Презентация к уроку: "Знаменитые люди Чувашии"
презентация к уроку на тему

Тĕнчипе паллă ученăй  - Алексей Николаевич Крылов.

Скачать:

ВложениеРазмер
Файл krylov_aleksey_nikolaevich.pptx875.03 КБ

Предварительный просмотр:


Подписи к слайдам:

Слайд 1

К рылов А лексей Н иколаевич Григорьева Оксана Вениаминовна

Слайд 2

Тĕнчипе паллă ученăй Алексей Николаевич Крылов академик 1863 çулхи августăн 15 – мĕшĕнче Пăрачкав районĕнчи Крылово ( унччен Висяга ятлă пулнă ) ялĕнче çуралнă . Крыловсен çемйи питĕ туслă пулнă.Алеша Крылов питĕ пултаруллă ача пулнă . 1878 çулта вăл Петербургри Тинĕс училищин хатĕрленÿ класне вĕрнме кĕнĕ . Унăн ĕмĕчĕ – моряк пуласси , тинĕссем тăрăх ишесси . Анчах та шăпа урăхла пулса тухать .

Слайд 3

1884 çулта Крылов гардемарин училищине вĕренсе пĕтерет ., флот мичманĕн званине илет . Вĕренÿре питĕ пултарнăран унăн ятне училищĕн мрамор хăми çине ылтăн сас паллисемпе çырса хураççĕ . Ачалăхри ĕмĕтсем нумай чухне пурнăçланаймаççĕ . Алешăн та тинĕссем тăрăх тĕнче касса çÿресси пулмасть . Сасартăк вăл чирлесе ÿкет . Япăх , çывăхра кăна курма тытăнать . Кун пек сывлăхпа палах карап çинче ишейместĕн . Вара Крылов тинĕс карапĕсем тăвас ĕçе кÿлĕнет . Карапсене тинĕсре путмалла мар тăвас ыйтусене тĕпчет . Тинĕс академине вĕренме кĕрет . 1890 çулта ку академие « питĕ лайăх » паллăсемпе пĕтерет . Крылова çав академирех ĕçлеме хăвараççĕ .

Слайд 4

Академире ĕçленĕ çулсенче А.Н.Крылов тĕпчев ĕçĕсем нумай çырать . Унăн ячĕ тĕнчипех сарăлать . Ăна Тинĕс академийĕн тава тивĕçлĕ профессорĕ , флотăн генерал-лейтенанчĕ званисене параççĕ . Тăван çĕршыв А.Н.Крылов ĕçне тивĕçлипе хакланă . Ăна Социализмла Ĕç Геройĕ ятне , нумай орден – медаль парса чысланă .

Слайд 5

А.Н.Крылов 1945 çулхи октябрĕн 26 – мĕшĕнче вилнĕ . Ăна Ленинградра Волков масарĕнче «Литературные мостики» текен вырăнта , вырăс культурин паллă деятелĕсен некрополĕнче , Д.И.Менделеевпа тата И.П.Павловпа юнашар пытарнă .

Слайд 6

А.Н.Крылов çуралнă ялта унăн бюстне лартнă , музей ĕçлет . Улатăрти урамсенчен пĕри унăн ячĕллĕ , 8-мĕш вăтам шкул çурчĕ çине асăну хăми çакнă . Унта çырнине вуласан эпир çакна пĕлетпĕр : А.Н.Крылов Улатăрта 1866-1869 çулсенче пурăннă .

Слайд 7

Питĕрти пĕр урам – Крылов академик урамĕ . Темиçе тинĕс карапĕ «Крылов академик» ятлă . Вăл çуралнă ял Крылово ятлă . Çапла хăй ятне ĕмĕрлĕхе тĕнчене хăварнă пирĕн ентеш – Пăрачкав тăрăхĕн Висяга ялĕнче çуралнă Алеша Крылов.


По теме: методические разработки, презентации и конспекты

План-конспект урока:"Знаменитые люди Великобритании"

План-конспект урока:"Знаменитые люди Великобритании" для 11 класса...

Презентация к уроку "Знаменитые немецкие учёные" 11 класс

Презентация урока 11 класс немецкий язык по теме "Научно-технический прогресс"...

Презентация к уроку "Знаменитые села"

Презентация содержит материал о селах Хохлома, Гжель, Палех, Жостово, Дымково....

Презентация к уроку: "Знаменитые люди Чувашии"

Хочу поделится своим опытом и мастерством со своими коллегами....

презентация для урока "Знаменитые люди"

презентация к уроку "Знаменитые люди" Пабло Пикассо...

презентация для урока "Знаменитые люди"

презентация к уроку "Знаменитые люди" 6 класс,Жюль Верн....