Чăваш сăрчĕ
план-конспект урока (7 класс)
Предварительный просмотр:
Урок теми: Чăваш сăрчĕ.
Урок тĕсĕ: интеграци мелĕпе ирттернĕ виртуаллă çул çÿрев.
Пĕлÿ тĕллевĕсем:
- ачасене чăваш халапĕпе паллаштарасси;
- «Чăваш сăрчĕ» халап çине таянса ачасен пуплевне аталантарасси;
- халăх шухăшласа тупнă хайлавсене юратма, вĕсене упрама кирлине ăнлантарасси.
Аталантару тĕллевĕсем:
- палăртуллă каласа пама вĕрентесси;
- пуплев культурипе шухăшлавне аталантарасси;
- шухăша уçăмлăн калама хăнăхтарасси.
Сапăрлăх тĕллевĕсем: ушкăнпа ĕçлеме тата пĕр-пĕрин шухăшне, калаçăвне итлеме хăнăхтарасси; ачасен тавра курăмне аталантарасси
Урок мелĕсемпе меслетсем: учитель сăмахĕ, фонетика зарядки, ыйту-хурав, ваттисен сăмахĕсем, кластер, синквейн, аудировани.
Чĕлхе теорийĕ: паллă ячĕсен антонимĕсене тупма хăнăхтарасси
Урокра кирлĕ хатĕрсем: учебник, компьютер, проектор, РФ картти, ачасем хатĕрленĕ презентации.
Словарь ĕçĕ: сăмсах – мыс
йĕкĕт – парень
хăйра – точи
хăйсемле – по-своему
Урок юхăмĕ.
I.Класа урока йĕркелесси
-сывлăх сунни
Учитель сăмахĕ.
Ĕмĕрсем иртсе пыраççĕ
Ÿстерсе ăс-хал мулне
Кĕнекеçĕсем шыраççĕ
Чăвашсен кунне-çулне.
Тинкеретпĕр малалла
Кайрине те халь шыратпăр…
29 | 2 | 4 | 1 | 30 | 21 | 2 | 20 | 29 | 9 |
Ачасем, çак цифрограммăна шутласа паянхи урок темине кам маларах шыраса тупса палăртĕ?
Фонозарядка.
Чăваш, чăваш!
Ирхи хĕвеллĕ халăх,
Пуян хевтеллĕ халăх,
Таса тĕллевлĕ халăх!
II.Çĕнĕ материалпа ĕçлени.
- Текстпа ĕçлени
а) Çĕнĕ сăмахсемпе паллашни
- Паян эпир хамăр учебникри интереслĕ халапа вуласа аякри Çĕпĕрти сăрт мĕнле майпа Чăваш ятне илме пултарнине пĕлĕпĕр.
а)текста пайăн-пайăн вуласа план туса пырасси;
- Çÿллĕ сăмсахăн вырăнĕ
- Тахçан авал çак тăрăхра чăвашсем пурăннă.
- Кучум ханăн хушăвĕ.
- Чăваш йĕкĕчĕсен ĕçĕ.
- Хĕрсем хăйсемле шухăшланă.
- Чăваш сăмсахĕ.
-Тобольск хулин кăнтăр пайĕ.
Карттă çинче Тобольск хулине, Иртыш, Тобол юхан шывĕсене тупасси
ă)пĕр-пĕрне ыйтусем парса хуравласси.
б)Панă ваттисен сăмахĕсем халапăн хăш пайĕпе çыхăнса тăнине ăнлантарса парасси.(Суйлавлă вулав)
-Вырăспа чăваш – пиччĕшĕпе шăллĕ.
- Чăваш та ялан йăваш мар.
- Чăваш халăхĕ хастар халăх.
-Ырă çынтан ырă ят юлать.
- Пĕри пуриншĕн, пурте пĕриншĕн.
Учитель сăмахĕ. Хăш ваттисен сăмахне пăхсан текстри йĕркесенче чăвашлăх упранса юлнине курма пулать? (Тобольск хулин кăнтăр пайне Подчувашево теççĕ)
Грамматика материалне тишкересси.
Ачасем, мĕнле пуплев пайне паллă ячĕсем теççĕ?
Паллă ячĕсене усă курса «Чăваш» кластер йĕркелесси(Туслă, хастар, паттăр, харсăр, хăюллă, ĕçчен,маттур,ырă)
Мĕнле сăмахсене антонимсем теççĕ? Кластерта тупнă паллă ячĕсен антонимĕсене тупасси.
Кану саманчĕ.(Тĕрлĕ хусканусем туса ÿт-пĕве кантарни))
Пĕрре, иккĕ –эп тăратăп,
Виççĕ, тваттă – ал çупатăп,
Пиллĕк, улттă – эп утатăп,
Çиччĕ, саккăр – эп чупатăп,
Тăххăр, вуннă – эп ларатăп.
III.Çирĕплетÿ пайĕ.
- Тобол шывĕ хĕрринче мĕнле хула вырнаçнă терĕмĕр?
- Тобольск хули.
- Çак хула ячĕ чăваш халăхĕн тепĕр паллă çыннипе çыхăннă. Ку ят пирĕншĕн çĕнĕ ят мар. Эпĕ сире текст вуласа паратăп.Эсир вара тимлĕ итлĕр те вырăсла кĕскен каласа пама хатĕрленĕр.
