитре. Çуркунне йăрăс пÿллĕ хурăн, тарăн ыйхăран вăранса, мăнтăркка папкасем кăларма хатĕрленет. Çулла унăн вăрăм пиçĕ турачĕсем çĕрелле сип-симĕс шерепе евĕрлĕ усăнса тăраççĕ, хуллен чÿхенеççĕ. Кĕркунне вĕсем сап-сарă, ытарма çук илемлĕ. “Ылтăн кĕркунне” сăмах çаврăнăшĕ те хурăн сăнарĕнченех тухса кайнă пек туйăнать. Хĕлле çав тери капăр ку йывăç.  Шап-шурă пас тытнăскерне пăхса ытараймастăн.

        Шурă хурăн. Илемлĕ те вăл, усăллă та. Çав илеме туйса упрама вĕренесчĕ. Ахальтен мар шурă хурăн чăваш халăх чунĕнче сăнарланса юлнă - Раççей халăхĕн символĕ пулса тăнă.

Усă курнă литература:

1. Ача-пăча сăмахлăхĕ.  Хрестомати. Пуçламăш шкулсем вали.Сост.: Трофимов Г. Ф.    Петрова Р.Н. Шупашкар, 1993.

2. ТЛ: 7 кл. Тăван литература. 7 класс. Сост.: Антонова З. С.: Метин П. Н. Шупашкар, 2002.

3. ЧХС: III. Чăваш халăх сăмахлăхĕ. III том. Юрăсем. Шупашкар, 1978.

4. ЧХС: V. Чăваш халăх сăмахлăхĕ. V том. Вак жанрсем. Шупашкар, 1984.

5. ЧХС: VI  Чăваш халăх сăмахлăхĕ. VI том. 1-мĕш пайĕ. Ача-пăча сăмахлăхĕ. Шупашкар, 1985.

6. Янра юрă. Юрăсен пуххи. Сост. Андреев А. Шупашкар, 1987.

                                             Ĕç ячĕ: Хурăн сăнарĕ халăх сăмахлăхĕнче

                                                            Авторĕ: Хадарова Лиана

                                                            Ертÿçи: Генералова Галина Петровна

         Чăваш çĕршывĕ - тулăх шыв-шурлă, çырма – çатраллă, хутăш вăрманлă.

Унăн вĕçĕ-хĕррисĕр уй-хирсем, сарăлса юхакан Атăлпа Сăр шывĕсем, юмах тĕнчине  путаракан çулçăллă вăрмансенчи йывăçсем чуна тыткăнлаççĕ. Чăваш Ен пуянлăхĕ вăрмансенче. Тĕрлĕ йывăç ÿсет унта: пилеш, хурăн, çăка, вĕрене, юман. Кирек хăш вăхăтра та вĕсем илемлĕ, анчах эпир çав тери юратакан йывăç вăл - хурăн.

Çĕн сăнав объекчĕ:         Халăх сăмахлăхĕнчи хурăн сăнарĕ.

Тĕллевсем:                 

 1) Халăх сăмахлăхĕнче хурăн сăнарĕ тĕп вырăнта пулнине  ĕнентересси.

 2) Пурнăçра хурăнпа еплерех усă курнине халăх сăмахлăхĕнче палăртса хăварнине тишкересси.

3) Хурăн сăнарĕ чăваш халăх чунĕнче упранса юлнине тĕслĕхсемпе çирĕплетесси.

Задача:  Хамăн тĕпчев ĕçĕнче хурăн йывăçĕ халăх сăмахлăхĕпе илемлĕ сăмахлăхра паллă вырăн йышăннине çирĕплетесчĕ.

         Шурă хурăн. Илемлĕ те вăл, усăллă та. Çав илеме туйса упрама вĕренесчĕ. Ахальтен мар шурă хурăн чăваш халăх чунĕнче сăнарланса юлнă - Раççей халăхĕн символĕ пулса тăнă.

ЗАЯВКА  

на участие в VII районной конференции-фестивале школьников

«Наука. Творчество. Развитие»

Личные данные

Ф.И.О. ученика:     Хадарова Лиана Валериевна 

Дата рождения ученика:      07.02.1998

Контактный телефон учащегося и руководителя 67-0-42   67-0-52  

 Домашний адрес: 429368 ЧР, БАТЫРЕВСКИЙ Р-ОН

          с. АЛМАНЧИКОВО, ул.Хитрова, д.4

Место учебы, класс: МОУ «АЛМАНЧИКОВСКАЯ СОШ»           БАТЫРЕВСКОГО РАЙОНА, 7 класс                                            

Информация о представленной работе

1. Название работы «Хурăн сăнарĕ халăх сăмахлăхĕнче»

2. Название секции «Чувашский язык и литература»,»

3. Ф.И.О. руководителя Генералова Галина Петровна

Подтверждение учебного заведения

Сведения, указанные в заявке, подтверждаю:    

                                                       Директор МОУ «Алманчиковская СОШ»  

                                                      Батыревского района

                                                                                         / Горбунова М.А. /

                                                                                    «18 » января 2011г.

Паспорт исследовательской работы

Характеристика

Содержание

1.

Наименование работы

«Хурăн сăнарĕ халăх сăмахлăхĕнче»

2.

Фамилия Имя Отчество автора

Хадарова Лиана Валериевна

3.

Школа

МОУ «Алманчиковская СОШ»

4.

Населенный пункт

с.Алманчиково

5.

Полное наименование образовательного учреждения

Муниципальное образовательное учреждение «Алманчиковская средняя общеобразовательная школа» Батыревского района

6.

Класс, в котором учится автор (соавтор)

7 класс

7.

Почтовый адрес учреждения с индексом

429368  Чувашская Республика                                         Батыревский район                                                с.Алманчиково                                                           ул.Ленина, 20 а

8.

Телефон учреждения с кодом

8-8-3235-67-0-79

9.

Фамилия Имя Отчество руководителя работы

Генералова Галина Петровна

10.

Проблема (почему выполнялось исследо-вание, проект?)

 Хамăн тĕпчев ĕçĕнче хурăн йывăçĕ халăх сăмахлăхĕнче паллă вырăн йышăннине çирĕплетесчĕ.

11.

Объект и предмет (что исследовалось, проектировалось?

Халăх сăмахлăхĕнчи хурăн

12.

Гипотеза (главная авторская идея)

Чăваш Ен пуянлăхĕ вăрмансенче. Тĕрлĕ йывăç ÿсет унта: пилеш, хурăн, çăка, вĕрене, юман. Кирек хăш вăхăтра та вĕсем илемлĕ, анчах эпир çав тери юратакан йывăç вăл - хурăн.

13.

Полученный результат

    Шурă хурăн. Илемлĕ те вăл, усăллă та. Çав илеме туйса упрама вĕренесчĕ. Ахальтен мар шурă хурăн чăваш халăх чунĕнче сăнарланса юлнă - Раççей халăхĕн символĕ пулса тăнă.

14.

Практическая значимость работы

   Халăх авалах хурăнсен тăватă пахалăхне хисепленĕ. Пĕрремĕш вăл - тавралăха илем кÿни, иккĕмĕш - тасалăхра тытни, виççĕмĕш - шăв-шава лăплантарни, тăваттăмĕш -  чир-чĕртен сыватни.