Кăнна Кушки «Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал (Кошки-Новотимбаево, материалы Википедии)
материал

Новикова Альбина Артуровна

Кăнна Кушки (выр. Кошки-Новотимбаево, тут. Күшки-Яңа-Тимбай) — Тутарстанăн Теччĕ районĕнчи чăваш ялĕ. Кăнна шывĕ хĕрринче вырнаçнă. Кунта Яковлев Иван Яковлевич (1848-1930) çуралса ÿснĕ.

Скачать:

ВложениеРазмер
Файл kanna_kushki.docx955.24 КБ

Предварительный просмотр:

Кăнна Кушки

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал

Патшалăх

Раççей 

Федераци субъекчĕ

Тутарстан 

Муниципаллă район

Теччĕ 

Ял тăрăхĕ

Кăнна Кушки 

Координатсем

https://upload.wikimedia.org/wikipedia/commons/thumb/5/55/WMA_button2b.png/17px-WMA_button2b.png54°49′11″ с. ш. 48°30′32″ в. д. (G) (O) (Я)

Координатсем:https://upload.wikimedia.org/wikipedia/commons/thumb/5/55/WMA_button2b.png/17px-WMA_button2b.png54°49′11″ с. ш. 48°30′32″ в. д. (G) (O) (Я) 

Кăнна КушкиРаççей çинче

Red pog.png

Кăнна КушкиТутарстан çинче

Red pog.png

Кăнна Кушки (выр. Кошки-Новотимбаево, тут. Күшки-Яңа-Тимбай) — Тутарстанăн Теччĕ районĕнчи чăваш ялĕ. Кăнна шывĕ хĕрринче вырнаçнă. Кунта Яковлев Иван Яковлевич (1848-1930) çуралса ÿснĕ.

Тавралăх

Ялтан 4 çухрăмра Хулаш (хула вырăнĕ) пур. Çав вырăна пĕр вăхăт хушши Кăнна Кушки çыннисем уйрăлса тухса пурăннă, ялĕ те Хулаш ятлах пулнă; кайран çынсем каялла таврăнса Хулашкасси пуçарса янă. Кăнна Кушкипе Хулаш хушшинче Кĕçĕн Ур тата Аслă Ур çырмисем пур. Çаван пекех Иванскипе (12 кил, 18 çын) Маевка ялĕсем уйрăлса тухнă.

Ялпа юнашар 4 çăл пур, вĕсене тирпейленĕ. Вĕсем шутĕнче Макласапа Караска.

Кунçул

1593/94-мĕш çулсенче Çерпӳ уесĕнчи Кушкă вулăсĕнчи ясак хресченĕсем Тинпайпа Кизилпай Янышевсем юлташĕсемпе Хырла хĕррине куçса Тимпаел ялĕ никĕсленĕ.

1705 çулта Хырал хĕрринчи çĕрĕсен пăрахса Кăнна юханшывĕ хĕрринче çĕнĕ ял никĕсленнĕ. Çав çулах вырăс хресченĕсене Семен Макарьевпа юлташĕсене çав пушă ялта ясак уйăрса панă.

Халăх йышĕ, ял тытăмĕ

1727 çулхи пĕрремеш ревизи вăхăтĕнче ялта 144 ясак хресченне палăртнă. 1762-мĕш çулта 199 арçын, 215 хĕрарăм.

Ялта ял тăрăхĕн çурчĕ, "Память Яковлева" ПСХК правленийĕ, вăтам шкул,фельдшер пункчĕ, клуб, И.Я. Яковлев музейĕ, ял вулавăшĕ, почта, часавай, сбербанк уйрăмĕ пур. Яла газпроводпа водопровод кĕртнĕ. Пӳрт çумĕнче 33 сотка çĕр лаптăкĕ .

Ялти урамсен, паллах официаллă ячĕсем пур. Çав вăхăтрах вĕсен кулленхи калаçусенче усă куракан ячĕсем пирки те калама пулать. Кĕтескас, Хулаш касси, Чечен кас.

Яковлев палăкĕ

2008 çулхи ака уйăхĕн 18-мĕшĕнче И.Я. Яковлев çуттатуртавçă çуралнăранпа 160 çул çитнипе ялта ун палăкĕ туса хучĕç. Скульпторĕ В. Нагорнов. Уçнă церемонинче Чăваш Енрен, Тутарстан Республикинчен, Чĕмпĕр облаçĕнчен сумлă çынсем килсе пухăнчĕç. [3].

Паллă çынсем, ытти харкамлăхсем

Иванов Игнатий Иванович — çыравçă.

