6-мӗш класра А. Воробьёв "Ҫӑкӑр" темӑпа ирттермелли урокӑн конспекчӗ
план-конспект урока

Облесова Ирина Николаевна
Конспекты уроков

Скачать:

ВложениеРазмер
Microsoft Office document icon "Ҫӑкӑртан асли ҫук" 48.5 КБ

Предварительный просмотр:

I. Класа йĕркелесси . Сывлăх сунатăп сире, ачасем.

II. Тема тǎрǎх ĕçлесси

      У:Урок теми пирĕн: «Çǎкǎртан асли çук». Паян эпир сирĕнпе Алексей Воробьёвǎн «Çǎкǎр» сǎввипе паллашǎпǎр, тишкерĕпĕр. (1 слайд)

     2. Учитель сǎмахĕ.

     Çǎкǎр! Ытла та асамлǎ сǎмах-çке вǎл! Унǎн пурнǎçри хакне, пĕлтерĕшне каласа пама сǎмах та çитес çук. Вǎл çĕр-анне паракан хаклǎран та хаклǎ ырлǎх, пуянлǎх! Çынсем çǎкǎра тытса хǎйсен чи çывǎх тǎванĕсемпе юлташĕсем умĕнче тупа тǎваççĕ. Çǎкǎрпа çывǎх туссене, ĕç паттǎрĕсене кĕтсе илеççĕ. Çǎкǎр ĕмĕртенпех хисепре. Ахальтен мар ун умĕнче пуç тайса: «Çǎкǎртан асли çук»,- тенĕ.

     Çавǎнпа та хамǎн урок эпиграфĕ вырǎнне эпĕ чǎваш халǎх поэчĕ В.Давыдов-Анатри çырнǎ çак йĕркесене илтĕм (2 слайд)

3.Çǎкǎр хакне палǎртса хǎйĕн хайлавĕсенче уйрǎмах чǎваш-

сен чаплǎран та чаплǎ поэчĕ, уй-хир юрǎçи Алексей Воробь –

ёв çырнǎ. (3 слайд)

      Чи малтанах эпир сирĕнпе кĕскен поэтпа хǎйĕнпе паллашǎпǎр.

       Алексей Александрович Воробьев 1922 ҫулхи октябрĕн 28-мĕшĕнче Чăваш АССРĕнче , Вăрнар районĕнчи Мăн Явăш ялĕнче, вăтам хресчен ялĕнче ҫуралнă. Хăйсен ялĕнчи пуҫламăш шкулта, унтан тулли мар вăтам шкулта вĕреннĕ.

       1941 ҫулта Çĕрпӳри ялхуҫалăх техникумĕнчен вĕренсе тухнă. 1941 ҫулта фронта каять. Сталиград патĕнче йывăр аманать, сывалнă хыҫҫăн тăван районĕнче агроном пулса ĕҫлет.

     Каярахпа,1957 ҫулта Шупашкара пурăнма куҫать. Радиопа телевидении комитетĕнче ял-хуҫалăх передачисен редакторĕ пулса ĕҫленĕ.

         А.Воробьев – ҫырас ăсталăха хăвăрт ӳстерсе пыракан поэт. Вăл пĕтĕмпех хăй курнă, хăй пĕлнĕ япаласем ҫинчен ҫыртать. Вĕсене яланах ҫĕнĕлле уҫса пама кăтартма, лайăхрах курма пулăшать. Поэтăн чылай сăввисем совет халăхĕ иртнĕ вăрҫара тӳссе ирттернĕ йывăр вăхăт ҫинчен, уй-хир ĕҫченĕ ҫинчен.

4. а) Халĕ эпир сирĕнпе Алексей Воробьёвǎн «Çǎкǎр» сǎввине илемлĕ вулама хǎнǎхǎпǎр. 1)Учитель вулани; 2)Илемлĕ вулакансене сǎвва вулаттарни; 3) Класпа вулани.

 ǎ) Тишкерÿ. - Сǎвва вуласан куç умне мĕнле ÿкерчĕк тухса тǎрать?

(Çĕн çǎкǎр кǎмакаран пиçсе тухни, çǎкǎра типтерлĕн тытса касса çини, питсем çинчи йǎл кулǎ, çĕр ĕçченĕсем çǎкǎр туса илес тесе тар тǎкса ĕçлени, çĕн тырра пуçтарса илсен ял-йыш савǎнни).

