Халăх йăли – пурнăç йĕрки
методическая разработка (11 класс) по теме

Современные традиции со временем полностью вытесняют старинные традиции села. Пока живы наши бабушки и дедушки, мы, распрашивая их,  должны оставить для наших будущих детей и внуков описание традиций. В нашем селе еще сохранились какие-то традиции. Особенно всем нравится троица. Вся деревня собирается на праздник и все веселятся. В зтой сценарии можно увидеть традицию троицы.

Скачать:

ВложениеРазмер
Microsoft Office document icon tokareva_marina_vasilevna.doc45 КБ

Предварительный просмотр:

Токарева Марина Васильевна,

Учитель чувашского языка и литературы,

МБОУ «Селоядринская СОШ»

Ядринского  района

Чувашской Республики

Халăх йăли – пурнăç йĕрки

Çимĕк

( 11 клас ачисемпе ирттернĕ мероприяти)

Сапăрлăх тĕллевĕ:

- Чăваш çамрăкĕсен вăйи-куллипе юррисенче илеме курма  хăнăхтарасси.

- Вăйă-кулăри ырă самантсене чуна хывасси.

- Ачасене тăван халăх культурине, тăван чĕлхене хисеплеме вĕрентесси;

- Пуплев культурине аталантарасси.

Пĕлÿ тĕллевĕ:

  1. Чăваш халăхĕн иртнĕ пурнăçĕнчи ырă та илемлĕ йăли-йĕркипе, юрри-ташшипе, вăййи-куллипе тĕплĕнрех паллаштарасси.
  2. Çимĕк уявĕпе паллаштарасси.

Аталантару тĕллевĕ:

  1. Чăвашсен вăййи савăнăçпа пултарулăх йăли-йĕрки пулнине кăтартасси.

Курăмлăх хатĕрĕсем: презентаци, видеоролик, фотоÿкерчĕксем.

Уяв юхăмĕ

Вĕретекен: Паян эпир сирĕнпе çимĕк уявне аса илетпĕр, хамăр та уявра пулса куратпăр. Çимĕк уявĕн йăли-йĕрки Етĕрне районĕнчи Пушнар ялĕнче сыхланса юлнă. Çимĕке ака пĕтернĕ хыççăн уявланă. Çимĕкре хĕрсемпе яшсем вăййа тухнă. Эпир те сирĕнпе вăййа тухса курар.

Çимĕкре хутшăнакансем:

Аслашшĕ

Мăнукĕ

Ванюк

Петюк

Хĕветĕр

Елюк

Марине

Кулине

Верук

Санюк

Ялти каччăсемпе хĕрсем

Асламăшĕпе мăнукĕ утса пыраççĕ.

Мăнукĕ: Асатте, паян кунĕпех курăк пуçтаратăн эсĕ. Ăнлантарса пар-ха мана, мĕншĕн пуçтармалла ăна?

Асламăшĕ: Мăнукăм, çуракипе пахча ĕçĕсене вĕçленĕ чух ĕлĕкхи чăваш ялĕсенче çулленех çимĕк уявĕ туса ирттернĕ. Çимĕкĕн малтанхи кунĕ умĕн хĕр арăмсемпе ачасем вăрмана кайнă та сиплĕ курăксем пуçтарнă. 77 тĕрлĕ курăк пуçтармалла пулнă. Вăрмантан яла милĕксемпе йывăç тураттисемпе таврăнса чÿречесем çине, алăксем çине чикнĕ. Ытларах пилеш тураттисем чикнĕ, мĕншĕн тесен унăн тураттийĕ усалсенчен хăтарать тет. Çимĕк умĕнхи каç мунча хутса çак пухнă курăксемпе çăвăннă, милĕксемпе çапăннă, вĕсем питĕ сиплĕ шутланнă. Çимĕкре пуçтарнă курăксене пĕтĕм çулталăк тăршшĕпе усă курнă.

Мăнукĕ: Урăх тата мĕн тунă ку уявра? Питĕ интереслĕ асатте, каласа пар-ха.

