Олимпиада ыйтăвĕсем
олимпиадные задания по теме

Васильева Марина Николевна

Составлены для муниципальной олимпиады по чуващскому языку

Скачать:

ВложениеРазмер
Файл vorosy_olimpiady.docx37.79 КБ

Предварительный просмотр:

Шкул шайĕнче 5-11 классенче чаваш чĕлхипе тата литературипе ирттермелли олимпиада ыйтăвĕсем

5 класс

  1. Кайăк ячĕсене чăвашларан вырăсла куçарăр:

Карăк, пăчăр, ăсан, кăвакарчăн, çерçи, чана, курак, ула такка, уйăп, шăнкăрч.

  1. Çынна сăнлакан çак сăмах çаврăнăшĕсене пĕр сăмахпа(паллă ячĕпе) палăрт.

Ылтăн алăллă –

Вĕри чĕреллĕ –

Çăмăл ураллă  –

Хура чунлă –

Кĕске турталлă –

  1. Панă предложенире йăнăш туп та тÿрлет:

Çил вăйлă вĕрнĕрен Петя çÿçĕсем пăтрашăнса пĕтнĕ.

  1. Чăваш чĕлхинче миçе падеж?  Тăмана сăмаха падежсем тăрăх вĕçле.

  1. Панă сăмахсемпе икшер предложени тупса çыр: пĕринче вăл тĕп член пултăр, тепринче – кĕçĕн член.

çутă,  ылтăн, йывăç.

  1. «Лашана çăлни» калаври  (Хветĕр Уяр «Шурча таврашĕнче» роман тăрăх)  Ваçук прототипĕ кам?

  1. Сăвă йĕркисенчи  илемлĕх мелĕсене туп та вăл хăш ушкăна кĕнине  палăрт.

Тĕтре, упа пек, васкамасăр

Упаленет ту хушăкне.

  1. Çут çанталăка, чĕр чунсене сăнанисенче пăнчăсем вырăнне кирлĕ сăмахсем лартса çырăр.  
  1. Курак кĕркунне ир кайсан хĕл …….
  2. Пулăсем шывра пит вылясан …….
  3. Пилеш нумай пулсан ыраш ………
  4. Кушак камака çине выртсан ………
  5. Кураксем йăвана ларсан виçĕ эрнерен …….

  1. Çак сăвă йĕркисене кам çырнă?  

  «Юрататăп вуламашкăн

   Чăвашла та вырăсла

   Ик чĕлхе вăл – ик ăс маншăн,

 Эп пуласшăн ик ăслах!»

  1.  Этнограф тесе кама калаççĕ?

Пĕлсе тăма!  Кашни ыйтăва  тĕрĕс  хуравласан чи нумаййи 50 балл пухма пулать.

Шкул шайĕнче 5-11 классенче чаваш чĕлхипе тата литературипе ирттермелли олимпиада ыйтăвĕсем

6 класс

   1. Икĕ йĕркери сăмахсене çыхăнтарса мăшăр сăмахсем тăвăр.

 çăкăр, тус, кăвакал. çĕтĕк, чашăк, ăслă, малти, выçăллă, тăвалла, уй.

   тăнлă, хир, анаталла, кайри, тирĕк, юлташ, тутăллă, хур, тăвар, çурăк.

   2. Синонимлă сăмахсем хăш мăшăрта тĕл пулаççĕ?

         1) симĕс çулçă, сенкер тÿпе                                3) çăмăл ыйту, йывăр лав

2) вак укçа, вĕтĕ çумăр                                4) ирĕк вырăн, кичем калаçу

 3. Хăш сăмахра  йăнăш пур? Йăнăш тупăр, тĕрĕссипе мĕнле каламаллине (çырмаллине) сăлтавласа ăнлантарăр.

         Шăшин, вĕренен, кĕтÿн, юррăн, кенгурун.

4.  Йывăç ячĕсене чăвашла куçар: ольха, берĕза, клен, липа, ясень, тополь, рябина, ветла, дуб, черĕмуха..

 5.  Сăмахсен тытăмне тишкер: вĕренÿре, калавçăсенчен, юманлăхра.

   6. Мĕн вăл састаш (рифма)? Вĕсем мĕнлисем пулаççĕ?

   7. Чăваш çырулăхĕ йĕркеленнĕ май халăх юррисене илемлетме тытăннă. Ку ĕçре камсем палăрнă?

