Геннадий Айхи – тĕнче çынни.
статья по краеведению по теме

Никитина Наталия Петровна

 Геннадий Айхи - чă ваш халă х поэчĕ  л л     1934 çулхи çурлан 21-мĕ шĕ нче Чăваш Енĕн Патăрьел районĕнчи Çĕньялта çуралнă.  

Скачать:

ВложениеРазмер
Microsoft Office document icon Aygi_-_kopiya.doc54 КБ
Office presentation icon gennadiy_ayhi.ppt2.36 МБ

Предварительный просмотр:

                                            Эп тÿррĕн калаçасшăн.

                                            Чун çулĕпе пыма

                                            Ирĕклĕрех пуль маншăн.

           Геннадий Айхи çырнă сăвă йĕркисем унăн мрамор палăкĕ çинче вырăн тупнă. Çут тĕнчерен кайнă пулсан та унăн чунĕ Патăрьел районĕнчи Çĕньял тăрăхĕнчех пулĕ. Çак сăмахсем вара вăл пирĕнпе калаçма, пире итлеме яланах хатĕр пулнине те ăнлантарать ахăртнех.

Геннадий Айхи – тĕнче çынни.

          Пĕр енчен, ытла та ансат пек, тепре пăхсан çав тери кăткăс туйăнать Геннадий Айхи тĕнчи. Ансатлăхĕ, манăн шухăшăмпа, вăл пирĕн хушăмăртанах – чăваш ялĕнчен, тухнăран пулĕ.  Кăткăслăхĕ вара – эпир ăнланса çитерейменнинче, ăс-хакăлĕпе, шухăшлавĕпе пирĕнтен самай çÿллĕ картра тăнинче. Вăл – чăваш. Çав вăхăтрах ăна поляк та, акăлчан та, француз та: «Айхи – пирĕн», - теме пултарать. Вăл – тĕнче çынни.

     

         Айхи чăваш кĕперне Европăна çити хыврĕ – Франципе, Польшăпа, Венгрипе, Швеципе, Германипе ….

         Г.Айхие аталанма Борис Пастернак тата Михаил Светлов поэтсем нумай пулăшнă. 1970 çултанпа Геннадий Николаевич Айхи – писатель-профессионал.

          Хайлавсен пĕлтерĕшĕпе форми хăюллă новатор, художник-философ пулнă май Геннадий Айхи хальхи тĕнче литературине питĕ пысăк витĕм кÿнĕ. Çавна май çыравçăн «Отмеченная зима», «Начало полян», «Тетрадь Вероники», «Теперь всегда снега» тата ытти кĕнекисенче сăнарланнă пултарулăх шыравĕ тĕлĕнмелле поэзи тĕнчине, сăмах искусствин чăн хаклавçисемшĕн илĕртÿллĕ Айхин хăйне евĕрлĕ стильне çуратнă.

           Г.Айхи куçару енĕпе çине тăрсах ĕçленине пула чăваш культури урăх чĕлхесемпе калаçакан çынсемшĕн те çывăх пулса тăнă. ЮНЕСКО ялавĕ айĕнче поэт «Чăваш поэзийĕн антологине» хатĕрленĕ, ăна Англире, Венгрире, Италире, Францире тата Швецире кăларнă. Геннадий Николаевич çавăн пекех чикĕ леш енчи авторсен хайлавĕсене чăвашла куçарнă, вĕсене «Франци поэчĕсем», «Венгри поэчĕсем», «Польша поэчĕсем» антологисене пухса пĕрлештернĕ.

             

Венгри

            Юлашки çулсенче чăваш халăхĕпе тăванла Венгри халăхĕ хушшинче культурăллă çыхăнусем, пурсăмăра та савăнтарса, хавхалантарса, кунсерен çирĕпленсе пычĕç.  Венгрсем – чăвашсемпе тахçанах хурăнташланнă халăх. Пирĕн авалхи асаттемĕрсемпе венгрсен авалхи йăхĕсем 5-8 ĕмĕрсенче Урал тăвĕсен кăнтăр-хĕвеланăç енче, хальхи Пушкăрт республикипе Кама таврашĕнчи çĕрсенче, юнашар пурăннă. Авалхи пăлхар-чăвашсемпе мадьярсем виçĕ ĕмĕре яхăн кÿршĕллĕ пурăнни пирĕн халăхăмăрсем хушшинче хăварнă тарăн  та паллă йĕрсем пирки, пирĕн культурăсенчи, чĕлхесенчи пĕрпеклĕхсем пирки юлашки вăхăтра Венгри тĕпчевçисем те, пирĕн тишкерÿçĕсем те нумай çырчĕç, малалла та çырĕç. Венгрсем пирĕн хальхи культурăпа литературăна та тĕплĕнрех пĕле пуçларĕç. Венгри поэчĕсен чăвашла тухнă кĕнеки (1974 çул) те пирĕн халăхсем хушшинчи туслăх çыхăнăвне кăтартать.