Аудировани. «Çĕпĕрте. Чăваш сăрчĕ çинче» текста вуласси.
Тимлемелли ыйту: Н.Я.Бичурин биогрфийĕнче Тобольск хули мĕнле вырăн йышăнать?
Ачасем хатĕрленĕ презентацине пăхасси.
-Мĕнле сăвă йĕркисемпе пĕтĕмлетсе хăварма пулать-ши çак калаçăва?
- П.Хусанкайăн сăмахĕсемпе: кирек ăçта кайсан та, кирек ăçта пулсан та - эпир пулнă, пур, пулатпăр!
IV.Пĕтĕмлетÿ
Синквейн туни Чăваш ячĕ
Мухтавлă, ырă.
Савăнтарать, тĕлĕнтерет, хавхалантарать.
Эпир пулнă, пур, пулатпăр.
Ĕмĕрлĕх.
Ачасен ĕçне хаклани
V.Килте тумалли виçĕ енлĕ ĕç.
1. Чăваш ячĕпе çыхăннă паллă вырăнсем çинчен презентаци.
2. «Чăваш ятне çĕклекенсем»( Пĕлтерÿ-презентаци) (Малалла эпир çак пысăк темăпа ĕçлепĕр.Паллă çынсем çинчен, П.Егоровпа А.Н.Крылов çинчен)
3.Панă план тăрăх содержани каласа пама хатĕрленесси.
Урок теми: Купăста тăварлатпăр.
Урок тĕсĕ:
Пĕлÿ тĕллевĕсем:
Аталантару тĕллевĕсем: çыхăнуллă пуплеве, шухăшлава, тимлĕхе, илемлĕ вулав хăнăхăвĕсене аталантарасси; апат –çимĕç хатĕрлес ĕçе явăçтарасси.
Сапăрлăх тĕллевĕсем:
Урок мелĕсемпе меслетсем: учитель сăмахĕ, фонетика зарядки, ыйту-хурав,ватисен сăмахĕсем, тупмалли юмах.
Урокра кирлĕ хатĕрсем: вĕренÿ учебникĕ, купăста, кишĕр, панулми «Антоновка», валашка, тÿкĕç,
Словарь ĕçĕ:
хресчен – крестьянин, валашка – деревянное корыто
йăла-йĕрке – обычаи сий –слой,
купăста тÿ –рубить капусту ывăспа вит –накрой специальной
тура –крошить, шинковать, доской,
пăтрат – перемешивать чулпа пусар – придавливаем камнем
Урок юхăмĕ.
I.Класа урока йĕркелесси.
-сывлăх сунни.
- фонетика хăнăхтарăвĕ.
II. Çĕнĕ материалпа ĕçлени.
Çĕнĕ сăмахсемпе паллашни.
Текстпа ĕçлени.
а)«Купăста тăварлатпăр» текста малтан учитель вулать.
ă)Калава пĕрер предложении вуласа вырăсла куçарни.
б)Вĕренÿ кĕнекинчи « Астăвăр!» пайри сăмахсемпе ĕçлесси. (Курăмлăх хатĕрĕсемпе усă курса)
в)Суйлавлă вулав. Ачасем купăста тăварлани çинчен калакан вырăна тупса вулаççĕ.
III.Çирĕплетни.
Ачасене купăста тăварлас технологипе паллаштарасси. Пĕр ачи купăста тĕвет, тепри кишĕр турать, тепри мĕн хыççăн мĕн тата мĕн чухлĕ ямаллине каласа пырать.
а)Тăварланă купăстан рецептне кĕскен схемăласа çырни. Рецепт çырнă хыççăн глаголсен формисене калаççĕ.
Кирлĕ хатĕрсем: 1 0кг купăста, 1 кг кишĕр, «антоновка» пан улми, 1 стакан сахăр, 1 стакан тăвар.
Рецепт:
- купăста тÿ, кишĕр тура;
- песок, тăвар яр;
- юман каткана тултар: пĕр сий купăста, тепĕр сий «антоновка» пан улми хур;
- тулнă каткана ывăспа вит, чулпа пусар;
- виçĕ кунтан купăста каткине нÿхрепе антарса ларт;
- икĕ эрнерен купăста çиме хатĕр
ă)Çыхăнуллă калав туни.
Ачасене пăтраштарса панă предложенисемпе карточка валеçсе памалла. Вĕсен çыхăнуллă калав йĕркелесе таблицăна çыраççĕ.
1 | 2 | 3 | 4 | 5 | 6 | 7 |
(А) Пĕр кинемей суйлама вĕрентрĕ.
(Ă) Пахча çимĕç лавккине кĕтĕм.
(Б) Çирĕп купăста тупма пĕлместĕп.
(В) « Çирĕп купăстан пуçĕ хытă пулмалла», - терĕ.
(Г) Кунта купăста нумай.
(Д) Вăл икĕ кг туртрĕ.
(Е) Эпĕ килĕшекен купăста пуçне суйларăм.
IV.Пĕтĕмлетÿ.
Синквейн
V.Килте тумалли ĕç.