Аслашшĕ: Каласа парам ĕнтĕ, питĕ тăнласа итлетĕн те. Çимĕк каçĕсем ялти пĕтĕм çамрăк, ачи-пăчи урама тухса тĕрлĕрен вăйăсем вылянă. Вăйăсенче сăвăллă юрăсем юрланă. Тутлă апат-çимĕçпе вилнисене асăннă хыççăн çамрăксем савăнса кулма пуçланă. Унччен савăнма юраман. Акă кур-ха. (Тухса каяççĕ)

Пĕрремĕш картина

 Килтен тухсан каччăсем вăрмана уяв йывăççи шырама пуçтарăнаççĕ. Шăппăн „Шур-шур тăрăх” юрă янăрать.

Элекçи: Ачасем! Айтăр çимĕк валли йывăç тупса хатĕрлĕпĕр!

Петюк: Каяр! Каяр!

Сантăр: Айтăр! Васкар. Хĕрсене те чĕнĕпĕр. Ан тив, илемлетчĕр вăрман уçланкине, кяв йывăççине.

Юркка: Хĕрсем! Айтăр вăрмана!

Хĕрсем: Тухатпăр-çке. Пыратпăр, эпир тахçанах каятпăр вăрмана.

Каччăсемпе хĕрсем „Хурăн çулçи” юрă юрласа тухаççĕ. Вăрмана çитеççĕ. Уяв йывăççине шыраççĕ. Хĕрсем пĕрремĕш уçланкăра чечек татаççĕ, пуç кăшăлĕсем çыхаççĕ.

Элекçи: Акă мана килĕшекен уçланкă.

Петюк: Аван, анчах ку ытла та пĕчĕк.

Сантăр: Атя, урăххине шырар.

Хĕрсем: Эпир кунтах юлăпăр, чечек татăпăр. Илемлĕ уçланкă тупсан пире чĕнĕр, юрать-и?

Каччăсем: Юлăр, юлăр, чечексем нумайтарах татăр. Чĕнĕпĕр сире. (каяççĕ)

Хĕрсем „Çурхи юрă” юрра юрлаççĕ. Каччăсем тепĕр уçланкăна çитеççĕ.

Элекçи: Мана ку уçланкă питĕ килĕшет. Пысăк та илемлĕ.

Петюк: Элекçи, ку уçланкă мана та питĕ килĕшрĕ, хĕрсене те килĕшессе шанатăп. Кунта йывăççи те пур, вăйăсем ирттерме аван.

Сантăр: Хĕрсене чĕнер пуль. Эпир вĕсем киличчен саксем тăвар. (хĕрсем валли саксем, пукансем тăваççĕ)

Каччăсем: Хĕрсем, килĕр кунта-а-а!

Хĕрсем кулса чупса килеççĕ. Уçланкăна мухтаççĕ. Уяв йывăççине илемлетме пуçлаççĕ. Пĕр-пĕринпе шÿтлеççĕ, кулаççĕ.

Иккĕмĕш картина

Ял хĕрĕсем уява пуçтарăнаççĕ.

Елюк: Айтăр, хĕрсем, выляма.

           Пирĕн вăйă – вылявлăх,

Айтăр, хĕрсем, савăнма.

Марине, атя уява.

Марине: Тухатăп, тухатăп. Айтăр Кулинепе Ульккана чĕнер.

Пĕрле: Кулине, Улькка, айтăр уява!

Кулине: Эпир Ульккапа хатĕр. Иртенпех уяв пирки шутлатпăр. Верукпа Натали те пит уява каясшăнччĕ. Атьăр весене те йыхăратпăр.

Хĕрсем: Верук! Натали! Тухăр уява!

Пурте пĕрле вăрман хĕрринелле утаççĕ. „Çуркунне çут тĕнче пит хитре” юрра юрлаççĕ. Вăйă вырăнне çитеççĕ. Шÿтлеççĕ, кулаççĕ.