 Çыравçă, е литератор, — уйрăм адресатшăн çеç мар, çынсен пĕрлĕхĕшĕн тунă тата сăмахпа çыхăннă пултару ĕçĕсене хайлакан çын. Публицистсем, тĕрленчĕкçĕсем пуррине палăртмалла.

Калавсем, очерк çырнă. Игнатий Иванов çак ĕçсен авторĕ:

  • «Çынна мулшăн туман, мула çыншăн тунă»;  «Çынна усал тăвакан хăй не усал курать»; «Аттуна тăхăн та çăматтуна ан пăрах»;«Чăвашсем» (Чуваши, 1881)

«Эпĕ Хусана веренме кайни» Унăн ĕçĕсене вилнĕ хыççăн кăна пичетленĕ.

1848 çулта Хусан кĕпернине кĕнĕ Кăнна Кушки ялĕнче (Тутарстанăн Теччĕ районĕ) çуралнă.

Вулама-çырма хăй тĕллĕн, Чĕмпĕрте И. Яковлев патĕнче, кайран Хусанти крешен-тутар шкулĕнче пĕлӳ пухнă.

1871–79 çулсенче Чĕмпĕр тата Хусан кĕпернисенче шкулти вĕрентӳçĕ пулса ĕçленĕ.

1879 çултанпа тăван ялĕнчех ĕмĕрленĕ. 1885 çулта çĕре кĕнĕ.

Пултарулăх ĕçĕсем

 

Александр Вениаминович Тимбай 1925 çулхи кăрлачăн 7-мĕшĕнче Тутар Республикин Теччĕ районĕнчи Кăнна Кушки ялĕнче çуралнă.

Хайлавĕсем

Кĕтрĕç, кĕтрĕç салтака... | Сăвă | 1978 | ,Уйра | Сăвă | 1979Çулла | Сăвă | 1978 | , Уйăп | Сăвă | 1976 | , Хура курак | Сăвă |

Улатакка | Сăвă | 1977 | , Тăван чĕлхе | Сăвă |

Александр Тимбай  Вăтам шкултан вĕренсе тухсанах Хĕрлĕ Çара кайнă, часах фронта лекнĕ, йывăр çапăçусене хутшăннă. Виçĕ хутчен аманнă, инвалид пулса киле таврăннă. Вăрçă чарăннă çул Чăваш пединститутне вĕренме кĕнĕ, ăна пĕтерсен нумай çул хушши ачасене чăваш тата вырăс чĕлхисем вĕрентнĕ. «Хатĕр пул» журналта ĕçленĕ. Çав вăхăтрах сăвăсем, поэмăсем, калавсем çырма та вăхăт тупнă Александр Вениаминович, вĕсем хаçат-журналта пичетленĕ. Чăваш кĕнеке издательствинче «Вуник асамçă» (1974), «Хумсем, хумсем...»(1975), «Вăрçă сăввисем» (1980), «Тӳпе» (1985) кĕнекисем тухнă. Вулакансем уйрăмах «Антăлу» сăвă кĕнекине ăшшăн йышăннă. Унта автор хăйĕн ăрăвĕн паттăрлăхне яр уççăн çутатать, вăрçа питлет, тăнăç пурнăçшăн кĕрешме чĕнет.

Çыравçă 1999 çулхи çĕртме уйăхĕн 21-мĕшĕнче вилнĕ.

А.Тимбай 1981 çултанпа СССР писателĕсен союзĕн членĕ.

Якку Йăванĕ

Иван Яковлевич Яковлев — чăваш халăхĕн XIX ĕмĕр вĕçĕнчи - XX ĕмĕр пуçламăшĕнчи çутлăхçи, çĕнĕ чăваш çырулăхне йĕркелекенĕ, Библие чăвашла куçараканĕ.

Кун-çулĕ

1848 çулхи ака уйăхĕн 25 хальхи Тутар Республикине кĕрекен Кăнна Кушки ялĕнче çуралнă. Чĕмпĕр гимназийĕнче, Хусан университетĕнче вĕреннĕ, чăваш шкулĕсен инспекторĕнче, Чĕмпĕрти чăваш шкулĕн ертӳçинче ĕçленĕ. Н.И. Ильминский вĕренекенĕ. 1930 çулта вилнĕ, Мускаври Ваганьково масарĕнче пытарнă.

