Творчество Николая Теветкеля
план-конспект урока (8 класс)
Николай Теветкель (Петровский)- поэт, прозаик, драматург, критик, публицист, переводчик. Перевел произведения многих классиков европейской поэзии на чувашский язык. Также перевел на родной язык все 154 сонета У.Шекспира. Одной из любимых стихотвореных форм чувашского поэта стала форма сонета.
Скачать:
| Вложение | Размер |
|---|---|
| 16.34 КБ |
Предварительный просмотр:
Н.Теветкелӗн пултарулӑхӗнче Ҫӑкалӑх сасси сӑнланни
Николай Александрович Петровский 1937 ҫулхи утӑ уйӑхӗн 11-мӗшӗнче Чӑваш Республикинчи Йӗпреҫ районӗнчи Савкка ялӗнче ҫуралнӑ. Ялти шкул хыҫҫӑн Сӗнтӗрвӑрринчи профессипе техника шкулӗнче, каярахпа Шупашкарти ӳнер училищинче пӗлӳ илнӗ. Мускаври А.М.Горький ячӗллӗ Литература институчӗ ҫумӗнчи Аслӑ курссенче ӑсталӑхне туптанӑ. Унӑн пултарулӑх биографийӗ ҫав тери пуян: вӑл-поэт, прозаик, драматург, критик, публицист, куҫаруҫӑ.1976 ҫултанпа СССР (халӗ Раҫҫӗй) ҫыравҫисен пӗрлӗхӗн пайташӗ. Литература ӗҫне иртнӗ ӗмӗрӗн 60-мӗш ҫулӗсенче кӳленнӗ. Ҫирӗме яхӑн кӗнеке кӑларнӑ: «Ҫамраклӑх сӑввисем», «Ҫын чӗртнӗ ҫутӑсем», «Шурӑ ката», «Хура сулӑ», «Сывлӑмпи», Асамлӑ хӗл», «Авӑн, тата ыттисем те.
Николай Теветкелӗн пурнӑҫне аса илни
Ҫӗнтерӳшӗн хаҫат 15 июль 2022ҫ. Геннадий Кузнецов «Савкка сӑпкинче сикнӗ сӑвӑҫ»
Сырнӑ статьри материалтан). Утӑ уйӑхӗн 11-мӗшӗнче Питрав кунӗ умӗн ҫуралнӑскерне ашшӗпе амӑшӗ Петровский хушаматпа ҫыртарнӑ ял канашне ят хуртарма кайсан. Мӗн паянхи куна ҫитичченех ҫӳлте тытса пырса вулакансене хӑйӗн хайлавӗсемпе туллин савӑнтарать. «Петровский» хушамат ҫумӗнче яланлахах ҫирӗпленнӗ «Теветкел» хушма хушаматпа алӑ пусса кӑларакан сӑвви-калавӗсем ӑнӑслӑ пулса тухчӑр тесе, ҫанӑ тавӑрсах тӑрӑшать. Сӑвӑҫ малтан Савккари пуҫламӑш, каярахпа Ҫӑкалӑхри ҫичӗ ҫуллӑх шкулӗнче пӗлӳ илнӗ чухнех хӑйӗн малтанхи хӑюсӑр туйӑмӗсене поэзи чӗлхи ҫине куҫарать. Ҫакна пуҫласа асӑрхаканӗ кам тетӗр? Никам та мар, Йӗпреҫ тӑрӑхӗнче шанчӑк паракан кашни ҫамрӑках алӑ ҫупса кӗтсе илекен Василий Иванович Андреев-Хурамал пулнӑ. Хурамал салинче кун курнӑ сӑваҫ тата журналист Савкка каччине тӳрех асӑрхать., унӑн вӗренмелле ҫырнӑ сӑввисене районти («Коммунизм ҫӗнтерӗвӗшӗн ) халӗ «Ҫӗнтерушӗн» хаҫатра кун кӑтартма пулӑшать.
«Поэтӑн ачалӑхри ӳсӗмӗ» аса илӳ.Николай Федорович Козлов, нумай вӑхӑт хушши Липовкӑри заводра директор пулса ӗҫленӗ.