Польша

            Чăвашпа поляк халăхĕсем хушшинче чылайранпа пыракан туслăх уйрăмах иккĕмĕш тĕнче вăрçи вăхăтĕнче, Совет Çарĕ Польшăна гитлеризм пусмăрĕнчен ирĕке кăларассишĕн кĕрешнĕ вăхăтра, çирĕпленеççĕ. Польшăра фашизма хирĕç вуншар пин чăваш салтакĕ çапăçнă, нумайăшĕ, поляксен ирĕклĕхĕшĕн пуçне хурса, яланлăхах Польша çĕрĕнче юлнă. Пĕтĕм Польша чăваш халăхĕн мухтавлă ывăлне Яков Николаевич Николаева – партизансен отрячĕн «чуваш» ятпа чапа тухнă легендарлă командирне – хальчченех сума суса, «вилĕмсĕр чăваш» тесе асăнать. Сăмах май, çак символла факта та аса илер: вилес умĕн «чуваш», Яков Николаев, поляксен мухтавлă поэчĕн Адам Мицкевичăн ячĕпе хисепленекен отрядра çапăçнă.

            Польша поэчĕсен антологийĕ чăвашла тухни пирĕн литературăсем хушшинчи çыхăнусене чĕртсе ячĕ. Поляк поэчĕсем те чăваш поэчĕсен сăввисене хăйсен чĕлхине куçарса уйрăм кĕнекен пичетлерĕç.

Швед    

Чăваш сăмахĕ халĕ швед чĕлхипе те янăрать. Чăваш поэзийĕн антологийĕ итали, акăлчан, франци,  венгри чĕлхисемпе пичетленсе тухнă хыççăн «Уй куçлă, вăрман хăлхаллă» (йăла-йĕрке сăмахлăхĕпе халăх юррисем)   ятпа швед чĕлхипе кун çути курать.

Щвед чĕлхине куçараканĕ Анника Бекстрем.

Франци

         

          Чăвашлăха самантлăха та манман Геннадий Николаевич. Европăри нумай çĕршыв поэт-классикĕсен хайлавĕсене чăваш вулаканĕ патне çитерме мĕн чухлĕ вăй хуман пулĕ. Франци поэчĕсен сăввисене тÿрремĕнех чăвашла куçарса кăларнă антологи кăна мĕне тăрать!

         Айхишĕн Верлен, Пастернак ячĕсене чи малтан хăйĕн Вĕрентекенĕсенчен илтни те, Хусанкайпа Митта туслăхĕн  çути те пысăк пĕлтерĕшлĕ. Хусанкай лампи – аслă поэтăн пилне палăртакан çутă. Вăлах кун-çула тĕрĕслекен виçе те. Тĕнче культуринче палăрнă ăсчах, ĕмĕр тăршшĕпе хамăр халăх ăс-хакăлне тĕпчекенскер, Г.Н.Волков Айхин çĕнĕлĕхĕ пирки «Живой парадокс… тот самый…» статйинче çапла çырать: «Новаторство, однако,  не уводит его от национальных форм. Не порывает он и с традициями народной поэзии», «Думая по-чувашски, творит на русском».

Айхине куçараканĕсем

         Геннадий Николаевичăн чи лайăх сăввисене франци, швед, нимĕç, чех, словак, поляк, венгр тата ытти чĕлхесем çине куçарнă.

Французла унăн ĕçĕсене  Леон Робель куçарнă.

          Г.Айхи – тĕнче шайлă сăвăç. Унăн Парижра тăхăр кĕнеке, Майна çинчи Кранкфуртра, Берлинра икшер, Прагăра, Братиславăра, Будапештра, Мюнхенра, Роттердамра, Лондонра пĕрер кĕнеке пичетленнĕ. Ывăнма пĕлмен ĕçчен Венгри поэчĕсен антологине чăвашла, чăваш поэчĕсен хайлавĕсен пуххине венгрла хатĕрленĕ. Чăваш халăх поэчĕн, сăвăçин ĕçне Европа шайĕллĕ «Чĕрĕлĕх» премипе хакланă.