Пурнăçĕпе ĕçĕ-хĕлĕн паллă пулăмĕсем

1856—1860 çç. — Пăрăнтăк удел училищинче пĕлӳ пухнă

Раштав, 1860 ç. — çу, 1863 ç. — Чĕмпĕр гимназийĕ çумĕнчи çĕр виçев-таксатор класĕнче вĕреннĕ

Çу, 1864 ç. — раштав, 1866 ç. — удель ведомствинче хĕсметре тăрать

1868 ç. авăн, 1(13) — Чĕмпĕрти арçын гимназин V класне вĕренме кĕнĕ

1868 ç. юпа, 28 (чӳк, 9) — Чĕмпĕр шкулне никĕсленĕ

1870 ç. çĕртме, 25 (утă, 7) — гимназие вĕçленĕ пирки ылтăн медаль

1870 ç. çурла, 12 (24) — Хусан университечĕн студенчĕ пулса тăрать

1871—1873 çç.- чăваш çырулăхне туса ярать, чăваш шкулĕсем валли букварьпе вĕренӳ кĕнекине кăларать

1875 ç. çĕртме, 17 (29) — Хусан университетĕнче вĕренсе тухнин пĕлтерӳ хутне тивĕçет

1875 ç. çурла, 28 (авăн, 9) — Хусан вĕренӳ тăрăхĕнчи чăваш шкулĕсен инспекторĕ пулма çирĕплетнĕ

1877 ç. — Чĕмпĕр чăваш шкулне тĕп шайне куçарни

1877 ç. авăн, 26 (юпа, 8) — Е. А. Бобровниковăпа пĕрлешнĕ

1878 ç. — тĕп шкул çумĕнче хĕрарăмсен классне уçнă

1890 ç. — Чĕмпĕрти тĕп шкула вĕрентӳçĕсен шкулĕ шайне куçарнă

1901 г. — Чĕмпĕрти чăваш вĕрентӳçисен шкулĕн çумĕнче хĕрарăм педагогĕсен курсне уçнă

1917 ç. юпа уйăхĕ — Чĕмпĕрти чăваш вĕрентӳçисен шкулне вĕрентӳçсен семинарине куçарнă

1922 ç. юпа уйăхĕ — ывăлĕ патне Петрограда пурăнма куçнă

1923 ç., çулла — Мускава пурăнма куçнă

1928 ç. юпа уйăхĕ — Çуралнăранпа 80 çулне тата пĕрремĕш чăваш шкулне йĕркеленĕренпе 60 çулне уявланă.

1930 ç. юпа, 23 — Мускавра вилĕме кĕтсе илнĕ, Ваганьково çăвине пытарнă

Раççей империн парнисемпе чинĕсем

Тс. Станислав орденĕ 3 ст. 26.12.1878 г. Тс. Станислав орденĕ 2 ст. 27.12.1887 г.
Тс. Анна орденĕ 3 ст. 15.05.1889 г. Тс. Анна орденĕ 2 ст. 26.12.1892 г.

Чĕмпĕр чăваш шкулĕн кун-çулĕ

И. Я. Яковлев - çыравçă, тăлмач, кăларавçă.

Ориенталист тĕпчевçĕ Н. И. Ильминскипе Хусан университетĕнче паллашнă хыççăн И. Я. Яковлевăн чăваш азбукине туса чăвашсем валли букваре пичетлесе тăван чĕлхе туртăмĕпе чăвашсене ăслăхпа литература патне çул уçас ĕмĕт татах çирĕпленнĕ. Чăваш чĕлхин фонетикине тĕпчесе пĕрремĕш 47 сасă паллиллĕ чăваш азбукине йĕркеленĕ. Анчах та 47 сасă паллине асра тытма йывăр пулнипе И. Я. Яковлев тепĕр азбукăна пăхса тухса, 1873 çулта 25-шне кăна хăварать. 

Чи малтанах И. Я. Яковлев Евангелие чăвашла куçарма тытăнать, çак ĕçе вăл 1911 çул тĕлне кăна вĕçлет. Библие куçарассипе вăл 1922 çулчен тăрăшать, вара И. Я. Яковлевăн пичетрен тухман материалĕсене Британ библи пĕрлешĕвне панă. Тĕн литературисĕр пуçне вăл «Сказки и предания чуваш» пухăмне тата иккĕ томлă «Образцы мотивов чувашских народных песен и тексты к ним» хатĕрлесе пичетленĕ, вырăс классикĕсен ĕçĕсене: Пушкинăн «Полтавине», Лермонтовăн «Песни про купца Калашникова» поэмине, Толстойăн калавĕсене тата ур. чăвашла куçарнă.

Хăйĕн пурнăçĕ тăршшипе Яковлев чăвашла 100 ытла кĕнекепе брошюрăна çутта кăларнă.