Сантăр: Пурте пуçтарăнса çитрĕç пулас. Айтăр, вăйă картине тăрар.

Пурте: Тăрар! Тăрар!

Алла-аллăн тытăнса „Урам аякки кăвак çеçке” юрра юрласа çаврăнма тытăнаççĕ.

Урам аякки кăвак çеçке (2 хут)

Тайла, тайла татар-и? (2 хут)

Çакă вăййа тухсассăн (2 хут)

Ташла-ташла юрлар-и? (2 хут)

Юрласа пĕтерсен икĕ еннелле ушкăнланса тăраççĕ, пĕр енче – турикассем, тепĕр енче – анаткассем.

Марине: Айтăр, тупмалли юмахсем каласа ăмăртар! Кам тупсăмне пĕлеймест, çавна ташшлаттарăпăр.

Пурте: Килĕшетпĕр.

Турикассем ( кашниех черетпе калаççĕ:)

  1. Çут тĕнчер мĕн мăнтăр? (Çĕр)
  2. Атăл урлă чĕн йĕвен ывăтрăм. (Асамат кĕперĕ)
  3. Çăкăрĕ хура, çĕççи шурă. (Суха туни)
  4. Юмах ярăп, юптарăп, вун уйăхран выртарăп. (Ыраш)

Верук: Тăваттăн тупсăмне пĕлеймерĕç, халь ташă ташлама тивет ĕнтĕ вĕсен.

Икĕ хĕрпе икĕ каччă ташлама тухаççĕ, ытти çамрăксем такмак каласа юрлаççĕ.

Ташаса пĕтерсен каччăсемпе хĕрсем хăйсен ушкăнĕсене кайса тăраççĕ.

Пĕр каччă: Тепĕр вăйă выляр-и?

Сасăсем: Выляр, выляр!

Сасă: Мĕнле вăйă?

Сасă: Çĕрĕ памалла.

Çамрăксем çĕрĕ памалла выляççĕ.

Пĕри: Эпĕ çĕрĕ параканни.

Тепри: Качаки кам пулать?

Виççĕмĕшĕ: Шăпа ярар! (Çĕрĕ валеçекенни шÿт сăвви каласа качака пулакана кăларать)

Пĕрремĕшĕ - пĕлекен,

Иккĕмĕшĕ – итлекен,

Виççĕмĕшĕ – виçекен,

Тăваттăмĕшĕ – тăрлакан,

Пиллĕкмĕшĕ – пиллекен,

Уллтăмĕшĕ – уйлакан,

Çиччĕмĕшĕ – çиекен,

Саккăрмĕшĕ – савакан,

Тăххăрмĕшĕ – тăхтакан,

Вуннăмĕшĕ – вулакан.

Вăйă картинчен тухакан.

„Качака” вăйă картинчен кăшт аяккарах кайса тăрать, унăн вылякансем енне пăхма юрамасть.

Пурте: Ким чечек, ким чечек,

 Вĕçсе пырать шур акăш

 Хĕвел çинче çуталса.

Эс те яш, эп те яш,

Кил иксĕмĕр тĕл пулар.

Выляма.

Çĕрĕ валеçекен: Çĕрĕ камра?

„Качакан” çĕрĕ камрине пĕлмелле. Çĕрĕ камрине пĕлмесен „качакана”, качча параççĕ. „Камам качча парар-ши?” – текелесе каччăсен ячĕсене шăппăн палăртса тухаççĕ. Пĕр-пĕр вăйăçăн алăри кашни пÿрнине шÿтлĕ ят параççĕ те „качакан” хуть те хăш пÿрнине тĕллемн хăйне валли „каччă” суйласа илмелле. Ятсене çапларах пама пулать:

Чалăш Куçма

Курпун Кириле

Кукша Йăван

Куштан Ваçук

Шыçмак Павăл

Хыт кукар Хĕветĕр

Тăрри шăтăк Тимахви

Качака пĕр пÿрне çине кăтартать.

Пурте: Куштан Ваçука качча патăмăр.

