Тесты по чувашскому языку для 5 класса русскоязычных школ
тест (5 класс) на тему

      Тестирование активно внедряется в школах. Тесты для 5 класса русскоязычных школ можно использовать как после изучения разделов, так и для закрепления тем.  Удобно проводить в конце урока. Задания подготовлены от простого к сложному, поэтому трудностей в выполнении тестов не должно быть.

Скачать:

ВложениеРазмер
Файл test_5_kl.docx23.03 КБ

Предварительный просмотр:

5-мĕш класра ирттермелли тестсем

Çывăх  тăвансем

1. Хăш ретре сăмахсем çемçен илтĕнеççĕ?  В каком ряду слова произносятся мягко?

1) пар, пыр,  çемье, кукамай

2) пичче, хĕр, çемье, кил

3) аппа, йăмăк, паян, ывăл

4)  шăллăм, тăван, мăнук, каччă

2. Хытă аффикслă сăмахсене кăтарт. Укажи слова с твердыми аффиксами.

1) килтен, аннерен, кукаçипе, пиччесен

2) йăмăкшăн, нумайрах, тăванпа, тăвалла

3) пÿлĕмре, кукăльпе, портфельте, çынсем

4) пиллĕкмĕш,  улттăмĕш, сĕтелсем, кÿршĕшĕн

3. Хăш йĕркери сăмахсенче  хупă сасă янăравлă илтĕнет?  В словах какого ряда согласные произносятся звонко?

1) атте, анне, шакка, ташла

2) уяв, чăрмав, вулав, пахча

3) ача, автан,çăкăр, упа

4) тĕтре, тĕнче, пÿрт, пакша

4. Ударени 1-мĕш сыпăка ÿкекен сăмахсене кăтарт. Укажи слова с 1-м ударным слогом.

1) хĕрлĕ, шăллăм, çăлтăр, тĕрĕ

2) чечек, юлташ, хула, эсир

3) вăрман,  вĕренекен, çулла, ялта

4) япала, кукăль, этем, хĕвел

5. Халăх юррисенче хĕре мĕнпе танлаштараççĕ? С чем сравнивается девушка в народных песнях?

1) хурăнпа

2) юманпа

3) çăкапа

4) йăмрапа

6. Аннен амăшĕ кам пулать? Назови бабушку по матери.

1) кукамай

2) кукаçи

3) асатте

4) асанне

7. Пĕлтерĕшне кура хăш сăмахне лартмалла? Какое слово подходит по смыслу?

Эпир иккĕн пĕртăван.

Эпĕ –  кахал, эс – …

  1. пуян
  2. наян
  3. куян
  4. туян

8. Мĕн сăмах çухалнă? Какое слово потерялось?

Тăвансем – тăвар каснă ыр …

  1. туссем
  2. çынсем
  3. юлташсем
  4. тантăшсем

9. Тупсăмне кала. Назови правильный ответ.

Пирĕн кÿршĕре пĕр çемье пур. Çав çемьере икĕ амăшĕ, икĕ хĕрĕ тата кукамăшĕ пурăнаççĕ. Миçен пурăнаççĕ-ши вĕсем?

  1. 3
  2. 5
  3. 6
  4. 7

10. Дядя сăмаха чăвашла мĕнле куçармалла? Как переводится слово дядя на чувашский язык?

        1) атте

        2) шăллам

        3) кукка

        4) йăмăк

Апат-çимĕç

1. Калав ту. Составь рассказ.

А) Çăкăра хисеплемен çын ĕçе те хисеплемест.

Ă) Çăкăр пĕрчĕрен пулать.

Б) Çăкăр тăвасшăн нумай çын тăрăшать.

В) Суха тăваççĕ, акаççĕ, выраççĕ, авăртаççĕ, пĕçереççĕ.

1) ĂБВА  2) ВБАĂ  3) АĂВБ  4) БАĂВ

2. Кирлĕ сăмахсене суйла. Выбери нужные слова.