И. Я. Яковлевăн çемьи

«Çемьере эпĕ арăмра та, хамăн ачасемнче те ăраскал тупрăм» 

Арăмĕ

1870 ç., Хусан университетĕнче пĕлу пухнă чухнех, Иван Яковлевич Н. И. Ильминскипе тата унăн çемьипе паллашать, унта усрав хĕр Екатерина Алексеевна Бобровникова (1861 ç. юпан 2-мĕшĕнче çур.) ӳснĕ пулнă. Çичĕ çул иртсен 16 çулхи Екатерина, хусанти хĕрарăм гимназинче вĕренсе тухнăскер, чăваш шкулĕсен 29 çулхи инспекторне Иван Яковлева качча тухать.

Екатерина Алексеевна килте кăна мар вăй хунă. 1878 çулта Чĕмпĕрти чăваш шкулĕнче хĕрарăм уйрăмĕ уçăлнă, каярахпа вăл унти ĕçсене ертсе пынă, хăйĕн упăшкипе пĕрле вĕрентӳçĕ ĕç вырăнĕнче тăрăшнă.

Ачисем

1878 çулхи раштавăн 28-мĕшĕнче Яковлевсен çемьинче пĕрремĕш пепке çуралать, ăна Алексей аслашшĕ ятне параççĕ. Каярах Натали, Лиди, Николай тата Александр çут тĕнчене килеççĕ. Вĕсем шутĕнчен Наташăпа Саша ача чухнех вилнĕ.

Мăнукĕсем

Ăрăва тăсакан тивĕçлĕ çынсем — О. А. Яковлева мăнукĕ, истори ăслăхĕсен кандидачĕ, И. А. Яковлев мăнукĕ физика-математика ăслăхĕсен тухтăрĕ. Икĕ хĕр мăнукĕ: Е. А. Некрасова — ӳнер тишкерӳ тухтăрĕ, А. А. Некрасова — Театр ӳнерĕн патшалăх институчĕн профессорĕ. И. Я. Яковлевăн кĕçĕн мăнукĕсем хушшинче те паллă ятлисем пур. А. Б. Покровская — Раççей Федерацин халăх артисчĕ, А. Б. Покровский — Мускав консерваторин концертмейстерĕ, В. В. Павлов — Раççей Федерацин тава тивĕçлĕ артисчĕ, Е. В. Павлова — ӳнер тишкерĕвĕн кандидачĕ, Франсуаза Варе — медицина профессорĕ (Франци), М. О. Ефремов — Раççей Федерацин тава тивĕçлĕ артисчĕ. Л. Д. Некрасова — мускав ен тишкерӳçи, ӳнер тишкерӳçи. Ку чăваш халăхĕн чаплă ывăлĕн ăрăвĕн улттăмĕш сыпăкĕ.

И. Я. Яковлев ĕçĕсем

  • Букварь для чуваш. Хусан, 1872 (1919 çулчен пичетленĕ).
  • О школьном образовании чуваш. «Городской и сельский учитель», 1897, в. 5;
  • Краткий очерк Симбирской учительской школы. Чĕмпĕр, 1908;
  • Детские рассказы, Шупашкар, 1968.
  • Письма. Шупашкар, 1985. — 366 с.
  • Верьте в Россию и любите её. Шупашкар.: Чаваш патуниверситечĕ, 2002. — 308 с.

Максимов-Кошкинский Иоаким Степанович

актёр, режиссёр, чăваш театрне тата "Чăвашкино" студие йĕркелекенĕ.

Максимов-Кошкинский Иоаким Степанович, (1893 çулхи авăн уйăхĕн 14-мĕшĕ, Тутарстанăн Теччĕ районĕнчи Кăнна Кушки ялĕ - 1975 çулхи çурла уйăхĕн 30-мĕшĕ, Мускавра вилнĕ, Шупашкарта пытарнă) — «Чăвашкино» студин йĕркелевçи, режиссёрĕ, актёр, драматург, киносценарист, çыравçă, тăлмач[1].

СССР ÇП пайташĕ (1934 ç.), Чăваш АССР халăх артисчĕ (1933 ç.), РСФСР ӳнер тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, ЧАССР ӳнер тава тивĕçлĕ ĕçченĕ.

Ленин орденне, Ĕçлĕх Хĕрлĕ Ялав орденне тивĕçнĕ. Чĕмпĕрти чăваш шкулĕнче, Хусанти ӳнер училищинче вĕреннĕ. Иоаким Степанович чăваш театрĕпе киностудине йĕркелекенсенчен пĕри.

