Хĕл каçакан кайăксем (4 класс)
план-конспект урока по теме

Светлана Геннадьевна Михайлова

Урок разработан в соответствии с требованиями ФГОС. Учитель работает с группами, парами и индивидуально, раскрывая особенности каждого ученика, обращая внимание на развитие речи. Выбраны и использованы те формы и виды работ, которые способствуют усвоению новых слов, раскрытию темы урока. Учитель уделяет большое внимание на воспитательные стороны обучения: любовь к природе, родному краю.

Скачать:

ВложениеРазмер
Файл hel_kacakan_kayaksem_.docx47.29 КБ

Предварительный просмотр:

Предмет: чăваш чĕлхи.

Урок теми:  Хĕл каçакан кайăксем (4-мĕш класс).

Урок тĕсĕ: пултарулăх проекчĕ.

Сапăрлав тĕллевĕ: ачасене çут çанталăк илемне курма, йывăр вăхăтра кайăксене пулăшма, упрама вĕрентесси;  пуплев культурине аталантарасси; ушкăнпа ĕçлеме тата пĕр-пĕрин шухăшне, калаçăвне итлеме хăнăхтарасси.

Пĕлÿ тĕллевĕ: кайăксем çинчен вĕреннине аса илсе çирĕплетесси; ачасене хĕл каçакан кайăксене сыхлас ĕçре çынсем мĕн-мĕн тума пултарнипе паллаштарасси. 

Аталантару тĕллевĕ: ачасен ăс-тăнне, логикăлла шухăшлавне, кăмăл-туйăм туртăмне аталантарасси; тишкерме тата пĕтĕмлетусем тума вĕрентесси.

Урок мелĕсемпе меслечĕсем: фонетика зарядки, учитель сăмахĕ, калаçăвĕ, ыйту-хурав, предложени, илемлĕ вулав.

Пуплеве аталантарасси: ыйтусене хуравласси, палăртуллă калаçасси,

Курăмлăх хатĕрĕ: презентаци, компьютер, проектор, кайăк ÿкерчĕкĕсем, доска.

Урок эпиграфĕ: Кайăксемсĕр тĕнче кичем пулнă пулĕччĕ.

                                                            Урок юхăмĕ:

Тăхтав вăхăтĕнче ачасем тĕрлĕ тĕслĕ çаврашкасем суйласа илеççĕ. Камăн хĕрлĕ фишка пĕр сĕтел хушшине, сарă – тепĕр, симĕс – виççĕмĕш сĕтел хушшине кĕрсе  ларать.

I. Ачасене сывлăх сунни.

– Сывлăх сунатăп, ачасем.

– Паян пирĕн урокра хăнасем пур, вĕсене те сывлăх сунăр.

II. Аудированипе фонетика хăнăхăвĕсене аталантарни.

– Ман хыççăн калăр.

Уйăпсем, уйăпсем,

Ма сивве юрататăр?

Юр уксен, сивĕтсен

Каялла таврăнатăр.

Пилешсем, палансем,

Тĕрлĕ çырласем –

Сирĕн тутлă апатăр,

Хĕрлĕ мăйлăскерсем.

– Сăвăра мĕнле кайăк çинчен калать?

– Тĕрĕс.

III. Проект йĕрки.

– Ачасем, пăхăр-ха, пирĕн пата та  уйăп вĕçсе килнĕ?

– Вăл пире валли çыру илсе килнĕ? Унта мĕн çырнă-ши?  (Вĕрентекен çыруна вулать).

«Эпир пĕлнĕ тăрăх  хăш-пĕр ачасем хĕл каçакан кайăксем çинчен сахал пĕлеççĕ. Вĕсем валли хаçат кăларăр-ха, тархасшăн.

Кайăксем».

– Ачасем, кайăксем çырура мĕн тесе çыраççĕ?

– Кайăксене пулăшар-и, хаçат кăларăпăр-и?

– Паянхи урок теми мĕнле? Кам тавçăрса илчĕ?

– Тĕрĕс. Паян урок теми «Хĕл каçакан кайăксем». Урокра хĕл каçакан кайăк ячĕсене аса илсе çирĕплетсе хăварăпăр; кайăксене йывăр вăхăтра пулăшмалли çинчен калаçăпăр.

1) Урокра усă курмалли сăмахсене пăхса тухасси.