Манăн

1) апатăм  2) апату 3) апачĕ

Санăн

1) çăкăр  2) çăкăрĕ 3) çăкăру

Унăн

1) кишĕрĕм 2) кишĕрĕ 3) кишĕрÿ

3. Сĕт-турăх вырăсла мĕнле пулать?  Как переводится слово сĕт-турăх на русский язык?

1) сливочное масло

2) молочные продукты

3) топленое масло

4) творог

4. Хăшĕ ытлашши? Что лишнее?

1) яшка

2) ĕне ашĕ

3) çатма

4) сысна ашĕ

5. Тупсăмне кала. Отгадай загадку.

Куçран пăхса мĕн макăртать?

  1. кăшман
  2. çарăк
  3.  кишĕр
  4. сухан

6. Вĕрет мĕн пулать? Чем является слово вĕрет?

Яшка вĕрет. Йытă вĕрет. Ĕç вĕрет. Пурнăç вĕрет. Çил вĕрет.

  1. антоним
  2. синоним
  3. омоним
  4. япала ячĕ

7.  Сăмах мĕн  пирки пырать? О чем идет речь?

Тÿпере те сар хĕвел,

Пахчара та хĕвелсем.

Каласамăр, ачасем,

Хурав парăр-ха часрах.

Мĕнле ятлă хĕвелсем

Çитĕнеççĕ пахчара?  (Н.Ытарай.)

  1. сар  чечексем
  2. хĕвел çаврăнăшсем
  3. топинамбурсем
  4. астрăсем

8. Хăш сăмах çи сăмахăн синонимĕ пулмасть? Какое слово не является синонимом слова çи?

1) кавле

2) чăмла

3) вула

4)  çăт

9. Эпĕ апат çиетĕп предложенири глагол хăш вăхăтра? В данном предложении глагол в каком времени?

        1) пулас

        2) иртнĕ

        3) хальхи

        4) пулмалли

10. Апат çинĕ чух мĕн теççĕ? Что говорят во время еды?

        1) Апачĕ лайăх пултăр!

        2) Апачĕ çуллă пултăр!

        3) Апачĕ тутлă пултăр!

        4) Апачĕ пылак пултăр!

Тăван ен

1. Глаголăн хальхи вăхăт формине кăтарт. Укажи глагол настоящего времени.

1) Эпĕ Чăваш Республикинче пурăнатăп.

2) Эпĕ Чăваш Республикинче пурăнаттăм.

3) Эпĕ Чăваш Республикинче пурăнăп.

4) Эпĕ Чăваш Республикинче пурăнтăм.

2. Глаголăн çуклă формине палăрт. Укажи глагол отрицательной формы.

1) Кам Тăван çĕр-шыва юратмасть,  вăл тăван амăшне юратмасть.

2) Чăваш Республикинче ытларах чăвашсем пурăнаççĕ.

3) Шупашкар Атăл хĕрринче вырнаçнă.

4) Сĕве Атăла юхса кĕрет.

3. Паллă ячĕн танлаштару степеньне палăрт. Укажи сравнительную степень прилагательных.

1) пысăк, аслă, кăвак, чи ватă

2) чи хитре, кăн-кăвак, сĕм-тĕттĕм

3) çÿллĕрех, хаклăрах, аванрах, çамрăкрах

4) çирĕп, тутлă, чи хитре,  лутра

4. Япала ячĕсен тĕрĕс çыхăнăвне кăтарт. Укажи правильное сочетание слов.

1) Чăваш Республики

2) Чăваш Республика

3) Чăвашăн Республика

4) Чăвашăн Республикин

5. Шутне пĕл. Отгадай количество .

Миçе пÿ илсен хула ячĕ пулать?

  1. хĕрĕх
  2. вăтăр
  3. пин
  4. çĕр

6. Шупашкар ăçта вырнаçнă? Где расположены Чебоксары?

        1) Сăр хĕрринче

        2) Çавал хĕрринче

        3) Сурăм хĕрринче

        4) Атăл хĕрринче

7.Чăваш Республикин символики. Символика Чувашской Республики.

        1) ялав

        2) гимн

        3) герб

        4) ялав, гимн, герб

8. Нумай пăнчă вырăнне мĕн çырмалла? Что ставится вместо многоточия?