         Литературăри тава тивĕçлĕ ĕçсемшĕн 1990 çулта Геннадий Николаевич Айхи Чăваш Республикин К.В.Иванов ячĕллĕ Патшалăх премине тивĕçнĕ, 1994 çулта вара – Чăваш халăх поэчĕн хисеплĕ ятне. Г.Айхи çавăн пекех Борис Пастернак тата Андрей Белый, Митта Ваçлейĕ ячĕллĕ премисен, Франци Академийĕн, Венгрири Федерик Петрарка ячĕллĕ литература, театр тата музыка агенствин премийĕсен, пĕтĕм тĕнчери ытти нумай преми  лауреачĕ пулнă. Поэта Искусство тата литература орденĕпе (Франци) тата «Эндре Адие асăнса» (Венгри) медальпе наградăланă.

         Айхи тăрăшнипе эпир Франци, Польша, Венгри, Швеци поэчĕсене чăвашла вулатпăр. Чăваш Сăмахĕ те тимĕр татрĕ теме пултаратпăр паян. Вăл пухса хатĕрленĕ «Чăваш поэзийĕн антологийĕ» венгрла, итальянла, акăлчанла, французла тата шведла пичетленсе тухнă. Чăваш юрри, чăваш сăмахĕ, чăваш сăвви Атăл хумĕ пек, вăрман сасси пек, кĕсле сасси пек илтĕнет çакă аслă тĕнчере. Вăл – тĕнчере пур, Айхие пула!

Вĕçĕ

         Чăваш халăх поэтне Геннадий Айхие чăваш ятне-сумне çĕклекен чи пултаруллă,  харсăр çынсенчен пĕри тесен те йăнăшмăпăр. Геннадий Николаевичăн пархатарлă ĕçĕ вăл французсен, поляксен тата ытти халăхĕн сăвви-юррине чăвашла питĕ нумай куçарса пичетленнинчен те, чикĕ леш енче чăваш поэзийĕн антологийĕсене кăларнинчен те лайăх курăнать. Юлашки çулсенче уйрăмах тухăçлă ĕçлерĕ поэт. Ăна чăннипех Чăваш çĕр-шывĕн, литературипе искусствин тăнчери элчи теме пулать. Алексей  Талвирпа Петĕр Хусанкая эпир тăван сăмахлăхăмăршăн Европăна чÿрече касса уçнă тесе хаклатпăр пулсан, Геннадий Айхи вара тĕнчене ÿнер алăкне яри уçсах тухрĕ.

         Поэзи – ÿнерçĕ ÿкерчĕкĕ пекех. Унта пит ăнланма тăрăшмалла мар. Паллă философ Кант та çаплах каланă: «Кирлĕ мар ăнланма, ăна чĕрепе, чунпа туймалла». Вуласа тухмалла хăвна валли, вăл вара юлатех, кайран пуç мимине çитетех. Пуриншĕн те паллă – ирĕклĕ сăвă çырса Айхи хăйĕн поэзи тĕнчине турĕ. Çакăн пек сăвăсем çирĕпленнĕ канонсене пăхăнмаççĕ. Калăпăр, паянхи кун çутă та таса, питĕ янкăр, сăввисем те çавăн пек. Курнă вăл ăна – çырса хунă. Айхи кайнă терĕмĕр-ха та, анчах та вăл пирĕнпех. Мĕншĕн тесен унăн сăввисене вуласах тăратпăр-çке. Эпир Айхи сывлăшĕнчех пурăнатпăр. Айхи пулнă, пур, пулать. Кăна нимĕн те тăваймастăн, хуратса пăрахаймастăн – вăл тĕнчене сарăлнă. Хăйĕн пултарулăхĕпе, хăйĕн поэзийĕпе….


Предварительный просмотр:


Подписи к слайдам:

Слайд 1

Эп тÿррĕн калаçасшăн. Чун çулĕпе пыма Ирĕклĕрех пуль маншăн. Геннадий Айхи.