  8. Сутмалли юмахсен тупсăмĕсене пĕлĕр:

  1. Лутра ялта юр çавать.
  2. Пуç тăрринче тăмана ларать.
  3. Çĕр çинче мĕн çивĕч?
  4. Пĕр шăшин ик хÿре.
  5. Шĕвĕ – шыв мар, шурă – юр мар.

9. Çак сăвă йĕркисене кам çырнă?  

«Тем тесен те çын – çынах,

Уншăн ним те пулмĕ ют.

Манас марччĕ çав-çавах:

«Ан вĕлер, ан суй, ан сут!»

 10.К.Ивановăн «Икĕ хĕр» хайлавĕнчи ашшĕн ыйтăвĕсене çырса хур.

Пĕлсе тăма!  Кашни ыйтăва  тĕрĕс  хуравласан чи нумаййи 50 балл пухма пулать

Шкул шайĕнче 5-11 классенче чаваш чĕлхипе тата литературипе ирттермелли олимпиада ыйтăвĕсем

7 класс

1.Паллă тунă сăмах мĕнле пуплев пайĕ пулать?

Юлташĕсене пулăшма пĕр утăм та пулин тăвасси мулкач чунлă этемĕн асра та пулмарĕ.

2. Йăнăш тупăр, тĕрĕссипе мĕнле каламаллине (çырмаллине) сăлтавласа ăнлантарăр.

Эпĕ виççĕмĕш класра пĕрремĕш сăвва çырнă.

3. Чĕр чунсен ячĕсене чăвашларан вырăсла куçарăр:

пурăш, тилĕ, сăсăр, пакша, юс, шашкă , ăтăр, карăк, ăсан, пăчăр.

4. Наречисен синонимĕсене тупса çырăр.

Ĕлĕк, ÿлĕм, вуçех, текех, тăтăш, пăртак, ерипен, анчах, вара, пайтах.

5.  Ваттисен сăмахĕсене çырса пĕтерĕр:

1. Çапа пĕлмен пушă … .  2. Кашкăртан тарнă … . 3. Лаша тăват ураллă, … . 4. Пуçтарма – çулталăк, салатма – … . 5. Мулкачăн хăлхи вăрăм та –  … . 6. Шанчăклă тус –  … . 7. Ăшă сăмах – çу кунĕ, сивĕ сăмах – … .8. Чăнни яланах пыл та … .9.Чĕлхен шăмми çук,чăн сăмахăн … . 10.Кахал çын çине çумăр … .

6. «Манăн юратнă йывăçăм йăмра. Йăмра – хунавлă йывăç. Çавăнпа ăна чăваш юратать», - тенĕ чăваш çыравçи. Çак сăмахсене калаканĕ  кам-ши? Ятне, хушаматне çырăр.

7. «Чувашская народная педагогика» кĕнеке авторĕ кам? Унăн псевдонимĕ.

8. Сцена çинче вылямалли хайлавсем миçе ушкăна пайланаççĕ? Ушкăнсене палăртăр.

9. «Чире парăнма çуралман»  хайлава кам çырнă? Тĕп сăнар характеристикине çырса парăр.

10 Пăхмасăр калама вĕреннĕ  сăввăн пĕр çаврине çырăр та виçине, састашне (рифмине) палăртăр.

Пĕлсе тăма!  Кашни ыйтăва  тĕрĕс  хуравласан чи нумаййи 50 балл пухма пулать.

Шкул шайĕнче 5-11 классенче чаваш чĕлхипе тата литературипе ирттермелли олимпиада ыйтăвĕсем

8класс

  1. Пулăвне кура сăмахсене икĕ ушкăна уйăрса çырăр: 1) пĕрремĕшле сăмахсем; 2) иккĕмĕшле сăмахсем.

Мехел, тетел, сĕтел, кивел, шĕвел, йĕкел, тенкел, тĕмел, хĕвел, кĕвел, çинçел, вĕтел,  эртел, кĕсел, çемçел, хĕрел, ленчел, тĕпел, кĕскел, тĕкел, çĕнел, çиел, теветкел, çĕмел, эмел.

  1. Йăнăш тупăр, тĕрĕссипе мĕнле каламаллине (çырмаллине) сăлтавласа ăнлантарăр.

Анне хулара  ăна валли питĕ нумай справочник туянчĕ.