„Качака” валли ят шыранă хушăра пĕрисем хĕр вăрлаççĕ. Никам сисмелле мар. Сцена хыçĕнче шăнкрав сасси илтĕнсе каять.

Натали: (шăнкăрав сассине итлесе) Ай-уй, ку тата мĕнле шăнкăрав сасси?

Улькка: ( унталла-кунталла пăхса) Ара, пирĕн хушăра Верук курăнмасть!

Пĕри: Верука вăрласа кайнă.

Тепри: Ан кулянăр, Ваçук валли ĕнтĕ. Паçăрах сисрĕм. Ванюкпа тусĕсем тем пăшăлтататчĕç.

Виççĕмĕшĕ: Вĕсем тахçанах пĕр-пĕринпе туслă та ĕнтĕ. Йăли çапла: вăйăра ĕлĕкрен хĕр вăрланă.

Сасăсем: Кĕçех туй пулать апла.

Сасă: Хамăр та киле каяр пуль. Ыран ирех тăмалла.

„Хурăн çулçи” юрă юрласа ял еннеле ерипен утаççĕ.

Çамрăксем сцена çинчен çухалсан. Мăнукĕпе асламăшĕ тухаççĕ.

Аслашшĕ: Вă-ă-ăт мăнукăм, çапла ирттернĕ ĕлĕк çимĕк уявне. Татах нумай каламалла ку уяв çинчен, эпĕ сана кайран каласа парăп.

Вĕрентекен: Пуçламăшĕнче эпир каланăччĕ ĕнтĕ, Пушнар ялĕнче кашни çул çимĕк уявне ирттереççĕ. Тен, пĕтĕм йăли-йĕрки сыхланса та юлман. Анчах çимĕкре халăх питĕ нумай. Çимĕке кашни кĕтет. Уяв илемлĕ, хаваслă ирттĕр тесе кашни мĕн те пулин тума хатĕр. Çак уява та кам та пулин пуçарса яраканĕ кирлĕ. Пушнар ялĕнче вăл çын – Ильин Юрий. Çимĕк кăна мар, вăл ытти уявсене те йĕркелет. Ăна пулăшаканĕсем те нумай. Пушнар ялĕнче çимĕк уявĕ мĕнле ирттернине çак презентаци кăтартса парать.

„Çимĕк” презентацие ачасемпе пĕрле пăхни.

Вĕрентекен: Ачасем, пирĕн те чăвашсен ĕлĕкхи йăла-йĕркине манас марчче, ăна тытса пырасчĕ.


По теме: методические разработки, презентации и конспекты

А.С.Артемьев пурнăçĕпе пултарулăхĕ

А.С.Артемьев пултарулăхне тишкернĕ чух усă курма пулать....

Презентация "Н. Теветкел пурнăçĕпе пултарулăхĕ"

Презентация к уроку чувашской литературы в 8 классе....

Презентация "Иван Мучи пурнăçĕпе пултарулăхĕ"

Презентация к уроку чувашской литературы в 8 классе...

Шыв пулмасан пурнăç çук.

Вода, поступающая к нам из водопровода, в большинстве случаев пригодна для питья и безопасна. Есть, однако, исключения. Иногда вода, проходящая по старым свинцовым трубам, загрязнена свинцом. В некото...

Презентация к отрывку из книги Н.Симунова "Пурнăç юмах мар"

Отрывок посвященный матерям о правильном  воспитании детей....

Презентация к отрывку из книги Н.Симунова "Пурнăç юмах мар"

Отрывок, посвященный матерям о правильном  воспитании детей....

Презентация открытого урока "Ялти пурнăҫ"

Эпě Андрей ятлă. Манăн хушамат Соколов. Эпир Тăвай районěнче пурăнатпăр. Пирěн хуҫалăх пысăк. Лашапа ěне, сурăхсем, чăхсемпе автан пур. Лаша Венера ятлă, ěне – Зорька. Лашана эпир аттепе пăхатпăр, ěне...