- Сǎвǎра поэтǎн мĕнле кǎмǎл-туйǎмĕ палǎрать?

(Поэтǎн савǎнǎçлǎ, хавхалануллǎ кǎмǎл-туйǎмне сисетпĕр. Поэт çĕн çǎкǎр пиçсе тухнǎшǎн, уйри ĕç ǎннишĕн, этем çǎкǎрпа тутǎ пулнǎшǎн савǎнни палǎрать).

- Поэт çǎкǎра мĕншĕн хĕвелпе танлаштарать?

(Хĕвел ǎшши пулмасан çĕр çинчи пурнǎç пĕтет, çавǎн пекех сĕтел çинче çǎкǎр пулмасан этем пурǎнаймасть).

- Поэт çǎкǎра тата ял-йыша мĕншĕн мухтать?

(Поэт çǎкǎра мухтать, мĕншĕн тесен çǎкǎр пурнǎç парать, ахальтен мар вǎл çǎкǎр çинчен: «Хĕвел пайǎрки пек хĕлхемлĕн куçать ун ǎшши ман ÿте»,- тесе çырать. Ял-йыша мухтать, мĕншĕн тесен вĕсем çǎкǎр туса илеççĕ, сĕтел çинче çǎкǎр пултǎр тесе ырми- канми ĕçлеççĕ).

б) Словарь ĕçĕ :пĕр си – пĕр тапхǎр; астив – тутанса, çисе пǎх; тертлĕ çĕр – асаплǎ (çĕр ĕçĕ йывǎр пулнǎ пирки калать); тĕшĕ – тырǎ («тĕш тырǎ» теççĕ);

пылланчĕ – тутланчĕ; тимлерĕ – итлерĕ, парнелерĕ, тǎрǎшрĕ.

в) – Сǎвǎри хǎш йĕркесем сǎввǎн тĕп шухǎшне палăртаççĕ?(4)

г) – Автор çǎкǎршǎн кама мухтать? (5)

д) Сǎмахсен синонимĕсене тупасси (6)

ё)Сǎвǎри илемлĕх мелĕсене тупасси(7)

Учитель: Сăвăри танлаштарусене тупăр.-

                               Çĕр чǎмǎрĕ евĕр çавра. (танлаштару)

Ун пичĕ – тин тухнǎ хĕвел (танлаштару)

                                Çĕн çǎкǎр куратǎп умра  ( эпитет)            

Учитель: Сăвăри сăпатлантарусене тупăр. -

           Шǎпланчĕ пÿрт ǎшĕ пĕр си. (Сăпатлантару)

Учитель: Тата мĕнле илемлĕх мелĕ пытаннă ҫак сăвăра?

Тĕш мулĕ (метафора – сǎмахǎн куçǎмлǎ пĕлтерĕшĕ, пытарǎнчǎк танлаштару)

III.Çирĕплетÿ. - Çǎкǎра сĕтел çине касса хуриччен мĕнле професси çыннисем вǎй хураççĕ-ши?(18)

2. а) «Çǎкǎртан асли çук» тетпĕр , анчах та яланах çǎкǎра хисеплетпĕр-и эпир? Тепĕр чух çǎкǎр татǎкне нимех те мар тесе ǎçта килнĕ унта вырттаратпǎр, ǎна перекетлĕн тытма пĕлместпĕр. Халь, сĕтел çинче çǎкǎр пур чухне, эпир нушине туймастпǎр. Анчах ĕлĕк çынсем çǎкǎр çиеймен çулсем те пулнǎ. Тĕслĕхрен, 1921-1922 çулсенче Чǎвашра хǎрушǎ выçлǎх хуçаланнǎ. Пинĕ-пинĕпе ачасем выçǎпа вилнĕ. Çǎкǎр ун чухне ылтǎнран та хаклǎ пулнǎ. 1941-45 çç. Аслǎ вǎрçǎ çулĕсенче татǎк çǎкǎр мĕне тǎнине тылра та, фронтра та аван пĕлнĕ.

ǎ) Тĕслĕхпе паллаштарни (9).

Учитель: Ленинград хулинчи медсестра аса илĕвĕпе паллаштарасшăн.