  1. Чăваш чĕлхи мĕнле чĕлхесен ушкăнне кĕрет?

  1. Паллă тунă сăмах мĕнле пуплев пайĕ пулать?

Çырма  çумĕпех çеремлĕх тăсăлса каять.

  1.  Панă фразеологизмсем çумне çывăх пĕлтерĕшлĕ (синонимлă) фразеологизмсем тупса çырăр.

1.Ури çине ĕне пусман. – … 2. Пĕр чĕлхе туп. –  … 3. Чике тăршшĕ ларт. –…

          4. Хĕвел кăмака хыçĕнчен тухсан –  … 5. Пиçмен пашалу – … .

  1. «Манăн паллăрах хайлавсене тĕнчери 50 ытла чĕлхене куçарчĕç. Ĕçне кура чыс-хисепĕ те пулчĕ. Чăваш халăх писателĕн, Чăваш Республикин культура тава тивĕçлĕ ĕçченĕн, Раççей тата ют çĕр-шыв патшалăхăсен сумлă премийĕсен ларуреачĕн ячĕсене пачĕç», - тет пĕр чăваш çыравçи. Кам вăл?

  1. Митта Ваçлейĕн «Атăл юрри» сăвви миçе çавраран тăрать? Çаврасенче Атăла

камсемпе танлаштарнă?

  1. Çак сăвă йĕркисене кам çырнă? Сăвви мĕн ятлă?

«Чĕлле эп тытатăп типтерлĕн,

Вăл – çăкăр.

Ун ячĕ çÿлте.

Хĕвел пайăрки пек хĕлхемлĕн

Куçать ун ăшши ман ÿте».

  1. К.В. Иванов çырнă «Нарспи» поэмăна чăвашларан вырăсла камсем куçарнă?

  1. Мĕнле илемлĕх мелĕсене (тропсене) пĕлетĕр? Кашни троппа пĕрер тĕслĕх илсе пар.

Пĕлсе тăма!  Кашни ыйтăва  тĕрĕс  хуравласан чи нумаййи 50 балл пухма пулать.

Шкул шайĕнче 5-11 классенче чаваш чĕлхипе тата литературипе ирттермелли олимпиада ыйтăвĕсем

9класс

1. Йăнăш тупăр, тĕрĕссипе мĕнле каламаллине (çырмаллине) сăлтавласа ăнлантарăр.

     Анне паян аппа килнĕ тĕле çĕр улмирен  нимĕр хатĕрлерĕ.

2. Мĕн вăл ĕç хучĕ? Унăн уйрăмлăхĕсене палăртăр. Эсир ĕç хучĕсен мĕнле тĕсĕсене пĕлетĕр?

3. Союзсăр хутлă предложени пулакан 5 ваттисен сăмахĕ е каларăш çырăр.

4. Текста вулăр. Аффикс хушăнса пулнă иккĕмĕшле сăмахсене пурне те çырса илĕр, пулăвне ăнлантарăр.

Эй, тăван чĕлхемĕр! Эсĕ чăваш юманĕ пек ватă та патвар. Хăвăн хăватна çухатмасăр ĕмĕртен-ĕмĕр, çултан-çул тĕрекленсе ÿсетĕн, юман вутти пекех хĕрÿллĕ те вăйлă çунатăн; чĕре кÿтсе çитсен – ăшăтатăн, кирлĕ чухне çунтаратăн; тăваншăн эсĕ – тĕттĕмри çул маякĕ, тăшманшăн – вилĕм тытамакĕ. (А. Артемьев.)

5.  Ваттисен сăмахĕсене вĕçлĕр.

1). Ятлă çынна … . 2). Юлташсăр çын … . 3). Малти урапа ăçтан кусать, … .

4). Çăкăра чăмласа çи, … . 5). Ĕçчен çынна пĕр сăмах,  … . 6). Ĕçлени çыншăн пулсан та – … . 7). Кирек мĕнле ĕç те … .

   6. «История Пугач́ёва» ĕçе çырнă чух А.С. Пушкин кам ĕçĕпе усă курнă?

        7. «Тăваттăмĕш класс пĕтернĕ тĕле манăн хам «каркаланă» сăвă тетрачĕсем пурччĕ, анчах эпĕ вĕсене никама кăтартма хăяймастăм, пытарса усраттăм. 1935 çулта хăюлăх çитертĕм-çитертĕмех – пур сăвва пухса Элкер пане икĕ пысăк конверт  ярса патăм»,  - аса илет пĕр çыравçă. Кам-ши вăл?

