Вăрман - пирĕн пуянлăх.
план-конспект урока на тему

        Вăрман вăл ман,                           Вăрман вăл мул,

        Вăрман вăл сан,                            Вăрман- тупра,

        Апла пулсан-                                Апла пулсан -

        Вăл тус-тăван.                              Ăна  упра.

 

Скачать:

ВложениеРазмер
Microsoft Office document icon urok_temi_varman.doc39 КБ

Предварительный просмотр:

Урок теми:  Вăрман - пирĕн пуянлăх.

Тĕллевсем: 1) палăртнă темăпа вĕреннĕ материала аса илсе çирĕплетесси;

                       2) тĕрлĕ хăнăхтарусем урлă илнĕ пĕлĕве ăша хывасси;

                       3) тăван тавралăха юратма, унăн  илемне курма, ăна упрама вĕрентесси.

Урока кирлĕ хатĕрсем: «Вăрман», «Йывăçсем» çинчен презентации; ваттисен сăмахĕсем,

Урок юхăмĕ

1.Ачасене урока йĕркелени.

2. Урок тĕллевĕсемпе паллаштарни.

    -Ачасем, паянхи урока эпир вăрмана халаллатпăр. Эпир сирĕнпе вăрманăн çут çанталăкри тата çын пурнăçĕнчи пĕлтерĕшĕ çинчен калаçăпăр.

 - Вăрман çинчен мĕн пĕлнине аса илсе çирĕплетсе хăварăпăр.

3. Фонозарядка.

        Вăрман вăл ман,                           Вăрман вăл мул,

        Вăрман вăл сан,                            Вăрман- тупра,

        Апла пулсан-                                Апла пулсан -

        Вăл тус-тăван.                              Ăна  упра.

4. Умĕнхи калаçу.

   1)  Вăрман –вăл пирĕн пурнăç. Вăл пире мĕнле усă парать? Вăрман пирĕн пурнăç тетпĕр пулсан чи малтанах вăл пире кислород парать. Кислородсăр пурăнаймастпăр. Вăрман сывлăша тусанран тасатать. Енчен те эпир таса сывлăшпа сывлас тетпĕр пулсан, чирлес мар тесен пирĕн нумайрах йывăç лартмалла. «Кашни çыннăн хăйĕн пурнăçĕнче йывăç лартмалла», - тенĕ ваттисем.

 - Вăрманта мĕнле йывăçсем ÿсеççĕ?

  2) Ачасем слайдсем тăрăх йывăç ячĕсене каласа тухаççĕ.

5. Текстпа ĕçлесси.

       Пирĕн çĕр-шывра вăрман питĕ нумай. Чылай çĕрте вăрмансем пысăк та çăра. Вăрмансем çĕршер-пиншер километра тăсăлаççĕ. Вăрăм та сивĕ хĕл тăнă çĕрте пысăк хырсемпе чăрăшсем ÿсеççĕ. Ăшăрах çĕрте хурăн, çăка, ăвăс,  юман, вĕрене ÿсет. Вăрман çыншăн питĕ хаклă.

  Вăрман – пирĕн планетăн «ÿпки». Вăрманти йывăç-курăк çав тери нумай кислород кăларать, сывлăша тусанран, йÿçек газран  тасатать.

  Вăрман- пирĕн пуянлăх. Вăл нумай çимĕç парать: мăйăр, çырла, кăмпа....

  Вăрман – чĕр чунсемпе кайăксен килĕ, хÿтлĕхĕ.  

  Вăрман çĕре эрозирен сыхлать.

  Вăрман çынсене хăйĕн илемĕпе савăнтарать, таса сывлашĕпе кăмăла çĕклет, сывлăха çирĕплетет. Мĕн чухлĕ кăмпа, çырла, эмел курăкĕ парнелет пире вăрман!

  Çавǎншǎн вǎрмана пирěн тав тумалла, ǎна сыхласа та упраса хǎварас тесе тǎрǎшмалла.

    а) кăтартуллă вулав;

    ă) çĕнĕ сăмахсемпе ĕçлесси;  

            çăра- густой

            хÿтлĕх – защита

            кăмăла çĕклет – настроение поднимает

            сыхла, упра – беречь, хранить  

  б) текста пайăн-пайăн  вуласси;

    в) вырăсла куçарасси;

    е) ыйтусемпе ĕçлесси.

-Эсир вăрманта пулнă-и?

- Вăрмана çÿреме сире килĕшет-и?