1918-1919 çулсенче Хусанта, 1920 çулта Шупашкарта пĕрремĕш спектакльсене лартнă. 1926-1932 çулсенче 7 илемлĕ тата документлă кинохайлав ӳкернĕ. 1932 çултанпа вăл каллех Чăваш патшалăх академи театрĕн ертӳçи вырăнне йышăннă.

Пултарулăх ĕçĕсем

Иоаким Степанович çак пьесăсене çырнă: «Хум» (1924), «Сатурпа Илем» (1933), «Атăл кĕввисем» (1933), «К. Иванов» (1950), «Çĕмĕрт çеçки çурăлсан» (1950), «Урнă самана» (1958).

Вăл 10 ытла кĕнеке çырса кăларнă.

C:\Users\учитель\Desktop\DC13QmTXoAE897l.jpg

Казакова Анна Григорьевна — чăваш юрăçи. 

Казакова-Алексеева Анна Григорьевна — чăваш юрăçи, Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ артистки. 29.06.1903 

çулта Тутарстанăн Теччĕ районĕнчи Кăнна Кушки ялĕнче çуралса ӳснĕ. 1968 çут тĕнчерен уйрăлнă.

Унăн ашшĕпе амăшĕ И.Я. Яковлев направленийĕпе килнĕ. Ашшĕ Григорий Алексеевич нумай çул чиркӳре священник пулса ĕçленĕ. Ун хыççăн ĕçлекен пулман. Çав чиркĕве хăй вăхăтĕнче Иван Яковлев уçнă, каярахпа ăна хупаççĕ, çĕмĕреççĕ. Григорий Алексеевич çинчен асăнни 1905 çулта пичетленнĕ С.В.Чичеринăн «Приволжские инородцы» кĕнекинче пур, ун çинчен урăх тĕрĕсрех сведенисем пирĕн çук.

Алексеевсен вăл вăхăтшăн аван хуçалăх пулнă – çурт, пахча, утар.Раскулачивать тăвассине малтанах пĕлсе вăл хăй ирĕкĕпех пĕтĕм пурлăхне шкула парса хăварса ывăлĕ патне Мускава каять. Каяс умĕн пĕтĕм ял çыннисенчен каçару ыйтать.[1] 

Анна Григорьевна хăйĕн анкетинче унăн ашшĕпе амăшĕ Кăнна Кушкинчи училищĕре вĕрентекенсем пулса ĕçленĕ тесе палăртнă, ку вăл пĕр енчен тĕрĕс, анчах веçех мар. Вара вĕсем пирĕн патран пачах та ют тĕле, хăйсене никам та палламан çĕре тухса каяççĕ. Алексеевсем Совет влаçĕнчен пытаннă, мĕншĕн тесен ашшĕ чиркӳпе çыхăннă пулнă. Анна Григорьевна çавăнтанпа урăх тăван ялне килмен, ашшĕ-амăшне паллакан çынсемпе тĕл пуласси килмен пулмалла. Вăл вăхăтра уншăн асăрханни пачах та чăрмантарман.

Хăй вăхăтĕнче хаçатсем çырнă тăрăх, сайра тĕл пулакан хитре сасси пур регионта та янăранă, таса çăлкуç пек, юхса пынă. Вилнĕ - 5.9.1968ç. 

C:\Users\учитель\Desktop\pederki.jpg

Тихăн Петĕркки (чăн ячĕ Петров Пётр Тихонович; 1903, чӳк, 29, Теччĕ районĕ, Кăнна Кушки ялĕ — 1976, пуш, 26 Хусан), — чăваш çыравçи, драматургĕ.

СССР ÇП пайташĕ (1965 ç.) [1].

Пурнăçĕ

1903 çулхи чӳк уйăхĕн 29-мĕшĕнче Тутарстанăн Теччĕ районĕнчи Кăнна Кушки ялĕнче çуралнă.

Малтан пуçламăш шкултан, унтан икĕ класлă училищĕрен вĕренсе тухнă. 1919 çулта Теччĕри педагогика техникумне вĕренме кĕнĕ. 1924 çулта Чĕмпĕрти педагогика техникумĕ çумĕнчи кăтартуллă шкулта ĕçлеме тытăннă. Тăван Çĕршывăн Аслă вăрçинче фронтра çапăçнă, касăри салтакран пуçласа рота командирĕ таран ӳснĕ. Вăрçăра Хĕрлĕ Çăлтăр орденĕĕпе тата икĕ медале тивĕçнĕ.