– Паян пире урокра усă курма çак сăмахсем кирлĕ пулаççĕ. Вĕсене пăхса тухăпăр. (Сăмахсем доска çинче).

сырăш – кормушка

сĕлĕ – овёс

хĕл каçакан – зимующие

шăлинкурăс – свиристель

вилет – погибает

хăтарать – спасает

вилĕмрен хăтарать – спасает от смерти

а) Сăмахсене вĕрентекен вулать.

ă) Сăмахсене ачасем вулаççĕ.

б) Ачасем сăмах çаврăнăшĕсем тăваççĕ.

2) Хаçат кăларма материал хатĕрлесси.

– Пĕрремĕш ушкăнăн кайăксем çинчен калакан предложенисене вырăсла куçармалла.

а) Если птичка не ест зимой 6 часов, она погибает.

б) Из десяти до весны могут дожить две птицы.

в) За сутки синица кормит своих птенцов тысячу раз.

г)Одна кормушка может спасти от смерти до 50 синиц за зиму.
 д) Одна синица спасает от вредителей до 10 деревьев за сезон.
 

– Иккĕмĕш ушкăнăн хĕл каçакан кайăк ÿкерчĕкĕсене касса кăлармалла. Ÿкерчĕксене каснă чух асăрхануллă пулăр.

Виççĕмĕш ушкăнăн кайăксем мĕнле апат кăмăллакан предложенисене вулама вĕренмелле, вырăсла куçармалла.

а) Ăш çăва пур кайăк та юратать. Вăл тăварлă пулмалла мар.

б) Кăсăясем, çерçисем сĕлĕ юратаççĕ.

в) Уйăпсем, кăсăясем, çерçисем, шăван кайăксем хĕвел çаврăнăш юратаççĕ. Ăна ăшаламалла мар.

г) Кавăн вăррисене кĕркунне пуçтараççĕ. Вĕсене кăсăясем, шăван кайăксем юратаççĕ.

д) Шурă çăкăр тĕпренчĕкне кăвакарчăнсем, кураксем, ула кураксем, чанасем, чакаксем лайăх çиеççĕ.

Ачасем хăйсем тĕллĕн ĕçлеççĕ. Кайăк сассиллĕ кĕвĕ илтĕнет. Вĕрентекен ачасем ĕçленине сăнаса çÿрет, пулăшу кирлĕ пулсан вĕсене пулăшать.

3) Фикультминутка.

4) Хатĕр материалпа паллаштарасси, хаçат кăларасси.

– Пĕрремĕш ушкăнăн çак йĕркепе ĕçлемелле. Пĕр ачи предложенисене вулать, чăвашла куçарать. Йăнăш куçарчĕ пулсан, ытти ачасем тÿрлетеççĕ. Хаçат çине тухса çыпăçтарать.

– Мĕнле маттур кăсăясем. Хăйсем пĕчĕк кăна.

  – Ачасем, Диана кăсăясем çинчен  сăвă пĕлет. Каласа парасшăн. Итлĕр.

Кǎсǎясем.

Пахчана эп сĕтел лартрǎм,

хутǎм тĕрлĕ çимĕçсем.

Пычĕç, ав, кǎсǎясем.

Шутласа та, ак кǎлартǎм:

Çирĕм пиллĕкĕн вĕсем.

Васкасах апат çиеççĕ,

выçса çитнĕ пулмалла,

хушǎран пǎхса илеççĕ

унталла та кунталла –

шикленеççĕ пулмалла.

– Тавтапуç, Диана. Маттур.

– Иккĕмĕш ушкăнăн çак йĕркепе ĕçлемелле. Пĕр ачи кайăк ятне калать, тĕрĕс каларĕ пулсан ÿкерчĕке хаçат çине тухса çыпăçтарать. Тĕрĕс мар каларĕ пулсан, ытти ушкăнти ачасем пулăшаççĕ.

– Ачасем, хĕлле пирĕн тăрăхра тепĕр кайăка час-часах курма пулать. Ку мĕнле кайăк? (Вĕрентекен курак ÿкерчĕкĕ кăтартать).

– Тĕрĕс, ку кайăк – курак, ÿкерчĕкне хаçат çине тухса çыпăçтарăр.  