 8. «Шишка» калавра сăмах кам е мĕн пирки пырать? Авторĕ кам?

9. «Чĕкеçĕм, чĕкеç…» повеçри сăнарсене палăртăр. Повесть авторĕ кам? «Чĕкеçĕм, чĕкеç» тесе кам пирки каланă?

10. И. Е. Тăхти хăйĕн хăш хайлавĕнче ĕлĕкхи чăваш туйне питĕ ăста çырса кăтартнă?

Пĕлсе тăма!  Кашни ыйтăва  тĕрĕс  хуравласан чи нумаййи 50 балл пухма пулать.


Шкул шайĕнче 5-11 классенче чаваш чĕлхипе тата литературипе ирттермелли олимпиада ыйтăвĕсем

10 класс

  1. Панă сăмахсен синонимĕсене (виççĕрен кая мар) тупса çырăр.

 Вашават (паллă ячĕ), пайта (япала ячĕ).

2.  Йăнăш тупăр, тĕрĕссипе мĕнле каламаллине (çырмаллине) сăлтавласа ăнлантарăр

   Авă, Хĕрлĕ Чутай пасарĕ енне каякан çул çинче машинăсем питĕ нумай.

3. Текстри хутлă предложенисене çырса илĕр, вĕсен тĕсне, çыхăну мелне палăртăр.

Ытла та ырă-çке хĕвел анас умĕн хĕллехи сывлăшра! Йывăçсем çинче, кĕç-вĕç тăкăнас пек, юр чăмаккисем çакăнса тăраççĕ. Çÿлте темле тяк! тяк! сасă илтĕнет: ку пакша иккен, туратран турат çине вĕçĕмсĕр сикет.

      Эпĕ уçланка тухатăп. Умра мĕн тери илем! Аялта ывăç тупанĕ çинчи пек айлăм сарăлать, унта кÿлĕ çуталса выртать. Кÿлĕ тепĕр енче – ял. Хĕвел аннă чух çакă пĕтĕмпех юмахри пекех туйăнать.

4. Текста вулăр. Аффикс хушăнса пулнă иккĕмĕшле сăмахсене пурне те çырса илĕр, пулăвне ăнлантарăр.

Эй, тăван чĕлхемĕр! Эсĕ чăваш тĕрри пек паха та илемлĕ, асамлă та ытарлă. Эсĕ чăваш юрри пек кĕвĕллĕ те янăравлă. Санра чуна ачашлама е амантма, çĕклеме е ÿкерме, хавхалантарма, çунатлантарма хăват пур. Эй, аслă асаттемĕрсен кивелми чаплă чĕлхи! Ирĕклĕ çĕр-шывра ĕмĕр ирĕклĕн янра эсĕ! Тайма пуçăм сана!  (А. Артемьев.)

5. Ваттисен сăмахĕсене вĕçлĕр.

1). Çынна пурлăхран ытла … .  2). Сăмах çăмах мар, … .  3). Çĕр çын вĕрсен … . 4). Ĕçес килсен тин … . 5). Аслăран та асли пур, … . 6). Ыр ут çынна таптамасть, … .  7). Калаçу вăрăм пулсан та … .

       6. Вăл вилĕме юрăпа çĕнтернĕ паттăр шутланать. Ăна хăй пурăннă чухнех чăваш халăхĕн шăпчăкĕ тенĕ. «Укăлча умĕнче», «Тавах, анне» тата ытти сăвă-юрă авторĕ вăл. Сăмах кам çинчен пырать?

7. И. Юркинăн «Мул» повеçĕнче сăнланнă вăхăта палăртăр. Хайлавăн тĕп геройĕ кам?

8. «Хĕрлĕ мăкăнь» хайлавăн авторне, жанрне, тĕп геройĕсене палăртăр.

9. Н. Бичурин мĕнле чĕлхесем пĕлнĕ?

10. К.В. Ивановăн «Нарспи» поэминчи тĕп сăнара тĕрлĕ халăх литературинчи мĕнле сăнарсемпе танлаштарма пулать

Пĕлсе тăма!  Кашни ыйтăва  тĕрĕс хуравласан чи нумаййи 50 балл пухма пулать.