1946-1950 çулсенче Сенгилейри педагогика училищинче ĕçленĕ. Хусана пурăнма куçсан çутĕç пайĕнче, вăтам шкул директорĕ пулса ĕçленĕ.

1976 çулхи пуш уйăхĕн 26-мĕшĕнче Хусанта вилнĕ.

Пултарулăх ĕçĕсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Тихăн Петĕркки «Трактор» ятлă малтанхи поэми Мускавра тухнă «Çĕнĕ çул» кĕнекере пичетленнĕ. Вăл калавсемпе повеçсем, пьесăсем ăслăлăхлă-фантастикăллă ĕçсем çырнă.

Унăн «Ӗмĕт», «Çĕрлехи çиçĕм», «Юнлă кунсем» пьесисене драмкружоксем ăнăçлă лартаççĕ.

Паллăрах кĕнекисем:

  • «Ӗмĕт» (пьеса, 1941)
  • «Çĕнелнĕ тымар» (повеç, 1961)
  • «Çĕрлехи çиçĕм» (пьсăсем, 1964)
  • «Çил-тăвăл» (повеç, 1967)
  • «Кушкă ачи» (повеç, 1971)
  • «Атлан» (повеç, 1972)
  • «Мальчик из чувашского села» (Кушкă ачи, вырăсла, 1975)

 C:\Users\учитель\Desktop\iV83Z07QA.jpg

Резюков Николай Андреевич, — Н.И.Ашмарин профессорăн вĕренекенĕ, ĕнтешĕ. ĕ

1898 çулхи раштав уйăхĕн 8 Тутарстанри Теччĕ районĕнчи Кăнна-Кушки ялĕнче çуралнă. 1969 çулхи юпа уйăхĕн 28 вилн

Пурнăçĕ

1925—1930 çулсенче Хусанти хĕвел тухăç халăхĕсен педагогика институчĕнче вĕреннĕ. Рабфакра (1930—1931) тата колхоз çамрăкĕсен шкулĕнче (1931—1932), Чăваш ял хуçалăх институчĕнче (1933—1936), Чăваш ăслăлăхпа тĕпчев институчĕнче (1939—1952), Канашри учительсен институчĕнче (1952—1956), Учительсен пĕлĕвне ӳстерекен институтра (1956) ĕçленĕ.

Н.И.Ашмаринăн 17 томлă словарĕн 16—17 томĕсене пичете хатĕрленĕ.

Ӗçĕсем

  • Очерки сравнительной грамматики русского и чувашского языков. Ч., 1954;
  • Сопоставительная грамматика русского и чувашского языков. Ч., 1959

C:\Users\учитель\Desktop\Рекеев_Алексей_Васильевич.jpgРекеев Алексей Васильевич (1848, Кăнна Кушки, Пăва уесĕ, Чĕмпĕр кĕперни — 1932, Байглычево ялĕ, Елчĕк районĕ, Чăваш АССР) — чăваш çутлăхçи, чиркӳ тата этем пĕрлĕхĕн ĕçченĕ, миссионер, этнограф, педагог тата тăлмач, чăваш çырулăхĕпе литературин никĕсне хываканĕ.

Кун-çулĕ

Рекей Лекçейĕ Чĕмпĕр кĕпернин Пава уесĕнчи Кăнна Кушки ялĕнче (И. Я. Яковлевпа пĕр ялтах) çĕр ĕçтĕшĕн йышлă çемьинче çуралнă. Чăвашла тата тутарла калаçнма пĕлнĕ. Бурундук удел училищинче пĕлу пухнă.

Ача çулĕсенченех А. В. Рекеев пĕлӳ патнелле туртăннă. 1868 çулхи юпан 28-мĕшĕнче (чӳкĕн 9-мĕшĕнче) çуран çитмĕл çухрăм ытла утса, вăл Чĕмпĕре вĕренме çитнĕ, пĕр ялти хăйĕн юлташĕн – Чĕмпĕрти классика гимназинче вĕренекен И. Я. Яковлевăн — хваттерĕнче чарăннă. к кун Чĕмпĕрти чăваш вĕрентӳçисен (чăваш халăхĕн кун-çулĕнче пĕрремĕш наци шкулĕ) шутланать, А. В. Рекеев – унти пĕрремĕш (виççĕрен пĕрри), çаплах И. Я. Яковлевăн пĕрремĕш вĕренекенĕ пулать.[1] 

1870 çулчен А. В. Рекеев Чĕмпĕрти уес училищинче, кайран – икçуллă педагогика курсĕсенче вĕреннĕ, 1872 çулхи çĕртмен 20-мĕшĕнче (утăн 2-мĕшĕнче) ăнăçлă вĕçленĕ.