Ҫӑкалӑхри ял клубӗн пуҫлӑхне лартсан, 50-мӗш ҫулсен пуҫламӑшӗнче культура вучахне чӗртес тесе хавхаланса ӗҫлеме пуҫларӑмӑр. Ял клубӗнче чӑваш классикӗсен пьесисене лартма тытӑнтӑмӑр. «Айтар», «Нарспи», «Ҫӗмӗрт ҫеҫки ҫурӑлсан» пьесӑсене лартрӑмӑр. Асӑннӑ пьесӑсенчи рольсене ун чухнехи ҫамрӑксем, чылайӑшӗ фронтовиксем, пысӑк хавхаланупа выляса кӑтартрӗҫ. Анчах кирек мӗнле пьеса лартнӑ чухне илемлӗ декораци кирлӗ-ҫке. Художникӗ те тупӑнчӗ. «Художник» тесен пӗр-пӗр ар ретне кӗме пуҫланӑ ҫамрак тесе шутлатӑр пуль. Анчах та апла мар. Ҫемйипех Канаш хулинчен куҫса килнӗ шкул ачи пулчӗ вӑл. Канаш хулинчи шкулта вӗренме тытӑннӑскер, хӑйӗн пӗлӗвне пирӗн ял шкулӗнче ӳстерме тытӑнчӗ ҫак ача. Лайӑх вӗренетчӗ. Вӗрентекенсем ырлатчӗҫ. Хӑш-пӗр чухне «Мухтав грамотине» те илнӗ. Ҫак ача Петровский Николай пулчӗ. Пуҫламӑш классенчех ӳкерме, ҫырма тытӑннӑскер, пирӗн драмкружока хаваслансах ҫӳреме пуҫларӗ ҫак ача. Эпӗ ӑна час-часах ял пурнӑҫне ҫутатса паракан стена хаҫатне илемлетес ӗҫе те хутшӑнтараттӑм. Хӑш-пӗр наянсене тӑрӑхласа ҫивӗч карикатурӑсем те ӳкеретчӗ. Карикатурӑсем айне йӗплӗ сӑмахсем ҫырса хуратчӗ. Пӗчӗкскер, ҫивӗчскер, хӑйне усал сунакансенчен шикленсе каймасчӗ пулас. Йывӑр вӑхӑт пулнӑ. Коля тӗрлӗ сӑрӑсемпе ӳкерме юратнине пӗлсен, эпӗ ӑна декорацисем тума хушрӑм. Анчах хут ҫук. Ара, кивӗ хаҫат тӗркемӗсем туллиех -ҫке вулав ҫурчӗнче. Кольӑна сӑрӑсем тупса патӑм ҫак хайхи. Ӗҫ лавӗ тинех вырӑнтан хускалчӗ. Коля малтан ик-виҫ хаҫата пӗр-пӗрин ҫине хурса ҫыпӑҫтарма тытӑнчӗ. Ара, хаҫат хучӗ ҫав тери ҫӳхе-ҫке. Стена ҫинчен тӳрех йӑтӑнса анать вӑл. Юлашкинчен сцена хыҫӗнчи стена ҫумне ҫакмалли пулас декораци «материалӗ» клуб урайне хупласа та хучӗ. Коля ун ҫинче чӑлха вӗҫҫӗн чупкаласа ҫӳрет: ӳкерет, сӑрлать. Хутран-ситрен «Нарспи» поэмӑри йӗркесене сӑвӑласа илет:
Шӑп та лӑп Нарспипе Сетнер пӗр-пӗринпе тӗл пулас вӑрмана ӳкеретчӗ арҫын ача. Ара, Ҫӑкалӑх тавра сӗм вӑрмансем кашласа ларатчӗҫ. Ахальтен мар ӗнтӗ ӗлӗкхи шкул ачи-хальхи паллӑ чӑваш поэчӗ Теветкел Микул (Петровский) хайӗн «Пӗр хырлӑх шӑпи» сонет кӑшӑлӗнче ҫырса парать.
Иртсе кайнӑ йывӑр ҫулсене те, савӑнӑҫлӑ самантсене те лайӑх астӑватӑп. Коля, шкул ачи «Нарспи» драмӑра Сентти рольне выляни те асран кайман.Ҫак пьесӑна кӑтартма Ишлӗ Шетмӗ ялне те кайса килтӗмӗр.
Николай Теветкел пултарулӑхӗнче Ҫӑкалӑх сасси сӑнланни
«Тантӑшӑм уяв кунӗсенче купӑс каласа тӗлӗнтеретчӗ» статьяри йӗркесенчен.