б) (10) - Эсир паянхи кун çǎкǎра хисеплетĕр – и?

      Пĕр кунта çын 50 г. çǎкǎр çисе ямасан посёлокра 200 пуханкка (160 кг ) çǎкǎра кǎларса пǎрахаççĕ.

      Пĕр кунта 22 ача 50 г. çǎкǎр çисе ямасан мĕн чухлĕ кǎларса пǎрахаççĕ?

в) Халǎхǎн ырǎ йǎли-йĕркисенче çǎкǎра хисеплени, унǎн хǎватне ĕненни палǎрать(11) - Мĕнле йǎла-йĕркесенче çǎкǎра хисеплени курǎнать?

Ачасем:

  1. Салтака кайнă чухне ҫаврака пуҫламан ҫăкăра касса чĕллине шурă тутăрп чĕркесе турăш умнее хураҫҫĕ, салтак таврăниччен тытмаҫҫĕ.
  2. Пысăк уявсенче хаклă хăнасене ҫăкăр-тăварпа кĕтсе илеҫҫĕ.
  3. Çĕнĕ мăшăрсене ҫăкăрпа пил параҫҫĕ.
  4. Килте кĕреке пуҫтариччен сĕтел ҫине ытти апат-ҫимĕҫ лартиччен ҫăкăр лартаҫҫĕ.

г) Ваттисен сǎмаххисене вĕçлени (12)

Çакăртан аслă (пулаймăн).Çакăр тутине (ĕҫлекен пĕлет).Çакăр -тăвартан (асли ҫук).Çăкăр пулсан (ĕҫ ăнать).Çăкăр ҫук пулсан (ылтăн та кирлĕ мар).

Алă ҫумасăр (ҫăкăр ан тыт).Кам кулач ҫиес тет, (кăмака ҫинче выртмасть.

д) «Пĕлме интереслĕ» (13)

Ачасем, эпĕ сире ҫăкăр ҫинчен пĕр интереслĕ каласа паратăп.

е) -Çǎкǎр сǎмахпа мĕнле паллǎ ячĕсем çыхǎнаççĕ-ши?(14)

Шурǎ, хура, тутлǎ, пылак, çемçе, кǎпǎшка, çаврака

ё) - Хура çǎкǎра тата шурǎ çǎкǎра мĕн çǎнǎхĕнчен пĕçереççĕ?

IV. Пĕтĕмлетÿ.Чи лайǎх хак пирĕншĕн эсир çǎкǎра хисеплени пулĕ. Ăна пурнǎç кǎтартса парĕ. Çапах та паян мĕн çинчен калаçнине яланах асра тытасса шанса тǎратǎп. (15). V.Киле ĕç«Çǎкǎр» сǎвва пǎхмасǎр вĕренмелле.

 

 

   


По теме: методические разработки, презентации и конспекты

Ева Лисинăн "Çăкăр чĕлли" хайлавĕ тăрăх ирттермелли урокăн анлă конспекчĕ

Конспекта анлĕн çырса кăтартнă. Урока ирттерме усă курма пулать....

Усал - утпа, ырри çуран çÿрет (6-мěш класра литературăпа ирттермелли урок)

Урок тěсě: пěтěмлетÿ урокěУрок форми: литература эстафети.Сапăрлăх тěллевě:  1. Ушкăнпа ěçлеме тат пěр-пěрин шухăшне, калаçăвне итлеме хăнăхтарасси. 2. Тимлě пулма, туслăха хаклама,чыса упр...

Вырăс шкулĕн 6 класĕнче «Тăван тавралăх» темăпа ирттермелли урок планĕ.

Вырăс шкулĕн 6 класĕнче «Тăван тавралăх» темăпа ирттермелли урок планĕнче урокăн тĕллевĕсене, урок юхăмне тĕплĕн çырса панă. Ку материалпа чăваш чĕлхине вĕрентекенсем усă курма пултараççĕ....

«Ырă çын пуласси ачаран паллă» Марина Карягинăн «Слива вăрри» калавĕ тăрăх ирттермелли урок конспекчĕ

Вĕренекенсене  ырăпа усала уйăрма вĕрентесси; этемĕн халăха юрăхлă, усăллă пулас ĕмĕтпе пурăнмалли çинчен ăнлантарасси....