Вĕрентӳç тата тăлмач ĕçлĕхĕ

1872 çулхи çурлан 20-мĕшĕнче (авăнăн 1-мĕшĕнче), Чĕмпĕр кĕпернинчи халăх училищисен директорĕн хушăвĕпе, А. В. Рекеева Чĕмпĕр уесĕн Вăтам Тимĕрçен ялĕнчи пуçламăш училищин вĕрентрӳçи пулма çирĕплетнĕ. 1874 çулхи авăнăн 30-мĕшĕнче (юпан 12-мĕшĕнче) Хусан вĕренӳ тăрăхĕн пепечителĕ хушнипе ăна Хусанти вĕрентӳçĕсен семинари çумĕнчи пуçламăш чăваш шкулĕн вĕрентӳçи пулма çирĕплетнĕ, кунта вăл вырăссен паллă миссионерĕ тат çутлăхçи Н. И. Ильминский ертсе пынипе тăрăшнă.

И. Я. Яковлев ертсе пынипе А. В. Рекеев Евангелие, Псалтыре, Апостола, Сăваплăхлă Истори тата Турă кĕлĕвĕн кĕнекине чăвашла куçарнă, çĕнĕ чăваш алфавитне тата пĕрремĕш букварьсене хатĕрленĕ, чăваш вĕрентӳçисен пĕрремĕш съезчĕсене йĕркелӳ ĕçĕсене туса пынă. И. Я. Яковлев каланипе, А. В. Рекеев «чăвашсен çутĕç ĕç-пуçĕнче шанчăклă та усăллă ĕçченсенчен пĕрри пулнă» пулнă.[2] 

Чиркӳри тата миссионер ĕçлĕхĕ

1878 çулхи чӳкĕн 21-мĕшĕнче (раштавăн 3-мĕшĕнче), Хусанти вĕрентӳçĕсен семинарин директорĕ Н. И. Ильминский ыйтнипе А. В. Рекеева «çав Семинари çумĕнчи килти Сахар-Лисавет чиркĕвĕн» диаконĕ туса хунă. 1878 — 1881 çç. вăл («диакон санĕнче») Хусанти вĕрентӳçĕсен семинари çумĕнчи пуçламăш шкулĕн турă саккунне вĕрентекен пулса тăрăшать. 

Çемье

А. В. Рекеевăн арăмĕ — Мария Ивановна Рекеева (1909 çулхи çĕртме уйăхĕнче 53 çулта пулнă). Ачи-пăчи пирки нимле хыпар та çук.

Вилĕм

А. В. Рекеева Байглычево ялĕнчех – хăй тăрăшнă чиркӳ çумĕнчех пытарнă. Вилтăпри паянкуна та упрануллă та тирпейлĕ.

А. В. Рекеевăн ĕçĕсем

Рекеев А. Чуваши. Применение системы Ильминского к их просвещению// Сотрудник Братства святителя Гурия. – 1911. – № 25 и 26 (26 июня). – С.с. (385) – 418. (Републиковано: Алексеев И.Е. Православная миссия в Казанской епархии в конце XIX – начале XX вв./ Выпуск I: Статьи и документы по истории православного миссионерства, храмов и монастырей. – Казань: ООО «Астория», 2010. – С.с. 87 – 117.)

C:\Users\учитель\Desktop\alga1.jpg Алга Александр Егорович (паспортри хушамачĕ Бачков, 1913 çулхи чӳк уйăхĕн 27-мĕшĕ, — 1977 çулхи çĕртмен 15-мĕшĕ Шупашкар, Чăваш АССР) — чăваш сăвăçи, прозăçи, драматургĕ, литература тăлмачĕ, тишкерӳçи[1].

Чăваш АССР халăх сăвăçĕ (1970). СССР ÇП пайташĕ (1938-па).

Пурнăçĕ[тӳрлет | кодне тӳрлет]

1913 çулхи чӳк уйăхĕн 27-мĕшĕнче Тутарстанăн Теччĕ районĕнчи Кăнна Кушки ялĕнче çуралнă.

Малтан хăйĕн ялĕнче вĕреннĕ, ун хыççăн ăна ачасен çуртне куçарнă. Хусанти Чăваш техникумĕнче, И. Я. Яковлев ячĕллĕ Чăваш педагогика институтĕнче вĕреннĕ.