Слайд 2

Геннадий Айхи – тĕнче çынни

Слайд 3

Михаил Светлов, Айхи тата Борис Пастернак поэтсем

Слайд 4

«Теперь всегда снега» «Отмеченная зима» «Тетрадь Вероники»

Слайд 5

«Чăваш поэзийĕн антологийĕ» венгрла, итальянла акăлчанла французла шведла

Слайд 7

Верлен, Пастернак ячĕсене чи малтан хăйĕн Вĕрентекенĕсенчен илтни те, Хусанкайпа Митта туслăхĕн çути те пысăк пĕлтерĕшлĕ

Слайд 8

Г.Н. Волков Айхин çĕнĕлĕхĕ пирки «Живой парадокс… тот самый…» статйинче çапла çырать: «Новаторство, однако, не уводит его от национальных форм. Не порывает он и с традициями народной поэзии», «Думая по-чувашски, творит на русском».

Слайд 9

Айхине куçараканĕсем Французла ăна Леон Робель куçарнă

Слайд 10

Литературăри тава тивĕçлĕ ĕçсемшĕн 1990 çулта Геннадий Николаевич Айхи Чăваш Республикин К.В.Иванов ячĕллĕ Патшалăх премине 1994 çулта вара – Чăваш халăх поэчĕн хисеплĕ ятне Борис Пастернак ячĕллĕ премине Андрей Белый ячĕллĕ премине Митта Ваçлейĕ ячĕллĕ премине Франци Академийĕн премине Венгрири Федерик Петрарка ячĕллĕ литература, театр тата музыка агенствин премине Искусство тата литература орденĕпе (Франци) тата «Эндре Адие асăнса» (Венгри) медальпе наградăланă

Слайд 11

Айхи тăрăшнипе эпир Франци, Польша, Венгри, Швеци поэчĕсене чăвашла вулатпăр. «Чăваш Сăмахĕ те тимĕр татрĕ»,- теме пултаратпăр паян. Вăл пухса хатĕрленĕ «Чăваш поэзийĕн антологийĕ» венгрла, итальянла, акăлчанла, французла тата шведла пичетленсе тухнă. Чăваш юрри, чăваш сăмахĕ, чăваш сăвви Атăл хумĕ пек, вăрман сасси пек, кĕсле сасси пек илтĕнет çакă аслă тĕнчере. Вăл – тĕнчере пур, Айхие пула!

Слайд 12

Геннадий Айхи


По теме: методические разработки, презентации и конспекты

Опыт работы за последние три 2009 - 2011 годы. Папка профессиональных достижений Ковалева Геннадия Алексеевича, учителя физической культуры МБОУ СОШ № 11 г.Каменск-Шахтинский Ростовской области

Это моя конкурсная работа ПНПО 2012. В ней изложена моя трудовая деятельность за последние три года согласно критериям конкурсного отбора лучших учителей ПНПО 2012. Прошу дать независимую объективную ...

Одному из основателей чувашской этнопедагогики, Геннадию Волкову, исполнилось 85 лет

Чёваш халёх педагогикине ник.слекенсенчен п.ри - Геннадий Волков: 2012 =улхи юпа уйёх.нч 31-м.ш.нче вёл =уралнёранпа 85 =ул =итр.?  Геннадий Никандрович - паллё в.рентекен: ёсчах: =ырав=ё: ку=ару...

"Ĕç çынна илем кÿрет"

А. Галкинăн "Икĕ сăнлă пурнăç" хайлавĕ тăрăх ирттернĕ урокăн планĕ...

Портфолио учителя математики МБОУ "СОШ №23" п. Айхал Маслиевой Марины Алексеевны

Фамилия:       МаслиеваИмя: МаринаОтчество:       АлексеевнаДата рождения:25.08.1961 г.Образование: высшее,Тульский государственный педагоги...

Батыр яуҙа һынала.

1941-1945 йылдарҙағы һуғышта ҡатнашҡан геройҙарыбыҙ тураһында....

«Чăваш çынни хастар та паттăр!» презентация

Анатолий Смолин поэт Чăваш енри паллă çынсене халалланă сăвă йĕркисемпе хатĕрленĕ литературăпа музыка композициĕ....

Урок теми: «Туслǎх çынна вǎй парать » (Л.Сачковăн «Ӑмсану» калав тăрăх.)

‒ Людмила Сачкова пултаруллă журналистка, ҫывравҫă, драматург.Чăваш университечĕн чăваш чĕлхипе литератури уйрăмне пĕтернĕ. Шкулта ĕçленĕ. «Коммунизм ялавĕ», «Хыпар» хаçа...