Шкул шайĕнче 5-11 классенче чаваш чĕлхипе тата литературипе ирттермелли олимпиада ыйтăвĕсем

11 класс

  1. Йăнăш тупăр, тĕрĕссипе мĕнле каламаллине (çырмаллине) сăлтавласа ăнлантарăр.

   ТЭЦ ăшшин хăй хаклăхĕ пĕчĕкрех. Вăрттăнлăхĕ физикăра.

         2.  Запятой мĕншĕн лартнă?

Çав самантрах хĕр ача амăшĕ çумне тĕршĕнчĕ, ăна питĕнчен, тутинчен чуп тума тытăнчĕ.        

1) союзсăр  хутлă предложенин пайĕсене пĕр-пĕринчен уйăрма

2) пĕр йышши членсем союзсăр ḉыхăннине кăтартма

3) сыпăнуллă хутлă предложенин пайĕсене уйăрма

4) сăмахсене  ытти сăмахсенчен уйрăмлатма

        3. Предложенири сăмахсем мĕнле пуплев  пайĕсем пулнине палăртăр.

Çитмĕл те çичĕ тинĕс леш енче вăйлăн шарт! çурăлнă сасă тискеррĕн илтĕнсе халăха хăратрĕ.

Шарт! сăмахран тепĕр пуплев пайĕ тăвăр.

        4. Предложенирен япала ячĕпе пĕтекен чи анлă сăмах майлашăвне çырса илĕр те схемине ъкерĕр.

Пĕр лав çамрăк хунав тиесе килнĕ Кулькин бригадир та çăвар туллин явăнтарчĕ автан тукмакне.

        5. Ваттисен сăмахĕсене вĕçлĕр.

1). Çĕрте малта пыр, … . 2). Кив пÿрте пăсиччен … . 3). Вăрман пек пуянни çук, … . 4). Кăмакара пиçменни … . 5). Хир урли курăнать, … . 6). Çурт лартма йывăр мар, … .7). Калаçсан – сăмах, … .

6. «Манăн пурнăç» автобиогрфилле аса илĕвĕн авторĕ кам?

7. 21-мĕш ĕмĕр пуçламăшĕнче К.В.Иванов çырнă «Нарспи» поэма тăрăх мĕнле авторсем мюзикл çырнă?

8. Митта Ваçлейĕ «Виçĕ хăват» сăввинче поэзин мĕнле виçĕ хăвачĕ пирки калать?

9. «…. – уй-хир юрăçи. Сăнарсем те унăн уй-хир ĕçченĕн шухăш-туйăмĕпе килĕшÿллĕ. Вĕсем – тăван çĕре юратакан хастар ĕсченсем»,- тенĕ А.Васан пĕр чăваш çыравçи пирки. Кам пирки вăл каланă-ши?

        10. Драматурги  жанрĕсене палăрт. Трагеди драмăран мĕнпе уйрăлса тăрать?

Пĕлсе тăма!  Кашни ыйтăва  тĕрĕс те туллин хуравласан чи нумаййи 50 балл пухма пулать.



По теме: методические разработки, презентации и конспекты

Классный час «Встречаем Олимпиаду. От Олимпиады – 80 к Олимпиаде -2014»

Олимпийские игры – важнейшее событие в международной спортивной жизни. Они привлекают к себе пристальное внимание миллионов людей нашей планеты. Классный час помогает учащимся проследить развитие ол...

Материал для проведения олимпиад школьного тура Всероссийской олимпиады школьников

Задания олимпиад предназначены для проведения школьного тура Всероссийских олимпиад, также  можно использовать как дополнительный материал на уроках английского языка, а также при подготовке к ди...

Олимпиада 10 класса. Олимпиада 8 класс.

Подготовка к олимпиаде....

Справка о проведённых школьных олимпиадах по предметам естественно – математического цикла 2013 – 2014 учебного года. Олимпиады проведены с 10 октября по 23 октября 2013 года среди учащихся 5 – 11 классов.

Справкао  проведённых школьных олимпиадах  по предметаместественно – математического цикла2013 – 2014 учебного года.Олимпиады проведеныс 10 октября по 23 октября 2013 годасреди учащихся 5 – ...

"От олимпиады к олимпиаде"

Экскурсия расскажет об Олимпийских Играх, познакомит с легендами древних греков, символикой Игр...