Красноармейски тата Çĕрпӳ районĕсенче ачасене чăваш чĕлхипе литературине вĕрентнĕ, Етĕрнери педагогика училищинче ĕçленĕ. 1939 çулта хĕсмете кайнă.

Тăван Çĕршывăн Аслă вăрçине хутшăннă, тăватă хут аманнă.

Вăрçă хыççăн «Ялав» журнал редакторĕнче Чăваш ÇП ертӳçинче, РСФСР ÇП секретарĕнче ĕçленĕ. 1963-1967 çулсенче ЧАССР Аслă Канашĕн депутачĕ пулнă.

1977 çулхи çĕртме уйăхĕн 15-мĕшĕнче вилнĕ.

Пултарулăх ĕçĕсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Пĕрремĕш сăввисем 1931 çулта «Утăм» альманахра кун çути курнă. Александр Алга пултарулăхĕ нумай енлĕ. Вăл сăвăсемпе поэмăсем, повеçсемпе роман çырнă.

Паллă кĕнекисем:

  • «Хĕвеллĕ ир» (Сăвăсем, 1940);
  • «Тăватă çулталăк» (1947);
  • «Сăвăсемпе поэмăсем» (1948);
  • «Юлташпа юнашар» (Калавсем, 1955);
  • «Хамăр ялсем» (поэма, 1956);
  • «Легендăсем» (1960);
  • «Çамрăксем» (1961);
  • «Пурнăçпа вилĕм» (Повеçсемпе калавсем, 1966);
  • «Хĕçпе çурла» (2 кĕнекеллĕ роман, 1968, 1973);
  • «Хурама та хурăн» (повеç, 1979);
  • «Мои земляки» (Ман тăвансем, поэма, вырăсла, 1959);
  • «Вязы да березы» (Хурамасемпе хурăнсем, повеç, вырăсла, 1965);
  • тата ыттисем.

Ю. Збанацкин «Çеçпĕл» романне, В. Шекспирăн «Гамлет» трагедине, А. Пушкин, М. Лермонтов, Т. Шевченко, Н. Некрасов çыравçăсен ĕçĕсене чăвашла куçарнă.

Чыславсемпе парнесем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Вăрçă вăхăтĕнчи çапăçусенчи паттăрлăх кăтартнăшăн икĕ хутчен Тăван Çĕршывăн Аслă вăрçин II степеньлĕ орденне, Хĕрлĕ Ялав орденĕсене, медальсене тивĕçнĕ.

Литературăри пысăк çитĕнӳсемшĕн «Хисеп Палли», Ĕçлĕх Хĕрлĕ Ялав орденĕсене тивĕçнĕ. 1970 çулта «чăваш халăх сăвăçи» ятне панă.


По теме: методические разработки, презентации и конспекты

Дидактический материал. Контрольно-измерительные материалы по русскому языку (5-11 классы)

Предлагаемые материалы помогут сэкономить время и силы ученика и учителя в подборе языкового материала для практической части, охватывает все разделы курса русского языка, является эффективным средств...

Дидактический материал. Контрольно-измерительные материалы по русскому языку 6 класс.

Предлагаемый материал поможет сэкономить время и силы ученика и учителя в подборе языкового материала для практической части. охватывает все разделы курса русского языка, является эффективным средство...

Дидактический материал, Контрольно-измерительные материалы по русскому языку. 7 класс.

Предлагаемые материалы поомогут сэкономить время и силы ученика и учителя в подборе языкового материала для практической части, охватывают все разделы курса русского языка, являются эффективным средст...

Дидактический материал, Контрольно-измерительные материалы по русскому языку. 9 класс.

Предлагаемые материалыпомогут сэкономить время и силы ученика и учителя в подборе языкового материала для практической части, охватывают все разделы курса русского языка, являются эффектным средством ...

Дидактический материал. Контрольно-измерительные материалы по русскому языку.10 класс.

Предлагаемые материалы помогут сэкономить время и силы ученика и учителя в подборе языкового материала для практической части, охватывают все разделы курса русского языка, являются эффективным средств...

Дидактический материал, Контрольно-измерительные материалы по русскому языку. 11 класс.

Предлагаемые материалы помогут сэкономить время и силы ученика и учителя в подборе языкового маиериала для практической части, охватывают все разделы курса русского языка, являются эффективным средств...

Стили и направления в искусстве по материалам Википедии

Все расшифровки из Википедии.Абстрактный ЭкспрессионизмАбстракционизмАр НувоАр-декоАрт-феменизмАутсайдер Арт (Арт Брют)БароккоВизантийское ИскусствоВысокое ВозрождениеГотическое Искусст...