В последние годы поведение грачей несколько изменилось. Эти птицы остаются зимовать. Ведь улетали-то они не потому, что боялись холода: их гнала бескормица. Ну а теперь они научились добывать корм в зимнее время, приспособились. Некоторые грачи остаются. Особенно большую пользу приносят грачи, поедая опасного вредителя — личинку жука-щелкуна (проволочника).

– Виççĕмĕш ушкăнăн  ĕç йĕрки çапла. Пĕр ачи предложенисене вулать, вырăсла куçарать. Йăнăш куçарчĕ пулсан, ытти ачасем тÿрлетеççĕ. Хаçат çине тухса çыпăçтарать.

– Халĕ, çак хаçатпа усă курса  хĕл каçакан кайăксем çинчен, эсир вĕсене хĕлле мĕнле пулăшни çинчен каласа парăр. Пĕр-пĕринпе канашлама, словарьсемпе, çĕнĕ сăмахсемпе  усă курма пултаратăр. (Ушкăнри пĕр ачи каласа парать).

5) Вăйă.

IV. Пĕтĕмлетÿ.

– Ачасем, кайăксем пире мĕн тума ыйтрĕç?

 Пирĕн хаçат пулчĕ-и?

– Хаçат мĕн çинчен?

– Эсир мĕнле шутлатăр, уйăпа хаçат килĕшрĕ-ши?

– Сире хаçат килĕшрĕ пулсан алă çупăр.

– Урок пĕтсен хаçата коридора çакăпăр, ытти ачасем те паллашччăр.

– Халĕ слайд çине пăхăр.

Паянхи урокра илнĕ пĕлÿ сире пурнăçра усăллă пулĕ-ши?

– Ачасем, кайăксем хĕлле сивĕпе мар, выçăпа аптраса вилеççĕ. Çавăнпа  пирĕн вĕсене пулăшмалла. Сырăшсем туса çакмалла. Сырăшсем çине тĕрлĕ апат хувмалла.

V. Киле ĕç.

– Эпĕ сире хам хатĕрленĕ буклетсене валеçсе паратăп. Сирĕн  килте буклетпа паллашмалла,  сырăш тумалла, кайăксем валли  тĕрлĕ апат хумалла та урама тухса çакмалла.

VI. Ачасен пĕлĕвне хакласси.

– Паян урокра пурте лайăх ĕçлерĕр. Маттурсем. Пур ушканти ачасене те пиллĕк паллă лартса паратăп.

– Урока çак сăмахсемпе вĕçлес килет. (Доска çинче).

Кайăксемсĕр тĕнче кичем пулнă пулĕччĕ.         

  Михайлова Светлана Геннадьевна, МБОУ «СОШ №39» г. Чебоксары

                           


По теме: методические разработки, презентации и конспекты

Методическая разработка урока по теме "Хĕллехи кайăксем" в 5 классе

Урок используется при изучении раздела "Птицы". В данной методической разработке содержатся цели и задачи, полный конспект урока и прилагается презентация по этой теме....

Открытый урок "Кайăксем-пирěн туссем" в 4 классе.

Урок-обобщение по теме  "Птицы-наши друзья".   Ыйтусем:1.Пирĕн пата шăнкăрчсем хăçан вĕçсе килеççĕ?2.Вĕсем ăçта пурăнаççĕ?3.Шăнкăрчсем ĕçчен-и?4.Вĕсем уйсене сыхлаççĕ-и?5.Çуркунне, çул...

Мастер - класс на тему «Пошив куклы - акань»

Цель: Воспитание  любви к прикладному искусству обско – угорских народов, знакомство с технологией пошива куклы - акань,Задачи:• обучающие: - изучить технологию изготовления куклы - акань;• разви...

Кайăксем – пирĕн туссем.

"Кайăксем – пирĕн туссем". Чăваш литература урокĕ (вырăс чĕлхиллĕ шкул), ФГОС. 5-мĕш класс....

Урок теми "Хĕллехи кайăксем"

Урок теми "Хĕллехи кайăксем"...

МАСТЕР-КЛАСС «Хантыйская кукла акань»

Представляю вашему вниманию мастер-класс по изготовлению хантыйской куклы.Хотелось бы несколько слов сказать об этой кукле по- хантыйски, акань, которая представляет собой символическую  фигурку ...

Мастер-класс "Изготовление хантыйской куклы Акань"

Разработка мастер-класса для детей и родителей....