Тăвансемпе пĕрлешнĕ чух,

… çĕкленнĕ чух.

Чун савăнать, чĕре сикет,

Татах та хастар пулас килет (И.Тукташ).

  1. чăваш хули
  2. чăваш сăмахĕ
  3. чăваш чĕлхи
  4. чăваш тĕнчи

9. Чăваш Республикинче миçе хула? Сколько городов в Чувашской Республике?

1) 5

2) 7

3) 9

4) 10

10. Чăваш Республикин патшалăх чĕлхисем. Государственные языки Чувашской Республики.

1) вырăс

2) чăваш

3) вырăс, чăваш

4)  тутар

Тус-юлташ

1.Çывăх пĕлтерĕшлĕ сăмахсене кăтарт. Укажи синонимы.

1) тирпейлĕ - ăшă

2) кăмăллă - сивĕ

3) юлташ – тус

4) кахал – тăрăшуллă

2. Тĕрĕс йĕркеленĕ предложение палăрт. Укажи правильно построенное предложение.

1) Манăн çывăх юлташ Оля ятлă.

2) Çывăх юлташ ятлă Оля манăн.

3) Ятлă Оля манăн çывăх юлташ.

4) Оля манăн ятлă юлташ çывăх.

3. Туслăх çинчен калакан ваттисен сăмахĕ хăшĕ?  Какая пословица о дружбе?

1) Ĕçрен ан хăра –  вăл хăй санран хăратăр.

2) Шанчăклă тус ылтăнран хаклă.

3) Вĕренни – çутă, вĕренменни – тĕттĕм.

4) Ăçта чечек – унта пыл.

4. Хăш предложени иртнĕ вăхăта палăртать? Какое предложение выражает прошедшее время?

1) Паян туссем класра.

2) Паян туссем класра пур.

3) Паян туссем класра çук.

4) Паян туссем класраччĕ.

5. Ровесник сăмаха чăвашла мĕнле куçармалла? Как переводится слово ровесник?

1) юлташ

        2) хурăнташ

        3) ентеш

        4) тантăш

6. Хăш сăмахĕ ытлашши? Какое слово лишнее?

  1. туслă
  2. юлташлă
  3. тăванлă
  4. йывăр

7. Хăш сăмах çумне  -лăх аффикс хушăнмасть? К какому слову суффикс лăх не прибавляется?

1) тус

        2) юлташ

        3) тăван

        4) шкул

8. Ударени хăш ретри сăмахсенче юлашки сыпăк çине ÿкет? В каком ряду ударение падает на последний слог?

        1) туслăх, ăшă, кăмăллă, наян

        2) юлташ, аван, ĕçчен, кахал

        3) ултав, хурлăх, çемçе, лайăх

        4) юлхав, куштан, ватă, шанчăклă

9. Юлташ …  çул кĕскелет предложенире мĕнле аффикс лартмалла? Какой суффикс нужен в данном предложении?

        1) -ран

        2) -сан

        3) -сăр

        4) –па

10. Хăш предложенире хисеп ячĕ çук? В каком предложении нет числительного?

        1) Çĕр сум пуличчен çĕр тус пултăр.

        2) Аслă çынна пин пуç теççĕ.

        3) Шанчăклă тусăн хакĕ çук.

        4) Çиччĕн пĕр çынна кĕтмеççĕ.

Çын

1. Кам? ыйтури сăмахсене палăрт. Укажи слова, отвечающие на вопрос кто?

1) ручка, кĕнеке, шăши, пĕлĕт

2) упа, пакша, класс, хĕл

3) атте, тухтăр, юлташ, юрăçă

4) алă, ура, хăлха, тута

2. Хирĕçле пĕлтерĕшлĕ сăмахсене кăтарт. Укажи антонимы.

1) юлхав – ĕçчен

2) тăмсай – ĕçчен

3) хитре – илемлĕ

4) лаша – ут

3. Палăртнă сăмахсенчен хăшĕ ăçта? ыйтуллă? Какое из выделенных слов отвечает на вопрос где?