Йӗпреҫ тӑрӑхӗ. Сӗм-сӗм вӑрман варринчи Ҫӑкалӑх (Липовка ) ялӗ. Ҫичӗ ҫул вӗренмелли шкул. Кунти ял ачисем литературӑпа искусство ҫинчен ҫунатланса калаҫатчӗҫ. Эпӗ акварель сӑррисемпе ӳкерчӗксен вӑрттӑнлӑхне шыраттӑм. Сӑвӑ-калав ҫырма та тытӑнтӑм. Ҫурхи илем савӑнӑҫӗпе хайхи -майхи «Ҫуркунне» сӑвӑ ҫуралчӗ. Стена хаҫатне ҫапса кӑларчӗҫ ӑна. Ытти классенчен те киле-киле пӑхаҫҫӗ мана. Ҫӑкалӑхра сӑвӑ, калав, юмах ҫыракан тата ӳкерчӗксем тума пултаракан сахал пулман.Шкулпа ял библиотеки пуянччӗ. Шкулта вӗреннӗ чухнех илемлӗ литература журналӗ кӑларма тытӑнӑмӑр. .Пӗр журналӗ икӗ хулӑн тетрадьрен. Эпӗ – редакторӗ те, критикӗ те, ҫыруҫи те. Хамӑн сӑвӑсемпе калавсене эпӗ те хамах ӳкерсе сӑн кӳреттӗм. «Пурнӑҫра мӗн куратӑр, ҫавӑн ҫинчен ҫырса парӑр»,- ӑс параттӑм эпӗ «Йӗпе сӑмсаллӑ авторсене». Редактор пулнӑ ӗнтӗ. .Хам та «йӗпе сӑмсаллӑ» редактор пулнӑ ӗнтӗ. Журнала икӗ эрнере пӗрре кӑлараттӑмӑр. Ҫӑкалӑхри 7 класс пӗтерсен Буинск вӑтам шкулне ҫӳреме тытӑнтӑмӑр. (сӑмах май, Липовка шкулӗнче Валентин Алекссев та вӗреннӗ.)
«Ҫӑкалӑх» поэма.
Ҫӑкалӑх. Яла Йӗпреҫ чӑвашӗсем те, ытти районсем те Липовка теҫҫӗ. Ҫӑкалӑх ялӗн никӗсне Шупашкар енчи чӑвашсем хывнӑ иккен. Ку никӗслев 1927 ҫулта пуҫланнӑ. Кӑҫалхи ҫӗртме уйӑхӗн 15-мӗшӗнче Ҫӑкалӑх хӑйӗн 70 ҫулхи уявне паллӑ турӗ. Ҫав ятпа Н.Теветкел «Ҫӑкалӑх» ятлӑ поэма ҫырнӑ.
Хӑй ӳсӗмне Ҫӑкалӑх ялӗ
Ҫӗкленӗ чӑтлӑх вӑрманта.
Тӗреклӗ мучисен вӑй-халӗ
Тапать халь пирӗн кӑкӑрта.
Н.Теветкелӗн пултарулӑх ҫулӗнче Ҫӑкалӑх сӑпки чӑннипех те пысӑк вырӑн йышӑннӑ. Кунти тавралӑх, ҫут ҫанталӑк илемӗ Турӑ панӑ пултарулӑха малалла аталантарма хавхалантарса, вӑй парса пынӑ.
По теме: методические разработки, презентации и конспекты
Литературная викторина в 10 классе на тему: "Основные этапы жизни и творчества Николая Васильевича Гоголя".
Данная викторина содержит вопросы, позволяющие проверить знание основных фактов жизни и творчества Николая Васильевича Гоголя...
Урок-концерт по творчеству Николая Рубцова
«Поверьте мне, я чист душою»...

Урок литературы в 11 классе "Роль маски в жизни и творчестве Николая Степановича Гумилёва"
О Николае Степановиче Гумилеве остались противоречивые воспиминания современников. Одни считали его высокомерным, другие добрым и щедрым. Поэт в стихотворениях примерил не мало масок: пирата, бродяги,...
Музыкально - литературная композиция по творчеству Николая Рубцова «Россия! Русь! Храни себя, храни!» Музыкально - литературная композиция по творчеству Николая Рубцова «Россия! Русь! Храни себя, храни!»
Николай Рубцов будет жить в своем народе, как будут жить свободные, глубокие, печальные и светлые звуки его стихов, будет звучать его негромкий и добрый поэтический голос. И чистая звезда его душ...

Методическая разработка внеурочного мероприятия на основе регионального содержания на тему «Путешествие с Николаем Колычевым «От моря Белого до моря Баренцева» (Образы русского севера в творчестве Николая Колычева).
Методическая разработка внеурочного мероприятия распахнет перед учащимися двери в чарующий мир Кольского полуострова, приглашая в незабываемое «Путешествие с Николаем Колычевым: от Белого моря д...