- Эсир вăрмана çырла татма çÿретĕр-и? Каласа парăр.

- Вăрманта ÿсекен мĕнле кăмпасене пĕлетĕр?

- Эсир вăрмана  канма çÿретĕр-и?

- Кану вырăнне тирпейлесе хăвратăр-и?

- Вăрмана таса та тирпейлĕ тытас тесен мĕн тумалла?

6. Кластер туни.

     Вăрман çыншăн мĕн?

     Вăрман мĕн парать?

7. Кану саманчĕ.

    Тупмалли юмахсемпе ĕçлесси. Кашни ача хăне валли пĕрер хăю туртса илет.

- Вăрманта тĕрлĕ чĕр чунсем, кайăксем  пурăнаççĕ, тĕрлĕ çимĕçсем ÿсеççĕ. Эсир вĕсене пĕлетĕр-и?

1. Пĕчĕк хуранăн пăтти тутлă.

2. Çулçи çук- туратлă, йĕплĕ – чĕрĕп мар, хĕлле те çулла та пĕр тумпа.

3. Çĕр ăшĕнчен шлепке тăхăнса тухать.

4. Вăрманта йĕплĕ çăмха выртать.

5.Çулла сăрă, хĕлле шурă.

6. Çулла симĕс, хĕлле çара.

7. Ку çимĕç шĕшкĕ çинче ÿсет. Ăна пакша та пуçтарать.

8. Куçĕ чăр-чăр, хÿри çемçе, йывăç тăрăх сиккелет.

9. Кушак мар – шăши тытать,сĕт ĕçет, çын мар – панулми, кăмпа пуçтарать.

10. Йывăçсен тухтăрĕ.

 

8. «Чăваш вăрманĕ» çинчен видеофильм пăхасси.

     Видеофильм умĕнхи калаçу.

 -Чăваш Республикинче мĕнле вăрмансем пур?

 -Йăлăм вăрманĕ ăçта вырнаçнă? Сăр вăрманĕ ăçта вырнаçнă? Сăр вăрманне урăхла мĕнле калаççĕ?

9. Ваттисен сăмахĕсеме ĕçлесси.

      Вăрман çур тăлăп.

      Вăрман пуян, уй аслă.

      Хирте-хитре, вăрманта – ырă.

      Вăрман чуна та, ÿте те сиплет.

     

10. Çыру ĕçĕ. Панă сăмахсенчен тĕрĕс предложении туса çырасси.

Çĕр шыв, илемĕ, вăл, вăрман.

Йывăç, икĕ, пĕр,  кассан, йывăç, ларт.

Пĕлсе, усă, вăрманпа, кур.

Сиплет, вăрман, ÿте, те, чуна, та.

11. Урока пĕтĕмлетни.

- Урокра мĕн çинчен калаçрăмăр? Вăрман  мĕн парать? Вăрмана сиен кÿме юрать-и?

12. Ачасен ĕçне хаклани.

 

   


По теме: методические разработки, презентации и конспекты

Çăкăр- халăх пуянлăхĕ

Тĕллевĕсем: 1) çăкăр çын пурнăçĕнче пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнине ăнлантарасси; 2) çăкăр туса илекенсене хисеплеме, çăкăра упрама, перекетлĕ тытма вĕрентесси; 3) вĕренекенсен пуплевне...

Чăваш вăрманĕсем

Конспект урока "Чăваш вăрманĕсем" для 8 класса....

Чăваш вăрманĕсем

Урок чувашского языка в 8 классе...

Урок по теме"Сывлăх - чи хаклă пуянлăх"

Сывлăха ачаранах упрама вĕрентмелли урок...

Внеклассное мероприятие "Сывлăх-чи пысăк пуянлăх" С.Михалковăн "Упа мĕнле чĕлĕм тупни" хайлавĕ тăрăх инсценировка

Внеклассное мероприятие "Сывлăх-чи пысăк пуянлăх" С.Михалковăн "Упа мĕнле чĕлĕм тупни" хайлавĕ тăрăх инсценировка.Самое дорогое для человека это здоровье. Нет здоровья, нет жизни г...

Хĕллехи вăрман

Комбинированный урок родного чувашского языка для 6 класса...

Чăваш чěлхине вěрентмелли заняти «Чãваш пуянлãхě»

Чăваш чěлхине вěренес кăмăла вăйлатасси; çак чěлхепе калаçакан çынсене, чăваш халăхěн культурине хисеплеме вěрентесси....