1) Пулă шывра пурăнать.

2) Автобус урампа пырать.

3) Кайăксем  кăнтăртан килеççĕ.

4)  Тухтăр больницăран тухать.

4. Предложенисене çырса е каласа пĕтер. Заверши предложения.

1) Хĕлле юр …

А) çăвать  Ă) юхать  Б) каять  В) савăнать

2) Çуркунне шыв …

А) ирĕлет Ă) юхать  Б) вĕçет  В) ишет

3) Çулла хĕвел …

А) калать  Ă) юрлать  Б) хĕртет  В) вулать

4) Кĕркунне çумăр …

А) çăвать Ă) парать  Б) илет  В) çиет

5. Тупсăмне кала. Отгадай загадку.

Пĕр çăмхан çичĕ шăтăк.

  1. пуç
  2. сăмса
  3. йăва
  4. мечĕк

6. Ытарлă ыйту. Шутливый вопрос.

Сăмах вĕççĕн кам вĕçет ?

  1. вĕçкĕн
  2. ухмах
  3. тăмсай
  4. наян

7. Çухалнă рифма туп. Подбери рифму.

Тимлĕ этем – тимĕр пек,

Тимсĕр этем – … пек.

  1. шаркку
  2. пăтă
  3. яшка
  4. нимĕр

8. Кам вăл? Кто это?

     – Эсĕ кам? – тесе ыйтнă пĕринчен.

 – Эпĕ – этем элемĕ (ялавĕ), – тенĕ хайхискер, – этемрен маларах çуралатăп та ун çумне яланлăха çулăхса ларатăп, нихçан ютшăнми юлташĕ пулса пурăнатăп. Çынни хăй вилес пулсан та эпĕ – унăн элемĕ – пĕтместĕп, пурăнатăп. Сăмах мĕн çинчен пырать?

  1. çын ячĕ çинчен
  2. çын сасси çинчен
  3. çын кулли çинчен
  4. çын пурнăçĕ çинчен

9. Ресницы сăмаха чăвашла куçар. Переведи слово ресницы на чувашский язык.

1) куç харши

        2) куç çÿçĕ

        3) куç хăрпăкĕ

        4) куç тухтăрĕ

10. Чăваш хĕрĕсем пуçа мĕн тăхăннă? Назови головной убор чувашских девушек?

        1) саппун

        2) хушпу

        3) тухья

        4) шÿлкеме


По теме: методические разработки, презентации и конспекты

Тесты по чувашскому языку 8 класс

Тесты по чувашскому языку 8 класс...

План урока по чувшскому языку "Акăш кÿлли" 7 класс(русскоязычная школа)

В плане-конспекте даны материалы для провндения урока в 7 классе по теме "Акăш кÿлли"....

КТП по башкирскому (государственному) языку для 2 класса русскоязычных школ

Календарно-тематическое планирование по башкирскому государственному языку для 2 класса русскоязычных школ. Авторы учебника: Толомбаев Х.А., Давлетшина М.С. В неделю 1 час....

КТП по башкирскому (государственному) языку lдля 3 класса русскоязычных школ

Календарно-тематическое планирование по башкирскому (государственному) языку  для 3 класса русскоязычных школ. Авторы учебника: Толомбаев Х.А., Давлетшина М.С. В неделю 1 час....

КТП по башкирскому (государственному) языку для 11 класса русскоязычных школ

КТП по башкирскому (государственному) языку для  учашихся 11 класса русскоязычных школ. Авторы учебника Габитова З.М., Усманова М.Г....

Рабочая программа по башкирскому(государственному) языку для 2 класса русскоязычных школ

Рабочая программа по башкирскому (государственному) языку для 2 класса русскоязычных школ по ФГОС...

ктп по башкирскому (государственному) языку для 6 класса русскоязычных школ

Календарно-тематическое планирование по башкирскому (государственному) языку для 6 класса русскоязычных школ. Авторы учебника: М.Г. Усманова, З.Габитова, Г.Н.Абдулхаева. Уфа: 2010. ...